Иеговӑпа пӗрле ӗҫлес чыса питӗ хаклӑр!
«Эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» (1 КОР. 3:9, ҪТ).
1. Иегова ӗҫ ҫине мӗнле пӑхать тата ҫакӑ ӑна мӗн тума хавхалантарать?
ИЕГОВА хӑйӗн ӗҫне савӑнса туса тӑрать (Пс. 134:6; Иоанн 5:17). Вӑл ангелсем те, ҫынсем те хӑйсем тунӑ ӗҫӗнчен савӑнӑҫ илччӗр тет, ҫавӑнпа та вӗсене интереслӗ те кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫсем шанса парать. Сӑмахран, Иегова пурне те тунӑ чухне ӑна пуринчен малтан ҫуралнӑ Ывӑлӗ пулӑшса тӑнӑ. (Колоссӑ 1:15, 16 вуласа пар.) Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус ҫӗр ҫине киличчен Турӑ ҫумӗнчи «ӳнерҫӗ», урӑхла каласан, пултаруллӑ ӑстаҫӑ пулнӑ (Ытар. 8:30).
2. Ангелсен яланах кирлӗ те кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ пуррине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
2 Библире, пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех, Иегова ангелсене ӗҫсем шанса пани ҫинчен калакан тӗслӗхсем сахал мар пур. Адампа Ева ҫылӑха кӗрсен вӗсене Райран хӑваласа янӑ хыҫҫӑн Турӑ «чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ» (Пулт. 3:24). Ӳлӗмхине 22:6-мӗшӗнче Иегова «кӗҫех мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартмашкӑн Хӑй ангелне» янӑ тенӗ.
ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ ӖҪ ШАНСА ПАНӐ?
3. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн Ашшӗнчен мӗнле тӗслӗх илнӗ?
3 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйне Иегова шанса панӑ ӗҫе савӑнса тунӑ. Хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илсе Иисус та вӗренекенӗсене кирлӗ ӗҫ тума шанса панӑ. Вӗсене хавхалантармашкӑн тата эсир нумайӑшне туса ҫитерме пултаратӑр тесе шантармашкӑн вӑл каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен Эпӗ тӑвакан ӗҫсене те тӑвӗ, вӗсенчен те ытларах тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Аттем патне каятӑп» (Иоанн 14:12). Ҫав ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине палӑртса Иисус ҫапла ӑнлантарнӑ: «Кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать; ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть» (Иоанн 9:4).
4—6. а) Нойпа Моисей хӑйсене Иегова шанса панӑ ӗҫсене туса ҫитерни мӗншӗн пирӗншӗн усӑллӑ пулнӑ теме пултаратпӑр эпир? ӑ) Турӑ ҫынсене шанса панӑ ӗҫсен мӗнле икӗ пӗрпеклӗх пур?
4 Иисус ҫӗр ҫине киличченех Турӑ ҫынсене кӑмӑла каякан ӗҫсем панӑ. Адампа Ева хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса ҫитермен пулин те, ытти ҫынсем пурне те Турӑ хушнӑ пек тунӑ (Пулт. 1:28). Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫынсемпе чӗрчунсем ҫӑлӑнса юлччӑр тесе Ноя ковчега мӗнле тумалли пирки ятарлӑ хушусем панӑ. Ной пурне те Иегова каланӑ пек тунӑ. Вӑл Иегова мӗн хушнине тӗплӗн тытса тӑнине пула ӗнтӗ эпир халӗ пурӑнатпӑр! (Пулт. 6:14—16, 22; 2 Петр 2:5.)
5 Моисее сӑваплӑ чатӑра туса лартмашкӑн тата священниксен тивӗҫне йӗркелесе ямашкӑн ятарлӑ хушусем панӑ, вӑл вара пурне те Иегова каланӑ пек тунӑ (Тух. 39:32; 40:12—16). Вӑл ҫак ӗҫе шанчӑклӑ тунӑ, ҫакӑ хальхи вӑхӑтра та пире усӑ парса тӑрать. Мӗнле майпа? Павел апостол Саккун пулас ырӑлӑхсене сӑнарласа парать тесе ӑнлантарнӑ (Евр. 9:1—5, 9; 10:1).
6 Турӑ хӑйӗн тӗллевне майӗпен пурнӑҫласа пынӑҫемӗн хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ ӗҫсем шанса парать. Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем туса тӑракан ӗҫсем яланах Иеговӑна мухтава кӑлараҫҫӗ тата ӗненекенсене усӑ парса тӑраҫҫӗ. Иисус ҫӗр ҫине киличчен тата ҫӗр ҫинче тунӑ ӗҫсем пирки те ҫавнах калама пулать (Иоанн 4:34; 17:4). Ҫавӑн пекех пире шанса панӑ ӗҫ те хальхи вӑхӑтра Иеговӑна мухтава кӑларать (Матф. 5:16; 1 Коринф 15:58 вуласа пар). Мӗншӗн эпир ҫавӑн пек калама пултаратпӑр?
ХАМӐРА ШАНСА ПАНӐ ӖҪ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХНИ
7, 8. а) Хальхи вӑхӑтра христиансене мӗнле чыслӑ ӗҫ шанса пани ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Иегова мӗн тума хушни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
7 Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем пулма май парса чыс туни, паллах ӗнтӗ, тӗлӗнтерет (1 Кор. 3:9, ҪТ). Конгресс залӗсене, Патшалӑх залӗсене тата филиалсене тума пулӑшакансем, Нойпа Моисей пекех, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хутшнаҫҫӗ. Эсир Патшалӑх залне юсатӑр-и е Уорвикри (Нью-Йорк штачӗ) тӗп управленийӗн ҫурчӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнатӑр-и, Иеговӑшӑн ҫакӑн пек ӗҫлеме май пуррине хаклӑр. Ҫакӑ — сӑваплӑ ӗҫ. Ҫавӑн пек ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе хӑш-пӗрисем кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ, анчах та сӑнарлӑ ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе — Иеговӑна мухтава кӑларакан тата ҫынсене усӑ паракан ырӑ хыпара сарма — христиансем пурте хутшӑнаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 13:47—49). Ҫак ӗҫе мӗнле лайӑхрах тумаллине кӑтартса тӑрас тесе Туррӑн организацийӗ урлӑ кирлӗ хушусем парса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл хутран-ситрен пире ҫӗнӗ ӗҫсем шанса парӗҫ тенине пӗлтерме пултарать.
8 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем теократи йӗркине яланах кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. (Еврейсем 13:7, 17 вуласа пар.) Пире шанса панӑ ӗҫе мӗншӗн апла е капла тума кирлине эпир, тен, чи малтан ӑнлансах каймасан та пултаратпӑр. Анчах Иегова мӗнле улшӑнусем тума кирлӗ тесе шутлать, ҫавсене пурне те йышӑнни пире хамӑрах усӑ панине эпир пӗтӗмпех ӑнланатпӑр.
9. Старейшинӑсем пухӑва мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?
9 Старейшинӑсем Иеговӑн ирӗкне чунтан тӑвасшӑн пулни вӗсем пухура ертсе пырас ӗҫе мӗнле туса тӑнинче курӑнса тӑрать (2 Кор. 1:24; 1 Фес. 5:12, 13). Вӗсем пикенсе ӗҫлесшӗн, мӗн тума хушнине тытса тӑрасшӑн. Ҫавӑн пекех вӗсем ырӑ хыпар сармалли ҫӗнӗ меслетсемпе тӳрех усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Чи малтан вӗсенчен хӑш-пӗрисем телефонпа, портсенче тата ҫынсем йышлӑ вырӑнта ырӑ хыпара сарма иккӗленсе тӑнӑ пулин те, кӗҫех вӗсем ырӑ хыпара ҫакӑн пек майсемпе сарни мӗнле усӑ панине курнӑ. Сӑмахран, Германири тӑватӑ пионер чылай вӑхӑт хушши тӗкӗнмен ӗҫлӗ территоринче ырӑ хыпар калама шут тытнӑ. Вӗсенчен пӗри, Михаэль ятлӑскер, каласа парать: «Сӑваплӑ ӗҫе эпир ҫавӑн пек майпа темиҫе ҫул хушши туман, ҫавӑнпа та пирӗн иккӗленесси те, пӑшӑрханасси те пулчӗ. Иегова ҫакна пӗлнӗ пулас, ҫавӑнпа та вӑл пирӗн ирхи сӑваплӑ ӗҫе асран каймалла мар туса пачӗ . Эпир «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗнче мӗн тума хушнине тытса тӑнӑшӑн тата Иегова пулӑшасса шаннӑшӑн питӗ савӑнтӑмӑр!» Сирӗн хӑвӑр территоринче ырӑ хыпара ҫӗнӗ меслетсемпе сарса пӑхас шухӑш ҫук-и?
10. Организацире юлашки ҫулсенче мӗнле улшӑнусем тунӑ?
10 Хӑш-пӗр чухне Вефильте те улшӑнусем тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр филиалсене ытти филиалсемпе пӗрлештернӗ. Ҫав филиалсенче ӗҫлекен тӑвансен ҫав улшӑнусене хӑнӑхма тивет пулин те, вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫакӑн пек улшӑнусем мӗнле усӑ пани пуриншӗн те паллӑ пулса тӑрать (Еккл. 7:8). Ҫак ӗҫчен тӑвансене Иегова халӑхӗн хальхи историйӗшӗн хӑйсем енчен мӗн те пулин тума пултарни питӗ савӑнтарать!
11—13. Организацири йӗркесене улӑштарнине пула хӑш-пӗрисен мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнӗ?
11 Филиалсене пӗрлештерни кама тӳррӗн пырса тивнӗ, ҫав тӑвансенчен эпир нумайӑшне вӗренме пултаратпӑр. Хӑш-пӗрисем Вефильте сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа вун-вун ҫул хушши туса пурӑннӑ. Унччен Вӑтаҫӗр Америкӑри пысӑках мар Вефильте ӗҫленӗ пӗр мӑшӑра Мексикӑри Вефиле куҫса кайма ыйтнӑ, унта вара унчченхипе танлаштарсан, тӑвансен шучӗ 30 хут ытларах пулнӑ. «Туссене, тӑван-хурӑнташсене хӑварма питӗ йывӑр пулчӗ»,— калать Рохелио. Хуан, ӑна та Мексикӑна куҫса кайма ыйтнӑ, калать: «Ҫакӑ вӑл ҫӗнӗрен ҫуралнӑпа пӗрех, пурне те ҫӗнӗрен пуҫлама тивет. Ҫакна тумашкӑн ҫӗнӗ йӑла-йӗркене хӑнӑхмалла тата ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмелле».
12 Вефилецсем те, хӑйсене Европӑри ытти ҫӗршывсенчен Германири филиала куҫса кайма ыйтсан, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Кама туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсем килӗшеҫҫӗ, ҫавсем Швейцарирен куҫса килекенсене мӑнаҫлӑ Альп патӗнчи хитре тавралӑха хӑварма мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланаҫҫӗ паллах. Австрирен куҫса килнисем вара чи малтан хӑйсем патӗнчи лӑпкӑ та канлӗ пурнӑҫшӑн тунсӑхланӑ.
13 Урӑх ҫӗршыва куҫса каякансен ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма, унччен палламан тӑвансемпе ӗҫлеме хӑнӑхмалла пулнӑ е, тен, урӑх йышши ӗҫе тума вӗренмелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхмалла тата ырӑ хыпара ҫӗнӗ территоринче, тен, урӑх чӗлхепе сармалла пулнӑ. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вефилецсем нумайӑшӗ куҫса кайма килӗшнӗ. Мӗншӗн?
14, 15. а) Сӑваплӑ ӗҫе кирек ӑҫта тусан та, нумайӑшӗ Иеговӑпа пӗрле ӗҫлес чыса хакланине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Ҫавӑн пек тӑвансенчен эпир мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?
14 Гретель каласа парать: «Эпӗ куҫса кайма килӗшрӗм, мӗншӗн тесен ҫапла тунипе эпӗ Иеговӑна хам ӑна юратнине кӑтартма пултаратӑп, ҫав юрату вара эпӗ мӗнле ҫӗршывра е мӗнле условисенче пурӑннинчен тата мӗнле ӗҫ тунинчен килмест». Дайска калать: «Ҫакӑн пек тума ыйтни Иеговӑран тухса тӑнине аса илсен эпӗ ҫавна савӑнсах йышӑнтӑм». Ҫакӑнпа Андрепе Габриела та килӗшеҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Ҫакӑ Иеговӑшӑн ӗҫлемелли ҫӗнӗ майсем уҫса пама пултарнине куртӑмӑр эпир, анчах ҫак майсемпе усӑ курас тесен пирӗн хамӑрӑн мӗн тӑвас килни малти вырӑнта пулмалла мар». Иеговӑн организацийӗ улшӑнусем тунӑ чухне вӗсене сирсе яриччен хапӑл туса йышӑнни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.
15 Филиалсене пӗрлештернине пула хӑш-пӗр вефилецсене пионер пулса ӗҫлеме ыйтаҫҫӗ. Данири, Норвегири тата Швецири филиалсене Скандинави филиалӗпе пӗрлештерсен хӑш-пӗр вефилецсемпе ҫавӑн пек пулса тухнӑ. Вӗсем хушшинче Флорианпа Анья пулнӑ. Вӗсем каланӑ: «Пире шанса панӑ ҫӗнӗ ӗҫ ҫӑмӑлах мар, анчах та питӗ интереслӗ. Сӑваплӑ ӗҫе кирек ӑҫта тусан та, Иегова пирӗнпе усӑ курни пирӗншӗн ҫав тери паха. Хамӑр пирки калас пулсан, эпир нумай пиллӗх илсе тӑратпӑр!» Пирӗнтен нумайӑшӗн нихӑҫан та ҫавӑн пек улшӑнусем тума тивмӗ, ҫапах та эпир ҫав тӑвансем пекех, Патшалӑх интересӗсене мала хума хатӗр пулма пултаратпӑр (Ис. 6:8). Иегова хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлес чыса хаклакансене — вӗсем сӑваплӑ ӗҫе кирек ӑҫта тусан та — яланах пиллет.
СИРЕ ИЕГОВӐПА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕМЕ МАЙ ПАРСА ЧЫС ТУНӐШӐН САВӐНӐР!
16. а) Галати 6:4-мӗш сӑвӑ йӗрки пире мӗн тума хавхалантарать? ӑ) Ҫын мӗнле чи пысӑк чыса тивӗҫме пултарать?
16 Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑран эпир хамӑра час-часах ыттисемпе танлаштаратпӑр, анчах Турӑ Сӑмахӗ пире хамӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. (Галати 6:4 вуласа пар.) Эпир пурте старейшинӑсем, пионерсем, миссионерсем е вефилецсем пулаймастпӑр. Ҫаксем пурте сӑваплӑ ӗҫе тумалли чаплӑ майсем! Анчах та ҫакна ан манӑр: эпир кашни ҫын илме пултаракан чи пысӑк чыса тивӗҫнӗ. Ҫак чыс вӑл — христиансен сӑваплӑ ӗҫӗнче Иеговӑпа пӗрле ӗҫлекенсем пуласси. Ҫак чыса питӗ хакламалла!
17. Ҫак тӗнчере пирӗн мӗнпе ҫырлахма тивет, анчах та мӗншӗн пирӗн хуйхӑрма кирлӗ мар?
17 Ҫак тӗнчере эпир Иеговӑшӑн хамӑр тӑвас килнӗ пек ӗҫлеме пултараймастпӑр. Пирӗн хамӑр ҫемьери тивӗҫсем, пирӗн сывлӑх тата ытти ӗҫсем мӗнлерех пуласси яланах пирӗнтен килмест. Анчах та хуйхӑрма кирлӗ мар. Турӑ ячӗпе унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парас тесе кашни майпа усӑ курнипе Унпа пӗрле ӗҫлеме май пуррине яланах хаклӑр. Чи кирли вӑл — эсир хӑвӑр енчен уншӑн мӗн тума пултарнине пурне те туни тата ӑна кӗлтунӑ чухне сирӗнтен нумайрах тума пултаракан тӑвансене пиллеме ыйтни. Иеговӑн ятне мухтакансем пурте унӑн куҫӗ умӗнче хаклӑ пулнине асра тытӑр!
18. Пирӗн мӗне хӑварма хатӗр пулмалла тата мӗншӗн?
18 Пирӗн ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах Иегова хаваспах пире хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенсем пулма май парать. Ҫак юлашки кунсенче Турӑпа пӗрле ӗҫлес чыса эпир питӗ хаклатпӑр! Ҫавӑнпа пирӗн хамӑра мӗн килӗшнине, хамӑрӑн мӗн тӑвас килнине нумайӑшне хӑварма хатӗр пулмалла, мӗншӗн тесен Иегова ҫӗнӗ тӗнчере пире «чӑн пурнӑҫпа» — телейлӗ те мирлӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа — савӑнса пурӑнма парассине пӗлетпӗр (1 Тим. 6:18, 19, ҪТ).
19. Иегова пире валли мӗнле пуласлӑх хатӗрлесе хунӑ?
19 Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче кӗҫех пулать, ҫавӑнпа та Моисей израильтянсене Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн каланӑ сӑмахсем ҫинчен шухӑшлӑр: «Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ» (Сак. аст. 30:9, 10). Армагеддон хыҫҫӑн Иегова, хӑй сӑмах панӑ тӑрӑх, хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленӗскерсене ҫӗр парӗ. Ун чухне эпир хамӑра шанса панӑ ҫӗнӗ ӗҫе тӑвас тесе — ҫӗре рай туса хурас тесе — пӗтӗм вӑя хурӑпӑр!