Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Февралӗн 1-мӗшӗ
«Ҫынсенчен нумайӑшӗ Турра тӗрлӗ майлӑ ӗненет. Эсир мӗнле шутлатӑр, эпир мӗнле ӗненни Турӑшӑн пурпӗрех-и? [Хуравлама пар. Ун хыҫҫӑн Матфей 15:9 вуласа пар.] Ҫак статьяра Турра мӗнле ӗненмеллине уйӑрса илме пулӑшакан, Иисус кӑтартнӑ тӑватӑ уйрӑмлӑх ҫинчен каланӑ». 16-мӗш с. пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Февраль
«Хӑш-пӗр ҫынсем Турра ӗненеҫҫӗ, теприсем вара ӑна ӗненни тӗрӗс мар, ҫитменнине ҫакӑ наукӑна хирӗҫлет теҫҫӗ. Ҫавӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр? [Хуравлама пар.] Библи каланӑ тӑрӑх, чӑннипех мӗне те пулин ӗненнине мӗн те пулин ҫирӗплетсе памалла. [Еврейсем 11:1 вуласа пар.] Ҫак статьяра Турӑ чӑнах та пуррине мӗн кӑтартса парать, ҫавсене пӑхса тухнӑ». 22-мӗш с. пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Мартӑн 1-мӗшӗ
«Калӑр-ха, тархасшӑн, Библи сирӗншӗн — Турӑ Сӑмахӗ-и е лайӑх кӗнеке кӑна? [Хуравлама пар.] Ҫакӑн пирки Библи мӗн каланине, тархасшӑн, пӑхӑр-ха. [2 Тимофей 3:16, 17 вуласа пар.] Ҫак журналта ҫавна мӗнле пӗлмеллине тата ӑна пӗлни мӗншӗн кирлӗ пулнине пӑхса тухнӑ».
Пробудитесь! Март
«Эсир те ҫутҫанталӑк илемӗ ҫине пӑхса савӑнатӑр пулӗ. Ҫутҫанталӑкра пурне те ӑслӑлӑхпа тунӑ тенипе эсир те килӗшетӗр-и? [Хуравлама пар. Ун хыҫҫӑн Псалом 103:24 вуласа пар.] Ҫак журналта ҫутҫанталӑкри япаласене тӗлӗнмелле туни ҫинчен, ҫавӑн пекех, вӗсем пире мӗне вӗрентни ҫинчен каласа панӑ».