Ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫӑва пуҫламалли меслетсем
«Эсир мӗнле шутлатӑр, телейлӗ пулас тесен ҫынна мӗн кирлӗ-ши? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Матфей 5:3 вуласа пар.] Ҫак тӗлӗшрен Иисус каланӑ канашсенчен ку пӗри кӑна-ха. „Чему мы учимся у Иисуса. Как обрести счастье?“ статьяра чӑннипех телейлӗ пулма, Иисус каланӑ тӑрӑх, тата мӗн кирли ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ». 16-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
«Паян нумай фильмсенче демонсем, асамҫӑсем тата тухатмӑшсем ҫинчен кӑтартаҫҫӗ. Сирӗн шутпа, демонсем чӑнах та пур-ши? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн 1 Коринф 10:20 вуласа пар.] „Точка зрения Библии. Кто такие демоны?“ статьяра демонсем ҫинчен Библире мӗн каланине тата хамӑра вӗсенчен мӗнле сыхламаллине вуласа пӗлме пултаратӑр». 20-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Эсир пурӑнакан вырӑнти ҫынсене хумхантаракан пӗр-пӗр ҫӗнӗ хыпара асӑн та ыйт: «Ҫынсем мӗншӗн ҫав таранчченех усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ-ши, эсир ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ-и? [Хурава итле.] Библи пире шанчӑк парать. [2 Петр 3:13 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра усал ӗҫсем мӗншӗн пулнине тата Турӑ кӗҫех ҫав ӗҫсене пӗтерсе хурассине Библи тӑрӑх ӑнлантарса панӑ».
«Эсир мӗнле шутлатӑр, сотовӑй телефонсем, элетронлӑ почта, чатсем тата ытти ҫакӑн пек япаласем пӗчченлӗхе сирсе яма пулӑшаҫҫӗ-и? Е вӗсене пула ҫынсем тата та ытларах пӗччен туйма пуҫлаҫҫӗ? [Хурава итле.] Пӗчченлӗхрен ҫак канаш пулӑшать. [Апостолсен ӗҫӗсем 20:35 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Библирен илсе панӑ тата ытти усӑллӑ канашсем пур».