Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 12/7 2—3 с.
  • Ҫынсене Турра итлеме пулӑшатпӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫынсене Турра итлеме пулӑшатпӑр
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Ҫавнашкал материал
  • «Добрая весть от Бога» брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтерӗр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • «Журналсен малтанхи кӑларӑмӗсене е кирек мӗнле брошюра, хӑшӗ ӑна интереслентерет, ҫавна сӗнме пулать»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
km 12/7 2—3 с.

Ҫынсене Турра итлеме пулӑшатпӑр

1. «Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!» область конгресӗнче мӗнле брошюрӑсем тухни пирки пӗлтерчӗҫ тата вӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

1 «Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!» область конгресӗнче «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» ҫӗнӗ брошюрӑпа «Турра итле» ятлӑ унӑн ансат версийӗ тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӗсенче текст сахал пулнӑ пирки вӗсене куҫарма ҫӑмӑлтарах тата хӑвӑртрах пулать. «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюра тухас умӗн ӑна 431 чӗлхене куҫарма йышӑннӑ.

2. Ҫак брошюрӑсене кам валли кӑларнӑ?

2 Ҫак брошюрӑсем чи малтанах кам валли-ха? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗтӗм тӗнчипе сиксе тухакан хӑш-пӗр лару-тӑрӑва айтӑр пӑхса тухар:

• Ҫынпа пӗрремӗш хут е тепӗр хут тӗл пулса калаҫнӑ чухне хыпарҫӑ вӑл япӑх вуланине е вулама пӗлменнине асӑрхать.

• Хыпарҫӑ урӑх чӗлхепе калаҫакана ырӑ хыпар пӗлтерет, вӑл чӗлхепе Иегова Свидетелӗсем публикацисем кӑларман е сахал кӑларнӑ. Е ҫав вырӑнти ҫынсенчен ытларахӑшӗ пӗр-пӗр чӗлхепе ирӗклӗн калаҫать пулин те ҫав чӗлхепе вулама пӗлмест.

• Хыпарҫӑ илтмен ҫынсене вӗсен чӗлхипе ырӑ хыпар калать.

• Ашшӗ-амӑшӗ вулама пӗлмен пӗчӗк ачине чӑнлӑха вӗрентет.

3. «Турра итле» брошюрӑн уйрӑмлӑхӗсем мӗнле?

3 Ҫӗнӗ брошюрӑсен уйрӑмлӑхӗсем. «Турра итле» брошюрӑра текст питӗ сахал. Кашни страницӑра аялта, ытларах чухне, тӗп шухӑшсене палӑртакан пӗр кӗске предложени тата Библири хӑш сӑвӑ йӗркине вуламаллине ҫырса панӑ. Брошюрӑра мӗншӗн-ха текст питӗ сахал? Шухӑшласа пӑхӑр: сире мӗн те пулин вулама пачӗҫ, эсир вара ҫав алфавитӑн саспаллийӗсене пӗлмен пирки пӗр сӑмах та вулама пултараймастӑр. Ҫак публикаци, унта хитре ӳкерчӗксем пур пулсан та, сире интереслентернӗ пулӗччӗ-и? Ҫук пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫын вулама пӗлмест пулсан, унӑн нумай текстлӑ брошюрӑпа паллашма кӑмӑл пулмӗ. Ҫавӑнпа тӗплӗн шухӑшласа хатӗрленӗ ӳкерчӗксем кашни страницӑрах тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Пӗр ӳкерчӗкӗ хыҫҫӑн тепри хӑшӗ пулнине паллӑ туса кӑтартнӑ — ҫакӑ мӗн хыҫҫӑн мӗн сӳтсе явмаллине курма пулӑшать.

4. «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑн уйрӑмлӑхӗсем мӗнле?

4 «Турра итле» брошюрӑра мӗнле ӳкерчӗксем пур, «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑра та ҫавсемех. Кам япӑх вулать е вулама вӗренет, ӑна ҫавсем валли кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне, «Турра итле» брошюрӑпа вӗренӳ ирттерекен хыпарҫӑ унпа усӑ курма пултарать. Шалти страницӑсенче ҫӳлте, сулахай енче, урокӑн ятне — ыйтӑва — кӑтартнӑ, ҫав икӗ страницӑри ӳкерчӗксемпе, вӗсене ӑнлантарса панисемпе тата Библири сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса ыйту ҫине хуравлама пулать. Нумай страницӑра аялта рамкӑсем пур, унта хушма шухӑшсене тата Библири сӑвӑ йӗркисене илсе панӑ, вӗсене вӗренекен пултарулӑхӗсене шута илсе сӳтсе явма пулать.

5. Ҫак брошюрӑсене хӑҫан тата мӗнле сӗнмелле?

