31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Кӗлтума май пуррине хаклӑр
«Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр» (ПС. 140:2).
47-МӖШ ЮРӐ Иеговӑна кунсерен кӗлту
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Кӗлтума май пурри ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
ИЕГОВА, пӗлӗтпе ҫӗре Тӑвакан, пире питӗ пысӑк чыс тунӑ — хӑйне кӗлтума май панӑ. Эпир кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек мӗнле чӗлхепе те, маларах калаҫса татӑлмасӑрах, Турра хамӑр чӗрене уҫса пама пултаратпӑр. Кирек ӑҫта пулсан та — больницӑра е тӗрмере пулсан та — пирӗн юратакан ҫӳлти Атте пире илтӗ. Эпир ӑна ҫакӑн пек хаклӑ парнешӗн ҫав тери пархатарлӑ!
2. Кӗлтума май пуррине хакланине Давид патша мӗнле кӑтартнӑ?
2 Давид патша кӗлтума май пуррине питӗ хакланӑ. Вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр» (Пс. 140:1, 2). Давид пурӑннӑ вӑхӑтра священниксем Турӑ умӗнче тӗтӗрмелли фимиама питӗ тӗплӗн хатӗрленӗ (Тух. 30:34, 35). Давид ахальтен мар хӑйӗн кӗллине фимиампа танлаштарнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне кӗлтӑвас умӗн мӗн каламалли ҫинчен маларах шутланӑ пулас. Паллах, пирӗн те ҫапла тӑвас килет, мӗншӗн тесен эпир те пирӗн кӗлӗсем Иеговӑна кӑмӑллӑ пулччӑр тетпӗр.
3. Пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа Иеговӑна кӗлтумалла тата мӗншӗн?
3 Кӗлтунӑ чухне пирӗн Иеговӑна чун-чӗререн хисепленине кӑтартмалла. Исаийӑна, Иезекииле, Даниила тата Иоанна кӑтартнӑ тӗлӗнмелле курӑнусене аса илӗр-ха. Вӗсем пурте тӗрлӗрен пулнӑ пулин те, вӗсенче кашнинче Иегова чи аслӑ Патша пек курӑннӑ. Исаия «ҫӳллӗ аслӑ пукан ҫинче ларакан» Иеговӑна курнӑ (Ис. 6:1—3). Иезекииль курнӑ курӑнура Иегова хӑйӗн пӗлӗтри кустӑрми ҫинче ларнӑ. Унӑн тавра «ҫиҫсе-ялтӑраса тӑни... асамат кӗперӗ» евӗрлӗ пулнӑ (Иез. 1:26—28). Даниил умне «Кунӗсемпе Авалхискерӗ» тухса тӑнӑ. Вӑл шурӑ тумтир тӑхӑннӑ пулнӑ тата «Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек» пулнӑ (Дан. 7:9, 10). Иоанн вара аслӑ пукан ҫинче ларакан Иеговӑна курнӑ. Унӑн тавра «смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ» пулнӑ (Ӳлӗм. 4:2—4). Иеговӑран мухтавли кам пултӑр! Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир кӗлтума май пурришӗн тата пархатарлӑрах пулса тӑратпӑр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна кӗлтунӑ чухне хамӑра хисеплӗн тытмаллине асра тытатпӑр. Пирӗн мӗн пирки кӗлтумалла-ши?
«ЭСИР ҪАПЛА КӖЛТӐВӐР»
4. «Ҫӳлти Аттемӗр» кӗлӗри малтанхи сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Матфей 6:9, 10).
4 Матфей 6:9, 10 вуласа парӑр. Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене кӗлтума вӗрентнӗ тата кӗлӗсем Турӑшӑн кӑмӑллӑ пулччӑр тесен мӗнле кӗлтумаллине те ӑнлантарнӑ. «Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр» тенӗ хыҫҫӑнах Иисус чи пӗлтерӗшлӗ япаласем ҫинчен каланӑ. Вӑл Турӑ ятне мухтава кӑларасси ҫинчен, Турӑ Патшалӑхӗ килсе тӑшманӗсене пурне те пӗтересси ҫинчен тата ҫынсене кӗтекен пиллӗхсем ҫинчен кӗлтумалла тесе вӗрентнӗ. Ҫакӑн ҫинчен кӗлтума манмасан, эпир Турӑ ирӗкӗ хамӑршӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартатпӑр.
5. Иегова хамӑра мӗн кирли, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлтунине итлет-и?
5 Кайран Иисус хамӑра мӗн кирли, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ыйтнинче ним япӑххи те ҫуккине кӑтартнӑ. Эпир Иеговӑран паянлӑха апат пама, хамӑр ҫылӑхсене каҫарма, илӗртӳрен сыхланма пулӑшма тата Шуйттанран хӑтарма ыйтма пултаратпӑр (Матф. 6:11—13). Ҫапла кӗлтуса эпир хамӑра Туррӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнине тата ӑна савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартатпӑр.
Упӑшки арӑмӗпе пӗрле кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтма пултарать? (6-мӗш абзаца пӑхӑр)b
6. Иисус тӗслӗхшӗн панӑ кӗлӗре мӗн ҫинчен каланӑ, пирӗн ҫавӑн пирки анчах кӗлтумалла-и? Ӑнлантарса парӑр.
6 Иисус хӑй тӗслӗхшӗн панӑ кӗлле пӑхмасӑр калама вӗренмелле тесе каламан. Хӑй кӗлтунӑ чухне вӑл тӗрлӗ япаласем ҫинчен, хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑн ҫинчен кӗлтунӑ (Матф. 26:39, 42; Иоанн 17:1—26). Эпир те хамӑра мӗн хумхантарни ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр. Сӑмахран, йышӑну тумалла пулсан Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтмалла (Пс. 118:33, 34). Ҫӗнӗ тивӗҫ шанса парсан, ӑна мӗнле тумаллине ӑнланса ҫитме кӗлӗре пулӑшу ыйтма пулать (Ытар. 2:6). Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемшӗн, ачисем ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗлтума пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пирӗн пурин те Библи вӗренекенсемшӗн тата кама эпир ырӑ хыпар калатпӑр, ҫавсемшӗн кӗлтумалла. Паллах, эпир Иеговӑран ыйтакансем ҫеҫ пуласшӑн мар.
Пирӗн Иеговӑна мухтама тата тав тума мӗнле сӑлтавсем пур? (7—9 абзацсене пӑхӑр)c
7. Мӗншӗн кӗлтунӑ чухне Иеговӑна мухтамалла?
7 Кӗлтунӑ чухне Иеговӑна мухтама ан манӑр. Вӑл ҫеҫ пӗтӗм мухтава тивӗҫлӗ. Иегова ырӑ та каҫарма хатӗр. Вӑл «уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ» (Пс. 85:5, 15). Унӑн лайӑх енӗсемпе тӗлӗнмелле ӗҫӗсене кура ӑна мухтамасӑр тӑма май ҫук!
8. Эпир Иеговӑна мӗншӗн тав тума пултаратпӑр? (Псалом 103:12—15, 24).
8 Иеговӑна хамӑра панӑ парнесемшӗн тав тума та манмалла мар. Тӗслӗхрен, ӑна илемлӗ чечексемшӗн, тутлӑ апат-ҫимӗҫшӗн тата ҫывӑх туссемшӗн тав тума пулать. Ҫакна веҫех тата ыттине те пирӗн юратакан Атте пире савӑнтарас тесе парать. (Псалом 103:12—15, 24 вуласа парӑр.) Пуринчен ытла вара эпир Иеговӑна хамӑра нумай сӑнарлӑ апат парса тӑнишӗн тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка панишӗн тав тӑватпӑр.
9. Иеговӑна тав тума манас мар тесен мӗн тума пулать? (1 Фессалоника 5:17, 18).
9 Килӗшетӗр пулӗ, хӑш-пӗр чухне эпир Иеговӑна тав тума манса каятпӑр. Ҫапла ан пултӑр тесен мӗн тума пулать? (1 Фессалоника 5:17, 18 вуласа парӑр.) Хӑвӑр кӗлӗре мӗн ыйтнине ҫырса пырӑр. Унтан Турӑ хӑвӑр кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курас тесе ҫав списока вӑхӑтран вӑхӑта пӑхса илӗр. Кайран Турра хӑвӑра пулӑшнишӗн тав тӑвӑр. Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: ыттисем пире тав тунӑ чухне эпир питӗ савӑнатпӑр. Иегова та эпир ӑна тав тунӑ чухне хӗпӗртет (Кол. 3:15). Турра тав тума пирӗн тата пӗр витӗмлӗ сӑлтав пур.
ИЕГОВӐНА УНӐН ЮРАТНӐ ЫВӐЛӖШӖН ТАВ ТӐВӐР
10. 1 Петр 2:21-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн Иеговӑна Иисуса ҫӗр ҫине янӑшӑн тав тумалла?
10 1 Петр 2:21 вуласа парӑр. Пирӗн Иеговӑна вӑл хӑйӗн Ывӑлне пире вӗрентме янӑшӑн тав тумалла. Иисус ҫинчен вуланӑ чухне эпир хамӑрӑн ҫӳлти Атте ҫинчен тата ӑна мӗнле савӑнтармалли ҫинчен нумай пӗлетпӗр. Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулас тетпӗр пулсан тата хамӑрпа ун хушшинче килӗшӳ пултӑр тетпӗр пулсан, пирӗн Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле (Рим 5:1).
11. Мӗншӗн эпир Иисус Христос ячӗпе кӗлтӑватпӑр?
11 Пирӗн Иеговӑна Иисус Христос ячӗпе кӗлтума май пур. Ҫакӑншӑн та эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине шӑпах ун урлӑ хуравлать. Иисус ячӗпе кӗлтусан, Иегова пире илтет тата хамӑра мӗн кирлине парать. Иисус ҫапла ӑнлантарнӑ: «Эсир Ман ятӑмпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, Аттем Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп» (Иоанн 14:13, 14).
12. Пирӗн Иеговӑна унӑн Ывӑлӗшӗн тав тума тата мӗнле сӑлтав пур?
12 Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарасса та Христосӑн каҫарттаракан парни урлӑ каҫарать. Библире Иисус пирки «Ҫӳлти Патшанӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енне ларнӑ» Чи Аслӑ Священник тесе ҫырнӑ (Евр. 8:1). Тата ун пирки «Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен» тенӗ (1 Иоанн 2:1). Иегова пире ҫавӑн пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ Чи Аслӑ Священник панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Иисус эпир халсӑр пулнине пӗлет кӑна мар, пирӗншӗн хута та кӗрет (Рим 8:34; Евр. 4:15). Христос хӑйӗн пурнӑҫне парне пек паман пулсан, эпир хамӑр ҫылӑхлӑ пулнине пула кӗлтума та пултараймастӑмӑрччӗ. Эпир Иеговӑна ҫак хаклӑран та хаклӑ парнешӗн, хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗшӗн, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех тав туса пурӑнӑпӑр!
ТӐВАНСЕМШӖН КӖЛТӐВӐР
13. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗренекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
13 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус вӗренекенӗсемшӗн нумай кӗлтунӑ тата Ашшӗне вӗсене «усал-тӗселтен сыхласа» тӑма ыйтнӑ (Иоанн 17:15). Турӑ Ывӑлӗ хӑйӗн хытӑ асапланмаллине пӗлнӗ пулсан та, хӑйӗншӗн мар, апостолӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Ҫакӑ вӑл вӗсене питӗ хытӑ юратнине кӑтартать.
Тӑвансемшӗн кӗлтунӑ чухне эпир Иеговӑран мӗн-мӗн ыйтма пултаратпӑр? (14—16 абзацсене пӑхӑр)d
14. Тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
14 Эпир те Иисус пек пуласшӑн, ҫавӑнпа та хамӑр ҫинчен ҫеҫ шутламастпӑр. Кӗлтунӑ чухне те эпир час-часах тӑвансемшӗн ыйтатпӑр. Ҫапла майпа эпир Иисусӑн «пӗр-пӗрне юратӑр» текен заповедьне тытса тӑратпӑр (Иоанн 13:34). Иегова эпир пӗр-пӗриншӗн чунтан тӑрӑшнине курса питӗ савӑнать. Эпир тӑвансемшӗн кӗлтуни вӗсене нумай усӑ пама пултарать, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗнче «тӳрӗ ҫын тӑрӑшса кӗлтуни нумай пулӑшать»,— тенӗ (Иак. 5:16).
15. Мӗншӗн пирӗн тӑвансемшӗн кӗлтумалла?
15 Тӑвансем питӗ нумай йывӑрлӑх тӳсеҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн вӗсемшӗн кӗлтумалла. Хӑш-пӗр тӑвансем ҫутҫанталӑк инкекне, граждан вӑрҫине, хӗсӗрленине, чир-чӗре е урӑх йывӑрлӑха пула хӗн кураҫҫӗ. Эпир Иеговӑна вӗсене пулӑшма ыйтма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, инкеке лекнӗ тӑвансене пулӑшас тесе нумай вӑй хуракан тӑвансемшӗн те кӗлтумалла. Эсир хӗн куракан тӑвансене паллатӑр пулсан, кӗлтунӑ чухне вӗсене ятран чӗнсен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла эсир вӗсене чунтан юратнине кӑтартӑр.
16. Мӗншӗн пирӗн пухура ертсе пыракан арҫын тӑвансемшӗн кӗлтумалла?
16 Эпир пухура ертсе пыракан тӑвансемшӗн те кӗлтӑватпӑр. Ҫавӑншӑн вӗсем пире питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен эпир кӗлтуман пулсан, вӗсене хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑма чылай йывӑртарах пулнӑ пулӗччӗ. Павел апостол ҫакӑн пирки ҫапла ҫырнӑ: «Маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ вӗрентнӗ чухне Турӑ мана кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ, Ырӑ Хыпарӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен манӑн хӑюллӑн каласа парасчӗ» (Эф. 6:19). Хальхи вӑхӑтра та пухусенче Павел пекех хӑйсене шеллемесӗр Турӑшӑн ӗҫлесе тӑракан арҫын тӑвансем питӗ нумай. Иеговӑна вӗсене пулӑшма ыйтнипе эпир ҫав тӑвансене юратнине кӑтартатпӑр.
