Йывӑр кунсем ҫитиччен Иеговӑшӑн ӗҫлӗр
«Хӑвна Пултаракана... асӑнта тытса тӑр» (ЕККЛ. 12:1).
1, 2. а) Турӑ хавхалантарнипе Соломон ҫамрӑксене мӗнле канаш панӑ? ӑ) Соломон панӑ канашӑн 50 ҫулсенчи христиансене тата аслӑраххисене те мӗншӗн кӑсӑклантармалла?
ТУРӐ хавхалантарнипе Соломон патша ҫамрӑксене каланӑ: «Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех». Вӑл мӗнле «йывӑр кунсем» ҫинчен каланӑ? Соломон ватлӑхӑн йывӑр кунӗсем ҫинчен — ҫыннӑн алли чӗтрени, ури асӑрханса утни, шӑлӗсем ӳкни, куҫӗ япӑх курни, хӑлхи япӑхрах илтни, ҫӳҫӗ шурални тата ҫурӑмӗ кукӑрӑлса ларни ҫинчен — сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса панӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫламашкӑн ҫак кунсем ҫитиччен кӗтмелле мар. (Екклесиаст 12:1—5 вуласа пар.)
2 50 ҫулсенчи тата аслӑрах христиансенчен нумайӑшӗн унчченхи пекех вӑй нумай. Тен, вӗсен ҫӳҫӗ шуралнӑ, анчах та Соломон сӑмахӗсене вӗсем ҫинчен калама ҫук. Ҫамрӑксене панӑ «хӑвна Пултаракана... асӑнта тытса тӑр» канашпа ҫак христиансем усӑ курма пултараҫҫӗ-и? Ҫак канаша мӗнле ӑнланмалла?
3. Аслӑ Пултаракана асра тытасси мӗне пӗлтерет?
3 Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул ӗҫлетпӗр пулсан та, Пултаракан мӗн тери аслӑ пулни ҫинчен вӑхӑтран вӑхӑта шухӑшлани лайӑх. Пурнӑҫ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтермест-и вара? Турӑ мӗн пултарни пурте ҫав тери кӑткӑс, эпир вӗсене вӗҫне ҫитиех ӑнланма пултараймастпӑр. Иегова пултарнӑ япаласем ҫав тери тӗрлӗрен пулни пире вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнса пурӑнма майсем парать. Иегова пултарни ҫинчен шухӑшланӑ май эпир унӑн юратӑвӗ, ӑслӑлӑхӗ тата вӑйӗ ҫинчен хамӑра аса илтеретпӗр (Пс. 142:5). Анчах та Аслӑ Пултаракана асра тытса тӑни вӑл пире мӗн хушни-ыйтни ҫинчен шухӑшламаллине те пӗлтерет. Ҫакӑн пек шухӑшланӑ вӑхӑтра ытларах чухне Пултараканшӑн май ҫитнӗ таран лайӑхрах тата нумайрах вӑхӑт ӗҫлесе ӑна пархатарлӑх кӑтартас кӑмӑл ҫуралать (Еккл. 12:13).
ВАТӐЛАС ЕННЕ СУЛӐННИСЕН ҪӖНӖ МАЙСЕМ ПУР
4. Пысӑк опыт пухнӑ христиансем хӑйсене мӗнле ыйту пама пултараҫҫӗ тата мӗншӗн?
4 Сирӗн пурнӑҫ опычӗ пысӑк пулсан, сирӗн хӑвӑртан ыйтмалла: «Манӑн хальлӗхе хастарлӑхпа вӑй пур чухне эпӗ хамӑн вӑхӑтпа мӗнле усӑ курасшӑн?» Опыт пухнӑ христианинӑн ыттисен ҫук майсем пур. Эсир ҫамрӑксене Иеговӑран хӑвӑр мӗне вӗреннине каласа пама пултаратӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулнӑ тӗслӗхсене каласа парса ыттисене ҫирӗплетме пултаратӑр. Давид патша ҫакна тума майсем пулччӑр тесе кӗлтунӑ: «Эй Турӑҫӑм! Эсӗ мана мӗн ҫамрӑкранпах вӗрентсе тӑтӑн... Эй Турӑҫӑм, ватӑлса ҫитиччен, ҫӳҫӗм шураличчен, ҫак ӑрӑва Санӑн вӑй-хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, пӗтӗм килес ӑрӑва Санӑн хӑвату ҫинчен пӗлтериччен... ан пӑрахсам мана» (Пс. 70:17—19).
5. Ватӑлас енне сулӑннӑ христиансем хӑйсем мӗне вӗреннине ыттисене мӗнле пӗлтерме пултараҫҫӗ?
5 Ҫултан ҫул пухнӑ ӑслӑлӑха мӗнле пама пулать? Пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе эсир Туррӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсене хӑвӑр пата киле чӗнме пултаратӑр-и? Иеговӑшӑн ӗҫлени сире мӗнле савӑнӑҫ панине вӗсем курччӑр тесе мӗншӗн вӗсене хӑвӑрпа пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗнес мар-ха? Ӗлӗк-авал Елиуй каланӑ: «Ватӑлӑх калаҫтӑр, ваттисем пурӑннӑ ҫулсем ӑслӑлӑха вӗрентчӗр» (Иов 32:7). Павел апостол ватӑлса пыракан христианкӑсене ыттисене сӑмахпа тата тӗслӗхпе хавхалантарма чӗнсе каланӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ватӑ хӗрарӑмсем... ырра вӗрентчӗр» (Тит 2:3).
ЭСИР ЫТТИСЕНЕ МӖНПЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРНӐ ПУЛӐТТӐР
6. Опыт пухнӑ христиансем мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
6 Эсир опыт пухнӑ христианин пулсан, сирӗн ыттисене пулӑшма майсем нумай. Сӑмахран, 30—40 ҫул каялла ӑнланманнине эсир паян ӑнланатӑр. Эсир Библири принципсемпе пурнӑҫра ӑнӑҫлӑн усӑ курма пӗлетӗр. Паллах, эсир Библири чӑнлӑха ҫынсен чӗри патне ҫитерме вӗренсе ҫитнӗ. Эсир старейшина пулсан, йӑнӑш утӑм тунӑ тӑвансене мӗнле пулӑшмаллине ӑнланатӑр (Гал. 6:1). Тен, сирӗн пухӑва, конгрессенче е Патшалӑх залӗсене тунӑ ҫӗрте пӑхса-ертсе пырас тӗлӗшрен те опыт пур. Эсир тухтӑрсене юнпа усӑ курмасӑр сиплемелли меслетсемпе усӑ курма мӗнле ӳкӗте кӗртмеллине те пӗлме пултаратӑр. Эсир чӑнлӑха нумаях пулмасть пӗлнӗ пулсан та, ҫав-ҫавах пурнӑҫра пысӑк опыт пухнӑ. Тӗслӗхрен, эсир ачасене пӑхса ӳстернӗ пулсан питӗ нумай усӑллине тума хӑнӑхса ҫитнӗ паллах. Ватӑлса пыракан христиансем пухури тӑвансене вӗрентсе, канашсем парса тата ҫирӗплетсе Иеговӑн халӑхне питӗ вӑйлӑ хавхалантарса тӑма пултараҫҫӗ. (Иов 12:12 вуласа пар.)
7. Ватӑлса пыракан христиансем ҫамрӑксене мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ?
7 Хӑвӑрӑн майсемпе тата туллинрех мӗн_ле усӑ курма пултаратӑр? Тен, эсир ҫамрӑксене Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫламаллине тата ӑна мӗнле ирттермеллине кӑтартма пултарнӑ пулӑттӑр. Хӗрарӑм тӑван ҫамрӑк аннесене пӗчӗк ачасене пӑхнӑ чухне те Иеговӑшӑн хастарлӑ ӗҫлес тесен мӗн тумалли пирки канаш пама пултарнӑ пулӗччӗ. Арҫын тӑван ҫамрӑк арҫын тӑвансене докладсене хавхалануллӑн каласа пама тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе ӑнӑҫлӑн тума вӗрентме пултарнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех эсир ватӑ тӑвансем патне кайса вӗсене мӗнле хавхалантармаллине кӑтартма пултаратӑр. Вӑй-хал сахал пулсан та, сирӗн ҫамрӑксене вӗрентме чаплӑ майсем пур. Турӑ Сӑмахӗнче «яш ачасенӗн мухтавӗ — вӗсенӗн вӑйӗ-халӗ, ватӑсенӗн илемӗ — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ» тесе ҫырнӑ (Ытар. 20:29).
ХЫПАРҪӐСЕМ ҪИТМЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАССИ
8. Ҫамрӑк мар чухне Павел апостол мӗн тунӑ?
8 Павел апостол ҫамрӑк мар чухне те Турӑ ӗҫӗнче хӑй мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Пирӗн эрӑри 61 ҫул тӗлнелле хӑйне Рим тӗрминчен кӑларнӑ вӑхӑт патнелле вӑл миссионер ӗҫне нумай ҫул хушши тӑрӑшса тунӑ ӗнтӗ тата ырӑ хыпар сарма Римра юлма пултарнӑ (2 Кор. 11:23—27). Ҫак пысӑк хулари арҫын тӑвансем унӑн пулӑшӑвне хакланӑ пулӗччӗҫ паллах. Анчах та Павел ытти вырӑнсенче те ырӑ хыпар сарма пулӑшу питӗ кирлине курнӑ. Вӑл Титпа тата Тимофейпа пӗрле каллех миссионер ӗҫне тума пуҫланӑ: Эфеса ҫитнӗ, унтан Крита тата, тен, Македонине те кайнӑ (1 Тим. 1:3; Тит 1:5). Вӑл Испанире пулнипе пулманнине эпир пӗлместпӗр, анчах та вӑл унта каясшӑн пулнӑ (Рим 15:24, 28).
9. Пулӑшу питӗ кирлӗ вырӑна ырӑ хыпар сарма Петр хӑҫан куҫса кайнӑ?
9 Ырӑ хыпар сарма пулӑшу питӗ кирлӗ вырӑна кайнӑ чухне Петр апостол 50 ҫултан иртнӗ пулас. Ҫакӑн пек шутлама мӗнле сӑлтавсем пур? Вӑл Иисуспа пӗр ҫулта е унтан кӑшт аслӑрах пулнӑ пулсан, пирӗн эрӑри 49 ҫулта Иерусалимри ытти апостолсемпе тӗл пулнӑ чухне вӑл 50 ҫулсенче пулнӑ (Ап. ӗҫ. 15:7). Ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Петр Вавилонта пурӑнакан иудейсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе унта кайнӑ (Гал. 2:9). Пирӗн эрӑри 62 ҫулта Турӑ хавхалантарнипе хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырнӑ чухне вӑл унта пурӑннӑ (1 Петр 5:13). Ют ҫӗршывра пурӑнма хӑнӑхма ҫӑмӑл мар пулма пултарнӑ, анчах та Петр хӑй миҫе ҫултине пӑхмасӑр Турӑшӑн туллин ӗҫлесе тӑнӑ, савӑнӑҫне ҫухатман.
10, 11. Ватӑлас енне сулӑннӑ ҫынсем хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна куҫса кайни ҫинчен тӗслӗх каласа парӑр.
10 50 ҫулти тата аслӑрах христиансенчен нумайӑшӗ пурнӑҫри хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ улшӑннине тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫӗнӗ майсем пулнине ӑнланать. Хӑш-пӗрисем хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна ырӑ хыпар сарма куҫса кайнӑ. Тӗслӗхрен, Роберт ҫырать: «Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫӗнӗ майсем пуррине ӑнланса илнӗ чухне эпир арӑмпа 55 ҫулсенчеччӗ. Пирӗн пӗртен-пӗр ывӑл уйрӑм пурӑнатчӗ, ватӑлнӑ атте-аннешӗн урӑх тӑрӑшма кирлӗ марччӗ тата эпир пысӑках мар еткер илтӗмӗр. Пӳрте сутсан, ипотекӑна тӳлесе татма тата ватлӑх пенсине илме пуҫличчен ӗҫлемесӗр пурӑнма та пултарӑпӑр тесе шутларӑм эпӗ. Эпир Боливире нумай ҫын Библи вӗренесшӗн пулни ҫинчен илтрӗмӗр, унта пурӑнма вара темӗн чухлӗ йӳнӗрех. Ҫавӑнпа эпир ҫавӑнта куҫса кайма шут тытрӑмӑр. Ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма хӑнӑхма ҫӑмӑл пулмарӗ. Эпир Ҫурҫӗр Америкӑра мӗне хӑнӑхнинчен веҫех питӗ уйрӑлса тӑратчӗ. Анчах та эпир вӑй хуни шутсӑр нумай пиллӗх пачӗ».
11 Роберт хушса калать: «Халӗ пирӗн пӗтӗм пурнӑҫ пухӑвӑн ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ. Эпир Библи вӗрентнӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем шыва кӗчӗҫ. Эпир Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ пӗр ҫемье пирӗнтен темиҫе ҫухрӑм аякри ялта питӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнать. Анчах та вӗсем пурте, хулана ҫитме ҫӑмӑл мар пулин те, кашни эрнерех хулана пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ. Пӗлесчӗ сирӗн, вӗсем тӑвакан ҫитӗнӳсем пире мӗн тери савӑнтараҫҫӗ! Вӗсен аслӑ ывӑлӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ ӗнтӗ!»
ЮТ ЧӖЛХЕЛЛӖ ТЕРРИТОРИРЕ ХЫПАРҪӐСЕМ КИРЛӖ
12, 13. Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн Турӑшӑн ҫӗнӗ майпа ӗҫлеме пуҫланӑ христианин ҫинчен каласа парӑр.
12 Урӑх чӗлхепе иртекен пухусемпе ушкӑнсенче ватӑлас енне сулӑннӑ тӑвансен тӗслӗхӗ ыттисене пысӑк усӑ пама пултарать. Ҫакӑн пек территорире ырӑ хыпар сарасси питӗ кӑмӑла кайма пултарать. Сӑмахран, Великобританире пурӑнакан Брайан ҫырать: «Эпӗ 65 ҫула, пенсие тухас вӑхӑта, ҫитсен эпир арӑмпа лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӑмӑр. Пирӗн ачасем килтен тухса кайнӑччӗ ӗнтӗ тата эпир чӑнлӑхпа интересленекен, Библи вӗренес кӑмӑллӑ ҫынсене сайра-хутра кӑна тупаттӑмӑр. Анчах та пӗррехинче пӗр ҫамрӑк китаеца тӗл пултӑм, вӑл вырӑнти университетра тӗпчев ӗҫӗсем тӑватчӗ. Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвне пыма килӗшрӗ те, вара эпӗ унпа Библи вӗренме пуҫларӑм. Темиҫе эрне иртсен вӑл хӑйпе пӗрле ӗҫлекен тата тепӗр китаецпа килме пуҫларӗ. Икӗ эрне иртсен виҫҫӗмӗш килчӗ, унтан вара унпа пӗрле ӗҫлекен тӑваттӑмӗш китаец килчӗ.
13 Китайран килнӗ пиллӗкмӗш тӗпчевҫӗ Библи вӗренме ыйтсан эпӗ шухӑшларӑм: „Эпӗ 65-ре пулсан, ҫакӑ Иеговӑн ӗҫӗнчен канма вӑхӑт ҫитнине пӗлтермест“. Ҫавӑнпа эпӗ хамран икӗ ҫул кӗҫӗнрех арӑмран китайла калаҫма вӗренес кӑмӑл пур-и тесе ыйтрӑм. Эпир китай чӗлхине вӗренмелли аудиокурспа усӑ курса вӗренме пуҫларӑмӑр. Ҫакӑ вунӑ ҫул каялла пулнӑччӗ. Урӑх чӗлхеллӗ территорире Турӑшӑн ӗҫлесе эпир хамӑра каллех ҫамрӑк туйма пуҫларӑмӑр. Ҫак вӑхӑтра эпир 112 китаецпа Библи вӗренӗвӗ ирттертӗмӗр! Вӗсенчен нумайӑшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳретчӗҫ. Пӗри вара пирӗнпе пӗрле пионер пулса ӗҫлет».
МӖН ТУМА ПУЛТАРНИНЕ ТУСА САВӐНӐҪ ИЛӖР
14. Ватӑлса пыракан христиансем мӗнре савӑнӑҫ тупма пултараҫҫӗ тата Павел тӗслӗхӗ вӗсене мӗнле хавхалантарма пултарать?
14 50 ҫултан иртнӗ христиансем пурте Иеговӑшӑн ҫӗнӗ майпа ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ. Пӗрисен сывлӑхӗ япӑх, теприсем ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗсемшӗн е ачисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май эсир мӗн тунине пурне те Вӑл хакланине ан манӑр. Ҫавӑнпа хӑвӑр мӗн тума пултарайманни пирки пӑшӑрханас вырӑнне мӗн тума пултарнине туса савӑнӑҫ илӗр. Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухӑпӑр. Арестленине пула вӑл темиҫе ҫул хушши килтен тухмасӑр пурӑннӑ, ҫавӑнпа миссионерла ҫулҫӳревӗсене кайма пултарайман. Анчах та ҫынсем ун патне кирек хӑҫан килсен те, вӑл Сӑваплӑ Ҫыру ҫинчен каласа вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ (Ап. ӗҫ. 28:16, 30, 31).
