Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявламалли тапхӑр — хастарлӑха ӳстермелли май!
1. Март, апрель тата май уйӑхӗсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнасси ҫинчен шухӑшласа пӑхмашкӑн пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?
1 Иисус Христос вилӗмне аса илмелли каҫа уявланӑ тапхӑрта эсӗ ырӑ хыпара сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма пултаратӑн-и? Ҫӗр ҫинче нумай вырӑнта ҫуркунне ҫанталӑк лайӑх тата кун тӑршшӗ вӑрӑмланать. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем отпускра е каникулта пулаҫҫӗ, апла пулсан ырӑ хыпар сарма та ытларах вӑхӑт пулать. Апрелӗн 2-мӗшӗнче ятарлӑ кампани — чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсене Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани — пуҫланать, уяв апрелӗн 17-мӗшӗнче пулать. Ун хыҫҫӑн эпир уява килнисен интересне аталантарма тӑрӑшӑпӑр, вӗсене ятарлӑ доклад итлеме чӗнӗпӗр: вӑл апрелӗн 25-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере пулать. Ҫапла вара, пирӗн март, апрель тата май уйӑхӗсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнасси ҫинчен шухӑшласа пӑхмашкӑн сӑлтав нумай.
2. Мӗнле чаплӑ май сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма парать?
2 Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесси. Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума паракан чаплӑ майсенчен пӗри вӑл — пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесси. Ӗҫӗ пирӗн пурин те нумай пулнӑран, пулӑшакан пионер пулса ӗҫлес тесен пурне те маларах лайӑх палӑртса хумалла, вара яланхи кун йӗркинче улшӑнусем тумалла (Ытар. 21:5). Кирлех мар хӑш-пӗр ӗҫсене, тен, каярах та тума пулать? (Флп. 1:9—11.) Пионер пулса ӗҫлес килни ҫинчен санӑн пухури тӑвансене мӗншӗн-ха каласа парас мар? Тен, вӗсен те ҫавӑн пек кӑмӑл ҫуралӗ?
3. Ҫемьесем мӗнле майпа сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма пултараҫҫӗ?
3 Ҫемьере мӗнле тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме шухӑшлани ҫинчен ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли тепӗр каҫра сӳтсе явсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Ытар. 15:22). Пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫленине пула, тен, ҫемьере пӗри е ытларахӑшӗ пулӑшакан пионер пулса пӗр уйӑх е ытларах та ӗҫлеме пултарӗ. Анчах та ҫакна тума ҫук пулсан мӗн тумалла? Хӑш-пӗр чухне каҫхине е канмалли кунсенче нумайрах вӑхӑт уйӑрса сирӗн ҫемье ҫав ҫавах ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма пултарӗ.
4. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ тапхӑрта сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнсан эсӗ мӗнле пиллӗхсем илӗн?
4 Иегова эпир Унӑн ӗҫӗнче мӗн тунине пурне те курать тата хамӑра шеллемесӗр ӗҫленине хаклать (Евр. 6:10). Иеговӑна тата ыттисене «парса» эпир савӑнӑҫ илетпӗр (1 Ҫулс. 29:9; Ап. ӗҫ. 20:35). Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ тапхӑрта ырӑ хыпара сарас ӗҫе эсӗ ытларах хутшӑнма пултарӑн-и? Ҫапла пулсан, эсӗ тата ытларах савӑнӑҫ тата нумай пиллӗх илӗн!