23-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова
Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
«„Эсир — манӑн свидетельсем“, — тет Иегова» (ИС. 43:10, ҪТ).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Мӗнле майпа эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗлеме пултаратпӑр?
1, 2. Иисусшӑн Иеговӑн ячӗ чи пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
ИИСУСШӐН Иеговӑн ятӗнчен пӗлтерӗшлӗреххи урӑх нимӗн те ҫук. Ашшӗн ятне ытларах ҫын пӗлтӗр тесе Иисус тунӑ чухлӗ урӑх никам та туман. Иегова сӑваплӑ тата унӑн пур ӗҫӗ те тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парас тесе Иисус вилме те хатӗр пулни ҫинчен эпир унчченхи статьяран пӗлтӗмӗр (Марк 14:36; Евр. 10:7—9). Пин ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн Иисус, Ашшӗ пӗтӗм мухтава илтӗр тесе, хӑйӗн пӗтӗм влаҫне Иеговӑна тавӑрса парать (1 Кор. 15:26—28). Иисус Иеговӑшӑн мӗн-мӗн туни вӑл хӑйӗн Ашшӗне питӗ хытӑ юратнине кӑтартать.
2 Иисус ҫӗр ҫине Иеговӑн ячӗпе килнӗ (Иоанн 5:43; 12:13). Хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӑл хӑйӗн Ашшӗн ятне пӗлтернӗ (Иоанн 17:6, 26). Иеговӑн ячӗпе вӑл ҫынсене вӗрентнӗ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ (Иоанн 10:25). Хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн кӗлтунӑ чухне вӑл Ашшӗне: «Хӑвӑн ятушӑн вӗсене сыхласа тӑр», — тенӗ (Иоанн 17:11). Куратпӑр ӗнтӗ, Иисусшӑн Иеговӑн ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Апла, кам та пулин Иеговӑн ятне пӗлмест тата унпа усӑ курмасть пулсан, мӗнле-ха вӑл хӑй пирки чӑн христианин теме пултарать?
3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Христиансем пулнӑ май, эпир пур тӗлӗшрен те Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр (1 Пётр 2:21). Ҫавӑнпа эпир те, Иисус пекех, Иеговӑн ятне юрататпӑр тата хисеплетпӗр. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн ырӑ хыпара пӗлтерекенсем Иеговӑн ячӗпе ҫӳренине курӑпӑр (Матф. 24:14). Ҫавӑн пекех эпир Туррӑн ячӗ пирӗншӗн пуриншӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
ТУРРӐН «ЯЧӖПЕ ҪӲРЕКЕН ХАЛӐХ»
4. а) Тӳпене таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле ӗҫ тума хушнӑ? ӑ) Малалла эпир мӗнле ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?
4 Тӳпене таврӑнас умӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Святой сывлӑш сирӗн ҫине ансан, эсир хӑват илетӗр, вара Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех ман ҫинчен каласа кӑтартакансем пулатӑр», — тенӗ (Ап. ӗҫ. 1:8). Апла пулсан, ырӑ хыпара Израильте кӑна мар, урӑх ҫӗршывсенче те сармалла пулнӑ. Ҫавна пула урӑх халӑх ҫыннисем те Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пултарнӑ (Матф. 28:19, 20). Анчах та мӗншӗн Иисус: «Ман ҫинчен каласа кӑтартакансем пулатӑр», — тенӗ? Иисусӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗсен ун ҫинчен кӑна каласа кӑтартмалла пулнӑ-и е Иегова ҫинчен те каласа кӑтартмалла пулнӑ? Ҫак ыйту ҫине Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 15-мӗш сыпӑк хуравлӗ.
5. Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем пур ҫыннӑн та Иеговӑн ятне пӗлмеллине мӗнле кӑтартса панӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
5 Пирӗн эрӑри 49-мӗш ҫулта Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем питӗ кирлӗ ыйтӑва пӑхса тухма пуҫтарӑннӑ: христиансем пулса тӑрас тесен урӑх халӑх ҫыннисен ӳтне кастармалла-и? Тӗлпулу вӗҫӗнче Иисусӑн шӑллӗ Иаков ҫапла каланӑ: «Турӑ урӑх халӑх ҫыннисенчен хӑй ячӗпе ҫӳрекен халӑх пуҫтарас тесе вӗсене йышӑнма пуҫлани ҫинчен... [Пётр] тӗплӗн каласа пачӗ». Иаков мӗнле ят пирки каланӑ? Малалла вӑл Амос пророк каланӑ сӑмахсене илсе панӑ: «Ҫакна эпӗ юлнисем мӗнпур халӑх ҫыннисемпе пӗрле — манӑн ятпа хисепленекенсемпе — Иеговӑна тӑрӑшса шыраччӑр тесе тӑвӑп. Кӑна Иегова... калать» (Ап. ӗҫ. 15:14—18). Ҫӗнӗ вӗренекенсен Иегова ҫинчен пӗлмелле пулнӑ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсен унӑн ячӗпе хисепленмелле те пулнӑ. Ҫакӑ вӗсен ыттисене Туррӑн ятне каласа памаллине тата ыттисем вӗсене ҫак ятпа ҫӳрекенсем пек пӗлнине пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан советӑн тӗлпулӑвӗнче арҫын тӑвансем христиансен Туррӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулмаллине ӑнланса илнӗ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
6, 7. Иисус мӗнле-мӗнле тӗллевпе ҫӗр ҫине килнӗ тата хӑш тӗллев чи пӗлтерӗшли пулнӑ?
6 Иисусӑн ячӗ «Иегова — ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет. Шӑп Иисус урлӑ Иегова хӑйне ӗненекенсене тата хӑйӗн Ывӑлне ӗненекенсене ҫӑлать. Иисус ҫӗр ҫине ҫынсене тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама килнӗ (Матф. 20:28). Тӳлесе илме панӑ парнене пула вара ҫынсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ (Иоанн 3:16).
7 Мӗншӗн ҫынсене тӳлесе илмелле пулнӑ? Ҫакӑ Эдем садӗнче мӗн пулса иртнипе ҫыхӑннӑ. Унчченхи статьяра каланӑ пек, пӗрремӗш ҫынсем, Адампа Ева, Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ (Пулт. 3:6, 24). Анчах та Иисус ҫынсене ҫӑлас тӗллевпе кӑна килмен. Чи малтан вӑл Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума килнӗ. Шуйттан Иегова пирки элеклесе каланӑ (Пулт. 3:4, 5). Ҫавӑнпа пур ҫыннӑн та Турӑ яланах тӗрӗссине тунине тата вӑл юратакан Атте пулнине пӗлмелле. Иисус Иеговӑн представителӗ пулнӑран тата ӑна яланах итленӗрен чи лайӑх майпа унӑн ятне сӑваплӑ тума пултарнӑ.
Кам та пулин Иеговӑн ятне пӗлмест тата унпа усӑ курмасть пулсан, мӗнле-ха вӑл хӑй пирки чӑн христианин теме пултарать?
8. Иисус хыҫҫӑн пыракансен пурин те мӗн ӑнланмалла пулнӑ?
8 Иисус хыҫҫӑн пыракансен пурин те — еврейсен те, урӑх халӑх ҫыннисен те — ҫӑлӑнӑҫ Иисусӑн Ашшӗнчен, Иеговӑран, килнине ӑнланмалла пулнӑ (Иоанн 17:3). Иисус пекех, вӗсен те Иеговӑн ячӗпе ҫӳремелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен Туррӑн ятне сӑваплӑ тума мӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине те ӑнланмалла пулнӑ. Вӗсен ҫӑлӑнӑҫӗ ҫавӑнтан килнӗ (Ап. ӗҫ. 2:21, 22). Ҫавӑнпа та Иисус хыҫҫӑн пырас текенсен пурин те ун ҫинчен тата Иегова ҫинчен пӗлмелле пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Иисус кӗлӗ вӗҫӗнче — Иоанн ҫырнӑ Евангелинче, 17-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ кӗлӗре — ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ: «Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем эсӗ мана юратнӑ пек юратчӑр тесе тата манӑн вӗсемпе пӗрлӗхре пулас тесе эпӗ вӗсене санӑн ятна татах та пӗлтерӗп» (Иоанн 17:26).
«ЭСИР — МАНӐН СВИДЕТЕЛЬСЕМ»
9. Чӑн христиансен пурин те мӗн тумалла?
9 Чӑн христиансен пурин те Иеговӑн ятне сӑваплӑ тумалла (Матф. 6:9, 10). Унӑн ячӗ пирӗншӗн ытти мӗнпур ятран та пӗлтерӗшлӗрех пулмалла. Анчах мӗнле майпа эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума тата Шуйттан пирӗн Турӑ пирки мӗн калани пӗтӗмпех суя пулнине ҫирӗплетсе пама пултаратпӑр?
10. Исаия кӗнекинчи 42—44 сыпӑксенче мӗнле суд пыни ҫинчен каласа панӑ? (Исаия 43:9; 44:7—9). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
10 Мӗнле майпа эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума пултаратпӑр? Хуравне эпир Исаия кӗнекинчи 42—44 сыпӑксенче тупатпӑр. Унта сӑнарлӑ суд пыни ҫинчен каласа панӑ. Ҫав судра питӗ кирлӗ ыйтӑва — чӑн Турӑ кам пулнине — пӑхса тухаҫҫӗ. Ҫак сыпӑксенче Иегова хӑйне пуҫҫапман ҫынсене хӑйсен туррисем чӗрӗ те чӑн турӑсем пулнине ҫирӗплетсе пама сӗнет. Анчах суя турӑсен пӗр свидетель те ҫук! (Исаия 43:9; 44:7—9 вуласа парӑр.)
Хамӑрӑн сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе эпир Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр (10, 11 абзацсене пӑхӑр)
11. Исаия 43:10—12 сӑвӑ йӗркисенче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн калать?
11 Исаия 43:10—12 вуласа парӑр. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла калать: «Эсир — Манӑн кӳнтеленсем [«свидетельсем», ҪТ], Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем». Вӑл вӗсене ҫакӑн пек ыйту парать: «Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ пур-и?» (Ис. 44:8). Ҫак ыйту ҫине хуравлама май панипе пире питӗ пысӑк чыс тунӑ. Хамӑрӑн сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе эпир Иегова пӗртен-пӗр чӑн Турӑ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр. Унӑн ятӗнчен аслӑрах ят ҫук. Хамӑр мӗнле пурӑннипе эпир Иеговӑна чун-чӗререн юратнине кӑтартатпӑр. Шуйттан пире тӗрӗс ҫултан пӑрса яма тем пек тӑрӑшсан та, эпир Турра шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр. Ҫапла майпа эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑватпӑр.
12. Исаия 40:3, 5 сӑвӑ йӗркисенчи пророкла калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?
12 Ҫавӑн пекех Исаия пророк «Иегова валли ҫул» хатӗрлекен килесси пирки малтанах каласа хунӑ (Ис. 40:3, ҪТ). Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? Шыва кӗртекен Иоанн Иисус валли ҫул хатӗрленӗ. Чӑннипе каласан вара, вӑл Иегова валли ҫул хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен Иисус Иеговӑн ячӗпе килнӗ тата унӑн ячӗпе калаҫнӑ (Матф. 3:3; Марк 1:2—4; Лука 3:3—6). Ҫавӑн пекех Исаия: «Иеговӑн мухтавлӑхӗ палӑрӗ», — тесе ҫырнӑ (Ис. 40:5, ҪТ). Ҫак сӑмахсем вара мӗнле пурнӑҫланнӑ? Иисус Иеговӑн паха енӗсене ҫав тери лайӑх кӑтартнӑран Иегова хӑй ҫӗр ҫине килнӗ пек туйӑннӑ (Иоанн 12:45).
13. Эпир Иисусран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
13 Иеговӑн ырӑ ятне хӳтӗленипе эпир Иисус Христосран тӗслӗх илетпӗр. Эпир те, Иисус пекех, Иеговӑн свидетелӗсем. Эпир Туррӑн ячӗпе ҫӳретпӗр тата пурне те унӑн чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа паратпӑр. Анчах та пирӗн, лайӑх свидетельсем пулас тесен, Иисус Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвас тесе мӗн-мӗн туни ҫинчен те каласа памалла (Ап. ӗҫ. 1:8). Иисус — Иеговӑн чи лайӑх Свидетелӗ, эпир вара унран тӗслӗх илетпӗр (Ӳлӗм. 1:5). Апла пулсан, Туррӑн ячӗ пирӗншӗн пуриншӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
ИЕГОВӐН ЯЧӖ ПИРӖНШӖН ПЫСӐК ПӖЛТЕРӖШЛӖ
14. Мӗншӗн эпир Иеговӑн ячӗпе мухтанатпӑр? (Псалом 104:3).
14 Эпир Иеговӑн ячӗпе мухтанатпӑр. (Псалом 104:3 вуласа парӑр.) Эпир Иеговӑн ячӗпе мухтансан, Иегова питӗ савӑнать (Иер. 9:23, 24; 1 Кор. 1:31; 2 Кор. 10:17). Туррӑн ячӗ ҫинчен ыттисене каласа парасси тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗлесси пирӗншӗн пысӑк чыс. Пире нихӑҫан та пӗрле ӗҫлекенсене, пӗрле вӗренекенсене, кӳршӗсене тата ыттисене те хамӑр Иегова Свидетелӗсем пулни пирки калама намӑс пулмалла мар. Шуйттан пире ыттисене Туррӑн ячӗ ҫинчен каласа пама чарасшӑн (Иер. 11:21; Ӳлӗм. 12:17). Шуйттан тата унӑн суйине саракансем ҫынсем Иеговӑн ятне манса кайччӑр теҫҫӗ (Иер. 23:26, 27). Анчах эпир Туррӑн ятне юрататпӑр тата ӑна мухтама кашни майпа усӑ куратпӑр (Пс. 5:12; 88:17).
15. Иеговӑна ятран чӗнсе ыйтни мӗне пӗлтерет?
15 Эпир Иеговӑна ятран чӗнсе ыйтатпӑр (Рим 10:13, 14). Иеговӑна ятран чӗнсе ыйтни унӑн ятне пӗлнине тата ҫак ята сасӑпа каланине кӑна пӗлтермест. Эпир Иегова мӗнлерех Турӑ пулнине лайӑх пӗлетпӗр, ӑна шанатпӑр, унран пулӑшу тата канаш ыйтатпӑр (Пс. 19:8; 98:6; 114:4; 144:18). Ҫавӑн пекех эпир ҫынсене Турӑ мӗн ятлӑ пулни ҫинчен тата унӑн паха енӗсем ҫинчен каласа паратпӑр. Эпир ҫынсене хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма пулӑшатпӑр, ҫавна пула вӗсем Иеговӑна савӑнтарма тата ҫӑлӑнма пултараҫҫӗ (Ис. 12:4; Ап. ӗҫ. 2:21, 38).
16. Шуйттан суеҫӗ пулнине эпир мӗнле ҫирӗплетсе пама пултаратпӑр?
16 Иеговӑн ячӗшӗн эпир асапсем чӑтма хатӗр (Иак. 5:10, 11). Асапсем тӳснӗ чухне те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе эпир Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр. Иов пурӑннӑ вӑхӑтра Шуйттан Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Пурӑнас кунҫулӗшӗн... этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр» (Иов 2:4). Шуйттан каланӑ тӑрӑх, ҫынсем хӑйсене лайӑх пулнӑ чухне кӑна Турӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вара вӗсем уншӑн ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ. Иов ҫак сӑмахсем суя пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Эпир те ҫавнах тума пултаратпӑр. Шуйттан пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатса яма тем пек тӑрӑшсан та, эпир Иеговӑран нихӑҫан та пӑрӑнмӑпӑр. Иегова пире хӑйӗн ячӗшӗн сыхласа тӑрасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Иоанн 17:11).
17. 1 Пётр 2:12 тӑрӑх, Иеговӑн ятне мухтава кӑларас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
17 Иеговӑн ятне мухтава кӑларас тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр (Ытар. 30:9; Иер. 7:8—11). Эпир Иеговӑн ячӗпе ҫӳретпӗр. Апла пулсан, эпир хамӑрӑн ӗҫсемпе Иеговӑн ятне е мухтава кӑларма, е чыссӑрлатма пултаратпӑр. (1 Пётр 2:12 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та эпир хамӑра тӗрӗс тытма тата хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Эпир ҫылӑхлӑ пулсан та, Иеговӑн ятне мухтава кӑларас тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр.
18. Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
18 Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн ҫынсем пирӗн пирки мӗн шутланинчен те пӗлтерӗшлӗрех (Пс. 137:2). Эпир Иеговӑна юрататпӑр тата ӑна итлесе пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Анчах ҫакӑ хӑшӗ-пӗрисене килӗшмест, ҫавӑнпа та вӗсем пирӗн пирки япӑххине калаҫҫӗa. Ҫынсем Иисуса ним вырӑнне те хуман, вӗсем ӑна преступник тесе айӑпланӑ. Анчах та вӑл Иеговӑн ятне мухтава кӑларас тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен. Вӑл намӑс курасран хӑраман тата ӑна ыттисем хӑйӗн пирки мӗн шутлани ытлашши пӑшӑрхантарман (Евр. 12:2—4). Чи кирли уншӑн Туррӑн ирӗкне тӑвасси пулнӑ (Матф. 26:39).
19. Сирӗншӗн Иеговӑн ячӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ тата мӗншӗн?
19 Эпир Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнипе мухтанатпӑр. Иегова Свидетелӗсем пуласси пирӗншӗн пысӑк чыс. Ҫынсем пирӗн пирки тем тепӗр каласан та, эпир малалла та Туррӑн ятне мухтава кӑларӑпӑр. Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн ыттисем пирӗн пирки мӗн шутланинчен те пӗлтерӗшлӗрех. Шуйттан пире Иеговӑн ятне мухтама чарасшӑн. Ҫавна пӑхмасӑрах айтӑр Туррӑн ятне малалла та мухтава кӑларма ҫирӗп шут тытар. Ҫапла тунипе эпир, Иисус Христосран тӗслӗх илсе, Иеговӑн ячӗ пирӗншӗн чи пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартӑпӑр.
10-МӖШ ЮРӐ Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!
a Тӳрӗ Иов та, хӑйӗн пирки виҫӗ тусӗ япӑххине калама пуҫласан, хӑйӗн ҫинчен ытлашши шутлама пуҫланӑ. Малтан Иов, ачисене тата хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне ҫухатсан, «ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан» (Иов 1:22; 2:10). Анчах тусӗсем ӑна айӑплама тытӑнсан, Иов ӑссӑрла калаҫма пуҫланӑ. Ун чухне Иовшӑн хӑйне тӳрре кӑларасси Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвассинчен тата унӑн ырӑ ятне хӳтӗлессинчен кирлӗрех пулса тӑнӑ (Иов 6:3; 13:4, 5; 32:2; 34:5).