Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwyp 69 статья
  • Мӗншӗн манӑн кӗлтумалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗншӗн манӑн кӗлтумалла?
  • Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Мӗн вӑл кӗлӗ?
  • Турӑ кӗлӗсене итлет-и?
  • Эпӗ мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратӑп?
  • Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Турра мӗнле кӗлтумалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Турӑ патне мӗнле ҫывхармалла
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
ijwyp 69 статья
Хӗр кӳлӗ хӗрринче ларать

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Мӗншӗн манӑн кӗлтумалла?

Америкӑра пурӑнакан ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, унта ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсенчен 80 проценчӗ кӗлтӑвать, анчах та вӗсенчен ҫурри кӑна ҫакна кашни кун тӑвать. Паллах ӗнтӗ, вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫакӑн пек ыйту параҫҫӗ: «Кӗлӗ вӑл хама лайӑхрах туйма пулӑшакан май-и е вӑл тата ытларах усӑ парать-и?»

  • Мӗн вӑл кӗлӗ?

  • Турӑ кӗлӗсене итлет-и?

  • Эпӗ мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратӑп?

  • Тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ?

Мӗн вӑл кӗлӗ?

Кӗлӗ вӑл — пурне те тунӑ Турӑпа калаҫни. Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! Иегова ҫынсене пур енчен те ирттерет, ҫав-ҫавах вӑл «пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27). Унсӑр пуҫне, Библире ҫакӑн пек чӗнсе калани пур: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8).

Турӑпа мӗнле ҫывӑхланма пулать?

  • Пӗрремӗш май вӑл — кӗлтуни, ҫапла эсӗ Турӑпа калаҫатӑн.

  • Тепӗр май вӑл — Библи вӗренни, ҫапла Турӑ санпа «калаҫать».

Пӗр-пӗринпе ҫакӑн пек хутшӑнни — кӗлтуни тата Библи вӗренни — сана хӑвӑнпа Турӑ хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем аталантарма пулӑшӗ.

«Иеговӑпа калаҫма — Ҫӳлти Турӑпа хутшӑнма — май пурри вӑл эпир илме пултаракан чи пысӑк чыс-хисеп» (Джереми).

«Эпӗ Иеговӑна хама мӗн питӗ пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне мана эпӗ унпа тата ытларах ҫывӑхланса пынӑ пек туйӑнать» (Миранда).

Турӑ кӗлӗсене итлет-и?

Эсӗ Турра ӗненетӗн пулсан та — эсӗ ӑна кӗлтӑватӑн пулсан та — вӑл чӑннипех итленине ӗненме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Анчах та Библире Иегова пирки «Эсӗ кӗлтунине илтетӗн» тенӗ (Псалом 64:3). Библире «хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр» тенӗ. Мӗншӗн? «Вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать» (1 Петр 5:7, Ҫӗнӗ Халал).

Мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла? Эсӗ ҫывӑх туссемпе калаҫма яланах вӑхӑт уйӑратӑн вӗт? Турӑпа та эсӗ ҫапла тума пултаратӑн. Яланах ӑна кӗлту. Кӗлтунӑ чухне ӑна ятран, Иегова тесе чӗн (Псалом 85:5—7; 87:10). Тӗрӗссипе каласан, Библи сана час-часах кӗлтума чӗнет (1 Фессалоника 5:17).

«Кӗлӗ вӑл — хамӑн ҫӳлти Аттепе калаҫни. Кӗлӗре эпӗ хамӑн чӗрере мӗн пуррине веҫех каласа паратӑп» (Мойзе́с).

«Эпӗ Иеговӑпа пурин ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпех калаҫатӑп — эпӗ ҫавӑн пек аннепе е ҫывӑх туспа ҫеҫ калаҫатӑп» (Карен).

Эпӗ мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратӑп?

Библире ҫапла каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр» (Филиппӑ 4:6).

Ҫакӑ кӗлӗре хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа памалла тенине пӗлтерет-и? Ҫапла! Библире каланӑ: «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ» (Псалом 54:23).

Паллах ӗнтӗ, Турра кӗлтунӑ чухне хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен кӑна каласа памалла мар. «Иеговӑран пулӑшу ҫеҫ ыйтатпӑр пулсан, ҫакӑ вӑл чӑн-чӑн туслӑх мар,— калать Шантель ятлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм.— Ман шутпа, чи малтан Турра тав тумалла. Вӗт шухӑшласа пӑхсан, тав тума манӑн нумай сӑлтав пур».

Мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла? Эсӗ Турра мӗнле ӗҫсемшӗн тав тунӑ пулӑттӑн? Эсӗ паян Иеговӑна тав тумалли виҫӗ сӑлтава калама пултаратӑн-и?

«Иеговӑна кӗлӗре ахаль япалашӑн та, сӑмахран, хитре чечек курнӑшӑн та, тав тума пулать» (Анита).

«Турӑ тунӑ япаласенче сана мӗн тӗлӗнтерет, ҫавсем ҫинчен е Библире санӑн чӗрӳне пырса тивнӗ сӑвӑ йӗрки ҫинчен шухӑшла та ҫавӑншӑн Иеговӑна тав ту» (Брайан).

Тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ?

Мойзес

«Пирӗн кӗлӗсем ӑшӑх кӳлӗ пек мар, океан пек тарӑн пулмалла. Иегова пире пулӑшасшӑн. Вӑл эпир мӗн те пулин ыйтичченех пире мӗн кирлине пӗлет пулин те, пирӗн тарӑн кӗлӗсем эпир ӑна мӗн тери хытӑ шаннине кӑтартса параҫҫӗ» (Мойзес).

Миранда

«Кӗлӗ вӑл — Иегова аллинчи вӗрен пекех, тепӗр вӗҫӗнчен вара эпӗ ӑна тытса тӑратӑп. Эпӗ хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлтунӑ чухне мана ҫав вӗрене эпӗ тата хытӑрах ярса тытнӑ пек туйӑнать. Иегова та ҫавнах тӑвать. Ҫапла пирӗн хушӑри ҫыхӑну ҫирӗпрех пулса пырать» (Миранда).

Джереми

«Асӑрхануллӑ пулмасан, пирӗн кӗлӗсем мана ку е ҫавӑ кирлӗ тенине каласа тухни ҫеҫ пулса тӑма пултараҫҫӗ. Анчах та Иеговӑна тав тунӑ чухне вӑл мӗн парса тӑнишӗн пархатарлӑрах пулса тӑратӑн, вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшламастӑн» (Джереми).

Шелби

«Иеговӑна мӗн чухлӗ нумайрах тав тӑватӑн, ҫавӑн чухлӗ пархатарлӑрах пулса пыратӑн. Кӗлӗре Иеговӑна тав туни тӗл пулакан йывӑрлӑхсенчен ытларах хамӑр илсе тӑракан пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшать» (Шелби).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр