Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 май 20—25 с.
  • Иеговӑн ячӗ Иисусшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн ячӗ Иисусшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «ЭПӖ ВӖСЕНЕ САНӐН ЯТНА ПӖЛТЕРТӖМ»
  • «ЭСӖ МАНА ПАНӐ ХӐВӐН ЯТУШӐН»
  • «АТТЕ, ХӐВӐН ЯТНА МУХТАВА КӐЛАР»
  • «ЭПӖ ХАМӐН ПУРНӐҪА... ПАРАТӐП»
  • «ЭСӖ МАНА ХУШНӐ ӖҪЕ ТУСА ҪИТЕРНИПЕ ЭПӖ САНА... МУХТАВА КӐЛАРТӐМ»
  • Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • «Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Камшӑн ӗҫлессине суйласа илӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 май 20—25 с.

22-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

Иеговӑн ячӗ Иисусшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ

«Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм. ...Татах та пӗлтерӗп» (ИОАНН 17:26).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

«Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? Мӗнле майпа вӑл Иеговӑн ятне сӑваплӑ тунӑ тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗленӗ?

1, 2. а) Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус мӗн тунӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

ПИРӖН ЭРӐРИ 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗ, кӗҫнерникун. Иисус каҫхине хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемпе пӗрле Иерусалимри пӗр пӳртӗн ҫӳлти пӳлӗмӗнче пуҫтарӑннӑ. Вӑл кӗҫех хӑйне Иуда сутассине тата хӑйне ҫынсем асаплантарса вӗлерессине пӗлет. Ҫавӑнпа та Каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн апостолӗсене нумай ырӑ та хавхалантаракан сӑмах калать. Унтан вара, пӳртрен тухса каяс умӗн, вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ кӗлӗ калать. Ҫав кӗлле эпир Иоанн ҫырнӑ Евангелинче, 17-мӗш сыпӑкра тупма пултаратпӑр.

2 Иисус каланӑ кӗлӗ ҫав каҫ вӑл мӗн пирки пӑшӑрханнине кӑтартса парать. Вӑл мӗн пирки пӑшӑрханнӑ-ши? Ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне чи пӗлтерӗшли уншӑн мӗн пулнӑ? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.

«ЭПӖ ВӖСЕНЕ САНӐН ЯТНА ПӖЛТЕРТӖМ»

3. «Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? (Иоанн 17:6, 26).

3 Иисус ҫапла кӗлтунӑ: «Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм». Кӗлӗре вӑл ҫак сӑмахсене икӗ хут каланӑ. (Иоанн 17:6, 26 вуласа парӑр.) Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ-ши? Унӑн вӗренекенӗсем Туррӑн ятне пӗлмен-им? Паллах, пӗлнӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем еврейсем пулнӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗ темиҫе пин хут тӗл пулать. Апла пулсан, Иисус Турӑ мӗн ятлӑ пулни пирки каламан. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене Иегова мӗнлерех Турӑ пулнине: Турӑ ҫӗр пирки мӗн шутласа хунине, унӑн мӗнле лайӑх енсем пулнине, вӑл мӗн-мӗн тунине — лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ. Иисус Иегова ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ урӑх никам та пӗлмест вӗт.

4, 5. а) Мӗне пула камӑн та пулин ячӗ пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Мӗне пула Иисусӑн вӗренекенӗсемшӗн Туррӑн ячӗ пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑнӑ?

4 Калӑпӑр, сирӗн пухура Александр ятлӑ старейшина пур. Вӑл хирург пулса ӗҫлет. Ҫак арҫын тӑвана эсир нумай ҫул хушши пӗлетӗр ӗнтӗ. Пӗррехинче эсир больницӑна лекетӗр, сире часрах операци тумалла. Ҫав тӑван вара сире операци тунипе сирӗн пурнӑҫа ҫӑлать. Халӗ вара ҫав арҫын тӑванӑн ячӗ сире вӑл сирӗншӗн мӗн тунине те аса илтерсе тӑрӗ. Ҫапла вара Александр сирӗншӗн хӑвӑр пӗлекен старейшина кӑна мар, сирӗн пурнӑҫа ҫӑлнӑ тухтӑр та пулса тӑрать.

5 Ҫавӑн евӗрлех Иисусӑн вӗренекенӗсем Туррӑн ятне пӗлнӗ, анчах та Иисуса пула Иеговӑн ячӗ вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑнӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен Иисус яланах хӑйне Ашшӗ пекех тытнӑ. Ҫавӑнпа та Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл мӗн каланине илтсен тата вӑл хӑйне мӗнле тытнине курсан, Иеговӑна лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пыма пултарнӑ (Иоанн 14:9; 17:3).

«ЭСӖ МАНА ПАНӐ ХӐВӐН ЯТУШӐН»

6. Иегова хӑйӗн ятне Иисуса панӑ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Иоанн 17:11, 12).

6 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн ҫапла кӗлтунӑ: «Эсӗ мана панӑ хӑвӑн ятушӑн вӗсене сыхласа тӑр». (Иоанн 17:11, 12 вуласа парӑр.) Иегова хӑйӗн ятне Иисуса панӑ тенине мӗнле ӑнланмалла? Пӗрремӗшӗнчен, Иисус Иеговӑн представителӗ пулнӑ тата вӑл унӑн ячӗпе, урӑхла каласан, ун вырӑнне, калаҫнӑ. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл Ашшӗн ячӗпе тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ (Иоанн 5:43; 10:25). Иккӗмӗшӗнчен, Иисусӑн ячӗ «Иегова — ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет. Апла пулсан, Туррӑн ячӗпе унӑн Ывӑлӗн ячӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

7. Мӗншӗн Иисус Иегова ячӗпе калаҫма пултарнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Мӗншӗн Иисус Иегова ячӗпе калаҫма пултарнине ӑнланас тесе пӗр тӗслӗх ҫинчен шутласа пӑхар. Президент урӑх ҫӗршыва хӑй вырӑнне калаҫмашкӑн посолне ярать. Ҫавӑнпа та посол мӗн калани президент каланиех пулать. Ҫавӑн пекех Иисус мӗн калани те Иегова каланиех пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑна Иегова янӑ (Матф. 21:9; Лука 13:35).

8. Мӗншӗн Иисус ҫӗр ҫине киличчен Иегова ун пирки «Унра — Манӑн ятӑм» тенӗ? (Тухни 23:20, 21).

8 Библире Иисус пирки «Сӑмах» тенӗ, мӗншӗн тесен ун урлӑ Иегова ангелсене тата ҫынсене хӑйӗн хыпарӗсене тата хушӑвӗсене пӗлтернӗ (Иоанн 1:1—3). Иегова израильтянсемшӗн пушхирте тӑрӑшма янӑ ангел Иисус пулнӑ пулас. Хӑйӗн халӑхне ҫав ангела итлеме хушнӑ чухне Иегова ҫакна мӗншӗн тумаллине те каланӑ, вӑл: «Унра — Манӑн ятӑм», — тенӗa. (Тухни 23:20, 21 вуласа парӑр.) Ҫапла Иегова хӑйӗн представителӗ Иисус пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Иисус пуринчен те лайӑхрах хӑйӗн Ашшӗн ятне сӑваплӑ тӑвать тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗлет.

«АТТЕ, ХӐВӐН ЯТНА МУХТАВА КӐЛАР»

9. Иисусшӑн Иеговӑн ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ӑҫтан курӑннӑ?

9 Иисус ҫӗр ҫине киличчен уншӑн Туррӑн ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне те вӑл хӑйӗн пур ӗҫӗпе те хӑйӗншӗн Иеговӑн ячӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнӑ. Ҫӗр ҫинчи хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пынӑ чухне Иисус ҫапла кӗлтунӑ: «Атте, хӑвӑн ятна мухтава кӑлар». Ашшӗ тӳрех тӳперен хытӑ сасӑпа ҫапла каланӑ: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтава кӑларӑп» (Иоанн 12:28).

10, 11. а) Иисус Иеговӑн ятне мӗнле майпа мухтава кӑларнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.) ӑ) Мӗншӗн Туррӑн ятне сӑваплӑ тумалла тата мӗншӗн унӑн ырӑ ятне хӳтӗлемелле?

10 Иисус та Ашшӗн ятне мухтава кӑларнӑ. Ҫакна вӑл мӗнле тунӑ? Вӑл ҫынсене Иеговӑн паха енӗсем ҫинчен тата унӑн чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Иеговӑн ятне сӑваплӑ тунӑ тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗленӗb. Ҫакна туни питӗ кирлӗ пулнине кӑтартас тесе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» (Матф. 6:9).

11 Мӗншӗн Туррӑн ятне сӑваплӑ тумалла тата мӗншӗн унӑн ырӑ ятне хӳтӗлемелле? Мӗншӗн тесен Шуйттан Эдем садӗнче Иегова пирки суйса каланӑ: Иегова Адампа Евӑна улталать тата вӗсенчен темскер лайӑххине пытарать тенӗ (Пулт. 3:1—5). Ҫапла майпа Шуйттан Иеговӑна вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытать тесе айӑпланӑ. Шуйттан мӗн каланине пула ҫынсем Иегова пирки вӑл япӑх Турӑ тесе шутлама пултарнӑ. Каярахпа, Иов пурӑннӑ вӑхӑтра, Шуйттан ҫынсем пирки вӗсем Турӑшӑн унран мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ тесе каланӑ. Ҫак элекҫӗ ҫынсем Иеговӑна чӑннипех юратмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсанах Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахӗҫ тенӗ (Иов 1:9—11; 2:4). Кам суеҫӗ пулнине — Иегова е Шуйттан суеҫӗ пулнине — пурте курччӑр тесен вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.

Иисус Ту ҫинче каланӑ проповеде нумай ҫын умӗнче калать.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Туррӑн ятне сӑваплӑ туни питӗ кирлӗ тесе вӗрентнӗ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


«ЭПӖ ХАМӐН ПУРНӐҪА... ПАРАТӐП»

12. Иисус Иеговӑн ятне юратнӑран мӗн тума хатӗр пулнӑ?

12 Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвас тесе тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗлес тесе Иисус вилме те хатӗр пулнӑc. Вӑл: «Эпӗ хамӑн пурнӑҫа... паратӑп» тенӗ (Иоанн 10:17, 18). Пӗрремӗш ҫынсем, Адампа Ева, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, анчах та вӗсем Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ та Шуйттан майлӑ тӑнӑ. Вӗсемпе танлаштарсан, Иисус хӑйӗн ирӗкӗпе ҫӗр ҫине килсе хӑйӗн Ашшӗне юратнине кӑтартнӑ. Вӑл мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ (Евр. 4:15; 5:7—10). Иисус юпа ҫинче асапланса виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Евр. 12:2). Ҫапла вӑл Иеговӑна тата унӑн ятне юратнине кӑтартса панӑ.

13. Мӗншӗн Иисус Шуйттан суеҫӗ пулнине пуринчен те лайӑхрах ҫирӗплетсе пама пултарнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

13 Иисус хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗпе Иегова мар, Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ (Иоанн 8:44). Иисус Иеговӑна тӳпере пурӑнакансенчен те, ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен те пуринчен те лайӑхрах пӗлнӗ. Шуйттан Иегова ҫинчен мӗн калани кӑшт та пулин тӗрӗс пулнӑ пулсан, Иисус ҫакна пӗлнӗ пулӗччӗ. Анчах та Шуйттан мӗн калани пӗтӗмпех суя пулни пирки Иисус пӗртте иккӗленмен. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗлеме ҫирӗп шут тытнӑ пулнӑ. Иисус хӑйне Ашшӗ хӑварнӑ пек туйнӑ чухне те унран пӑрӑнман. Вӑл юлашки сывлӑш тухиччен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тенӗ (Матф. 27:46)d.

Иисус асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑрать.

Иисус хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗпе Иегова мар, Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)


«ЭСӖ МАНА ХУШНӐ ӖҪЕ ТУСА ҪИТЕРНИПЕ ЭПӖ САНА... МУХТАВА КӐЛАРТӐМ»

14. Иисус шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн Иегова ӑна мӗнле награда панӑ?

14 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ мана хушнӑ ӗҫе туса ҫитернипе эпӗ сана... мухтава кӑлартӑм». Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн Иисус хӑйне Иегова награда парасси пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 17:4, 5). Иисус Иеговӑна шанни кӑлӑхах пулман. Иегова ӑна виле шӑтӑкӗнче хӑварман (Ап. ӗҫ. 2:23, 24). Вӑл Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ та тӳпере ӑна аслӑ вырӑн панӑ (Флп. 2:8, 9). Вӑхӑт иртсен Иисус Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ. Ҫак Патшалӑх мӗн тӑвӗ? Хуравне эпир Иисус тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре тупма пултаратпӑр: «Санӑн Патшалӑху килтӗр. Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те тӳпери пекех пурнӑҫлантӑр» (Матф. 6:10).

15. Пуласлӑхра Иисус мӗн тӑвӗ?

15 Кӗҫех Иисус Туррӑн тӑшманӗсемпе ҫапӑҫӗ тата усал ҫынсене Армагеддонра тӗп тӑвӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16; 19:11—16). Кайран вӑл Шуйттана тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗ. Унта Шуйттан, вилнисем пекех, нимӗн те тума пултараймӗ (Ӳлӗм. 20:1—3). Пин ҫул ертсе пынӑ чухне Иисус ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ тӑвӗ тата ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗ. Вӑл вилнисене чӗртсе тӑратӗ тата пӗтӗм ҫӗре рай туса хурӗ. Ҫапла Иеговӑн ирӗкӗ пурнӑҫланӗ! (Ӳлӗм. 21:1—4).

16. Иисус пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн мӗнле пурнӑҫ пулать?