5 Вӗсемпе мӗнле усӑ курмалла. Ҫак уйӑхра эпир брошюрӑсем салатнипе салатманнине пӑхмасӑр, эсир килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ вӑхӑтра, вырӑнлӑ пулсан, кирек хӑш брошюрине те сӗнме пултаратӑр. («Ҫак брошюрӑсене мӗнле сӗнмелле» рамкӑна пӑхӑр.) Ҫавӑн пекех ҫын патне тепӗр хут килсен вӗсем ҫине тимлеттерме пулать. «Эпӗ сире пӗр публикаци кӑтартасшӑн» тесе каласа ҫынна брошюра пама пулать.

6. Ҫак брошюрӑсемпе усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле ирттермелле?

6 «Турра итле» брошюрӑра ыйтусем пулман пирки сӳтсе явассине ыйту-хурав меслечӗпе, эпир ытти чухне Библие вӗренмелли тӗп пособи тӑрӑх вӗреннӗ пек, ирттерме кирлӗ мар. Пур халӑхри ҫынсене те калавсем итлеме килӗшет. Ҫавӑнпа Библири историсене каласа парӑр: ӳкерчӗксене кӑтартӑр та вӗсенче мӗн ӳкерсе панисене ӑнлантарса парӑр. Хавхалануллӑн калӑр. Вӗренекене хӑйӗн шухӑшӗсене калама хавхалантарӑр. Страницӑсенче, аялта, илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене Библире тупса вуласа парӑр та пӗрле сӳтсе явӑр. Ҫын мӗнле шухӑшланине тата сӳтсе явакан материала ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлес тесе ыйтусем парӑр. Вӗренекен «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курать пулсан, ӳкерчӗксене сӳтсе явнӑ май, вӗсене ӑнлантаракан текста тата Библири сӑвӑ йӗркисене пӗрле вулӑр.

7. Вӗренекене ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшмалла?

7 Библие вӗренекене ҫитӗнӳсем тума пулӑшӑр. Тен, ҫакӑн пек сӳтсе явни ҫынна вулама вӗренме хавхалантарӗ, ҫапла вара унӑн Иегова ҫинчен хӑй тӗллӗн пӗлме май пулӗ (Матф. 5:3; Иоанн 17:3). «Турра итле» брошюрӑпа усӑ курса сӳтсе явнӑ чухне, вӑхӑт иртсен, вӗренекене вулама вӗренме сӗнме пулать. Ҫакӑн пек «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑна вӗренме тытӑнма пулать. Кирек хӑш брошюрипе вӗренӳ иртнӗ пулсан та, ӑна вӗренсе пӗтерсен ҫын шыва кӗме хатӗр пулмӗ. Вӑл Библири чӑнлӑха туллинрех пӗлсе ҫиттӗр тесе сирӗн вырӑнлӑ кирек епле публикаципе усӑ курса малалла вӗренмелле.

8. Ҫӗнӗ брошюрӑсен тӗп тӗллевӗ мӗнле?

8 Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен ҫынсен Ҫут тӗнчен Аслӑ Патшине итлемелле (Ис. 55:3). Иегова «пур ҫынна та», ҫав шутра вулама пӗлменнисене те, хӑйне итленине мӗнле кӑтартмаллине пӗлтересшӗн, ҫакӑ унӑн ирӗкӗ (1 Тим. 2:3, 4). Пирӗн ҫӗнӗ пособисем пурришӗн, вӗсемпе усӑ курса ҫынсене Турра мӗнле итлемеллине пӗлме пулӑшма пулнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр!

[3-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫак брошюрӑсене мӗнле сӗнмелле?

Ҫынна брошюрӑн 2—3 страницисене кӑтарт та ыйт: «Сирӗн ҫакӑн пек условисенче пурӑнас килет-и? [Хурава итле.] Сӑваплӑ Ҫыру [е пӗр сӑваплӑ кӗнеке] Турӑ кӗҫех ҫӗре пурӑнмалли илемлӗ вырӑн тӑвасси пирки сӑмах парать, унта чухӑнлӑх тата чир-чӗр пулмӗ, ҫынсем хӑрушсӑрлӑхра пурӑнӗҫ. Пӑхӑр-ха, ҫакӑн пек условисенче пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла. [3-мӗш страницӑра ҫӳлте илсе панӑ Исаия 55:3 вуласа пар.] Кунта пирӗн Турӑ патне килмелле тата ӑна итлемелле тенӗ. Анчах та, сирӗн шутпа, эпир Турра мӗнле итлеме пултаратпӑр?» 4—5-мӗш страницӑсене уҫ та ҫынпа пӗрле хурава сӳтсе яв. Унӑн вӑхӑт пулмасан, ыйтӑва тепрехинче пӑхса тухма калаҫса татӑл та брошюрӑна хӑвар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр