Ҫӗнӗ хыпарҫӑсене ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле вӗрентмелле?
1. Пӗрремӗш хут ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне санӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ?
1 Пӗрремӗш хут килтен киле ырӑ хыпар хӑв пӗлтерсе ҫӳренине эсӗ астӑватӑн-и? Ун чухне эсӗ хумханнӑ та пулӗ. Санпа кам Библи вӗреннӗ, ҫавӑ е урӑх хыпарҫӑ пӗрле пулнӑ пулсан, эсӗ вӑл пулӑшнӑшӑн, паллах, пархатарлӑ пулнӑ. Халӗ санӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫре кӑшт опыт пур, ҫавӑнпа та эсӗ хӑв ыттисене вӗрентме пултаратӑн.
2. Ҫӗнӗ хыпарҫӑсен мӗне вӗренмелле?
2 Ҫӗнӗ хыпарҫӑсен ҫынсемпе калаҫу пуҫласа яма, Библипе усӑ курма, ҫынпа тепӗр хут тӗл пулса калаҫма, Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тата ирттерме вӗренмелле. Ҫавӑн пекех вӗсен ырӑ хыпара тӗрлӗ майсемпе, сӑмахран, урамра, ӗҫлӗ территоринче, сарма вӗренмелле. Ҫак тӗлӗшрен эсӗ ҫӗнӗ хыпарҫӑсене хӑвӑн тӗслӗхӳпе тата усӑллӑ канашсемпе пулӑшма пултаратӑн.
3. Эпир кӑтартнӑ тӗслӗх ыттисене мӗнле пулӑшма пултарать?
3 Хӑвӑн тӗслӗхӳпе вӗрент. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар мӗнле сармаллине кӑтартнӑ (Лука 8:1; 1 Пет. 2:21). Ҫӗнӗ хыпарҫӑпа ырӑ хыпар сарма каяс умӗн ҫынпа калаҫӑва пуҫлама ансат сӑмахсем хатӗрле, ҫак хыпарҫӑ та унпа усӑ курма пултартӑр. Калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине хамӑрӑн публикацисенче тупма пулать. Хыпарҫӑна малтанхи икӗ алӑк умӗнче калаҫӑва хӑв пуҫлама пултарни ҫинчен кала. Пӗрремӗш калаҫу хыҫҫӑн хыпарҫӑ мӗн шухӑшланине ыйт. Калаҫӑва мӗнле пуҫлани ӑнӑҫлӑ пулчӗ-и? Ҫапла тусан, вӑл ыттисемпе пӗрле ӗҫлени усӑллӑ пулнине асӑрхать тата ҫынпа вӑл калаҫнӑ хыҫҫӑн эсӗ панӑ канаша шута илме ӑна ҫӑмӑлтарах пулать.
4. Хыпарҫӑ ҫынпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ӑна мӗнле пулӑшмалла?
4 Канашсем пар. Иисус та хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар мӗнле сармаллине каласа ӑнлантарнӑ (Матф. 10:5—14). Ҫакӑн пекех эсӗ ҫӗнӗ хыпарҫӑсене пулӑшма пултаратӑн. Вӑл калаҫӑва пуҫласан тимлӗ итле. Ун хыҫҫӑн канаш пама кирлине асӑрхасассӑн та, ӑна чӗререн мӗн те пулин лайӑххишӗн мухта. Канаш париччен вара, вӑл ҫав йӑнӑша тепӗр ҫынпа калаҫнӑ чухне тунипе туманнине асӑрхама тӑрӑш. Тен, вӑл хумханнӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫакна асра тытни лайӑх: хыпарҫӑсен пултарулӑхсем тӗрлӗрен тата ҫынпа урӑхларах майпа калаҫма пуҫлани те усӑллӑ пулма пултарать (1 Кор. 12:4—7).
5. Ҫӗнӗ хыпарҫӑна канаш панӑ чухне мӗн калама пулать?
5 Хӑш-пӗр чухне ҫӗнӗ хыпарҫӑ санран канаш хӑй ыйтма пултарать. Тепӗр чухне вара пулӑшу хӑв сӗнме пултаратӑн. Хыпарҫӑн туйӑмӗсене шута илсе канаша мӗнле тӗрӗс памалла? Опытлӑ хыпарҫӑсем ҫакӑн пек ыйтаҫҫӗ: «Эпӗ сана пӗчӗк канаш парсан эсӗ хирӗҫ мар-и?» е «Хӑв пуҫланӑ калаҫу пирки эсӗ мӗн шутлатӑн?» Тата ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ ырӑ хыпар сарма пуҫласан мана... йывӑрччӗ, анчах та мана... пулӑшрӗ». Хӑш-пӗр чухне «Рассуждение» кӗнекери материала пӗрле пӑхса тухни усӑллӑ. Ҫӗнӗ хыпарҫӑн кӑмӑлне пусарас мар тесе, канаш панӑ чухне, пӗр япалана кӑна сӳтсе яв.
6. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне «тимӗре — тимӗр... хӑйрать» текен принциппа мӗнле усӑ курма пулать?
6 Тимӗре тимӗр хӑйрать. Павел апостол Тимофее, опытлӑ ырӑ хыпар саракана, малалла та тӑрӑшса ыттисене вӗрентме тата ӑнӑҫусем тума хавхалантарнӑ (1 Тим. 4:13, 15). Ырӑ хыпар сарас ӗҫе нумай ҫул хушши хутшӑнатӑн пулсан та хӑвӑн ӑсталӑхна ӳстерсе пыма ан пӑрах. Ытти хыпарҫӑсенчен, ҫав шутрах опыт сахал пухнисенчен те, вӗрен. Ыттисене, уйрӑмах ҫӗннисене, тата ӑстарах хыпарҫӑ пулма ырӑ кӑмӑлпа пулӑшма хатӗр пул (Ытар. 27:17).