Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине эсӗ пӗрремӗш хут килсенех кӑтартатӑн-и?
Эпир ҫынсене Библи вӗренӗвӗ сӗннӗ чухне, хӑшӗ-пӗрисем ку мана кирлӗ мар е Библие хамӑр чиркӳре вӗренетпӗр теҫҫӗ. Библи вӗренессине вӗсем хӑйсене евӗр ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑн пирки ҫак вӗренӳ нумай усӑ панине тата интереслӗ пулнине пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне Библи вӗренме сӗнес вырӑнне мӗншӗн вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтартма темиҫе минут уйӑрас мар? Сӑмахран, эпӗ лайӑх пӗҫерме пӗлетӗп, тепрехинче сире мӗн те пулин тутли пӗҫерсе ҫитерӗп тесе калас вырӑнне ҫавӑн чухнех ҫитерсе кӑтартни лайӑхрах! Ҫакна 2005 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчи «Наше царственное служение» ятлӑ хут ҫинчи канашсемпе усӑ курса темиҫе минут хушшинче акӑ ҫапла тума пулать:
«Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак сӑмахсем хӑҫан та пулин пурнӑҫланӗҫ-ши? [Апок. 21:4 вуласа пар та хурава итле.] Пӑхӑр-ха, ҫакӑнта мӗнле интереслӗ шухӑшсем ҫырнӑ». Библи вӗренмелли тӗп пособие кирлӗ страницӑна уҫса итлекен ҫынна пар. Абзацпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва вуласа пар та унтан, хӑв абзаца вуланӑ вӑхӑтра, ӑна хурава тупма ыйт. Унтан тепӗр хут ҫав ыйтӑва пар та ҫын мӗн каланине итле. Библирен тепӗр сӑвӑ йӗрки пӗрле вулӑр. Тепрехинче сӳтсе явма ыйту хӑвар та хӑҫан килесси пирки калаҫса татӑл. Эсӗ Библи вӗренӗвӗ пуҫларӑн та!