Иеговӑн лайӑх енӗсене тивӗҫлипе хаклӑр
«Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке» (ЭФ. 5:1).
1. а) Иеговӑн мӗнле лайӑх енӗсене христианин пӑхса тухма пултарать? ӑ) Туррӑн лайӑх енӗсене тӗпчени пире мӗнле усӑ парӗ?
ИЕГОВА ҫинчен шухӑшланӑ чухне сире пуринчен малтан унӑн мӗнле лайӑх енӗсем аса килеҫҫӗ? Пирӗнтен нумайӑшӗ юрату, тӗрӗслӗх, ӑслӑлӑх тата вӑй пирки калӗ. Анчах та Иеговӑн кӑмӑла каякан лайӑх енӗсем нумай пулнине эпир пӗлетпӗр. Иеговӑн 40 ытла тӗрлӗ лайӑх енне каласа тухма пулать, вӗсене кашнине пирӗн публикацисенче пӑхса тухнӑ. Хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ чухне эпир Иегова мӗнле Турӑ пулни ҫинчен калакан мӗн тери хаклӑ пӗлӳсем илме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫавӑн пек вӗренни пире мӗнле усӑ пама пултарать? Эпир хамӑр ҫӳлти Аттемӗре тата ытларах хаклама пуҫлӑпӑр, ҫавна пула вара Иегова пек пулас тата унпа ҫывӑхланас кӑмӑл вӑйлӑлансах пырӗ (Иис. Н. 23:8; Пс. 72:28).
2. а) Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен вӗренни пире вӗсене ытларах хаклама мӗнле пулӑшнине тӗслӗхпе кӑтартса парӑр. ӑ) Эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Анчах та «хакламалла» тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ вӑл камӑн е мӗнӗн те пулин пахалӑхне ӑнланса илнине пӗлтерет. Хӑш-пӗр япаласен пахалӑхне майӗпен пӗлсе пыраҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр-пӗр ҫӗнӗ апата тивӗҫлипе хак парас тесен малтан унӑн шӑршине туймалла, унтан ӑна тутанса пӑхмалла, юлашкинчен вара хӑвӑн ӑна пӗҫермелле. Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑн пӗр-пӗр лайӑх енӗ ҫинчен пӗлсе пыратпӑр, ун ҫинчен шухӑшлатпӑр, унтан вара ҫав ене хамӑр пурнӑҫра кӑтартатпӑр пулсан, ӑна эпир ытларах та ытларах хаклама пуҫлатпӑр (Эф. 5:1). Ҫак тата ун хыҫҫӑнхи тепӗр икӗ статьяра эпир Иеговӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсене пӑхса тухӑпӑр. Кашнинче эпир ҫакӑн пек ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: ҫак лайӑх ен мӗне пӗлтерет? Иегова ӑна мӗнле кӑтартса тӑрать? Ҫав лайӑх ене Иегова пек кӑтартас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
ИЕГОВА — КӐМӐЛЛӐ ТУРӐ
3, 4. а) Кам кӑмӑллӑ, ҫавна эсир мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр? ӑ) Иегова пире итлӗп тата пулӑшӑп тесе мӗнле шантарать?
3 Чи малтан кӑмӑллӑ пулни мӗн иккенне пӑхса тухӑпӑр. Ҫав лайӑх ене кӑтартакана эсир мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр? Тен, эсир ун пирки вӑл ырӑ, ыттисемпе калаҫма яланах вӑхӑт тупать тата ун патне пырса калаҫма ҫӑмӑл тенӗ пулӑттӑр. Ҫын кӑмӑллӑ е кӑмӑллӑ маррине час-часах вӑл мӗн калани, пит-куҫне мӗнле вылятни, кӗлеткине мӗнле хускатни тата хӑйне мӗнле тытни тӑрӑх пӗлме пулать.
