Тӗлӗнмелле пултарнисем Турра мухтавлаҫҫӗ
Ҫут ҫанталӑк ҫине пӑхма нумайӑшне килӗшет. Анчах ҫапла майпа Аслӑ Пултаракана тата унӑн паха енӗсене лайӑхрах пӗлме май пулнине сахалӑшӗ ӑнланать (Рим 1:20). Ӗлӗк-авал Давид патша Иегова ҫинчен Святой Сывлӑш пӗлтернипе ҫырнӑ унӑн Сӑмахне вуласа пӗлсе пынӑ. Ҫавӑн пекех пултарнисене сӑнаса, сӑнарлӑ каласан, вӑл Пултаракана курнӑ тата ун патне ҫывхарнӑ (Пс. 8:4, 5). «Чудеса творения прославляют Бога» видеофильм пире, пирӗн ачасене тата кампа эпир Библи вӗренетпӗр, ҫавсене те Иеговӑн хӑш-пӗр пултарнийӗсем ҫинчен нумайрах пӗлме кӑна мар, Аслӑ Пултараканӑн паха енӗсем ҫинчен пӗлме те, тата ҫакна пула ун патне ҫывхарма пулӑшать. Ҫак ыйтусемпе усӑ курса айтӑр фильма сӳтсе явар:
1) Ҫут тӗнчен калӑпӑшӗ тата унти йӗрке пире Иеговӑна ытларах пархатарлӑ пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ис. 40:26.) 2) Шыв пахалӑхне тимлӗн пӑхсан Ӑна пултараканӗ пирки мӗн пӗлме пулать? (Ӳлӗм. 14:7.) 3) Ҫӗр чӑмӑрӗн калӑпӑшӗ тата вӑл Хӗвелтен мӗн инҫӗшӗнче куҫни Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен мӗнле пӗлтереҫҫӗ? 4) Уйӑха мӗнле тӗллевпе пултарнӑ? (Пс. 88:38.) 5) Пурнӑҫ савӑнӑҫ кӳччӗр тесе Иегова ҫынсене мӗн панӑ? 6) Этемӗн генетика тӑмхи (ДНК) мӗн вӑл? (Пс. 138:16.) 7) Ҫынсем ҫӗр ҫинчи ытти пултарнисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? (Пулт. 1:26.) 8) Пулас ҫӗнӗ тӗнчере эсир мӗн уйрӑмах кӗтетӗр?
Хушса панӑ пайсем: 9) Тӗссем мӗнле пулса каяҫҫӗ? 10) Шыв ҫӗр туртӑмӗн вӑйне ҫӗнтерсе йывӑҫсен тӑррине мӗнле хӑпарать? 11) Пирӗн организм ӗҫлесе тӑнинче шыв мӗнле вырӑн йышӑнать? 12) Пурнӑҫа мӗн таран килӗшӳллӗ пултарни ҫинчен тӗслӗхсем илсе парӑр. 13) Пӗр пултарнисем теприсемпе пӗрле епле ӗҫлемеллине ӑҫтан пӗлеҫҫӗ? 14) «Ылтӑн кӗтес» мӗн вӑл тата хӑш пултарнисен тытӑмӗнче вӑл пур?
Иегова пултарнисене сӑнӑр. Иисус каланӑ: «Вӗҫен кайӑксем ҫине... [...] Хирти чечексем мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха» (Матф. 6:26, 28). Ҫапла туса эпир ӗненӗве ҫирӗплетӗпӗр, Пултаракана шанма тытӑнӑпӑр, Туррӑн ӑслӑлӑхӗшӗн, унӑн ҫӑлакан вӑйӗшӗн тата юратӑвӗшӗн ытларах пархатарлӑ пулӑпӑр. Айтӑр ҫак тӗнчен ӗҫӗсене хамӑра урӑх еннелле пӑрса яма парар мар, пачах урӑхла, хамӑр вӑхӑта Иеговӑн тӗлӗнмелле пултарнийӗсене сӑнама тата вӗсем пирӗн Турӑ ҫинчен мӗн калани пирки шухӑшлама уйӑрар (Пс. 18:2).