Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхе: Betsileo
  • Паян

Тунтикун, октябрӗн 27-мӗшӗ

Упӑшкасен... хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткисене юратнӑ пек юратмалла (Эф. 5:28).

Иегова упӑшка арӑмне юратасса тата ӑна пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерессе кӗтет. Унсӑр пуҫне, упӑшкин арӑмӗшӗн ҫывӑх тус пулмалла тата Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшмалла. Ҫавӑнпа та арҫын тӑвансен Иегова пек шухӑшлама вӗренмелле, хӗрарӑмсене хисеплемелле тата шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла. Ҫакӑ веҫех лайӑх упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулма пулӑшӗ. Авлансан санӑн ачасем ҫуралма пултараҫҫӗ. Лайӑх атте пулас тӗлӗшрен Иеговӑран вӗренме пулать (Эф. 6:4). Сӑмахран, Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, юратни тата ырлани пирки калама вӑтанман (Матф. 3:17). Санӑн ачасем ҫуралсан вӗсене юрататӑп тесе каласах тӑр. Вӗсем тӑвакан ырӑ ӗҫсемшӗн, вӗсем пӗлтерӗшлех мар пулсан та, мухтаса ил. Иеговӑран тӗслӗх илекен ашшӗсем хӑйсен ачисене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Лайӑх атте пулмашкӑн эсӗ халех хатӗрленме пултаратӑн. Килтисемшӗн тата пухури тӑвансемшӗн тӑрӑш. Вӗсене юратни пирки тата мӗншӗн вӗсене хаклани пирки калама вӗрен (Иоанн 15:9). w23.12 28—29 с., 17, 18 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Ытларикун, октябрӗн 28-мӗшӗ

[Иегова] сире... тӗреклентерӗ (1 Пётр 5:10).

Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулин те, ытти ҫынсем пекех, йывӑрлӑхсем тӳсме тата чирлеме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Туррӑн халӑхне курайман ҫынсем пире хирӗҫ тӑма е хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Иегова пире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть пулин те, пире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:10). Вӑл пулӑшнипе эпир савӑнӑҫлӑ пулма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата питӗ йывӑр лару-тӑрусенче те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Иегова пире канӑҫлӑх паратӑп тесе шантарать (Флп. 4:6, 7). Ҫав канӑҫлӑх вӑл — хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене пула хамӑр туякан лӑпкӑлӑх. Ку вӑл «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх». Вӑл эпир шутланинчен те чаплӑрах. Тен, хӑвӑрӑн та ҫакӑн пекки пулнӑ: хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн эсир сасартӑк хӑвӑра лӑпкӑ туйма пуҫланӑ. Шӑп ҫавӑ — Иегова паракан канӑҫлӑх. w24.01 20 с., 2 абз.; 21 с., 4 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Юнкун, октябрӗн 29-мӗшӗ

Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла (Пс. 102:1).

Иеговӑна юратакансем ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн. Давид патша ҫакна ӑнланнӑ: Иеговӑн ятне мухтани Турра хӑйне мухтанине пӗлтерет. Иегова ята илтсен эпир вӑл мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Давид хӑйӗн Ашшӗн ятне хисепленӗ тата ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗлӗшрен левитсем те тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Туррӑн ячӗ темӗнле мухтавран та аслӑ тесе каланӑ (Неем. 9:5). Паллах ӗнтӗ, хамӑра ҫакӑн пек кӗҫӗне хурса Иеговӑна чун-чӗререн мухтани унӑн чунне савӑнтарать. w24.02 9 с., 6 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр