Урамра ырӑ хыпар сарни тухӑҫлӑ
1. Эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
1 Ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ вӑхӑтра Иисус ҫул ҫинче е ытти вырӑнсенче ҫынсене тӗл пулсан вӗсемпе калаҫу пуҫарнӑ (Лука 9:57—61; Иоанн 4:7). Хӑйӗн кирлӗ хыпарне вӑл май килнӗ таран ытларах ҫынна пӗлтерме тӑрӑшнӑ. Паян та урамра ырӑ хыпара сарни вӑл — ҫынсене Туррӑн ӑслӑлӑхне илме пулӑшмалли чаплӑ май (Ытар. 1:20). Пуҫарулӑх тата вичкӗнлӗх кӑтартсан эпир ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр.
2. Урамра ырӑ хыпар сарнӑ чухне пуҫарулӑх мӗнле кӑтартмалла?
2 Пуҫарулӑх кӑтарт. Пӗр вырӑнта тӑрса е ларса ҫынсем пирӗн пата пырасса кӗтиччен, хамӑр вӗсем патне пыни ытларах чухне лайӑхрах. Ҫынна куҫран пӑх та ӑшшӑн йӑл кул. Лӑпкӑ тата ырӑ кӑмӑллӑ пул. Ырӑ хыпара тепӗр хыпарҫӑпа саратӑн пулсан, пӗр ҫын патне иккӗн пыманни аванрах. Ҫынпа тепӗр хут тӗл пулса унӑн интересне аталантармашкӑн та пуҫарулӑх кирлӗ. Калаҫу вӗҫӗнче ҫынпа мӗнле ҫыхӑнма пулни ҫинчен, вырӑнлӑ пулсан, ыррӑн ыйт. Хӑш-пӗр хыпарҫӑ хӑйсем тӗл пулнӑ ҫынсемпе каллех тӗл пулса калаҫмашкӑн тата вӗсене ытларах пӗлме пулӑшмашкӑн, пӗр вырӑнта тӑтӑшах ырӑ хыпар сарать.
3. Урамра ырӑ хыпар сарнӑ чухне вичкӗнлӗх мӗнле кӑтартмалла?
3 Вичкӗнлӗх кӑтарт. Урамра хӑш тӗлте тӑрасси пирки тата кам патне пырасси пирки лайӑх шухӑшла. Кашни иртен-ҫӳрене ырӑ хыпара пӗлтерме кирлӗ мар. Сӑнама пӗл. Ҫын васкать пулсан, тен, ӑна чарма кирлӗ мар. Сӑмахран, ӗҫлӗ территорипе юнашар ырӑ хыпар сарнӑ чухне менеджера кирлӗ мар ҫӗртенех канӑҫсӑрлантарасран асӑрхан. Ытларах чухне ырӑ хыпара кӗрекен ҫынсене мар, ҫав вырӑнтан тухнисене пӗлтерни лайӑхрах. Эсӗ мӗнле майпа калаҫу пуҫарма тӑрӑшни ҫынсене ан хӑраттӑр тата аптратса ан пӑрахтӑр. Литература сӗннӗ чухне те вичкӗн пул. Ҫын питех интересленмест пулсан, ӑна брошюра мар, трактат сӗн.
4. Урамра ырӑ хыпар сарни мӗншӗн савӑнӑҫ парать тата тухӑҫлӑ?
4 Урамра ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир кӗске хушӑрах чӑнлӑх вӑрлӑхне нумай акма пултаратпӑр (Еккл. 11:6). Иртен-ҫӳрен хушшинче эпир килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне килӗнче пулман ҫынсем те тӗл пулаҫҫӗ. Урамра ырӑ хыпар сарма мӗншӗн-ха планласа хурас мар, вӗт ҫапла майпа сӑваплӑ ӗҫе туни савӑнӑҫ парать тата тухӑҫлӑ?