ЫТТИСЕМ УМӖНЧЕ КӖЛТУНӐ ЧУХНЕ
17, 18. Хӑҫан пире ыттисем умӗнче кӗлтума ыйтма пултараҫҫӗ тата ун пек чухне пирӗ мӗн асра тытмалла?
17 Хӑш-пӗр чухне пире ыттисем умӗнче кӗлтума ыйтма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗр хӗрарӑм тӑван теприне ҫынпа Библи вӗренме чӗнсен, ӑна кӗлтума ыйтать тейӗпӗр. Чӗннӗ хӗрарӑм тӑван Библи вӗренекенӗн лару-тӑрӑвне тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмесен те пултарать. Ҫавӑнпа та, тен, вӑл вӗренсе пӗтерсен кӗлтӑвас тейӗ. Ҫапла тусан вӑл кӗлтунӑ чухне Библи вӗренекене мӗн кирли, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен те калама пултарӗ.
18 Арҫын тӑвана пухура е ырӑ хыпар сармалли тӗлпулура кӗлтума ыйтма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне унӑн мӗн асра тытмалла? Чи малтан тӑвансем мӗнле тӗллевпе пухӑннине шута илмелле. Унсӑр пуҫне, кӗлтунӑ чухне пухӑва канаш та памалла мар, пӗлтерӳсем те тумалла мар. Ҫакна та манмалла мар: юрӑ юрлама тата кӗлтума пилӗк минут ҫеҫ уйӑрса панӑ. Апла арҫын тӑванӑн кӗлтунӑ чухне, уйрӑмах пуху умӗн кӗлтунӑ чухне, ытлашши нумай калаҫмалла мар (Матф. 6:7).
КӖЛТУНИ СИРӖН ПУРНӐҪРА ПӖЛТЕРӖШЛӖ ВЫРӐН ЙЫШӐНТӐР
19. Иеговӑн суд кунӗ ҫитсен аптраса ӳкес мар тесен мӗн тумалла?
19 Иеговӑн суд кунӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн кӗлӗсем пирӗншӗн тата пӗлтерӗшлӗрех пулса пымалла. Акӑ мӗншӗн Иисус ҫапла каланӑ: «Кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр» (Лука 21:36). Иеговӑна тӑтӑшах кӗлтусан, пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулӗ тата эпир суд кунӗ ҫитсессӗн аптраса ӳкмӗпӗр.
20. Пирӗн кӗлӗсем тутлӑ шӑршӑллӑ фимиам пек пулччӑр тесен мӗн тумалла?
20 Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухрӑмӑр? Пирӗн кӗлтума май пуррине хакламалла. Чи малтан Турӑ ирӗкӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑн ҫинчен кӗлтумалла. Унсӑр пуҫне, Турра Иисусшӑн тата вӑл унӑн Патшалӑхӗнче ертсе пынӑшӑн тав тумалла. Ҫавӑн пекех Иеговӑна тӑвансене пулӑшма та ыйтмалла. Паллах, эпир хамӑра мӗн кирли ҫинчен те, ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе те кӗлтума пултаратпӑр. Кӗлӗре мӗн каламалли ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир кӗлтума май пуррине хакланине кӑтартатпӑр. Вара пирӗн кӗлӗсем Иеговӑшӑн тутлӑ шӑршӑллӑ фимиам пек кӑмӑллӑ пулӗҫ (Ытар. 15:8).
45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем
a Кӗлтума май пурри — Иегова хамӑра панӑ питӗ хаклӑ парне. Эпир хамӑр кӗлӗсем Турӑшӑн тутлӑ шӑршӑллӑ фимиам пек кӑмӑллӑ пулччӑр тетпӗр. Ҫак статьяран эпир мӗн пирки кӗлтумалли ҫинчен пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, пире ыттисем умӗнче кӗлтума ыйтсан, мӗн шута илмелли ҫинчен калаҫӑпӑр.
b ӲКЕРЧӖК. Упӑшки арӑмӗпе пӗрле кӗлтунӑ чухне Иеговӑна шкулта хӗрне хӳтӗлеме, больницӑра выртакан хуньӑшне ҫирӗплетме тата Библи вӗренекен хӗрарӑма чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшма ыйтать.
c ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван Иеговӑна Христосӑн каҫарттаракан парнишӗн, хамӑрӑн илемлӗ ҫуртшӑн, Ҫӗршӗн, тата усӑллӑ апатшӑн тав тӑвать.
d ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван Иеговӑна кӗлтунӑ чухне Ертсе пыракан советри тӑвансемшӗн, ҫутҫанталӑк инкекне пула тата хӗсӗрленине пула хӗн куракан тӑвансемшӗн ыйтать.