Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb23 январь 7 с.
  • Кӑткӑс лару-тӑрӑва маларах хатӗрлен

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кӑткӑс лару-тӑрӑва маларах хатӗрлен
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑраха яма кирлӗ-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • Эсӗ йышӑну турӑн-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • «Сиплев ӗҫне вӑраха ямасӑр пуҫӑнмалли лару-тӑру пулса тухсан эсир хатӗр-и?»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Турӑ юн ҫине мӗнле пӑхать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
mwb23 январь 7 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Кӑткӑс лару-тӑрӑва маларах хатӗрлен

Мӗншӗн маларах хатӗрленмелле? Кӗтмен ҫӗртен пире васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултарать тата эпир сасартӑк больницӑна лекме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа ҫакӑн пек лару-тӑрӑва маларах хатӗрлен, вара ҫавӑн пекки сиксе тухсан, эсӗ чи лайӑх меслетпе сипленме пултарӑн. Ҫапла тусан эсӗ пурнӑҫа хакланине тата Иегова юн пирки панӑ закона хисепленине кӑтартӑн (Ап ӗҫ 15:28, 29).

Мӗнле хатӗрленмелле?

  • Иеговӑна кӗлтунӑ хыҫҫӑн тӗплӗн шухӑшласа «Волеизъявление и доверенность относительно медицинского вмешательства» документа ҫырса тултар (dpa)a. Шыва кӗнӗ хыпарҫӑсем ҫак документа литературӑшӑн яваплӑ тӑванран илме пултараҫҫӗ тата ҫула ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсем валли «Удостоверение личности» илме пултараҫҫӗ (ic).

  • Хӗрарӑм тӑван йывӑр ҫын пулса тӑрсан, унӑн старейшинӑран «Информация для беременных» бланк илмелле (S-401). Ҫак документ ӑна йывӑр ҫын пулнӑ чухне тата ача ҫуратнӑ чухне медицинӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ.

  • Санӑн больницӑна выртмалла пулсан е сана сиплемелли медицина процедурисенче юнпа усӑ курма пултараҫҫӗ пулсан, ҫакӑн ҫинчен старейшинӑсене маларах пӗлтер.

Старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Вӗсем сана «Волеизъявление» документа ҫырса тултарма пулӑшма пултараҫҫӗ. Анчах та санӑн хӑвӑн суйласа илмелле чухне старейшинӑсем саншӑн йышӑну тумӗҫ тата ҫавӑн пирки хӑйсем мӗн шутланине те каламӗҫ (Рм 14:12; Гл 6:5). Эсӗ старейшинӑсене мана юн яма пултараҫҫӗ тесе пӗлтерсен, вӗсем ҫакӑн ҫинчен больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитета тӳрех пӗлтерӗҫ.

Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитет мӗнле пулӑшма пултарать? Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра тӑракан арҫын тӑвансене вӗрентнине пула вӗсем тухтӑрсемпе юристсене эпир юн ярасси ҫине мӗнле пӑхнине тата ҫавӑн пирки Библире мӗн каланине ӑнлантарса пама пултараҫҫӗ. Ҫак арҫын тӑвансем сана сиплекен тухтӑрпа юн ямасӑр сипленмелли урӑх меслетсем пурри ҫинчен калаҫса пӑхма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем юн ямасӑр сиплеме килӗшекен тухтӑра шыраса тупма пулӑшма пултараҫҫӗ.

«МЕДИЦИНА ПРОЦЕДУРИСЕНЧЕ ЮНПА УСӐ КУРАҪҪӖ ПУЛСАН МӖН ТУМАЛЛА?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Медицина процедурисенче юнпа усӑ кураҫҫӗ пулсан, ҫак видео сана ҫак процедурӑсене хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултарать?

a «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 39-мӗш урок сана медицина процедурисенче юнпа усӑ курнӑ чухне тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ.

ЭСӖ ХАТӖР-И?

Ҫакӑн пек ту:

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр