Мӗне эпир пуринчен мала хуратпӑр
1. Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрессине пӗрремӗш вырӑна хунине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
1 Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрессине Иисус малти вырӑна хунӑ. Вӑл вӑйне шеллемесӗр Палестина тӑрӑх ҫӗршер ҫухрӑм утнӑ тата май килнӗ таран нумайрах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫак ӗҫе тума ытларах вӑхӑт уйӑрас тата тимлесе ӗҫлес тесе ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ (Матф. 8:20). Халӑх Иисуса ытларах вӑхӑта хӑварасшӑн тата чирлисене сываттарасшӑн пулнӑ чухне Вӑл каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа ҫӳремелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43).
2. Иисус ырӑ хыпар каласа ҫӳрессине мӗншӗн питӗ хакланӑ?
2 Ырӑ хыпар каласа ҫӳрессине Иисус мӗншӗн ҫав таран хакланӑ? Чи малтанах вӑл Иегова ятне сӑваплӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ (Матф. 6:9). Вӑл пӗлӗтри хӑйӗн Ашшӗне юратнӑ, ҫавӑнпа Турӑ ирӗкне унӑн питӗ тӑвас килнӗ, ҫавӑн пекех тата Ашшӗ панӑ кашни заповеде пурнӑҫласшӑн пулнӑ (Иоан. 14:30). Унсӑр пуҫне, Иисус чун-чӗререн ҫынсене ырӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ тата вӗсене пулӑшма тӑрӑшнӑ (Матф. 9:36, 37).
3. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӗрремӗш вырӑна хунине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
3 Иисус пек пулма тӑрӑш. Ырӑ хыпар каласа ҫӳрессине Иисус пек пӗрремӗш вырӑна хума йывӑр та пулма пултарать, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере ытти ӗҫсем ҫине пирӗн сахал мар вӑхӑт каять тата вӑл тӗрлӗрен илӗртӳсем сӗнет (Матф. 24:37—39; Лука 21:34). Пирӗн чи кирлине уйӑрса илме пӗлмелле, ҫакна эпир ырӑ хыпар сарма кайиччен малтан хатӗрленнипе тата ҫак ӗҫе яланах туса тӑма вӑхӑт уйӑрнипе кӑтартма пултаратпӑр (Флп. 1:10). Эпир ансат пурнӑҫпа пурӑнма тӑрӑшатпӑр тата ҫак тӗнчепе туллин усӑ курас теместпӗр (1 Кор. 7:31).
4. Пӗрремӗш вырӑнта мӗн пулмаллине халӗ асра тытни мӗншӗн ҫав тери кирлӗ?
4 Вӑхӑт сахал юлнӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын чи кирлӗреххине тума тӑрӑшать. Сӑмахран, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килнине пӗлсен, вӑл хӑйӗн вӑйӗпе тата вӑхӑчӗпе ҫемйи валли шанчӑклӑ вырӑн тупма тата кӳршисене асӑрхаттарма усӑ курать. Ытти ӗҫсене вара вӑхӑтлӑха хӑварсан та юрать. Армагеддон ҫил-тӑвӑлӗ хӑвӑрттӑн ҫывхарса килет, вӑхӑт кӗскелсе юлчӗ (Соф. 1:14—16; 1 Кор. 7:29). Хамӑра та, хамӑра итлекенсене те ҫӑлас тесе пирӗн яланах — пухура та, ытти ҫӗрте те — хамӑра тата хамӑр мӗнле вӗрентнине асӑрхаса тӑмалла (1 Тим. 4:16). Ҫапла, ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрени пирӗншӗн пӗрремӗш вырӑнта пулмалла — ҫакӑнтан пирӗн пурнӑҫ килет!