Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗ савӑнӑҫлӑ пултӑр!
1. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
1 Санӑн март, апрель тата май уйӑхӗсенче тата та ытларах савӑнӑҫ илес килет-и? Апла пулсан, ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма, май килсен, пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме тӗллев ларт. Анчах та ҫакӑ савӑнӑҫпа мӗнле ҫыхӑннӑ?
2. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнни мӗншӗн нумайрах савӑнӑҫ илме пулӑшать?
2 Ытларах савӑнӑҫ ил. Иегова пире хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑнӑ чухне савӑнӑҫ илмелле пултарнӑ, вӗт ҫапла майпа эпир унпа ҫывӑхланас кӑмӑла ҫырлахтаратпӑр (Матф. 5:3). Унсӑр пуҫне эпир ыттисене панӑ чухне савӑнӑҫ илетпӗр (Ап. ӗҫ. 20:35). Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ май эпир Турра та пуҫҫапатпӑр, ҫынсене те пулӑшатпӑр. Паллах ӗнтӗ, сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнса эпир нумайрах савӑнӑҫ илетпӗр. Мӗн чухлӗ ытларах эпир ырӑ хыпар саратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах опыт пухатпӑр. Ҫавна пула эпир хамӑра хӑюллӑрах тытатпӑр тата сахалрах хумханатпӑр. Пирӗн ырӑ хыпар пӗлтерме тата Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама нумайрах майсем пулӗҫ. Ҫапла вара сӑваплӑ ӗҫ пире ытларах савӑнӑҫ кӳрӗ.
3. Хӑш енчен март тата апрель пулӑшакан пионер пулса ӗҫлемелли питӗ лайӑх уйӑхсем?
3 Март тата апрель пулӑшакан пионер пулса ӗҫлемешкӗн питӗ лайӑх уйӑхсем, мӗншӗн тесен уйӑхра 30 е 50 сехет нормине суйласа илме пулать. Ҫавӑн пекех мартӑн 22-мӗшӗнчен, шӑматкунран, пуҫласа Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗччен, тунтикунччен, апрелӗн 14-мӗшӗччен, эпир ҫынсене уява чӗнмелли кампание хутшӑнатпӑр. Пухури тӑвансем ҫак тапхӑрта ытларах та ытларах участоксенчи ҫынсене уява чӗнес тесе «пӗр кӑмӑлпа» савӑнса ӗҫлӗҫ (Соф. 3:9).
4. Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлес килет пулсан, пирӗн мӗн тумалла?
4 Халех хатӗрлен. Эсӗ пӗр е темиҫе уйӑх сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма пултарни-пултарайманни пирки шутласа пӑхман пулсан, мӗншӗн ҫакна халӗ тӑвас мар-ха? Ҫакӑн пирки кӗлту (Иак. 1:5). Ҫакӑн пирки ҫемьерисемпе тата пухури тӑвансемпе калаҫса пӑх (Ытар. 15:22). Тен, эсӗ сывлӑх япӑххине е питӗ ӗҫлӗ пулнине пӑхмасӑрах пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме май пуррине курӑн, вара нумай савӑнӑҫ илӗн.
5. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ тапхӑрӗнче сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнни мӗн парӗ?
5 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене телейлӗ тӑвасшӑн (Пс. 31:11). Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ тапхӑрӗнче сӑваплӑ ӗҫе ытларах тума тӑрӑшса эпир хамӑр та савӑнӑҫ илӗпӗр тата хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре те савӑнтарӑпӑр (Ытар. 23:24; 27:11).