Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 4 урок
  • Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Павел мӗн тунӑ?
  • Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Павелран тӗслӗх илӗр
  • Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракансене хаклать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иисус тӗслӗх кӑтартнӑ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Хамӑра кӗҫӗне хуни
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • «Хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 4 урок

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

Павел апостол, хуралҫӑ ҫумне сӑнчӑрпа ҫыхса хунӑскер, Агриппа патшапа, Фест пуҫлӑхпа тата Вереникӑпа хисеплӗн калаҫать.

Ап. ӗҫ. 26:2, 3

4-МӖШ УРОК

Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр

Библири принцип: «Хӑвӑра кӗҫӗне хурса ыттисене хӑвӑртан асла хурӑр» (Флп. 2:3).

Павел мӗн тунӑ?

Павел апостол, хуралҫӑ ҫумне сӑнчӑрпа ҫыхса хунӑскер, Агриппа патшапа, Фест пуҫлӑхпа тата Вереникӑпа хисеплӗн калаҫать.

ВИДЕО: «Павел Агриппа патшана ырӑ хыпар калать»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Апостолсен ӗҫӗсем 26:2, 3 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Агриппа патшапа калаҫнӑ чухне Павел хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

  2. ӑ) Павел хӑйӗн ҫине тимлеттерес вырӑнне Иегова ҫине тата Сӑваплӑ Ҫыру ҫине мӗнле тимлеттернӗ? (Апостолсен ӗҫӗсем 26:22 пӑхӑр.)

Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир ҫынпа хамӑра кӗҫӗне хурса тата хисеплӗн калаҫатпӑр пулсан, унӑн пире итлес кӑмӑл ытларах пулӗ.

Павелран тӗслӗх илӗр

3. Ҫынпа хисеплӗн калаҫӑр. Хӑвӑра пурне те пӗлекен ҫын пек ан тытӑр, ыттисене вара нимӗн те пӗлмен ҫынсем пек ан кӑтартӑр.

4. Эсир мӗне вӗрентни Библирен пулнине кӑтартӑр. Библире ҫын чӗрине хускатма пултаракан шухӑшсем пур. Эпир Библипе усӑ куратпӑр пулсан, ҫыннӑн ӗненӗвӗ пирӗн сӑмахсем ҫинче мар, Турӑ Сӑмахӗ ҫинче никӗсленӗ.

5. Йӑваш пулӑр. Хӑвӑрӑнни ҫинче ан тӑрӑр тата ҫынпа ан тавлашӑр. Яланах лӑпкӑ пулӑр тата хӑҫан калаҫма чарӑнмаллине пӗлӗр — ҫапла тунипе эсир хӑвӑра кӗҫӗне хунине кӑтартатӑр (Ытар. 17:14; Тит 3:2). Эпир йӑвашшӑн калаҫатпӑр пулсан, тен, тепрехинче ҫын пире итлес тейӗ.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Рим 12:16—18; 1 Кор. 8:1; 2 Кор. 3:5

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр