Эсӗ пулӑшакан пионер пулса ӗҫлӗн-и?
1. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗ — сӑваплӑ ӗҫе ытларах тумашкӑн мӗншӗн лайӑх вӑхӑт?
1 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗ — сӑваплӑ ӗҫе ытларах тумашкӑн лайӑх вӑхӑт. Ҫав вӑхӑтра эпир Иегова пире хытӑ юратни пирки шухӑшлатпӑр, вӑл хӑйӗн ывӑлне тӳлесе илме панӑ (Иоанн 3:16). Шухӑшланине пула пирӗн пархатарлӑх ӳсет, ыттисене Иегова ҫинчен тата вӑл этемлӗхшӗн мӗн туса тӑни ҫинчен калас кӑмӑл ҫирӗпленет (Ис. 12:4, 5; Лука 6:45). Ҫавӑн пекех ҫав вӑхӑтра паллакан ҫынсене тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене Каҫхи апат уявне чӗнмелли ятарлӑ кампани иртет. Каҫхи апат уявӗ хыҫҫӑн эпир унта пулнӑ ҫынсен интересне аталантарма тӑрӑшатпӑр. Эсӗ мартра, апрельте е майра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлӗн-и?
2. Мартра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме мӗншӗн питӗ лайӑх?
2 Март ятарлӑ уйӑх пултӑр. Мартра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме уйрӑмах лайӑх. Уйӑх нормине суйласа илме пулать — 30 е 50 сехет. Мартра пухӑва район надзирателӗ килет пулсан, пулӑшакан пионер пулса ӗҫлекенсем пурте тулли тата ятарлӑ пионерсен тӗлпулӑвӗнче пур пайӗнче те пулма пултараҫҫӗ. Каҫхи апат уявӗ 2013 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗнче иртӗ, ҫак уява чӗнмелли кампани ытти ҫулсенчисенчен вӑрӑмрах пулӗ, вӑл мартӑн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Унсӑр пуҫне, мартра пилӗк шӑматкунпа пилӗк вырсарникун пулать. Ҫавӑнпа та марта хӑвӑншӑн ятарлӑ уйӑх тӑвасси пирки мӗншӗн шухӑшласа пӑхас мар-ха?
3. Ырӑ хыпара нумайрах сарас тесен мӗн тума пулать?
3 Халех палӑртса хур. Хамӑрӑн графика халех пӑхса тухса, пионер пулса ӗҫлес тесен мӗнле улшӑнусем тумалли пирки шутлама пулать. Ҫемьере пӗр-пӗрне пулӑшни пысӑк вырӑн йышӑнать, ҫавӑнпа та ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли тепӗр каҫра хӑвӑрӑн тӗллевсене сӳтсе явма тата график тума вӑхӑт уйӑр (Ытар. 15:22). Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултараймастӑн пулсан, шанӑҫа ан ҫухат. Хӑвӑн графикна улӑштарса хӑв ырӑ хыпар саракан кунсенче ҫак ӗҫе ытларах вӑхӑт хутшӑнма пултаратӑн-и? Е тепӗр, урӑх кун ырӑ хыпар сарма пултаратӑн-и?
4. Эпир мартра, апрельте тата майра хастаррӑн ӗҫлени мӗнле усӑ парӗ?
4 Мартра, апрельте тата майра сӑваплӑ ӗҫе ытларах тусан, Иеговӑшӑн ӗҫлесе тата ыттисене пулӑшса тӑнӑран пирӗн нумайрах савӑнӑҫ пулӗ тата кӑмӑл тулӗ (Иоанн 4:34; Ап. ӗҫ. 20:35). Чи кирли — эпир хамӑра шеллемесӗр тӑрӑшни Иеговӑна савӑнтарӗ (Ытар. 27:11).