3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
35-МӖШ ЮРӐ Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн
Сирӗн йышӑнусем Иеговӑна савӑнтарччӑр
«Чи Сӑваплине пӗлни ӑнкаруллӑ тӑвать» (ЫТАР. 9:10, ҪТ).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Пире лайӑх йышӑнусем тума мӗн пулӑшать?
1. Пирӗн кашни кунах мӗн тума тивет?
ЭПИР пурте кашни кунах йышӑнусем тӑватпӑр. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗлтерӗшлех мар, сӑмахран, ирхине мӗн ҫимелле е каҫхине миҫере ҫывӑрма выртмалла. Теприсем вара питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем пирӗн сывлӑх ҫине, савӑнӑҫ ҫине, ҫемье телейӗ ҫине тата Турра пуҫҫапни ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Эпир тӑвакан йышӑнусем хамӑра та, пирӗн ҫывӑх ҫынсене те усӑ паччӑр тетпӗр. Анчах та чи кирли пирӗншӗн — хамӑр йышӑнусемпе Иеговӑна савӑнтарасси (Рим 12:1, 2).
2. Мӗнле утӑмсем сире лайӑх йышӑнусем тума пулӑшӗҫ?
2 Лайӑх йышӑнусем тума сире, тен, ҫакӑн пек утӑмсем пулӑшӗҫ: 1) фактсене пуҫтарни, 2) Иегова мӗн шутланине пӗлни, 3) вариантсене танлаштарни. Айтӑр ҫак виҫӗ утӑма пӑхса тухар та пире ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни лайӑх йышӑнусем тума мӗнле пулӑшнине пӗлер (Ытар. 2:11).
ФАКТСЕНЕ ПУҪТАРӐР
3. Мӗншӗн йышӑну тӑвас умӗн фактсене пуҫтармалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
3 Йышӑну тӑвас умӗн чи малтан фактсене пуҫтармалла. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Калӑпӑр, ҫын хытӑ чирлесе ӳкет те тухтӑр патне каять. Тухтӑр ҫынна пӑхса тухмасӑр тата ӑна пӗр ыйту та памасӑр мӗнле сипленмеллине калӗ-ши? Паллах, ҫук. Пирӗн те йышӑну тунӑ чухне хамӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ пур факта та тӗпчемелле. Ҫакна мӗнле тумалла?
4. Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗ тӑрӑх, фактсене пуҫтарма сире мӗн пулӑшӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
4 Фактсене пуҫтарма темиҫе ыйту пани пулӑшать. Калӑпӑр, сире туслӑ тӗлпулӑва чӗнчӗҫ. Сирӗн вара унта каймаллипе каймалла марри пирки йышӑну тумалла. Эсир ҫак тӗлпулӑва йӗркелекене палламастӑр пулсан е унта мӗн-мӗн пулассине пӗлместӗр пулсан, тӗлпулӑва йӗркелекенрен ҫакна-ҫакна ыйтса пӗлӗр: «Тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулать? Унта миҫе ҫын пулать? Йӗркене кам пӑхса тӑрать? Унта кама-кама чӗннӗ? Программа мӗнлерех пулать? Унта эрех-сӑра пулать-и?» Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлни сире лайӑх йышӑну тума пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 18:13 вуласа парӑр.)
Фактсене пуҫтарӑр — ыйтусем парӑр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)a
5. Фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн мӗн тумалла?
5 Фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн лару-тӑрӑва тӗрлӗ енчен курма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, унта чӗннӗ ҫынсем хушшинче Иеговӑн нормисене хисеплемен ҫынсем пулассине е хӑнасем мӗн чухлӗ эрех ӗҫнине пӑхса тӑракан ҫын пулас ҫуккине пӗлтӗр. Вара шухӑшласа пӑхӑр: ҫак тӗлпулу йӗркерен тухса асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ пулса тӑмӗ-и? (1 Пётр 4:3). Анчах тепӗр япалана та шута илмелле. Тен, ҫак вӑхӑтра сирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ иртет е эсир ырӑ хыпар сарма калаҫса татӑлнӑ. Лару-тӑрӑва тӗрлӗ енчен курсан лайӑх йышӑну тума чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ. Халӗ вара иккӗмӗш утӑм патне куҫма пулать. Ҫак лару-тӑру ҫине хӑвӑр мӗнле пӑхни паллӑ, анчах Иегова ун ҫине мӗнле пӑхать? (Ытар. 2:6).
ИЕГОВА МӖН ШУТЛАНИНЕ ПӖЛӖР
6. Иаков 1:5-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтмалла?
6 Иеговӑна кӗлтӑвӑр: вӑл ҫак лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланас тесе унран пулӑшу ыйтӑр. Турӑ пире ӑслӑлӑх пама сӑмах панӑ. Ҫав ӑслӑлӑх сире сирӗн йышӑну Иеговӑна килӗшнипе килӗшменнине курма пулӑшӗ. Иегова ҫавӑн пек ӑслӑлӑха «уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр» парать. (Иаков 1:5 вуласа парӑр.)
7. Иегова мӗн шутланине пӗлес тесен мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
7 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иеговӑна хуравлама май парӑр. Сӑмахран, эсир хӑвӑр пӗлмен хулара ҫухалса кайнӑ та унта пурӑнакан пӗр ҫынран ҫул ыйтатӑр. Анчах та вӑл хуравличченех эсир малалла каятӑр-и? Паллах, ҫук. Эсир вӑл мӗн каланине тимлӗ итлетӗр. Ҫавӑн пекех, Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтнӑ хыҫҫӑн вӑл мӗнле хуравланине ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫакна ӑнланас тесен хӑвӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ Библири законсемпе принципсем ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, маларах асӑннӑ туслӑ тӗлпулӑва каймалла-и, каймалла мар-и тесе шухӑшланӑ чухне йышӑну тума мӗн пулӑшӗ? Турӑ Сӑмахне тӗпчӗр. Унта асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен, япӑх ҫынсемпе хутшӑнни ҫинчен мӗн каланӑ? Тата ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: христианинӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта мӗн пулмалла — Турӑ Патшалӑхӗ-и е хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарасси-и? (Матф. 6:33; Рим 13:13; 1 Кор. 15:33).
8. Кирлӗ информацие тупас тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
8 Хӑш-пӗр чухне кирлӗ информацие тупма ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑн пек чухне пухури опытлӑ тӑвансемпе калаҫса пӑхма пулать. Анчах та Библие хӑвӑр тӗллӗн тӗпчени те питӗ кирлӗ. Сӑмахран, эсир «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗнче» тата «Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан Библири сӑвӑ йӗркисем» кӗнекере нумай усӑллине тупма пултаратӑр. Асра тытӑр: сирӗн тӗллев — Иеговӑна савӑнтаракан йышӑну тӑвасси.
Иегова мӗн шутланине пӗлӗр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)b
9. Пирӗн йышӑну Иеговӑна савӑнтарнипе савӑнтарманнине мӗнле пӗлмелле? (Эфес 5:17).
9 Пирӗн йышӑну Иеговӑна савӑнтарнипе савӑнтарманнине мӗнле пӗлмелле? Чи малтанах пирӗн Турра лайӑх пӗлмелле. Библире ҫапла каланӑ: «Чи Сӑваплине пӗлни ӑнкаруллӑ тӑвать» (Ытар. 9:10, ҪТ). Чӑнах та, Иеговӑн лайӑх енӗсене, унӑн ирӗкне, вӑл мӗн юратнипе вӑл мӗн курайманнине пӗлни ӑнкаруллӑ тӑвать. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Иегова ҫинчен хам мӗн пӗлнине шута илсен, ӑна савӑнтарас тесен манӑн мӗнле йышӑну тумалла?» (Эфес 5:17 вуласа парӑр.)
10. Мӗншӗн Библири принципсем пирӗншӗн ҫемьери тата культурӑри йӑла-йӗркесенчен пӗлтерӗшлӗрех?
10 Хӑш-пӗр чухне Иеговӑна савӑнтарас тесе хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсене кӳрентерме тивет. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрне нумай укҫа ӗҫлесе илекен, анчах та хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хакласах кайман ҫынна качча парасшӑн. Паллах, вӗсем хӑйсен хӗрӗ ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑр теҫҫӗ. Анчах та хӗрӗн хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Ҫак ҫынна качча кайсан вӑл мана хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсе пыма пулӑшӗ-и?» Иегова ҫакӑн пирки мӗн шутлать? Хуравне эпир Матфей 6:33-мӗшӗнче тупатпӑр. Унта христианина пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. Эпир атте-аннене тата таврари ҫынсене хисеплетпӗр пулсан та, чи кирли пирӗншӗн — Иеговӑна савӑнтарасси.
ВАРИАНТСЕНЕ ТАНЛАШТАРӐР
11. Филиппӑ 1:9, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, вариантсене танлаштарса вӗсенчен пӗрне суйласа илме мӗн пулӑшать?
11 Библири принципсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вариантсене танлаштарса кун пек е ун пек йышӑну туни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. (Филиппӑ 1:9, 10 вуласа парӑр.) Ҫакна тума хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл, хӑш-пӗр чухне вара ҫӑмӑлах мар. Анчах та Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пыни ҫӑмӑл мар лару-тӑрура та тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ.
12, 13. Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пыни ӗҫ суйланӑ чухне тӗрӗс йышӑну тума мӗнле пулӑшӗ?
12 Калӑпӑр, эсир ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн ӗҫ шыратӑр. Сирӗн икӗ вариант тупӑннӑ. Иккӗшӗн пирки те кирлӗ информацие пуҫтартӑр: ҫак ӗҫре сирӗн мӗн-мӗн тумаллине, ӗҫ графикне, ҫул ҫине мӗн чухлӗ вӑхӑт кайнине тата ыттине те. Вӗсем иккӗшӗ те Библие хирӗҫлемеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, тен, сире ытларах килӗшет, мӗншӗн тесен унта ӗҫ укҫи те пысӑкрах, ӗҫӗ те интереслӗрех. Анчах та йышӑну тӑвас умӗн ытти япаласене те шута илмелле.
13 Ҫак икӗ ӗҫ ҫинчен шухӑшланӑ чухне хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Ҫак ӗҫе пула хӑш-пӗр чухне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктерме тивмӗ-и? Килтисене телейлӗ пулма, хӑйсене хӳтлӗхри пек туйма пулӑшмашкӑн тата вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшмашкӑн манӑн вӑхӑт юлӗ-и?» Хӑвӑра ҫавӑн пек ыйтусем пани укҫана мар, «мӗн кирлӗрех пулнине» — Иеговӑна пуҫҫапассине тата ҫемьешӗн тӑрӑшассине — суйласа илме пулӑшӗ (Флп. 1:10а). Вара эсир тунӑ йышӑнӑва Иегова пиллет.
14. Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пыни тата юрату ыттисен ӗненӗвне хавшатасран мӗнле сыхлать?
14 Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пыни пире хамӑр тӑвакан йышӑнусем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. Мӗншӗн тесен эпир ыттисен ӗненӗвне хавшатасшӑн мар (Флп. 1:10ӑ). Ҫакна тумтирпе причёска суйланӑ чухне те шута илмелле. Пире килӗшекен тумтир е причёска пухури тӑвансене е ытти ҫынсене аптратса ӳкермӗ-ши? Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пыни пире ыттисен туйӑмӗсене шута илме пулӑшӗ. Юрату пире хамӑршӑн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшма тата сӑпайлӑ пулма хавхалантарӗ (1 Кор. 10:23, 24, 32; 1 Тим. 2:9, 10). Вара хамӑр тӑвакан йышӑнусемпе эпир ыттисене юратнине тата хисепленине кӑтартӑпӑр.
15. Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвиччен мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?
15 Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвиччен, ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлӑр. Иисус малтан «ҫакӑ мӗн хака ларассине» шутласа пӑхмалла тесе вӗрентнӗ (Лука 14:28). Ҫавӑнпа та йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртмешкӗн мӗн чухлӗ вӑхӑт, укҫа-тенкӗ тата вӑй каясси ҫинчен шухӑшлӑр. Тен, хӑш-пӗр чухне эсир килтисемпе канашласа пӑхас тейӗр, вара вӗсем хӑвӑра мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлетӗр. Ҫакӑ мӗнле усӑ пама пултарать? Ҫакна пула эсир, тен, хӑвӑр йышӑнӑва кӑштах улӑштармаллине е пачах урӑх йышӑну тумаллине куратӑр. Унсӑр пуҫне, килтисемпе канашласан тата вӗсем мӗн каланине шута илсен, вӗсен сире пулӑшма ытларах кӑмӑл пулӗ (Ытар. 15:22).
ЛАЙӐХ ЙЫШӐНУСЕМ ТӐВӐР
16. Лайӑх йышӑну тума мӗнле утӑмсем пулӑшӗҫ? («Лайӑх йышӑнусем тума мӗн пулӑшӗ?» рамкӑна та пӑхӑр.)
16 Ҫак статьяра асӑннӑ пур утӑма та турӑр пулсан, эсир лайӑх йышӑну тума хатӗр. Эсир фактсене пуҫтартӑр тата Турра савӑнтаракан йышӑну тӑвас тесе Библири принципсем ҫинчен шухӑшларӑр. Халӗ вара ҫак йышӑнӑва пурнӑҫламашкӑн Иеговӑран пулӑшу ыйтма пулать.
17. Лайӑх йышӑнусем тӑвасси мӗнрен килет?
17 Эсир унччен нумай лайӑх йышӑну тунӑ пулин те, чӑн-чӑн ӑнӑҫу ӑҫтан килнине асра тытӑр. Ӑнӑҫлӑ пуласси пирӗн ӑс-тӑнпа опытран мар, Иегова паракан ӑслӑлӑхран килет. Вӑл анчах пире пӗлӳпе ӑс-тӑн парать тата хӑйӗн ирӗкне ӑнланма пулӑшать. Ӑслӑ пуласси вара шӑп ҫакӑнтан килет те (Ытар. 2:1—5). Иегова пулӑшнипе эпир ӑна савӑнтаракан йышӑнусем тума пултарӑпӑр (Пс. 22:2, 3).
28-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн тусӗсем пулар
a ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк тӑвансене сообщени ярса туслӑ тӗлпулӑва чӗннӗ. Вӗсем ҫав тӗлпулу ҫинчен калаҫса тӑраҫҫӗ.
b ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван туслӑ тӗлпулӑва каймалла-и, каймалла мар-и тесе йышӑну тӑвас умӗн тӗпчет.