16 Иисус пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ мӗнлерех пулассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ҫылӑх пулмӗ. Тек никамӑн та ҫылӑх тунӑшӑн тӳлесе илме панӑ парне урлӑ Турӑран каҫару ыйтмалла пулмӗ. Тӳпери 144 000 священникӑн тата Иисус Чи Аслӑ Священникӑн ҫынсемшӗн Турӑ умӗнче хута кӗмелле пулмӗ, мӗншӗн тесен Турӑпа ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем каллех лайӑх пулӗҫ. «Юлашки тӑшмана — вилӗме — тӗп тӑвӗҫ». Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Ҫынсем пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ (1 Кор. 15:25, 26).

17, 18. а) Иисус пин ҫул ертсе пыни мӗн парӗ? ӑ) Иисусӑн ертсе пыни вӗҫленсен вӑл мӗн тӑвӗ? (1 Коринф 15:24, 28). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

17 Иисус пин ҫул ертсе пыни тата мӗн парӗ? Урӑх никам та нихӑҫан та Иегова сӑваплӑ тата тӗрӗслӗхе юратакан Турӑ пулни пирки иккӗленмӗ. Мӗншӗн? Эдем садӗнче Шуйттан Иегова пирки вӑл ҫынсене улталать, вӗсене юратмасӑр ертсе пырать тесе каланӑ. Ҫав-ҫавах Иеговӑна чун-чӗререн хисеплекен ҫынсем яланах пулнӑ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе Туррӑн влаҫӗ чи лайӑх власть пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Иисус пин ҫул ертсе пыни вӗҫленсен, Иеговӑн ырӑ ячӗ пӗтӗмпех тасалӗ. Иегова хӑй юратакан ҫӳлти Атте пулнине витӗмлӗн ҫирӗплетсе парӗ.

18 Эппин, Шуйттан Иегова пирки мӗн калани суя пулнине пурте пӗлӗҫ. Иисус хӑйӗн ертсе пырас вӑхӑчӗ вӗҫленсен мӗн тӑвӗ-ши? Вӑл, Шуйттан пекех, Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклӗ-и? Ҫук. (1 Коринф 15:24, 28 вуласа парӑр.) Иисус патша влаҫне Ашшӗне каялла тавӑрса парӗ. Вӑл Иеговӑн влаҫне пӑхӑнӗ. Чӑнах та, Шуйттанпа танлаштарсан, Иисус хӑйӗн пӗтӗм влаҫне Иеговӑна пама хатӗр, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Ашшӗне юратать.

Тӳпере Иисус хӑйӗн пуҫ кӑшӑлне Иеговӑна парать.

Пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн влаҫне Иеговӑна тавӑрса парать (18-мӗш абзаца пӑхӑр)


19. Иисусшӑн Иеговӑн ячӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?

19 Иегова хӑйӗн ятне Иисуса пани пире пӗртте тӗлӗнтермест. Турӑ хӑйӗн представителӗ пулма Ывӑлне суйласа лартнӑ, лешӗ вара хӑйне шанса панӑ тивӗҫе питӗ лайӑх тунӑ. Ҫак статьяран эпир Иисусшӑн Иеговӑн ячӗ чи пӗлтерӗшлӗ пулнине куртӑмӑр. Вӑл ҫак ятшӑн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн вара хӑйӗн пӗтӗм влаҫне хаваспах Иеговӑна тавӑрса парӗ. Эпир Иисусран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Ҫакна эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑн ятне мӗнле пӗлтернӗ?

  • Иегова хӑйӗн ятне Иисуса панӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

  • Иеговӑн ячӗшӗн Иисус мӗн тума хатӗр пулнӑ тата мӗншӗн?

16-МӖШ ЮРӐ Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр

a Хӑш-пӗр чухне ангелсем те Иеговӑн представителӗсем пулнӑ — вӗсем Туррӑн ячӗпе хыпарсем пӗлтернӗ. Акӑ мӗншӗн Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисенче ҫынсемпе Иегова калаҫнӑ тенӗ чухне чӑннипе ҫав ҫынсемпе ангел калаҫнӑ пулнӑ (Пулт. 18:1—33). Сӑмахран, Ҫырура Моисея закон Иегова панӑ тенӗ, урӑх сӑвӑ йӗркисенче вара ҫав закона Турӑ ангелсем урлӑ панӑ тесе ҫырнӑ (Лев. 27:34; Ап. ӗҫ. 7:38, 53; Гал. 3:19; Евр. 2:2—4).

b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Сӑваплӑ тӑвӑр» тени чун-чӗререн хисепленине, чысланине пӗлтерет. «Ырӑ ята хӳтӗлени» вӑл кам пирки те пулин суйса калани тӗрӗс пулманнине кӑтартса панине тата вӑл айӑплӑ мар пулнине ҫирӗплетсе панине пӗлтерет.

c Ҫавӑн пекех Иисус вилнине пула ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ.

d 2021 ҫулхи апрельте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр, 30—31 страницӑсем.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр