Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 10/15 10—15 с.
  • Эсир «священниксен патшалӑхӗ» пулатӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир «священниксен патшалӑхӗ» пулатӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • ВӐРЛӐХА ХӲТӖЛЕКЕН КИЛӖШӲ
  • ҪӖНӖ ХАЛӐХ ПУҪЛАНСА КАЙНИ
  • ҪӖНӖ КИЛӖШӲ ВӐЯ КӖРЕТ
  • ЫТТИСЕНЕ ХРИСТОСПА ПӖРЛЕ ЕРТСЕ ПЫМА МАЙ ПАРАКАН КИЛӖШӲ
  • ТУРӐ ПАТШАЛӐХНЕ ХЫТӐ ӖНЕНӖР
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 10/15 10—15 с.

Эсир «священниксен патшалӑхӗ» пулатӑр

«Эсир Манӑн... священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр» (ТУХ. 19:6).

ЭСИР МӖНЛЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНӐ ПУЛӐТТӐР?

«Турӑ хӑйӗн тӗллевне мӗнле пурнӑҫа кӗртӗ» таблицӑпа усӑ курса каласа парӑр...

  • ...Саккун килӗшӗвӗ ҫинчен.

  • ...ҫӗнӗ килӗшӳ ҫинчен.

  • ...Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ ҫинчен.

1, 2. Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхне мӗнрен хӳтӗлемелле пулнӑ тата мӗншӗн?

ИЕГОВӐН тӗллевне пурнӑҫлас тӗлӗшрен Библире ҫырса хунӑ пӗрремӗш пророкла сӑмахсен пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Эдемра сӑмах панӑ чухне Турӑ пӗлтернӗ: «Санпала [Сатанапа] арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп». Ҫак тӑшманлӑх мӗн тери хаяр пулӗ-ши? «Арӑмран ҫураласси [хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ] санӑн пуҫна [Сатанан пуҫне] ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн»,— тесе каланӑ Иегова (Пулт. 3:15). Ҫӗленпе хӗрарӑм хушшинчи тӑшманлӑх питӗ тискер пулӗ, ҫавӑнпа та Сатана хӗрарӑмӑн «вӑрлӑхне» пӗтерес тесе тем тума та хатӗр пулӗ.

2 Ҫавӑнпа ӗнтӗ псалом юрлакан Турра кӗлтунӑ чухне Унӑн суйласа илнӗ халӑхӗ пирки ҫапла йӑлӑннӑ: «Акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ; Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ; ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: „каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер“» (Пс. 82:3—5). Хӗрарӑмӑн вӑрлӑхӗ хӑш йӑхран тухмалла пулнӑ, ҫав йӑх ан пӗттӗр, ирсӗрленсе ан кайтӑр тесе ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ. Ҫакна тӑвас тесе Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан ытти саккунлӑ майсем йышӑннӑ.

ВӐРЛӐХА ХӲТӖЛЕКЕН КИЛӖШӲ

3, 4. а) Хӑҫан Саккун килӗшӗвӗ вӑя кӗнӗ тата Израиль халӑхӗ мӗн тума килӗшнӗ? ӑ) Саккун килӗшӗвӗн мӗнле тӗллев пулнӑ?

3 Авраам, Исаак тата Иаков ӑрӑвӗн йышӗ темиҫе миллиона ҫитсен, Иегова вӗсенчен халӑх йӗркелесе янӑ — авалхи Израиль халӑхне. Иегова ҫав халӑха Саккун парса вӗсемпе Моисей урлӑ хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр килӗшӳ тунӑ, Израиль халӑхӗ вара ҫав килӗшӳри сӑмахсене туса пурӑнма килӗшнӗ. Библире каланӑ: «[Моисей] халал кӗнекине илнӗ те халӑха сасӑпа вуласа кӑтартнӑ, вӗсем: Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр, кӳнтем пулӑпӑр, тенӗ. Моисей юн илнӗ те халӑха сирпӗтсе каланӑ: ку — ҫак пӗтӗм сӑмаха ҫирӗплетсе, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ҫураҫса хунӑ халалӑн [«килӗшӗвӗн», ҪТ] юнӗ» (Тух. 24:3—8).

4 Саккун килӗшӗвӗ Синай тӑвӗ патӗнче пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта вӑя кӗнӗ. Ҫав килӗшӳ урлӑ Иегова ятарлӑ тӗллев тытса авалхи Израиль халӑхне суйласа илнӗ. Ҫавӑн чухне Иегова вӗсен Судьи, Саккун Параканӗ тата Патши пулса тӑнӑ (Ис. 33:22). Израиль историйӗ Туррӑн тӳрӗ нормисене пурнӑҫласа тӑнӑ чухне е тытса тӑман чухне мӗн пулса тухнине кӑтартса парать. Саккун израильтянсене ытти халӑх ҫыннисемпе мӑшӑрланма тата суя тӗне тытса тӑма чарнӑран, ҫав Саккунӑн тӗллевӗ Авраам ӑрӑвне ирсӗрленесрен сыхласси пулнӑ (Тух. 20:4—6; 34:12—16).

5. а) Саккун килӗшӗвӗ Израиль халӑхне мӗнле май панӑ? ӑ) Турӑ мӗншӗн Израиле сирсе янӑ?

5 Саккун килӗшӗвӗ тӑрӑх Израильте сӑваплӑ ӗҫе тума священниксене суйласа лартнӑ. Ҫав священниксем урӑх йышши священниксен — пуласлӑхра ҫынсемшӗн чылай лайӑхрах майпа ӗҫлесе тӑракан священниксен — сӑнарӗ пулнӑ (Евр. 7:11; 10:1). Ҫак килӗшӳ Израиль халӑхне «священниксен патшалӑхӗ» пулма май панӑ, анчах та ҫав чыса тивӗҫлӗ пулас тесен вӗсен Иеговӑн саккунӗсене итлесе пурӑнмалла пулнӑ. (Тухни 19:5, 6 вуласа пар.) Израиле илес пулсан, вӑл ҫакна туса тӑман. Мессийӑна, Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайне, хапӑл туса йышӑнас вырӑнне халӑх ӑна сирсе янӑ. Ҫавӑнпа Турӑ та ҫав халӑха сирсе янӑ.

6. Саккуна пула мӗнле тӗллев пурнӑҫланнӑ?

6 Израиль халӑхӗ Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлайман, ҫавӑнпа вӑл священниксен патшалӑхӗ пулайман. Анчах ҫакӑ Саккунра темскер тӗрӗс марри пуррине пӗлтермен. Саккун «вӑрлӑха» хӳтӗлемелле тата ҫынсене Мессийӑна палласа илме пулӑшмалла пулнӑ. Христос ҫӗр ҫине килсен тата ӑна палласа илсен, Саккун хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫланӑ. «Саккун вӗҫӗ — Христос»,— тенӗ Библире (Рим 10:4). Ҫавӑнпа та священниксен патшалӑхӗ пулса тӑма камсен май пулӗ-ши? Иегова ҫӗнӗ халӑх туса хурас тесе тепӗр саккунлӑ килӗшӳ тунӑ.

ҪӖНӖ ХАЛӐХ ПУҪЛАНСА КАЙНИ

7. Иегова ҫӗнӗ килӗшӳ пирки Иеремия урлӑ мӗн каласа хунӑ?

7 Саккун килӗшӗвне пӑрахӑҫличчен чылай маларах Иегова Израиль халӑхӗпе «ҫӗнӗ халал [«килӗшӳ», ҪТ]» тӑвӑп тесе Иеремия пророк урлӑ каласа хунӑ. (Иеремия 31:31—33 вуласа пар.) Ҫав килӗшӳ Саккун килӗшӗвӗнчен уйрӑлса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав килӗшӳ тӑрӑх ҫылӑхсене каҫармашкӑн чӗрчунсене парнене кӳме кирлӗ пулман. Ҫакӑн пекки мӗнле пулма пултарнӑ?

8, 9. а) Иисус тӑкнӑ юн мӗн панӑ? ӑ) Кампа ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ, ҫавсем валли мӗнле май уҫӑлнӑ?

8 Темиҫе ӗмӗр иртсен, Иисус пирӗн эрӑри 33 ҫулта нисанӑн 14-мӗшӗнче Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне пуҫарса янӑ. Эрех курки пирки палӑртса Иисус хӑйӗн 11 шанчӑклӑ апостолне каланӑ: «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал [«килӗшӳ», ҪТ]» (Лука 22:20). Иисус эрех пирки ҫапла каланӑ тесе палӑртать Матфей: «Ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал [«килӗшӳ», ҪТ] Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм» (Матф. 26:27, 28).

9 Ҫӗнӗ килӗшӳ Иисус хӑйӗн юнне тӑксан вӑя кӗнӗ. Ҫак юн ҫылӑхсене пӗрре тата яланлӑха каҫарма май парать. Иисус ҫак ҫӗнӗ килӗшӗве хутшӑнмасть. Ҫылӑхсӑр пулнӑран ӑна ҫылӑхсенчен каҫарни кирлӗ мар. Анчах Иисус тӑкнӑ юнӑн хакӗпе Турӑ ҫынсене усӑ парас тесе усӑ курма пултарать. Ҫавӑн пекех вӑл хӑш-пӗр шанчӑклӑ ҫынсене святой сывлӑшӗпе суйласа лартса хӑйӗн ҫемйине хӑйӗн «ывӑлӗсем» пек йышӑнма пултарнӑ. (Рим 8:14—17 вуласа пар.) Иегова вӗсем ҫине ҫылӑхсӑррисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхать, ҫавӑнпа та вӗсем хӑш-пӗр енчен Иисус, Туррӑн ҫылӑхсӑр Ывӑлӗ, евӗрлӗ теме пулать. Ҫав святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсем «Христоспа пӗрле... пая кӗрессисем» пулса тӑраҫҫӗ тата вӗсен «священниксен патшалӑхӗ» пулма май пур. Ҫак чыса Саккуна пӑхӑнса тӑракан Израиль илме пултарнӑ пулӗччӗ. «Христоспа пӗрле... пая кӗрессисем» пирки Петр апостол ҫырнӑ: «Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире» (1 Петр 2:9). Чӑнах та ҫӗнӗ килӗшӗвӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк! Ӑна пула Иисусӑн вӗренекенӗсем Авраам вӑрлӑхӗн иккӗмӗш пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.

ҪӖНӖ КИЛӖШӲ ВӐЯ КӖРЕТ

10. Хӑҫан ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗнӗ тата мӗншӗн ҫакӑ унччен пулма пултарайман?

10 Хӑҫан ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗнӗ? Иисус ун пирки хӑйӗн ҫӗр ҫинчи юлашки каҫӗнче каланӑ чухне мар. Вӑл вӑя кӗтӗр тесен Христосӑн юнӗ тӑкӑнмалла тата ҫав юнӑн хакне Иеговӑна пӗлӗтре памалла пулнӑ. Ҫитменнине тата «Христоспа пӗрле... пая кӗрессисем» ҫине святой сывлӑш ямалла пулнӑ. Апла пулсан, ҫӗнӗ килӗшӳ пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче, Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ чухне вӑя кӗнӗ.

11. Мӗншӗн ҫӗнӗ килӗшӗве пула иудейсем те, ытти халӑх ҫыннисем те «Турӑ Израилӗн» шутне кӗме пултарнӑ тата ҫав килӗшӗве мӗн чухлӗ ҫынпа тунӑ?

11 Иегова Израильпе ҫӗнӗ килӗшӳ тӑвӑп тесе Иеремия урлӑ пӗлтернӗ чухне Саккун килӗшӗвӗ хӑш-пӗр енчен «кивелнӗ» теме пулать. Ҫав-ҫавах вӑл ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ витӗм кӳме пӑрахнӑ (Евр. 8:13). Ҫакӑн хыҫҫӑн Турӑ иудейсем ҫине те, ӳтне кастарман ытти халӑх ҫыннисем ҫине те пӗр пек пӑхма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ӳт кастарни вӑл — «ҫырса хунӑ саккунсен пуххипе мар, сывлӑшпа ӳт кастарни» (Рим 2:29, ҪТ). Вӗсемпе ҫӗнӗ килӗшӳ тунипе Турӑ хӑйӗн саккунӗсене «вӗсен ӑс-пуҫне хыв[нӑ], чӗри ҫине ҫырса» хунӑ (Евр. 8:10, ҪХ). Кампа ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ, ҫавсен шучӗ 144 000 пулмалла пулнӑ. Вӗсенчен ҫӗнӗ халӑх йӗркеленӗ — «Турӑ Израильне» (Гал. 6:16; Ӳлӗм. 14:1, 4).

12. Саккун килӗшӗвӗпе ҫӗнӗ килӗшӳ пӗр-пӗринчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ?

12 Саккун килӗшӗвӗпе ҫӗнӗ килӗшӳ пӗр-пӗринчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ? Саккун килӗшӗвӗ Иеговӑпа Израиль халӑхӗ хушшинчи килӗшӳ пулнӑ, ҫӗнӗ килӗшӳ — Иеговӑпа «Турӑ Израилӗ» хушшинчи килӗшӳ. Унчченхи килӗшӳре ҫураҫтараканни Моисей пулнӑ, ҫӗнӗ килӗшӳре Ҫураҫтараканни — Иисус. Саккун килӗшӗвӗ чӗрчунсен юнне тӑкнӑ хыҫҫӑн вӑя кӗнӗ, ҫӗнӗ килӗшӳ вара — Иисусӑн юнне тӑкнӑ хыҫҫӑн. Саккун килӗшӗвне пула йӗркеленсе кайнӑ Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ Моисей пулнӑ, кампа ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ, вӗсене вара Иисус, пуху Пуҫӗ, ертсе пырать (Эф. 1:22).

13, 14. а) Ҫӗнӗ килӗшӳ мӗнле майпа Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ? ӑ) «Турӑ Израилӗ» пӗлӗтре Христоспа пӗрле ертсе пыма пултартӑр тесе мӗн кирлӗ пулнӑ?

13 Ҫӗнӗ килӗшӳ Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен ӑна пула сӑваплӑ халӑх пуҫланса каять, ҫак халӑхӑн вара ҫав ҫӳлти Патшалӑхра патшасемпе священниксем пулас май пур. Ҫак халӑх вӑл Авраам вӑрлӑхӗн иккӗмӗш пайӗ пулса тӑрать (Гал. 3:29). Ҫапла вара ҫӗнӗ килӗшӳ Авраампа тунӑ килӗшӳ пурнӑҫланать тесе ҫирӗплетсе парать.

14 Ҫӗнӗ килӗшӗве пула «Турӑ Израилӗ» пуҫланса каять тата ҫав килӗшӳ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене «Христоспа пӗрле... пая кӗрессисем» пулма саккунлӑ май уҫса парать. Анчах та святой сывлӑшпа суйласа лартнисем мӗнле майпа Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларма тата священник тивӗҫне туса тӑма пултарӗҫ? Тепӗр саккунлӑ килӗшӳ ҫавна тума май парать.

ЫТТИСЕНЕ ХРИСТОСПА ПӖРЛЕ ЕРТСЕ ПЫМА МАЙ ПАРАКАН КИЛӖШӲ

15. Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемпе мӗнле килӗшӳ тунӑ?

15 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне пуҫарса янӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсемпе килӗшӳ тунӑ, ӑна вара час-часах Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ теҫҫӗ. (Лука 22:28—30 вуласа пар.) Ытти килӗшӳсемпе танлаштарсан, Иегова ҫак килӗшӗве хутшӑнмасть, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл — Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе тунӑ килӗшӳ. «Мана Аттем Патшалӑх панӑ [«Манӑн Аттем манпа килӗшӳ тунӑ», ҪТ] пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп [«сирӗнпе патшалӑх пирки килӗшӳ тӑватӑп», ҪТ]» тенипе Иисус хӑйӗнпе Иегова «ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» пирки тунӑ килӗшӳ ҫинчен каланӑ курӑнать (Евр. 5:5, 6).

16. Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене мӗнле май уҫса парать?

16 Иисуса йывӑр килнӗ чухне 11 шанчӑклӑ апостол унпа пӗрле пулнӑ. Патшалӑх пирки тунӑ килӗшӳ вӗсем пӗлӗтре Иисуспа пӗрле аслӑ пукан, е престол, ҫине ларӗҫ те патшасем пулса ертсе пырӗҫ тата священниксен тивӗҫне туса тӑрӗҫ тесе шантарать. Анчах та ҫак чыса илме 11 апостол кӑна мар тивӗҫлӗ пулӗ. Мухтава тухнӑ Иисус курӑнура Иоанн апостола курӑннӑ та каланӑ: «Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм» (Ӳлӗм. 3:21). Апла пулсан, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000 христианинпа Патшалӑх пирки килӗшӳ тунӑ (Ӳлӗм. 5:9, 10; 7:4). Ҫак килӗшӳ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пӗлӗтре Иисуспа пӗрле патшара ларма саккунлӑ май парать. Ҫакӑ вӑл ятлӑ-сумлӑ ҫемьерен тухнӑ хӗр патшана качча тухнӑ хыҫҫӑн унпа пӗрле патшара ларма ирӗк илнӗпе пӗрех. Сӑваплӑ Ҫырура святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пирки Христосӑн «ҫураҫнӑ хӗрӗ», Христос валли ҫураҫнӑ «таса хӗр» тенӗ (Ӳлӗм. 19:7, 8; 21:9; 2 Кор. 11:2).

ТУРӐ ПАТШАЛӐХНЕ ХЫТӐ ӖНЕНӖР

17, 18. а) Эпир пӑхса тухнӑ тата Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ ултӑ килӗшӳ ҫинчен кӗскен каласа парӑр. ӑ) Мӗншӗн эпир Патшалӑха хытӑ ӗненме пултаратпӑр?

17 Ҫак икӗ статьяра пӑхса тухнӑ килӗшӳсем пурте Патшалӑхӑн питӗ кирлӗ пӗр е темиҫе енне уҫса параҫҫӗ. (Унчченхи статьяри «Турӑ хӑйӗн тӗллевне мӗнле пурнӑҫа кӗртӗ» таблицӑна пӑхӑр.) Эппин, саккунлӑ килӗшӳсем ҫинче никӗсленнине пула Патшалӑх ӑнӑҫлӑ пулӗ. Апла пулсан, Мессианла Патшалӑхпа усӑ курса Турӑ ҫӗрпе этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллевне пурнӑҫласса шанма пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур (Ӳлӗм. 11:15).

18 Этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене Патшалӑх кӑна татса пама пултарни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӑл пур ҫынна та иксӗлми пиллӗхсем парса тӑрассине эпир пӗтӗмпех ӗненетпӗр. Апла пулсан, ҫак чӑнлӑха ыттисене хастарлӑ каласа парар! (Матф. 24:14.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр