Плансемпе усӑ курса вӗрентетпӗр
1. Библи вӗренмелли плансен мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?
1 Июль уйӑхӗнче тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫре» ҫынсене вӗрентме пулӑшакан темиҫе хатӗр пирки каланӑччӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗри — Библи вӗренмелли плансем. Сӑвӑ йӗркисенчен нумайӑшне Библирен ӑҫтан илнине кӑна кӑтартнӑ, ҫавӑнпа та ҫав сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланине пӗлес тесе вӗсене Библие уҫса вуламалла. Библи вӗренмелли пирӗн нумай публикацие ҫынсем хӑйсем тӗллӗнех вуласа чӑнлӑха ӑнланма пултараҫҫӗ, плансене вара вӗрентекенпе пӗрле сӳтсе явмалла. Ҫавӑнпа та эпир ҫынна плансенчен пӗрне сӗнтӗмӗр пулсан, Библири чӑнлӑха пӗлсе пыни мӗн тери интереслӗ пулнине куртӑр тесе пирӗн ӑна Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтартмалла (Матф. 13:44).
2. Ҫын патне пӗрремӗш хут килсен плансемпе мӗнле усӑ курма пулать?
2 Пӗрремӗш хут килнӗ чухне. Ҫапла калама пулать: «Ҫынсем час-часах ҫак тӗнчене мӗн кӗтет-ши теҫҫӗ. Сирӗн шутпа, пирӗн пурнӑҫ хӑҫан та пулин лайӑхланӗ-ши? [Хурава итле.] Библире шанчӑк паракан савӑнӑҫлӑ хыпар пур». Ун хыҫҫӑн ҫав темӑпа ҫыхӑннӑ плана уҫ та вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтарт. Тепӗр меслет: хӑв суйласа илнӗ планри ыйтӑва, ҫынна интереслентерме пултаракан ыйтӑва, пар та хуравне Библире мӗнле тупмаллине кӑтарт. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем калаҫӑва пуҫланӑ чухне планри темӑпа ҫыхӑннӑ видеоролик кӑтартаҫҫӗ.
3. Вӗренӗве плансемпе усӑ курса мӗнле ирттермелле?
3 Вӗренӗве мӗнле ирттермелле. 1) Ҫынна пӗр-пӗр тема ҫине тимлеттерес тесе ӑна интереслентерме пултаракан ыйтӑва пар. 2) Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа пар тата вӗсем тӗп темӑна мӗнле уҫса панине ҫынна ӑнланма пулӑшас тесе майне пӗлсе ыйтусем пар. 3) Вӗренекен материала ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлес тесе ӑна калаҫу пуҫламӑшӗнче панӑ ыйтӑва е аялта хулӑн шрифтпа ҫырнӑ ыйтӑва пар. Ҫав темӑпа ҫыхӑннӑ видеоролик пур пулсан тата эсӗ ӑна ҫынна халиччен кӑтартман пулсан, кӑтартма пултаратӑн.
4. Ҫак усӑллӑ хатӗрпе усӑ курма мӗнле вӗренсе ҫитме пулать?
4 Ҫак усӑллӑ хатӗрпе паллаш. Унпа майлӑ вӑхӑтра яланах усӑ кур. Вӗренӳ умӗн вӗренекен ҫинчен тата планри сӑвӑ йӗркисене лайӑхрах мӗнле сӳтсе явмалли ҫинчен шухӑшла (Ытар. 15:28; Ап. ӗҫ. 17:2, 3). Библи вӗренмелли плансемпе ӑста усӑ курма вӗренсе ҫитсен, тен, вӗсем саншӑн ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме пулӑшакан чи лайӑх хатӗрсем пулса тӑрӗҫ.