Нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли тӗлӗнтерекен ҫӗнӗ меслет
1. Территоринче нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсем пулнӑ пухусене мӗн тума хавхалантарнӑ?
1 Территорисенче нумай ҫын ҫӳрекен вырӑнсем пулнӑ пухусене сӗтелсемпе тата вырӑнтан вырӑна куҫармалли стендсемпе усӑ курса халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе йӗркелеме хавхалантарнӑччӗ. Стендсемпе усӑ курса ырӑ хыпар пӗлтерес тесен, сахалтан та пӗр хыпарҫӑ унпа юнашар тӑмалла е лармалла. Анчах та сӗтелпе юнашар икӗ хыпарҫӑ пулмалла. Ырӑ хыпара ҫапла майпа саракансен ӑшӑ кӑмӑллӑ та тараватлӑ пулмалла. Кам та пулин сӗтел патне пырсан хыпарҫӑсенчен пӗри унпа калаҫма пуҫлама пултарать, сӑмахран, ҫапла ыйту парса: «Библире ҫакӑн ҫинчен мӗн калани пирки эсир хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и?» Тепӗр хыпарҫӑ е икӗ хыпарҫӑ инҫетрех мар иртсе ҫӳрекен ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме пултарать.
2. Халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсене сӗтелсемпе тата стендсемпе усӑ курса ырӑ хыпар пӗлтерни питӗ пысӑк усӑ панине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.
2 Ҫак ҫӗнӗ меслете пула нумай Библи вӗренӗвӗ пуҫланӑ. Пӗр студентка Иегова Свидетелӗсем пирки реферат ҫырма шут тытнӑ, анчах та вӑл Турӑ Патшалӑхӗн залне тупайман. Пӗр эрне иртсен вӑл студентсем пурӑнакан вырӑнта литературӑсем хурса тухнӑ сӗтеле курнӑ. Библи вӗренӗвӗ пуҫланнӑ, каярах ҫак хӗр шыва кӗнӗ, халӗ вара вӑл хӑй ҫапла майпа ырӑ хыпар пӗлтерет.
3. Нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни ҫинчен хӑшӗ-пӗри мӗн калать?
3 Нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ҫавнашкал меслетпе ырӑ хыпар сарма килӗшекен пӗр хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Хӑш-пӗр ҫынсем ҫав уйӑхра тухнӑ журналсен кӑларӑмне илме чарӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен пачах илтмен. Ҫавнашкал меслете пула ырӑ хыпара нумай ҫын илтессе эпӗ ҫирӗп шанатӑп». Тепӗр хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Ҫакӑ вӑл тӗлӗнмелле ҫӗнӗ меслет! Ҫынсем, хӑш-пӗрисем питех интересленмеҫҫӗ пулсан та, хӑйсем сан пата пыраҫҫӗ».
4. Сӗтеле е стенда кашни эрнерех пӗр вырӑнта, пӗр вӑхӑтрах лартни мӗншӗн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ?
4 Сӗтеле е стенда кашни эрнере пӗр вырӑнтах, пӗр кунрах тата пӗр вӑхӑтрах лартни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла тусан ҫынсем майӗпен пире хӑнӑхса пыраҫҫӗ тата ыйту пама е литература илме пыма вӑтанса тӑмӗҫ. Сирӗн пухура халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнта ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркеленӗ-и? Ҫапла пулсан, эсӗ: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре» — тесе чӗнсе каланине пурнӑҫласа ҫак хаваслӑ та питӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫре хутшӑнма пултаратӑн-и? (Лука 9:60.)