Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн чӗнӳ хучӗсене пӗтӗм тӗнчипе салатӗҫ
1. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗн уявӗ умӗн пӗтӗм тӗнчипе мӗнле кампани иртӗ?
1 «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). Иисус хушса хӑварнине итлесе, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, ҫавӑн пекех интересленекен ҫынсем 2010 ҫулхи мартӑн 30-мӗшӗнче Иисусӑн вилӗмне асӑнас тесе пӗрле пухӑнӗҫ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗн уявне чӗнмешкӗн мартӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 30-мӗшчен пӗтӗм тӗнчипе ятарлӑ чӗнӳ хучӗсем салатӗҫ.
2. Чӗнӳ хучӗсене мӗнле салатма пултаратпӑр?
2 Чӗнӳ хучӗсене мӗнле салатмалла. Кил хуҫине чӗнӳ хутне сӗннӗ чухне, унти Иисусӑн ӳкерчӗкне кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫапла калама пулать: «Мартӑн 30-мӗшӗнче каҫхине миллионшар ҫын пӗтӗм тӗнчипе Иисусӑн вилнӗ кунне асӑнма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Манӑн сире те, сирӗн ҫемйӳне те ҫав уява чӗнес килет. Эсир хӑвӑр тусусемпе те пыма пултаратӑр». Вырӑнлӑ пулсан, Иисус мӗн тума хушнине Библи тӑрӑх вуласа пама пултаратӑн, ҫавӑн пекех хӑҫан тата ӑҫта килмеллине калама пулать. Чӗнӳ хучӗсене салатма вӑхӑт сахал пулнӑ пирки, кӗскен калаҫма тӑрӑш.
3. Кама чӗнме пултаратпӑр?
3 Сирӗн пухӑвӑн территорийӗ пысӑк пулсан, хыпарҫӑсем чӗнӳ хучӗсене килте пулманнисем валли хурса хӑварӗҫ тесе шутласа хума пултарӗҫ старейшинӑсем. Чӗнӳ хучӗсемпе пӗрле журналсене те сӗнме пулать. Кам патне тепӗр хут каятӑн, кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсене, ҫавӑн пекех пӗрле ӗҫлекенсене, шкулта пӗрле вӗренекенсене, тӑван-хурӑнташусене, кӳршӗсене тата ытти паллакан ҫынсене чӗнме ан манса кай.
4. Иеговӑна, вӑл юратса тӳлесе илме панӑшӑн, пархатарлӑ пулни пире мӗн тума хавхалантарса тӑрӗ?
4 Хастарлӑ хутшӑн. Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗн уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи вӑхӑт — сӑваплӑ ӗҫе питӗ хастарлӑ хутшӑнмалли вӑхӑт. Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме хӑвӑн ӗҫӳсене майлаштарма пултаратӑн-и? Тен, санӑн ачусем е кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсем Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас енчен ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ пулӗ. Вӗсем шыва кӗмен хыпарҫӑсем пулса ҫав кампание хутшӑнма пултараяҫҫӗ-и? Ҫавӑн пирки старейшинӑсемпе калаҫса пӑх. Иеговӑна, вӑл юратса тӳлесе илме панӑшӑн, пархатарлӑ пулни пире Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне кайма кӑна мар, ҫавӑн пекех унта пыма май ҫитнӗ таран нумай ҫынна чӗнме хавхалантарса тӑрӗ (Иоанн 3:16).