Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/1 2 с.
  • Эсӗ йышӑну турӑн-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсӗ йышӑну турӑн-и?
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӑраха яма кирлӗ-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • «Сиплев ӗҫне вӑраха ямасӑр пуҫӑнмалли лару-тӑру пулса тухсан эсир хатӗр-и?»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Кӑткӑс лару-тӑрӑва маларах хатӗрлен
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Турӑ юн ҫине мӗнле пӑхать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/1 2 с.

Эсӗ йышӑну турӑн-и?

Хирургири юнсӑр сиплемелли меслетсемпе питӗ анлӑн усӑ курма пуҫланӑ тата вӗсемпе медицина учрежденийӗсенче пӗтӗм тӗнчипех усӑ курма пулать. Юнсӑр сипленӗ чухне тухтӑрсем усӑ куракан меслетсемпе эсӗ лайӑх паллашрӑн-и? Ҫавна пӗлни кирлӗ, мӗншӗн тесен пӗр-пӗр сиплемелли меслет е операци пирки информаци илнӗ хыҫҫӑн эсӗ тӗрӗс йышӑну тума пултаратӑн. «Никакой крови — медицина идет навстречу» фильма пӑх. Ун хыҫҫӑн аяларах илсе панӑ ыйтусемпе усӑ курса мӗн пӗлни ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшла. (Асӑрхаттару. Фильмра операци тунине кӑтартакан вырӑнсем пулнӑран ашшӗ-амӑшӗсен шухӑшламалла: ҫак фильма ачасене кӑтартмалла-и е кӑтартмалла мар.)

1) Иегова Свидетелӗсем мӗнле тӗп сӑлтава пула юн ямаҫҫӗ? 2) Иегова Свидетелӗсем мӗнле медицина пулӑшӑвӗ илесшӗн? 3) Пациентӑн мӗнле право пур? 4) Юн ямасӑр сиплессине суйласа илни вӑл — мӗншӗн хамӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тата яваплӑ тытни шутланать? 5) Ҫын нумай юн ҫухатсан, тухтӑрсен май килнӗ таран хӑвӑртрах мӗнле икӗ тӗллеве пурнӑҫламалла? 6) Юн ямасӑр сиплесси мӗнле тӑватӑ принцип ҫинче никӗсленнӗ? 7) Тухтӑрсем мӗнле майпа а) юна ҫухатассине чакарма, ӑ) эритроцитсене упраса хӑварма, б) эритроцитсен шутне ӳстерме г) ҫухатнӑ юна каялла тавӑрма пултараҫҫӗ? 8) Ҫак процедурӑсем мӗнле иртнине каласа парӑр: а) гемодилюци тата ӑ) реинфузи. 9) Тухтӑрсенчен юн ямасӑр сиплемелли пӗр-пӗр меслет ҫинчен мӗн ыйтса пӗлмелле? 10) Юн ямасӑрах кӑткӑс операцисене тума пулать-⁠и? 11) Медицинӑра мӗнле лайӑх улшӑнусене асӑрхама пулать?

Кашни хӑй тӗллӗн, Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫне шута илсе, хӑйне валли шутласа хурать: фильмра асӑннӑ сиплемелли меслетсенчен хӑшӗнпе усӑ курма килӗшмелле, хӑшӗнпе килӗшмелле мар. Хӑвӑн валли тата хӑвӑн ачусем валли сиплемелли меслетсенчен хӑшӗсем юрӑхлӑ пулни ҫинчен шутласа хутӑн-и? «Волеизъявление» документа ҫырса тултарни тухтӑрсене, эсӗ тӑна ҫухатсан, хӑв суйласа илнӗ меслетпе сана сиплеме май парать. Ҫак ыйтусене 2004 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнчи тата 2000 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи «Сторожевая башня» кӑларӑмсенче «Вопросы читателей» рубрикӑра тӗплӗнрех сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех, тӗрӗс йышӑну тумашкӑн, 2006 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ӑшӗнчи «Как я отношусь к фракциям крови и медицинским процедурам с использованием собственной крови?» вкладышпа усӑ кур. Хӑв мӗн тума шут тытнине «Волеизъявление» документра тӗрӗс палӑртнине тӗрӗслеме ан ман. Хӑв тунӑ йышӑну ҫинчен тата мӗнле сӑлтавсене пула ҫакна туни ҫинчен медицина пулӑшӑвӗ енӗпе хӑв ятран калаҫма суйланӑ представительсене тата хӑвӑн кил-йышрисене, Иегова Свидетелӗ маррисене те, тӗплӗн паллаштар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр