20-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват
Иегова сире йӑпатать
«Вӑл — хӗрхенӳ Ашшӗ тата йӑпату Турри» (2 КОР. 1:3).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ еврейсене Иегова мӗнле йӑпатнӑ тата вӑл пире мӗнле йӑпатать?
1. Еврейсем Вавилон тыткӑнӗнче мӗнле пурӑннӑ?
ЕВРЕЙ ХАЛӐХӖ нумай ҫул хушши Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх туса пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Вавилон ҫыннисене еврейсен ҫӗршывне ҫӗнсе илме тата халӑха тыткӑна илсе кайма ирӗк панӑ (2 Ҫул. 36:15, 16, 20, 21). Ют ҫӗршывра еврейсем мӗнле пурӑннӑ? Хӑш-пӗр енчен вӗсем ирӗклӗ пулнӑ — кулленхи ӗҫсене тума пултарнӑ (Иер. 29:4—7). Ҫав-ҫавах вӗсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман — ҫакӑн пек пурнӑҫа вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе суйласа илмен. Тыткӑнра пулнӑ еврейсенчен пӗри хӑй мӗн туйни пирки акӑ мӗн каланӑ: «Вавилон шывӗсем хӗрринче, — эпир ҫавӑнта лараттӑмӑр, — Сиона аса илсе йӗреттӗмӗр» (Пс. 136:1). Чӑнах та, еврейсене йӑпату кирлӗ пулнӑ. Вӗсене кам йӑпатма пултарнӑ-ши?
2, 3. а) Тыткӑнра пулнӑ еврейсене Иегова мӗнле йӑпатнӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
2 Иегова — «йӑпату Турри» (2 Кор. 1:3). Хӑйӗн ӗҫлекенӗсене йывӑр килнӗ чухне вӑл вӗсене йӑпатасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсене юратать. Вавилон тыткӑнне лексен хӑш-пӗр еврейсем ӳкӗнессе тата хӑйне каллех пуҫҫапма пуҫласса Иегова пӗлнӗ (Ис. 59:20). Ҫавӑнпа та еврей халӑхӗ тыткӑна лекиччен 100 ҫул ытла маларах Иегова Исаия пророка кӗнеке ҫырма хавхалантарнӑ. Мӗнле тӗллевпе? Ҫав кӗнекере ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Йӑпатӑр, Манӑн халӑхӑма йӑпатӑр, тет сирӗн Туррӑр» (Ис. 40:1). Исаия кӗнекинче йӑпатакан шухӑшсем питӗ нумай, вӗсем тыткӑнра пулнӑ еврейсене йӑпатма пултарнӑ.
3 Пире те хӑш-пӗр чухне йӑпату питӗ кирлӗ. Ҫак статьяра эпир Иегова еврейсене мӗнле йӑпатнине пӑхса тухӑпӑр: 1) вӑл ӳкӗннӗ ҫынсене каҫарма сӑмах панӑ, 2) вӑл хӑйӗн халӑхне шанчӑк панӑ тата 3) вӑл вӗсене пулас событисенчен хӑрамасӑр пурӑнма пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Иегова хальхи вӑхӑтра пире мӗнле йӑпатнине те пӑхса тухӑпӑр.
ИЕГОВА ПИРЕ КАҪАРАТЬ
4. Иегова тыткӑна лекнӗ еврейсене хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ? (Исаия 55:7).
4 Иегова — «хӗрхенӳ Ашшӗ» (2 Кор. 1:3). Исаия пророк урлӑ вӑл еврейсене каҫарма сӑмах панӑ. (Исаия 55:7 вуласа парӑр.) Хӑйӗн халӑхне вӑл ҫапла каланӑ: «Ӗмӗр-ӗмӗрӗпех сана чунтан парӑнса юратӑп, сана хӗрхенӗп» (Ис. 54:8, ҪТ). Иегова хӗрхеннине мӗнле кӑтартнӑ? Еврейсем хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн тыткӑна лекнӗ пулин те, Иегова вӗсем Вавилонра яланлӑхах юлмӗҫ тесе сӑмах панӑ (Ис. 40:2). Паллах ӗнтӗ, ӳкӗннӗ тата Турра савӑнтарасшӑн пулнӑ еврейсене ҫак сӑмахсем йӑпатнӑ.
5. Мӗншӗн эпир Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарма хатӗр пулнине шанма пултаратпӑр?
5 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарма хатӗр. Тыткӑна лекнӗ еврейсемпе танлаштарсан, пирӗн халӗ Иегова хамӑр ҫылӑхсене каҫарасса шанма тата нумайрах сӑлтав пур. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Эпир Иегова пире ҫылӑхран хӑтарас тесе мӗн тунине пӗлетпӗр. Исаия хӑйӗн кӗнекине ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен, Турӑ ҫӗр ҫине хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне янӑ. Иисус пирӗншӗн вилнине пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене йӑлтах каҫарать (Ис. 1:18; Ап. ӗҫ. 3:19; Эф. 1:7). Иегова ҫав тери хӗрхенекен Турӑ!
6. Иегова пирӗн ҫылӑхсем ҫине мӗнле пӑхать тата ҫакна пӗлни пире мӗншӗн йӑпатать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
6 Исаия 55:7-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫылӑх тунӑ ҫынсене йӑпатма пултараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ӳкӗннӗ хыҫҫӑн та хӑйсене айӑпласа ҫӳреҫҫӗ. Уйрӑмах, хӑйсем тунӑ ҫылӑхсене пула вӗсем халӗ те хӗн кураҫҫӗ пулсан, совесть вӗсене кӑшлама пултарать. Анчах та ҫын хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫинчен каласа панӑ пулсан тата ӑна тӑвас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать пулсан, хӑйне Иегова каҫарнине ҫирӗп шанма пултарать. Ҫылӑхсене каҫарсан, Иегова вӗсене урӑх аса илмест. (Иеремия 31:34 танлаштарӑр.) Иегова ҫакӑн пек тӑвать пулсан, пирӗн те хамӑрӑн йӑнӑшсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳремелле мар. Иеговӑшӑн эпир унччен мӗн туни мар, халӗ мӗн туни пӗлтерӗшлӗ (Иез. 33:14—16). Кӗҫех пирӗн хӗрхенекен Атте хамӑр йӑнӑшсене пула тӳсекен пур йывӑрлӑха та пӗтерӗ.
Иеговӑшӑн эпир унччен мӗн туни мар, халӗ мӗн туни пӗлтерӗшлӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)
7. Эпир ҫылӑх турӑмӑр пулсан, ҫакӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа пама пире мӗн пулӑшма пултарать?
7 Йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен никама та каласа памасан, совесть пире кӑшлама пултарать. Ҫакӑн пек чухне пирӗн мӗн тумалла? Библи пире старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарать (Иак. 5:14, 15). Хамӑр тунӑ ҫылӑх ҫинчен вӗсене каласа пама йывӑр пулма пултарать. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ? Эпир чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан тата Иегова хӗрхенекен Турӑ пулнине асра тытатпӑр пулсан, старейшинӑсем патне пырса калаҫма пире ҫӑмӑлтарах пулать. Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: Иегова пире ҫак ҫынсем урлӑ пулӑшасшӑн тата вӗсем, Иегова пекех, юратнине тата хӗрхеннине кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. А́ртурa ятлӑ арҫын тӑвана старейшинӑсем акӑ мӗнле пулӑшнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Ҫулталӑка яхӑн эпӗ порнографи пӑхрӑм. Пӗррехинче эпӗ совесть ҫинчен калакан доклада итлерӗм. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ арӑма тата старейшинӑсене веҫех каласа патӑм. Йывӑр ҫӗклеме илсе пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ. Эпӗ хама чылай лайӑхрах туйрӑм. Ҫавах та унччен мӗн тунишӗн питӗ кулянтӑм. Старейшинӑсем мана хама Иегова сирсе яманни ҫинчен тата юратнӑран тӳрлетни ҫинчен аса илтерчӗҫ. Вӗсен ырӑ сӑмахӗсем манӑн чӗрене пырса тиврӗҫ. Вара эпӗ Иегова мана чӑннипех те каҫарнине ӑнланса илтӗм». Халӗ Артур тулли пионер тата пухура пулӑшакан пулса ӗҫлет. Эпир чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан, Иегова пире каҫарма хатӗр. Ҫакна пӗлни пире питӗ йӑпатать!
ИЕГОВА ПИРЕ ШАНЧӐК ПАРАТЬ
8. а) Иегова тыткӑнра пулнӑ еврейсене мӗнле шанчӑк панӑ? ӑ) Исаия 40:29—31 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, шанчӑк ӳкӗннӗ еврейсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
8 Еврейсем тӑван ҫӗршыва нихӑҫан та таврӑнаймастпӑр тесе шутлама пултарнӑ, мӗншӗн тесен Вавилон империйӗ тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке яман (Ис. 14:16, 17). Анчах та Иеговӑн куҫӗ умӗнче Вавилон тусан пӗрчи пек пулнӑ (Ис. 40:15). Ун ҫине вӗрсен, вӑл ҫухалать. Иегова хӑйӗн халӑхне ирӗке кӑларма сӑмах панӑ, ӑна вара никам та чарма пултарайман (Ис. 44:26; 55:12). Ҫав шанчӑк еврейсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Шанчӑк вӗсене йӑпатнӑ. Анчах ку ҫеҫ мар. Исаия ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ». (Исаия 40:29—31 вуласа парӑр.) Чӑнах та, шанчӑк вӗсене вӑй панине пула вӗсем «ҫунаттине ӑмӑрткайӑк пек» ҫӗклесе вӗҫме пултарнӑ.
9. Тыткӑнра пулнӑ еврейсен Иегова сӑмах панине ӗненме мӗнле витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ?
9 Тыткӑнра пулнӑ еврейсен Иегова сӑмах панине ӗненме витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ: Иегова маларах мӗн каласа хуни вӗсен куҫӗ умӗнчех пурнӑҫланнӑ. Тӗслӗхрен, вӗсем Ассири патшалӑхӗ вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхне ҫӗнсе илнине тата унӑн ҫыннисене тыткӑна илсе кайнине пӗлнӗ (Ис. 8:4). Вавилон ҫарӗ Иерусалима аркатнине тата халӑха тыткӑна илсе кайнине те вӗсем курнӑ (Ис. 39:5—7). Седекия патшана суккӑр туса Вавилона илсе кайни ҫинчен те вӗсем пӗлнӗ (Иер. 39:7; Иез. 12:12, 13). Иегова малтанах каласа хунӑ пур сӑмах та пурнӑҫланнӑ (Ис. 42:9; 46:10). Ҫакӑ тыткӑнра пулнӑ еврейсене Иегова хӑйсене ирӗке кӑларма сӑмах панине пурнӑҫлассине хытӑрах ӗненме пулӑшнӑ.
10. Ҫак юлашки кунсенче шанчӑка куҫран вӗҫертес мар тесен мӗн тумалла?
10 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Йывӑр килнӗ чухне шанчӑк йӑпатма тата вӑй пама пултарать. Эпир йывӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр тата пирӗн тӑшмансем питӗ вӑйлӑ. Ҫав-ҫавах пирӗн ал усмалла мар. Иегова пире чаплӑ шанчӑк парать: эпир нимрен хӑрамасӑр мирлӗ пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр. Ҫак шанчӑка эпир куҫран вӗҫертесшӗн мар. Таса мар кантӑк витӗр хитре ҫутҫанталӑк тӗксӗм курӑннӑ пекех, пирӗн шанчӑк та тӗксӗмленме пултарать. Хамӑрӑн «кантӑк» таса пултӑр тесе, урӑхла каласан, хамӑрӑн шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе, мӗн тума пулать? Ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ мӗнлерех пулассине час-часах куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшӑр. Ҫак шанчӑкпа ҫыхӑннӑ статьясене вулӑр, видеосене пӑхӑр тата юрӑсене итлӗр. Ҫавӑн пекех пулас пиллӗхсенчен хӑшӗсене эсир ытларах кӗтетӗр, ҫавсем ҫинчен Иеговӑна кӗлӗре каласа парӑр.
11. Пӗр хӗрарӑм тӑвана йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшать?
11 Нумай вӑхӑт хушши йывӑр чирпе кӗрешекен Джой ятлӑ хӗрарӑм тӑвана шанчӑк йӑпатать тата вӑй парса тӑрать. Вӑл акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗр чухне манӑн ал усӑнать. Вара эпӗ Иеговӑна хамӑн туйӑмсем ҫинчен каласа паратӑп. Эпӗ пӗлетӗп: вӑл мана лайӑх ӑнланать. Иегова яланах мана „ахаль вӑйран ирттерекен вӑй“ парать» (2 Кор. 4:7). Унсӑр пуҫне, Джой ҫӗнӗ тӗнчере хӑй мӗнле пурӑнассине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшать. Унта вара «пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Ис. 33:24). Эпир те Иеговӑна хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа паратпӑр пулсан тата хамӑрӑн шанчӑк ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.
12. Иеговӑн сӑмах панисене шанма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
12 Авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ еврейсен Иеговӑна шанма витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Пирӗн те Иегова сӑмах панисене шанма пур сӑлтав та пур. Пирӗн куҫ умӗнче пурнӑҫланакан пророкла каланисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тӗслӗхрен, эпир Англипе Америка держави «тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак» пулнине куратпӑр (Дан. 2:42, 43). Ҫавӑн пекех эпир тӗрлӗ вырӑнта ҫӗр чӗтренни ҫинчен илтетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир ырӑ хыпара «пур халӑха та» пӗлтеретпӗр (Матф. 24:7, 14). Ҫак тата ытти пророкла каланисем пурнӑҫланни Иеговӑн сӑмах панисем пурте пурнӑҫланассине шанма пулӑшать.
Пирӗн куҫ умӗнче пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни пуласлӑх пирки калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫланасса ҫирӗп шанма пулӑшать (12-мӗш абзаца пӑхӑр)
ИЕГОВА ПИРЕ ПУЛАС СОБЫТИСЕНЧЕН ХӐРАМАСӐР ПУРӐНМА ПУЛӐШАТЬ
13. а) Ирӗке тухма вӑхӑт ҫитсен еврейсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарнӑ? ӑ) Тыткӑнра пулнӑ еврейсене Иегова мӗнле йӑпатнӑ? (Исаия 41:10—13).
13 Иегова тыткӑнра пулнӑ еврейсене чаплӑ шанчӑк панӑ пулин те, ирӗке тухма вӑхӑт ҫитсен вӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулассине вӑл пӗлнӗ. Иегова малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, вӑйлӑ патша таврари халӑхсене ҫӗнсе илӗ, кайран вара хӑйӗн ҫарне Вавилон ҫине ярӗ (Ис. 41:2—5). Еврейсен хӑрамалла пулнӑ-и? Ҫав событисем пулса иртиччен чылай маларах Иегова хӑйӗн халӑхне лӑплантарас тесе ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру». (Исаия 41:10—13 вуласа парӑр.) «Эпӗ — санӑн Турру» тенипе Иегова мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл еврейсене хӑйне кӑна пуҫҫапмалли ҫинчен аса илтересшӗн пулман, ҫакна вӗсем хӑйсемех те лайӑх пӗлнӗ. Ҫак сӑмахсемпе вӑл хӑй яланах вӗсемпе пӗрле пуласси пирки тата вӗсене пулӑшасси пирки шантарнӑ (Пс. 117:6).
14. Еврейсем ан хӑраччӑр тесе Иегова тата мӗн тунӑ?
14 Еврейсем ан хӑраччӑр тесе Иегова тата мӗн тунӑ? Вӑл вӗсене хӑйӗн чикесӗр вӑйӗпе пӗлӗвӗ ҫинчен аса илтернӗ. Тыткӑнра пулнӑ еврейсене вӑл ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫине пӑхма ыйтнӑ. Иегова вӗсене хӑй ҫӑлтӑрсене туни ҫинчен кӑна мар, кашни ҫӑлтӑра ятран чӗнни ҫинчен те каланӑ (Ис. 40:25—28). Турӑ ҫӑлтӑрсен ячӗсене пӗлет пулсан, вӑл хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗн ятне те пӗлет паллах. Ҫӑлтӑрсене тума Иеговӑн вӑй пулнӑ пулсан, апла, унӑн хӑйӗн халӑхне пулӑшма ҫителӗклӗ вӑй пур. Чӑнах та, тыткӑнра пулнӑ еврейсен хӑрама тата пӑшӑрханма пӗр сӑлтав та пулман.
15. Иегова тыткӑнра пулнӑ еврейсене пулас событисене хатӗрленме мӗнле пулӑшнӑ?
15 Унсӑр пуҫне, Иегова еврейсене хӑйсен ирӗке тухма вӑхӑт ҫитсен мӗн тумаллине маларах каланӑ. Исаия 26:20-мӗшӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Кай, халӑхӑм, килне [«шалти пӳлӗмсене», ҪТ] кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха». Еврейсем Иегова мӗн тума хушнине Кир патша Вавилона ҫӗнсе илнӗ чухне тунӑ пулас. Авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Ксенофо́нт ятлӑ грек историкӗ каланӑ тӑрӑх, Кир патша хулана кӗрсен, хӑйӗн ҫар ҫыннисене урамра пулнӑ пур ҫынна та вӗлерме хушнӑ. Вавилонра пурӑннӑ ҫынсем ҫав тери сехӗрленсе ӳкнӗ пулӗ! Еврейсем вара хӑйсене хӳтлӗхри пек туйнӑ, мӗншӗн тесен Иегова хӑйсене мӗн хушнине тунӑ.
16. Мӗншӗн пирӗн пулас событисенчен хӑрамалла мар? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
16 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Кӗҫех пысӑк хӗн-асап — этемлӗх историйӗнче чи йывӑр вӑхӑт ҫитӗ. Ун чухне ҫынсем ытларахӑшӗ хӑраса-аптраса ӳкӗҫ. Анчах эпир хӑрамӑпӑр, мӗншӗн тесен эпир Иегова пирӗн Турӑ пулнине пӗлетпӗр. «Ҫӑлӑнас вӑхӑт ҫывӑх» пулнине пӗлсе эпир хӑюллӑ пулӑпӑр (Лука 21:28). Халӑхсен пӗрлешӗвӗ пирӗн ҫине тапӑннӑ чухне те эпир Иеговӑна шанса тӑрӑпӑр. Иегова пире хӑйӗн ангелӗсем урлӑ хӳтӗлӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире мӗн тумаллине те пӗлтерӗ. Ҫавна вӑл мӗнле тӑвассине хальлӗхе эпир пӗлместпӗр. Тен, ҫавна вӑл пухусем урлӑ тӑвӗ, мӗншӗн тесен «шалти пӳлӗмсем» пухусене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Унта эпир хӳтлӗх тупма пултарӑпӑр. Пулас событисене пирӗн мӗнле хатӗрленмелле? Пирӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе ҫывӑхланмалла, Иеговӑн организацийӗ мӗн тума хушнине итлеме хатӗр пулмалла тата Иегова хӑйӗн организацине хӑй ертсе пыни пирки иккӗленмелле мар (Евр. 10:24, 25; 13:17).
Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче эпир хӑраса-аптраса ӳкмӗпӗр, мӗншӗн тесен Иегова пире ҫӑлма пултарасса ҫирӗп ӗненӗпӗр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)b
17. Иеговӑран йӑпату илес тесен пирӗн мӗн тумалла?
17 Вавилон тыткӑнӗнче еврейсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Ҫавах та Иегова вӗсене йӑпатнӑ. Вӑл пире те пулӑшӗ. Пирӗн пурнӑҫра кирек мӗн сиксе тухсан та, Иегова пире йӑпатма пултарать. Иегова хӗрхенекен Турӑ пулнине асра тытӑр. Шанчӑка куҫран ан вӗҫертӗр. Унсӑр пуҫне, ҫакна та асра тытӑр: Иегова — сирӗн Турӑ, ҫавӑнпа сирӗн нимрен те хӑрамалла мар.
3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b ӲКЕРЧӖК. Тӑвансем пӗчӗк ушкӑнпа пуҫтарӑннӑ, вӗсем каҫхи тӳпенелле пӑхаҫҫӗ. Ҫӑлтӑрсем вӗсене Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, ҫӑлма пултарасси пирки аса илтереҫҫӗ.