Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 10/1 3 с.
  • Вӑраха яма кирлӗ-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вӑраха яма кирлӗ-и?
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • Ҫавнашкал материал
  • «Сиплев ӗҫне вӑраха ямасӑр пуҫӑнмалли лару-тӑру пулса тухсан эсир хатӗр-и?»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Эсӗ йышӑну турӑн-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Кӑткӑс лару-тӑрӑва маларах хатӗрлен
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн юн ямаҫҫӗ?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
km 10/1 3 с.

Вӑраха яма кирлӗ-и?

Мӗне вӑраха ямалла мар? «Волеизъявление и доверенность относительно медицинского вмешательства» текен документа тултарса ҫырассине. Ҫак документпа шыва кӗнӗ Свидетельсем кӑна усӑ курма пултараҫҫӗ. «Эсир ыран мӗн пуласса... пӗлместӗр», ҫавӑнпа та сывлӑх тӗлӗшӗнчен кӗтмен ҫӗртен санпала мӗн те пулин пулса тухрӗ пулсан, эсӗ мӗнле майсемпе сипленме тата медицинӑри мӗнле процедурӑсемпе усӑ курма килӗшни пирки маларах шутласа хуни тата ҫакӑн пирки документра ҫырса хуни питӗ кирлӗ (Иак. 4:14; Апост. ӗҫ. 15:28, 29). «Медицина без переливания крови: как помочь больному, не нарушая его прав» ятлӑ видеофильм сана ҫак тӗлӗшрен тӗрӗс суйласа илме пулӑшма пултарать. Ҫак фильма пӑх та аяларах ҫырса панӑ ыйтусемпе усӑ курса унта мӗн курни пирки кӗлӗ туса шухӑшла. (Асӑрхаттару. Фильмра операци тунине кӗскен кӑтартнӑ вырӑнсем пур, ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен ҫак фильма ачисемпе пӗрле пӑхмалла е ҫук, ҫавӑн пирки шухӑшламалла.)

1) Мӗншӗн хӑш-пӗр тухтӑрсем юн ярасси ҫине халӗ урӑхларах пӑхма пуҫланӑ? 2) Юн ямасӑрах тунӑ виҫӗ кӑткӑс операци пирки каласа парӑр. 3) Пӗтӗм тӗнчипе миҫе тухтӑр чирлӗ ҫынсене юн ямасӑр сиплеме хатӗр пулнине кӑтартнӑ? Мӗншӗн вӗсем ҫакӑн пек сиплеме шутланӑ? 4) Юнпа медицинӑра усӑ курасси пирки нумаях пулмасть тунӑ тӗпчевсем мӗн кӑтартса панӑ? 5) Юн яни мӗнле хӑрушлӑхсем патне илсе пырать? 6) Юн ярас вырӑнне урӑх меслетсемпе усӑ курни лайӑхрах пулни пирки нумай специалистсем мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ? 7) Анемия мӗншӗн пулать? Анемийӑна мӗн таранччен ҫын чӑтса ирттерме пултарать? Анемийӑпа аптӑракан ҫынна пулӑшас тесе мӗн тума пулать? 8) Чирлӗ ҫыннӑн организмӗнче эритроцитсен шутне ӳстерес тесен мӗн тума пулать? 9) Операци вӑхӑтӗнче юна сахалтарах ҫухатас тесе мӗнле меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ? 10) Ачасене сипленӗ чухне тата ҫавӑн пекех васкавлӑ пулӑшу памалла чухне юн ямасӑр урӑх меслетсемпе усӑ курма пулать-и? 11) Лайӑх сиплес тесен этика тӗлӗшӗнчен мӗнле тӗп принципа шута илмелле? 12) Юнпа усӑ курмасӑр сипленме маларах шутласа хуни мӗншӗн христиансемшӗн питӗ кирлӗ? Ҫакна мӗнле тума пулать?

Фильмра илсе панӑ сипленмелли меслетсенчен хӑшӗнпе усӑ курма килӗшес е килӗшес марри пирки Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫе шута илсе кашни хӑй тӗллӗн шутласа хурать. Хӑвна тата хӑвӑн ачусене сиплеме мӗнле меслетсемпе тата медицинӑри мӗнле процедурӑсемпе усӑ курма килӗшесси пирки шутласа хутӑн-и тата «Волеизъявление» текен документра ҫакна палӑртса хутӑн-и? Ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех сӳтсе явас тесе «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекери 7-мӗш сыпӑка тата сноскӑсенче кӑтартнӑ материала тӗплӗн пӑхса тух. Ҫавӑн пекех 2006 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗн 3—6-мӗш страницӑсенчи «Как я отношусь к фракциям крови и медицинским процедурам с использованием собственной крови» ятлӑ статьяна пӑхса тух. Хӑв мӗн тума шут тытнине документра пурне те тӗрӗс палӑртнине пӑхса тух. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ лару-тӑрура сан ятран калаҫма суйласа илнӗ представительсене тата ҫывӑх тӑвансене, Иеговӑн Свидетелӗ пулмасан та, хӑв мӗн тума тата мӗншӗн ҫакӑн пек тума шут тытнине тӗплӗн ӑнлантарса пар.

[3-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

• Хӑв тата хӑвӑн ачусем валли сипленмелли мӗнле меслетсемпе тата медицинӑри мӗнле процедурӑсемпе усӑ курасси пирки шутласа хутӑн-и?

• Хӑвна васкавлӑ пулӑшу кирлӗ самант валли тултарса ҫырнӑ «Волеизъявление» документа хӑвпа пӗрле илсе ҫӳретӗн-и?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр