Журналсене сӗнмелли меслетсем
Июнӗн 1-мӗшӗ
«Ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗн те пулин тӑвас умӗн малтан гороскоп пӑхаҫҫӗ. Сирӗн шутпа, ҫӑлтӑрсем пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ-и? [Хурава итле.] Пӗлетӗр-и, ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсем ҫинчен Библире каланӑ. [2 Патшасен 23:5 вуласа пар.] Гороскоппа усӑ курни ҫине Турӑ мӗнле пӑхни ҫинчен ҫак статьяра ҫырнӑ». 18-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Июнь
«Чиркӳре шыва кӗртнӗшӗн, венчет тунӑшӑн тата вилене кӗлӗ туса ӑсатнӑшӑн укҫа ыйтаҫҫӗ. Сирӗн шутпа ҫакӑ тӗрӗс-и? [Хурава итле.] Асӑрхаса пӑхӑр-ха, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле хушу парса хӑварнӑ. [Матфей 10:7, 8ӑ вуласа пар.] Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемшӗн укҫа илни пирки Библире мӗн каланине эсир ҫак статьяран пӗлме пултаратӑр». 22-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Июлӗн 1-мӗшӗ
«Пурне те Пултаракан Турра ҫынсенчен нумайӑшӗ Турӑ тесе кӑна калаҫҫӗ. Эсир хӑҫан та пулин илтнӗ-и, Библире Турӑ ятне ҫырса панӑ. [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Осия 12:5 вуласа пар.] Ҫак журналта хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче Турӑ ячӗ мӗншӗн тӗл пулманнине тата Турра ятран пӗлни мӗне пӗлтернине ӑнлантарса панӑ».
Июль
«Экономика кризисӗ ҫынсене хумхантарать. Пӗрисем ӗҫ ҫухатнӑшӑн кулянаҫҫӗ, теприсем вара ӗҫ ҫухатасран хӑраҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак канашпа пирӗн лару-тӑрусенче усӑ курма пулать-и? [Матфей 6:34 вуласа пар. Ун хыҫҫӑн хурава итле.] Ҫак журналта чунри лӑпкӑлӑха мӗнле упрамаллине тата укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ курмаллине кӑтартакан усӑллӑ канашсем ҫырса панӑ».