«Кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр»
«Ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр» (1 ПЕТР 4:7).
1, 2. а) Мӗншӗн «кӗлтуса сыхӑ» тӑни питӗ кирлӗ? ӑ) Кӗлӗ тӗлӗшӗнчен пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
«ТУЛ ҫутӑлса килес умӗн ҫывӑрмасӑр сыхӑ тӑма уйрӑмах йывӑр»,— ҫапла каланӑ унччен каҫсерен ӗҫленӗ пӗр арҫын. Камӑн ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттерме тивет, ҫавсем, тен, унпа килӗшеҫҫех пуль. Хальхи вӑхӑтра христиансем ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Сатанан йӗркесӗр тӗнчин вӑрӑм каҫӗ халӗ нихӑҫанхинчен те тӗттӗмрех (Рим 13:12). Ҫак юлашки сехетре ҫывӑрса кайни хӑрушӑ пулнӑ пулӗччӗ! Библи «ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр» тесе чӗнсе каланине пирӗн питӗ тимлемелле (1 Петр 4:7).
2 Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланнӑ май пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Кӗлтӑвас тӗлӗшрен эпӗ чӑнах та сыхӑ тӑратӑп-и? Манӑн тӗрлӗ йышши кӗлӗсем-и? Эпӗ яланах кӗлтӑватӑп-и? Манӑн ыттисемшӗн кӗлтӑвас йӑла пур-и е эпӗ ялан тенӗ пекех хама мӗн кирлипе мӗн килӗшни ҫинчен кӑна кӗлтӑватӑп-и? Ҫӑлӑнма мана чӑнах та кӗлтуни питӗ кирлӗ-и?»
ТӖРЛӖ КӖЛӖПЕ ТУРРА КӖЛТӐВӐР
3. Тӗрлӗ йышши кӗлӗсенчен хӑш-пӗрисене каласа тухӑр.
3 Эфессем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел апостол «тӗрлӗ кӗлӗ» пирки каланӑ (Эф. 6:18). Иеговӑна кӗлтунӑ чухне эпир час-часах ӑна хамӑра мӗн кирлине парсам тата хамӑр йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшсам тесе ыйтатпӑр. «Кӗлле Итлекен» пире юратать, ҫавӑнпа та эпир пулӑшу пама ыйтсан, вӑл пире итлет (Пс. 65:2, ҪТ). Анчах та пирӗн ытти йышши кӗлӗсем ҫинчен те манса каймалла мар. Вӗсем шутне Иеговӑна мухтани, тав туни тата йӑлӑнни кӗрет.
4. Мӗншӗн пирӗн хамӑр кӗлӗсенче Иеговӑна час-часах мухтамалла?
4 Хамӑр кӗлӗсенче Иеговӑна мухтав сӑмахӗсем калама пирӗн нумай сӑлтав пур. Сӑмахран, унӑн «хӑватлӑхӗ», ҫавӑн пекех «вӗҫӗмсӗр аслӑлӑхӗ» ҫинчен шухӑшлани пире ӑна мухтама хавхалантарать. (Псалом 150:1—6 вуласа пар.) Ҫакна палӑртмалла: 150-мӗш Псаломри ултӑ сӑвӑ йӗркинче вунпӗр хутчен Иеговӑна мухтавлама чӗнсе каланӑ! Турра питӗ юратнине кӑтартса псалом ҫыракансенчен тепри юрланӑ: «Тӳрӗ сутусемшӗн Сана кунсерен ҫичӗ хут аслӑласа мухтатӑп» (Пс. 118:164). Паллах ӗнтӗ, Иегова мухтава тивӗҫлӗ. Ҫавӑнпа та кӗлӗре пирӗн ӑна «кунсерен ҫичӗ хут», урӑхла каласан, час-часах мухтамалла мар-и?
5. Кӗлӗре тав туни пире мӗнле майпа хӳтлӗх парать?
5 Кӗлӗсен тепӗр йышӗ вӑл — тав тӑвасси. Филиппӑ хулинчи христиансене Павел ӳкӗтленӗ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр» (Флп. 4:6). Кӗлӗре эпир Иеговӑна чун-чӗререн тав тӑватпӑр пулсан, ҫакӑ пире хӳтлӗх парать. Ҫакӑ уйрӑмах халӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен эпир юлашки кунсенче, «пархатарсӑр» ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1, 2). Чӑнах та, ҫак тӗнчере пархатарсӑрлӑх хуҫаланать. Асӑрхануллӑ пулмасан, ҫав пархатарсӑрлӑх пирӗн ҫине ҫӑмӑллӑнах витӗм кӳме пултарать. Кӗлтунӑ чухне Турра тав тӑватпӑр пулсан, эпир телейлӗ пулӑпӑр тата хамӑр пурнӑҫра «темскер ҫитмест» тесе ӳпкелешсе тӑмӑпӑр (Иуда 16). Унсӑр пуҫне ҫемье пуҫӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле кӗлтунӑ чухне тав сӑмахӗсем калать пулсан, вӑл арӑмне те, ачисене те пархатарлӑ пулма хавхалантарать.
6, 7. Мӗн вӑл йӑлӑнни тата мӗн пирки эпир Иеговӑна йӑлӑнма пултаратпӑр?
6 Йӑлӑнни — вӑйлӑ туйӑмсемпе палӑрса тӑракан чун-чӗререн каланӑ кӗлӗ. Мӗн пирки эпир Иеговӑна йӑлӑнма пултаратпӑр? Хамӑра хӗсӗрленӗ е хӑрушӑ чирпе чирленӗ чухне ӑна йӑлӑнни, паллах ӗнтӗ, вырӑнлӑ. Ҫавӑн пек чухне Турра пулӑшу ыйтса кӗлтуни, паллах, йӑлӑнни пулса тӑрать. Анчах та ҫавнашкал лару-тӑрура ҫеҫ Иеговӑна йӑлӑнмалла-и?
7 Иисусӑн кӑтартуллӑ кӗллине пӑхӑр та вӑл Турӑ ячӗ, унӑн Патшалӑхӗ тата унӑн ирӗкӗ ҫинчен мӗн каланине асӑрхӑр-ха. (Матфей 6:9, 10 вуласа пар.) Ҫак тӗнчере йӗркесӗрлӗх питӗ нумай, ҫавӑн пекех ҫынсен правительствисем халӑха чи кирлипе те тивӗҫтерме пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑрӑн ҫулти Аттен ячӗ сӑваплӑ пултӑр тата унӑн Патшалӑхӗ ҫӗре Сатанан влаҫӗнчен ирӗке кӑлартӑр тесе кӗлтумалла. Ҫавӑн пекех халӗ Иеговӑна унӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те, пӗлӗтри пекех пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтумалли вӑхӑт. Эппин, сыхӑ тӑрар та тӗрлӗ йышши кӗлӗпе Турра кӗлтӑвар.
ЯЛАНАХ КӖЛТӐВӐР
8, 9. Мӗншӗн Петрпа ытти апостолсене Гефсимани садӗнче ҫывӑрса кайнӑшӑн айӑплама кирлӗ мар?
8 Петр апостол христиансене «кӗлтуса сыхӑ» тӑма ӳкӗтленӗ пулин те, вӑл хӑй, сахалтан та пӗррехинче, сыхӑ тӑрса юлайман. Вӑл Иисус Гефсимани садӗнче кӗлтунӑ чухне ҫывӑрса кайнӑ вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ. Иисус вӗсене «ан ҫывӑрӑр, [«сыхӑ тӑрӑр, пӗр вӗҫӗмсӗр», ҪТ] кӗлтӑвӑр» тенӗ хыҫҫӑн та вӗсем ҫавна туман. (Матфей 26:40—45 вуласа пар.)
9 Эпир Петрпа ытти апостолсене сыхӑ тӑманшӑн ҫӑмӑллӑнах айӑпланӑ пулӑттӑмӑр, анчах та ҫав кун вӗсен нумай ӗҫ тумалла пулнине, ҫавӑнпа та вӗсем питӗ ывӑнма пултарнине пирӗн асра тытмалла. Вӗсем Пасхӑна хатӗрленнӗ те каҫхине ӑна паллӑ тунӑ. Иисус унтан Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ та малашне хӑйӗн вилӗмне мӗнле аса илмеллине кӑтартнӑ (1 Кор. 11:23—25). «Мухтав юрри юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ». Унта ҫитес тесе вӗсен Иерусалимӑн ансӑр урамӗсем тӑрӑх пӗртак утмалла пулнӑ (Матф. 26:30, 36). Гефсимани садне ҫитнӗ ҫӗре, тен, тахҫанах ҫурҫӗр иртнӗ пулнӑ. Унта пулнӑ пулсан, эпир те, тен, ҫывӑрса кайнӑ пулӑттӑмӑр. Ывӑнса ҫитнӗ апостолӗсене ятлас вырӑнне Иисус ыррӑн «сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр [«хавшак», ҪХ]» тенӗ.
10, 11. а) Гефсимани садӗнче пулса иртнӗ ӗҫ Петра мӗне вӗрентнӗ? ӑ) Петрпа пулса иртни пире мӗне вӗрентет?
10 Гефсамани садӗнче пулса иртни Петршӑн ахаль иртмен. Кирлӗ таран сыхӑ тӑманни япӑх вӗҫленме пултарнине унӑн хӑйӗннех курма тивнӗ. Кӑшт маларах Иисус каланӑ: «Кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр [«такӑнатӑр», ҪТ]». Анчах та Петр хуравласа каланӑ: «Сан тӗлӗшрен пурте улталансан [«такӑнсан», ҪТ] та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп [«такӑнмӑп», ҪТ]». Иисус Петра манран виҫӗ хут тунӑн тесе каланӑ. Анчах та Петр хӑйӗннех пенӗ: «Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та, эпӗ Санран тунассӑм ҫук» (Матф. 26:31—35). Иисус каласа хунӑ пекех, Петр такӑннӑ. Иисусран юлашки хут туннӑ хыҫҫӑн Петр хӑйне шутсӑр япӑх пулнӑран «питӗ хытӑ йӗнӗ» (Лука 22:60—62).
11 Ҫакӑн пек пулса тухнинчен Петр, паллах, хӑйӗн ҫине ытлашши шанас йӑларан сыхланма вӗреннӗ. Ҫав тӗлӗшрен ӑна кӗлӗ пулӑшнӑ курӑнать. Ҫакна та палӑртмалла: «кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр» текен канаша шӑпах Петр панӑ. Библири ҫак канаша эпир итлетпӗр-и? Эпир яланах кӗлтӑватпӑр-и, ҫапла вара Иеговӑна шаннине кӑтартатпӑр-и? Павел апостол ӳкӗтлесе каланине манса каяр мар: «Тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр» (1 Кор. 10:12).
НЕЕМИЯН КӖЛЛИСЕМ ҪИНЕ ХУРАВ ПАНӐ
12. Хӑш енчен Неемия пире тӗслӗх кӑтартнӑ?
12 Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте Неемия Перси патши Артаксеркс патӗнче эрех парса тӑракан пулнӑ. Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтӑвас тӗлӗшрен вӑл чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Иерусалимра пурӑнакан иудейсен лару-тӑрӑвӗ япӑх пулнӑшӑн вӑл темиҫе кун хушши типӗ тытнӑ, Турра кӗлтунӑ (Неем. 1:4). Артаксеркс Неемияран мӗншӗн сӑну хурлӑхлӑ санӑн тесе ыйтсан, вӑл тӳрех «ҫӳлти Турра» кӗлтунӑ (Неем. 2:2—4). Ҫакӑ вара мӗн панӑ? Иегова унӑн кӗлли ҫине хурав панӑ та хӑйӗн халӑхӗн ырӑлӑхӗшӗн ӗҫсене кирлӗ пек йӗркелесе янӑ (Неем. 2:5, 6). Ҫакӑ Неемиян ӗненӗвне питӗ ҫирӗплетнӗ пуль ӗнтӗ!
13, 14. Хамӑрӑн ӗненӳ яланах ҫирӗп пултӑр тесен тата Сатанана хамӑра хуйха ӳкерме парас мар тесен пирӗн мӗн тумалла?
13 Эпир Неемия пекех яланах кӗлтӑватпӑр пулсан, ҫакӑ пире хытӑ ӗненсе тӑма пулӑшӗ. Сатанан шеллесси ҫук, ҫавӑнпа вӑл час-часах пирӗн ҫине эпир хавшак пулнӑ чухне тапӑнать. Сӑмахран, эпир йывӑр чирпе е депрессипе чирлетпӗр пулсан, кашни уйӑхра сӑваплӑ ӗҫ валли уйӑрнӑ вӑхӑт Турӑшӑн ниме те тӑмасть тесе шухӑшласси пулма пултарать. Пирӗнтен кама та пулин, тен, унччен хамӑрпа пулса иртнӗ япӑх ӗҫсем аса килсе тӑни канӑҫ памасть. Сатана пире ниме тӑман ҫынсем тесе ӗнентересшӗн. Час-часах вӑл пирӗн ҫине пире хуйха ӳкерес, ҫапла вара пирӗн ӗненӗве хавшатас тӗллевпе тапӑнать. Анчах та «кӗлтуса сыхӑ» тӑратпӑр пулсан, эпир хамӑр ӗненӗве иксӗлме памӑпӑр. «Ӗненӗвӗн хулканӗ» пире «шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме» пулӑшӗ (Эф. 6:16).
14 Эпир «кӗлтуса сыхӑ» тӑратпӑр пулсан, ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑрлӑхсем кӗтмен ҫӗртен сиксе тухсан та аптраса ӳкмӗпӗр тата Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахмӑпӑр. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Неемия тӗслӗхне аса илер те тӳрех Турра кӗлтӑвар. Иегова пулӑшнипе кӑна эпир илӗртмӗшсене ӑнӑҫлӑ хирӗҫ тӑма тата ӗненӗве тӗрӗслекен йывӑрлӑхсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерме пултарӑпӑр.
ЫТТИСЕМШӖН КӖЛТӐВӐР
15. Ыттисемшӗн кӗлтӑвас тӗлӗшрен пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
15 Иисус Петршӑн, апостолӑн ӗненӗвӗ ан иксӗлтӗр тесе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ (Лука 22:32). Епафрас, пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ шанчӑклӑ христианин, ҫав тӗлӗшрен Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ та Колоссӑри хӑйӗн тӑванӗсемшӗн пикенсе кӗлтунӑ. «Сирӗн пур ӗҫре те Турра юраса, ҫирӗп ӗненсе тӑмалла пултӑр тесе, вӑл сирӗншӗн ялан [«хӗрӳллӗн», ҪХ] кӗлтӑвать»,— ҫырнӑ Павел (Кол. 4:12). Пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем памалла: «Эпӗ пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан тӑвансемшӗн хӗрӳллӗн кӗлтӑватӑп-и? Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ тӑвансене хамӑн кӗлӗре час-часах асӑнатӑп-и? Иеговӑн организацийӗнче хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх илнисемшӗн эпӗ юлашки хут хӑҫан пикенсе кӗлтунӑ? Пухура кам йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать, ҫавӑншӑн нумаях пулмасть кӗлтунӑ-и?»
16. Эпир ыттисемшӗн кӗлтуни чӑнах та мӗн те пулин парать-и? Ӑнлантарса парӑр.
16 Иегова Турра ыттисемшӗн кӗлтуни вӗсене чӑннипех пулӑшма пултарать. (2 Коринф 1:10, 11 вуласа пар.) Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ ҫине-ҫине кӗлтуни ӑна кун пек е ун пек тутарттарма пултараймасть пулин те, вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ чухне вӑл вӗсем пурте мӗн ыйтнине тата вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине шута илет. Ҫавӑнпа та ыттисемшӗн кӗлтӑвасси вӑл — чыс тата яваплӑх, ҫакӑн ҫине вара ҫӑмӑлттайла пӑхмалла мар. Епафрас пекех пирӗн христианла тӑвансемшӗн чӗререн кӗлтунипе вӗсене чунтан юратнине тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартмалла. Ҫакна тунипе эпир телейлӗрех пулӑпӑр, мӗншӗн тесен «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Ап. ӗҫ. 20:35).
ПИРӖН ҪӐЛӐНӐҪ ҪЫВӐХРАХ
17, 18. Кӗлтуса сыхӑ тӑни пире мӗнле пулӑшӗ?
17 «Каҫ иртрӗ ӗнтӗ, кун ҫывӑхарчӗ» тесе калас умӗн кӑшт маларах Павел ҫырнӑ: «Хальхи вӑхӑт мӗнлине хӑвӑр та пӗлетӗр: пирӗн ыйхӑран вӑранмалли сехет ҫитрӗ ӗнтӗ. Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах тӑрать» (Рим 13:11, 12). Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнче ҫывӑх, пирӗн ҫӑлӑнӑҫ вара эпир, тен, ӗмӗтленме пултарнинчен те ҫывӑхрах. Пирӗн сыхӑ тӑма пӑрахмалла мар тата ҫак тӗнчене Иеговӑна кӗлтума уйӑрнӑ вӑхӑта туртса илме ирӗк памалла мар. Ун вырӑнне «кӗлтуса сыхӑ тӑрар». Ҫакӑ пире Иеговӑн кунне кӗтнӗ май «Турра парӑнса... таса пурӑнма» пулӑшӗ (2 Петр 3:11, 12). Вара пирӗн пурнӑҫ йӗрки эпир сыхӑ тӑнине тата ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтесси ҫывӑх пулнине ӗненнине кӑтартса тӑрӗ. «Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр»,— тесе чӗнсе каланине айтӑр тытса тӑрар (1 Фес. 5:17). Иисус пекех Иеговӑна пӗччен юлса кӗлтумалли майсем шырар. Эпир Иеговӑна кӗлтума ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, унпа тата ытларах ҫывӑхланӑпӑр (Иак. 4:7, 8). Ҫакӑ вара пире тӗлӗнмелле пиллӗхсем кӳрӗ!
18 Библире каланӑ: «Хӑй ӳтлӗ пулса пурӑннӑ вӑхӑтра Христос Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана тархасласа, куҫҫулӗпе йӑлӑнса кӗлтунӑ; Турра хисепленӗшӗн Унӑн кӗлли ҫитнӗ [«Турӑ Ӑна илтнӗ», ҪХ]» (Евр. 5:7). Иисус Иеговӑна тархасласа, йӑлӑнса кӗлтунӑ, вара ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫавна пула Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне вилӗм тӑллинчен хӑтарнӑ та пӗлӗтре вилӗмсӗр пурнӑҫпа пурӑнма панӑ. Эпир те, пуласлӑхра кирек мӗнле илӗртмӗшсемпе тата йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та, хамӑрӑн ҫӳлти Аттене шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Эпир «кӗлтуса сыхӑ» тӑратпӑр пулсан, парне — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — илӗпӗр.