15. Ватӑлнӑ христиансене эпир мӗншӗн питӗ хаклатпӑр?
15 Ҫавӑн пекех Иегова ватӑлнӑ христиансем сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине пурне те хаклать. Соломон ватлӑхри йывӑр кунсем пурнӑҫри чи лайӑх вӑхӑт маррине кӑтартнӑ пулин те, ватӑ христиансем Иеговӑна мухтавлас тесе мӗн тума пултарни Уншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ (Лука 21:2—4). Пухусем хӑйсемпе пӗрле нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенсен тӗслӗхне хаклаҫҫӗ.
16. Анна мӗнле чыса, тен, тивӗҫмен, анчах та Турра пуҫҫапассинче вӑл мӗн тума пултарнӑ?
16 Библире Анна хӑйӗн ватлӑх кунӗсенче малалла та Иеговӑна шанчӑклӑн мухтаса тӑни ҫинчен каланӑ. Вӑл Иисус ҫуралнӑ чухне 84 ҫулхи тӑлӑх арӑм пулнӑ. Тен, вӑл унӑн вӗренекенӗ тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин пулса тӑмашкӑн е Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарма пуҫламашкӑн ҫав вӑхӑт ҫитиччен пурӑнайман. Анчах та Анна хӑй мӗн тума пултарнине туса савӑнӑҫ илнӗ. Вӑл храмран каймасӑр «кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ» (Лука 2:36, 37). Священник кашни ирпе каҫ фимиам ҫунтарнӑ чухне Анна храм картишӗнче пуҫтарӑннӑ халӑх хушшинче пулнӑ, вӑл хӑй ӑшӗнче ҫур сехете яхӑн кӗлтунӑ пулас. Пӗчӗк ачана, Иисуса, курсан вӑл «ҫӑлӑнасса кӗтсе тӑракан Иерусалимри ҫынсене пурне те Ун ҫинчен каласа» кӑтартма пуҫланӑ (Лука 2:38).
17. Ватӑ тата япӑх сывлӑхлӑ христиансене Турра пухупа пӗрле пуҫҫапма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
17 Паян пирӗн ватӑ тата япӑх сывлӑхлӑ христиансене пулӑшма хатӗр пулмалла. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсемпе конгрессене питӗ ҫӳресшӗн, анчах та ҫакна сайра-хутра ҫеҫ тума пултараҫҫӗ. Пӗр-пӗр вырӑнти пуху ватӑ тӑвансене юратнине кӑтартса тӗлпулусенчи программӑна телефонпа итлеме май туса парать. Теприсен ҫакӑн пек май ҫук. Анчах та ҫакӑн пек чухне те тӗлпулусене ҫӳреме пултарайман христиансем Турра пухупа пӗрле пуҫҫапма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем христиансен пухӑвӗ ҫитӗнӳсем тутӑр тесе кӗлтума пултараҫҫӗ. (Псалом 91:14—16 вуласа пар.)
18, 19. а) Ватӑ христиансем мӗншӗн пур чухне те хӑйсен тӗслӗхӗ ыттисене хавхалантарнине пӗлмеҫҫӗ? ӑ) «Хӑвна Пултаракана... асӑнта тытса тӑр» тесе чӗнсе каланине кам тимлеме пултарать?
18 Ватӑ христиансем хӑйсем ыттисене мӗн таран хавхалантарнине пур чухне те пӗлмеҫҫӗ. Сӑмахран, Анна нумай ҫул хушши храмра шанчӑклӑн Турӑшӑн ӗҫленӗ пулсан та, ӗмӗрсем иртсен хӑйӗн тӗслӗхӗ ыттисене хавхалантарасси пирки вӑл шухӑшлама та пултарайман. Анна Иеговӑна юратни ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура ҫырса панӑ. Паллах ӗнтӗ, эсир Турра юратнине пухури тӑвансем нихӑҫан та манмӗҫ. Турӑ Сӑмахӗнче «мухтав тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче» тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Ытар. 16:31).
19 Пире пурне те Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗн те пулин чӑрмантарать. Анчах та хальлӗхе пирӗн хастарлӑхпа вӑй-хал пур чухне Турӑ хавхалантарнипе чӗнсе каланине — «хӑвна Пултаракана... асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех» тенине — айтӑр тимлер (Еккл. 12:1).