4 Иегова хӑй кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартать? Вӑл Ҫут тӗнчере чи хӑватли пулсан та, пире хӑйне кӗлтума чӗнет. Вӑл пирӗн кӗлӗсене итлет, пире кирлӗ пулӑшӑва парса тӑрать. (Псалом 144:18; Исаия 30:18, 19 вуласа пар.) Эпир Иеговӑна кирек мӗн чухлӗ, кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек хӑш вырӑнта та кӗлтума пултаратпӑр. Эпир унпа ним хӑрамасӑр калаҫма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫавӑншӑн нихӑҫан та ӳпкелес ҫуккине пӗлетпӗр (Пс. 64:3; Иак. 1:5). Библире Иегова ҫинчен ҫынсене ӑнланмалла сӑмахсемпе ҫырса панӑ, ҫакӑ вара вӑл пире хӑйӗнпе кӗлӗре калаҫтарасшӑн пулнине кӑтартса парать. Сӑмахран, псалом юрлакан Давид «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ» пирӗн ҫинче тата унӑн сылтӑм алли пире «хунтӑлать» тесе ҫырнӑ (Пс. 33:16; 62:9). Исаия пророк Иеговӑна кӗтӳҫпе танлаштарса ҫапла каланӑ: «Вӑл... путеккисене алли ҫине илӗ те кӑкӑрӗ умӗнче ҫӗклесе ҫӳрӗ, сӑваканнисене ҫавӑтса пырӗ» (Ис. 40:11). Шухӑшласа пӑхӑр-ха! Тӑрӑшакан кӗтӳҫ кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаннӑ путек кӗтӳҫпе ҫывӑх пулнӑ пекех, Иегова та пире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарасшӑн. Пирӗн Атте ҫавӑн пек кӑмӑллӑ пулни чуна ҫӗклет! Эпир Иегова пек кӑмӑллӑ пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр?
ПИТӖ ХАКЛӐ ЛАЙӐХ ЕН
5. Мӗншӗн старейшинӑсен кӑмӑллӑ пулмалла?
5 Нумаях пулмасть тӗрлӗ континентра пурӑнакан хӑш-пӗр хастарлӑ Свидетельсене ҫакӑн пек ыйту панӑ пулнӑ: «Старейшинӑра эсир пуринчен ытла мӗнле лайӑх ене хаклатӑр?» Пурте тенӗ пекех ҫапла хуравланӑ: «Кӑмӑллӑ пулнине». Паллах ӗнтӗ христиансен пурин те ҫак лайӑх ене аталантарас тесе вӑй хумалла, анчах та старейшинӑсен уйрӑмах ҫавна тумалла (Ис. 32:1, 2). Пӗр хӗрарӑм тӑван мӗншӗн ҫав лайӑх ен питӗ кирлине палӑртса ҫапла каланӑ: «Старейшина кӑмӑллӑ пулсан ҫеҫ унӑн ытти лайӑх енӗсем пире усӑ пама пултараҫҫӗ». Ҫак сӑмахсем чӑнах та тӗрӗс, ҫапла мар-и? Анчах та ҫынна мӗн кӑмӑллӑ тӑвать?
6. Кӑмӑллӑ пулнине кӑтартмалли мӗнле пӗр май пур?
6 Кӑмӑллӑ пулмалли пӗр май вӑл — ҫынсемпе чунтан интересленни. Старейшина ыттисемшӗн тӑрӑшать пулсан тата вӗсемшӗн хӑйӗн вӑхӑчӗпе вӑйне пама хатӗр пулсан, пухури тӑвансем, ҫав шутра ачасем те, хӑйсемпе ырӑ пулнине асӑрхаҫҫех (Марк 10:13—16). Вуникӗ ҫулхи Карлос калать: «Эпӗ холра йӑл кулакан тата ырӑ старейшинӑсене куратӑп, ҫакӑ вара мана питӗ килӗшет». Старейшина хӑйӗн пирки эпӗ кӑмӑллӑ ҫын тени ҫеҫ ҫителӗксӗр, унӑн ҫав лайӑх ене ӗҫпе кӑтартмалла (1 Иоанн 3:18). Ҫавна вӑл мӗнле тума пултарать?
7. Мӗншӗн плакетка час-часах калаҫу пуҫлама пулӑшать тата ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
7 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Нумаях пулмасть пӗр арҫын тӑван урӑх ҫӗршывра иртнӗ конгресра пулнӑ хыҫҫӑн самолетпа килелле вӗҫнӗ. Бортпроводник ун ҫинче «Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!» тесе ҫырнӑ плакеткӑна курсан каланӑ: «Чӑнах та килтӗр. Пирӗн ҫакӑн пирки калаҫса пӑхмалла». Каярахпа вӗсен калаҫма май пулнӑ, вара бортпроводник пирӗн журналсене хаваспах илнӗ. Пирӗнтен нумайӑшӗпе ҫавӑн пекки пулнӑ. Мӗншӗн плакетка час-часах калаҫу пуҫлама пулӑшать? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн: «Ман пата пыма ан хӑрӑр. Эпӗ ӑҫта кайнине манран ыйтӑр»,— тесе калать теме пулать. Плакетка вӑл — эпир ҫынсене хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен вӗсемпе калаҫма хатӗр пулнине кӑтартакан паллӑ. Ҫавӑн пекех старейшинӑсем хӑйсене мӗнле тытнипе пухури тӑвансене: «Ман пата пыма ан хӑрӑр»,— текен паллӑсем кӑтартасшӑн. Ҫав паллӑсем шутне мӗн-мӗн кӗме пултарать?
8. Старейшинӑсем ыттисемпе чунтан интересленнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ тата ҫакӑ пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
8 Пӗр ҫӗршыври йӑласем тепӗр ҫӗршывринчен уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ, анчах та, ялан тенӗ пекех, ыррӑн йӑл кулни, кӑмӑллӑн ал пани тата ӑшшӑн саламлани пухури тӑвансене эпир вӗсемпе чунтан интересленнине кӑтартаҫҫӗ. Камӑн ҫавна малтан тумалла? Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнине асӑрхӑр-ха. Матфей пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ чухне «Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ» (Матф. 28:18). Унран тӗслӗх илсе старейшинӑсем паян Патшалӑх Залӗнче ыттисем патне пырса калаҫаҫҫӗ. Ҫакӑ пуху ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Пионер пулса ӗҫлекен 88 ҫулхи хӗрарӑм тӑван ҫакна палӑртнӑ: «Патшалӑх Залӗнче старейшинӑсем мана ӑшшӑн кулса, ырӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ чухне вӗсем маншӑн тата хаклӑрах пулса тӑраҫҫӗ». Тепӗр шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Старейшина мана пухура йӑл кулса кӗтсе илни, нимех те мар пек туйӑнсан та, маншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ».
ПУХУРА ТӐВАНСЕМПЕ КАЛАҪМА ВӐХӐТ ТУПӐР
9, 10. а) Иегова мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартать? ӑ) Старейшинӑсем ыттисемпе кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
9 Ыттисене пирӗнпе калаҫма кӑмӑллӑ пултӑр тетпӗр пулсан, пирӗн вӗсем валли вӑхӑт тупмалла. Ҫав тӗлӗшрен Иегова чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. «Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» (Ап. ӗҫ. 17:27). Старейшинӑсем тӗлпулу умӗн е хыҫҫӑн пухури тӑвансемпе — ваттисемпе те, ҫамрӑккисемпе те — калаҫас тесе вӑхӑт уйӑрнипе ыттисемпе кӑмӑллӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Пионер пулса ӗҫлекен арҫын тӑван каланӑ: «Старейшина ӗҫсем мӗнле тесе ыйтсан, унтан эпӗ мӗн каланине итлес тесе чарӑнса тӑрсан, эпӗ хама хисеп тунине туятӑп». Иеговӑшӑн пӗр 50 ҫул ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван палӑртнӑ: «Тӗлпулу хыҫҫӑн манпа калаҫма вӑхӑт уйӑракан старейшинӑсене пула эпӗ хама хакланине туятӑп».
10 Чӑнах та, старейшинӑсен тумалли ӗҫсем нумай. Анчах та тӗлпулусенче вӗсен пуринчен ытла пухури тӑвансемпе калаҫма вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшмалла.
ИЕГОВА НИКАМА ТА КАМНЕ КУРА УЙӐРМАСТЬ
11, 12. а) Никама та камне кура ан уйӑрӑр тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Никама та камне кура уйӑрмалла марри пирки Иегова мӗнле тӗслӗх кӑтартать?
11 Никама та камне кура уйӑрманни — Иеговӑн тепӗр тӗлӗнмелле лайӑх енӗ. Никама та камне кура ан уйӑрӑр тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ вӑл тӗрӗслӗхе юратмаллине, ыттисене тӗрӗс хак памаллине тата пӗрне тепринчен мала хумалла маррине пӗлтерет. Ыттисене камне кура уйӑрманни икӗ пайран тӑрать: шухӑш-кӑмӑлтан тата ӗҫсенчен. Мӗншӗн ҫаксем иккӗшӗ те кирлӗ? Камӑн пӗрне тепринчен мала хурас шухӑш-кӑмӑл ҫук, ҫавӑн кӑна хӑйне пуринпе те тӗрӗс тытас кӑмӑл пулӗ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «пур ҫын та — пӗрех», е ыттисене камне кура уйӑрмасть, тенин тӳрӗ пӗлтерӗшӗ «сӑн-пите йышӑнманскер», урӑхла каласан, пӗр сӑн-пите тепринчен мала хуманскер тенине пӗлтерет (Ап. ӗҫ. 10:34, «Подстрочник Царства», акӑл.). Апла пулсан, кам ыттисене камне кура уйӑрмасть, ҫавӑ ҫыннӑн ҫи-пуҫӗ е лару-тӑрӑвӗ ҫине мар, вӑл мӗнлерех ҫын пулни ҫине пӑхать.
12 Никама та камне кура уйӑрмалла марри пирки Иегова чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. Унӑн Сӑмахӗнче уншӑн «пур ҫын та — пӗрех» тата «Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть» тенӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35; Саккуна астутарни 10:17 вуласа пар.) Ҫакна Моисей вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ пӗр ӗҫ ҫирӗплетсе парать.
13, 14. а) Салпаадӑн пилӗк хӗрӗ мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ? ӑ) Иегова ыттисене камне кура уйӑрса тӑманнине мӗнле кӑтартнӑ?
13 Израильсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн кӑшт маларах Салпаад ятлӑ ҫыннӑн пилӗк хӗрӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. Ҫавӑ мӗнле лару-тӑру пулнӑ? Вӗсен ашшӗ вилнӗ пулнӑ, вӗсем вара унӑн ҫӗрне еткерлӗхе илме пултарайман. Мӗншӗн? Саккун тӑрӑх ҫӗре еткерлӗхе ывӑлсем кӑна илме пултарнӑ. Анчах та вӗсен ашшӗн ывӑлсем пулман (Йыша шутл. 26:33, 52—55). Ҫав ҫӗре вӗсен хурӑнташӗсене парӗҫ-ши? Салпаад хӗрӗсем мӗн тума пултарнӑ?
14 Вӗсем Моисей патне пынӑ та ыйту панӑ: «Унӑн [аттен] ывӑл ҫуккишӗн халӗ пирӗн аттен ячӗ хӑй ӑрӑвӗнчен тухса ӳкмелле-им?» Вӗсем тархасланӑ: «Пире атте тӑванӗсем хушшинче еткер ҫӗр пар». Ҫакӑн ҫине Моисей: «Сире нимпе те пулӑшма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен саккунра кун пирки нимӗн те каламан», — тесе хуравланӑ-и? Ҫук, вӑл «ку ӗҫе татса пама Ҫӳлхуҫаран ыйтнӑ» (Йыша шутл. 27:1—5). Иегова мӗн тесе хуравланӑ? Вӑл Моисее каланӑ: «Салпаад хӗрӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ; вӗсене ашшӗ тӑванӗсем хушшинче еткерлӗх уйӑрса пар, вӗсене ашшӗн еткер ҫӗрне пар». Иегова ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахса тӑман. Вӑл Моисея ҫакна Саккуна кӗртме хушса ҫапла каланӑ: «Ывӑлсӑр ҫын вилсессӗн, унӑн еткер ҫӗрне унӑн хӗрне парӑр» (Йыша шутл. 27:6—8; Иис. Н. 17:1—6). Ҫавӑнтанпа Израиль хӗрарӑмӗсем пурте ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лексен еткер илме пултарнӑ.
15. а) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе, уйрӑмах пулӑшу урӑх никамран та илме пултарайманнисемпе, хӑйне мӗнле тытать? ӑ) Библире тата мӗнле тӗслӗхсем Иегова никама та камне кура уйӑрманни ҫинчен каласа параҫҫӗ?
15 Мӗн тери ырӑ та ҫын камне пӑхмасӑр тунӑ йышӑну! Ҫак пилӗк хӗрарӑма урӑх никам та пулӑшма пултарайман, анчах та Иегова хӑйне ытти Израиль ҫыннисемпе тытнӑ пекех, вӗсемпе те хӑйне тӗрӗс тытнӑ, вӗсене хисепленине кӑтартнӑ (Пс. 67:6). Ҫакӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пурне те камне кура уйӑрманнине кӑтартакан Библири тӗслӗхсенчен пӗри кӑна-ха (1 Патш. 16:1—13; Ап. ӗҫ. 10:30—35, 44—48).
ЭПИР ИЕГОВА ЕВӖРЛӖ ПУЛМА ПУЛТАРАТПӐР
16. Иегова пекех никама та камне кура уйӑрас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16 Иегова пекех никама та камне кура уйӑрас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ыттисене камне кура уйӑрманни икӗ пайран тӑнине астӑвӑр. Пирӗн пӗр ҫынна тепринчен мала хурас шухӑш-кӑмӑл ҫук пулсан кӑна эпир хамӑра ыттисемпе тӗрӗс тытма пултарӑпӑр. Пирӗн хамӑр пирки анлӑ тавракурӑмлӑ тата ыттисене камне кура уйӑрман ҫынсем тесе шутлас килет. Анчах та хамӑра тӗрӗс хак пама яланах ҫӑмӑл маррипе эсир килӗшетӗр пуль. Эпир чӑнах та ыттисене камне кура уйӑрман ҫынсем пулнине мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Иисус хӑйӗн ҫинчен ҫынсем мӗн каланине пӗлесшӗн пулнӑ чухне хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ?» (Матф. 16:13, 14.) Мӗншӗн-ха хамӑра Иисус пекех тытас мар? Хӑвӑра ним пытармасӑр каласа пама пултаракан тусунтан ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Сан шутпа, эпӗ хама ыттисемпе тӗрӗс тытатӑп-и? Ыттисем мана ҫынна камне кура уйӑрман ҫын вырӑнне хураҫҫӗ-и?» Вӑл ҫынсене сирӗн вӗсем мӗнле расӑран пулнине, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине тата вӗсем укҫаллӑ пулнипе пулманнине кура уйӑрас кӑмӑл пуррине тахҫанах асӑрханӑ терӗ пулсан, мӗн тумалла? Иеговӑна хӗрӳллӗ кӗлтӑвӑр та ыттисем ҫине мӗнле пӑхассине улӑштарма, ҫапла вара вӗсене камне кура уйӑрас мар тесе май ҫитнӗ таран ун пекрех пулма пулӑштӑр тесе йӑлӑнӑр (Матф. 7:7; Кол. 3:10, 11).
17. Никама та камне кура уйӑрас мар тесе эпир мӗн-мӗн тума пултаратпӑр?
17 Христиансен пухӑвӗнче Иегова пекех никама та камне кура уйӑрас мар тесе эпир хамӑра пухури тӑвансемпе пуринпе те хисеплӗн те ыррӑн тытатпӑр. Сӑмахран, эпир хамӑр пата хӑнана пухури тӗрлӗ тӑвансене, урӑх халӑхран, культурӑран тухнисене те, чухӑннисене те, тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене те, чӗнесшӗн. (Галати 2:10; Иаков 1:27 вуласа пар.) Ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне эпир тӗрлӗ йышши ҫынпа, ют ҫӗршывран килнисемпе те, калаҫатпӑр. Библие ӑнлантарса паракан пирӗн литература 600 яхӑн чӗлхепе тухса тӑнӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр. Ҫакӑ, паллах, эпир никама та камне кура уйӑрманнине питӗ лайӑх кӑтартса парать!
18. Иегова кӑмӑллӑ пулнине тата никама та камне кура уйӑрманнине хакланине кӑтартас тесе эсир мӗн тӑвӑр?
18 Иегова мӗн тери кӑмӑллӑ пулни тата никама та камне кура уйӑрманни ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑр Турра ытларах хаклама пуҫлатпӑр. Ҫакӑ вара пире Иегова пек пулма тата пухури тӑвансемпе те, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе те хутшӑннӑ чухне ҫав лайӑх енсене кӑтартма хавхалантармалла.