Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 февраль 2—7 с.
  • Библирен эпир унӑн Авторӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библирен эпир унӑн Авторӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • БИБЛИ ТУРРӐН ӐСЛӐЛӐХНЕ УҪСА ПАРАТЬ
  • БИБЛИ ТУРРӐН ТӖРӖСЛӖХНЕ УҪСА ПАРАТЬ
  • БИБЛИ ТУРРӐН ЮРАТӐВНЕ УҪСА ПАРАТЬ
  • ИЕГОВА ПАНӐ ЧАПЛӐ ПАРНЕНЕ, БИБЛИЕ, ХАКЛӐР
  • Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Библи Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 февраль 2—7 с.

6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библирен эпир унӑн Авторӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

«Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хур» (ИЕР. 30:2).

96-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Эсир Библишӗн мӗншӗн пархатарлӑ?

ИЕГОВА хамӑра Библи панӑшӑн эпир ҫав тери пархатарлӑ! Ҫак кӗнеке урлӑ вӑл пире йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшакан ӑслӑ канашсем парать тата пуласлӑхра чаплӑ пурнӑҫ пулать тесе шантарать. Чи кирли вара — Иегова Библире хӑйӗн ҫинчен уҫса парать. Унӑн паха енӗсем ҫинчен шухӑшлани пирӗн чуна пырса тивет. Вара пирӗн унпа ытларах ҫывӑхланма, унӑн тусӗ пулса тӑма кӑмӑл ҫуралать (Пс. 25:14, ҪТ).

2. Иегова ҫынсене хӑйӗн ҫинчен пӗлтерес тесе мӗн-мӗн тунӑ?

2 Иегова ҫынсем хӑйне пӗлччӗр тет. Ӗлӗк-авал вӑл ҫынсене хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартмашкӑн тӗлӗксем, курӑнусем кӑтартнӑ тата хӑйӗн хыпарӗсене пӗлтермешкӗн ангелсене янӑ (Йыша шутл. 12:6; Ап. ӗҫ. 10:3, 4). Анчах та ҫав тӗлӗксене, курӑнусене тата ангелсем каланӑ хыпарсене ҫырса хуман пулсан, эпир вӗсенчен усӑ илеймен пулӑттӑмӑр. Ҫавӑнпа Иегова ҫынсене хӑйӗн ҫинчен мӗн пӗлтерес тенине кӗнекене ҫырса хума хушнӑ (Иер. 30:2). Эпир Иеговӑн «ҫулӗ айӑпсӑр», урӑхла каласан, пӗр ҫитменлӗхсӗр, пулнине пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та вӑл пирӗнпе калаҫма чи лайӑх мая суйласа илни пирки иккӗленместпӗр (Пс. 17:31).

3. Библи упранса юлтӑр тесе Иегова мӗн тунӑ? (Исаия 40:8).

3 Исаия 40:8 вуласа парӑр. Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем Библи вуласа пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ усӑ илеҫҫӗ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать-ха? Библин пайӗсене ӗлӗк-авалах тата ҫӗрекен материалсем ҫинче ҫырнӑ вӗт, унсӑр пуҫне, пирвайхи алҫырусенчен паян кунччен пӗри те упранса юлман. Ҫапах та Иегова ҫав алҫырусен нумай копи пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Алҫырусене ҫырса илекенсен ҫитменлӗхсем пулнӑ пулин те, вӗсем хӑйсен ӗҫне питӗ тӗплӗн тунӑ пулнӑ. Сӑмахран, пӗр учёнӑй Еврей ҫырӑвӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Нимӗнле авалхи кӗнекене те ҫапла тӗплӗн ҫырса илмен тесе ҫирӗппӗн калама пулать». Ҫавӑнпа эпир ҫакӑн пирки иккӗленместпӗр: Библие ҫӗрекен материалсем ҫине ӗмӗрсем каялла ҫырнӑ пулин те тата ҫырса илекенсем ҫитменлӗхлӗ пулнӑ пулин те, эпир унта унӑн Авторӗн — Иеговӑн — шухӑшӗсене вулатпӑр.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 «Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та» — веҫех Иеговӑран (Иак. 1:17). Вӑл панӑ чи лайӑх парнесенчен пӗри — Библи. Ыттисем хамӑра мӗнле парне панинчен вӗсем пире те, пире мӗн кирлине те мӗн таран лайӑх пӗлни курӑнать. Библи парнеленӗ Турӑ ҫинчен те ҫаплах калама пулать. Библи вуланӑ май эпир Иегова ҫинчен нумай пӗлсе пыратпӑр. Вӑл хамӑра та, пире мӗн кирлине те мӗн тери лайӑх пӗлнине куратпӑр. Ҫак статьяра эпир Библире Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ, тӗрӗслӗхӗ тата юратӑвӗ ҫинчен мӗн каланине сӳтсе явӑпӑр. Малтан Сӑваплӑ Ҫырура Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен мӗн каланине пӑхар.

БИБЛИ ТУРРӐН ӐСЛӐЛӐХНЕ УҪСА ПАРАТЬ

5. Библире Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

5 Иегова пире хӑйӗн ӑслӑ канашӗсем кирлӗ пулнине пӗлет. Вӑл панӑ парнере вара, Библире, нумай ӑслӑлӑх пур. Унти канашсемпе усӑ курни ҫынсем ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Турӑ Сӑмахӗ этем пурнӑҫне улӑштарать. Библири пӗрремӗш кӗнекесене ҫырса хунӑ хыҫҫӑн Моисей израильтянсене ҫапла каланӑ: «Вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр» (Сак. аст. 32:47). Сӑваплӑ Ҫырури канашсене итленисен ӗҫӗсем ӑнса пынӑ тата вӗсем телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ (Пс. 1:2, 3). Библие ӗлӗк-авал ҫырнӑ пулин те, вӑл халӗ те ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатать. jw.org сайтри «Библи пурнӑҫа улӑштарать» статьясен ярӑмӗнче пирӗн тӑвансен 50 ытла биографине тупма пулать. Вӗсен тӗслӗхӗ Турӑ Сӑмахӗ паянхи кун та «ӗненекенсен чӗринче... хӑйӗн ӗҫне» тунине кӑтартать (1 Фес. 2:13, ҪХ).

6. Мӗншӗн Библипе урӑх нимӗнле кӗнеке те танлашаймасть?

6 Библипе урӑх нимӗнле кӗнеке те танлашаймасть. Мӗншӗн-ши? Мӗншӗн тесен унӑн Авторӗ пурне те тума пултаракан, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан тата чи ӑслӑ Иегова Турӑ. Нумай кӗнеке хӑйсен авторӗсенчен нумайрах «пурӑнать». Анчах та вӑхӑт иртсен час-часах унти канашсем юрӑхсӑра тухаҫҫӗ. Библири принципсем вара ӗмӗр-ӗмӗрех, кирек хӑш тапхӑрта та усӑ парса тӑраҫҫӗ. Эпир Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ чухне тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне унӑн Авторӗ хӑйӗн хӑватлӑ святой сывлӑшӗпе пирӗн ҫине витӗм кӳрет те унти канашсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма пулӑшать (Пс. 118:27; Мал. 3:16; Евр. 4:12). Чӑнах та, Библи Авторӗ яланах пурӑнать тата сире пулӑшсах тӑрасшӑн. Акӑ мӗншӗн Библие тӑтӑшах вуламалла!

Ӳкерчӗксем: 1) Библи тӗрлӗ форматпа: чӗркемсем, кодекссем, кӗнекесем тата электронлӑ хатӗрсем ҫинче; 2) тӗрлӗ ҫынсем электронлӑ тата пичетленӗ Библие тӗрлӗ вырӑнта, сӑмахран, килте, ӗҫре тата транспортра вулаҫҫӗ.

Библи ӗлӗк-авал Иеговӑн халӑхне мӗнле пӗрлештернӗ? Хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗрлештерет? (7, 8 абзацсене пӑхӑр)

7. Ӗлӗк-авал Библи Турӑ халӑхне мӗнле майпа пӗрлештерсе тӑнӑ?

7 Библире Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пуррине тата мӗн кӑтартса парать? Вӑл Туррӑн халӑхне пӗрлӗхре пулма пулӑшать. Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрсен саланса пӗтнӗ те тӗрлӗ вырӑнта пурӑнма пуҫланӑ. Пӗрисем пулӑҫсем пулса тӑнӑ, теприсем ҫӗр ӗҫлесе пурӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗсем кӗтӳ пӑхнӑ. Пӗр вырӑнта пурӑннӑ израильтянсем ҫӑмӑллӑнах ҫӗршывӑн тепӗр кӗтесӗнче пурӑннӑ тӑванӗсем ҫинчен шутлама, вӗсемшӗн тӑрӑшма пӑрахма пултарнӑ. Анчах та Иегова халӑха ятарлӑ кунсенче пӗрле пуҫтарӑнма хушнӑ, вара халӑх Турӑ Сӑмахне вуланине тата ӑнлантарса панине итленӗ (Сак. аст. 31:10—13; Неем. 8:2, 8, 18). Ҫав кунсенче Иерусалимра миллион-миллион ҫын пуҫтарӑнма пултарнӑ. Шутласа пӑхӑр-ха, израильтянин ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнчен те ҫавӑн чухлӗ Туррӑн ӗҫлекенӗ пӗр вырӑна пуҫтарӑннине курсан мӗн туйнӑ-ши? Иегова ҫапла майпа хӑйӗн халӑхӗ хушшинче пӗрлӗхе упрама пулӑшнӑ. Каярахпа христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайсан, унта тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан арҫынсемпе хӗрарӑмсем пулнӑ. Вӗсем хушшинче пуяннисем те, чухӑннисем те, ятлӑ-сумлисем те, ахаль ҫынсем те пулнӑ. Ҫапах та, Сӑваплӑ Ҫырӑва юратнӑран, вӗсем чӑн Турра пӗрлӗхре пуҫҫапса пурӑннӑ. Пухӑва ҫӳреме пуҫланисем пӗрле пухӑннине пула тата пӗр пек ӗненекенсем пулӑшнине пула ҫеҫ Турӑ Сӑмахне ӑнланма пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 2:42; 8:30, 31).

8. Хальхи вӑхӑтра Библи Иеговӑн халӑхне мӗнле пӗрлештерсе тӑрать?

8 Хальхи вӑхӑтра та пирӗн ӑслӑ Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Библи урлӑ вӗрентсе тата пӗрлештерсе тӑрать. Библи пире Иегова ҫинчен мӗн пӗлмелле, ҫавна уҫса парать. Тӗлпулусене тата конгрессене пӗрле пуҫтарӑнса эпир Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланине тата ӑнлантарса панине итлетпӗр. Апла пулсан, шӑпах Библие пула эпир Иеговӑшӑн «пӗр кӑмӑлпа» ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр (Соф. 3:9).

9. Библие ӑнланас тесен мӗнле лайӑх ен аталантармалла? (Лука 10:21).

9 Иегова ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине тата пӗр япала ҫирӗплетсе парать. Библири хӑш-пӗр вырӑнсене хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын кӑна ӑнлантӑр тесе ҫырнӑ. (Лука 10:21 вуласа парӑр.) Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Библие пӗтӗм тӗнчипех вулаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки пӗр учёнӑй ҫапла каланӑ: «Библи — чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке. Унтан та ытларах, нимӗнле кӗнекене те ҫавӑн пек тимлӗ вуламаҫҫӗ». Анчах хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем ҫеҫ ӑна чӑннипех ӑнланаҫҫӗ тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кураҫҫӗ (2 Кор. 3:15, 16).

10. Библи Иеговӑн ӑслӑлӑхне тата мӗнле уҫса парать?

10 Библи вуланӑ чухне эпир Иеговӑн ӑслӑлӑхне тата ӑҫтан куратпӑр? Иегова хӑйӗн пӗтӗм халӑхне вӗрентес тесе кӑна мар, кашни ӗҫлекене уйрӑммӑн та ӑс парас тесе тата йӑпатас тесе Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курать. Турӑ Сӑмахне вуланӑ чухне пирӗнтен кашни Иегова хамӑрпа интересленнине туйса илме пултарать (Ис. 30:21). Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулнӑ-и: эсир йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ та Библире канаш шыранӑ, вара шӑп хӑвӑра кирлӗ сӑвӑ йӗрки тупнӑ? Пӗрре анчах мар ҫавӑн пекки пулнӑ пулӗ. Библие вара миллион-миллион ҫын валли ҫырнӑ. Мӗнле-ха унта шӑп сире тата шӑп ҫак вӑхӑтра кирлӗ информаци пулма пултарать? Сӑлтавӗ ҫакӑ: Библие Иегова Турӑ ҫырнӑ, Ҫут тӗнчере унран ӑслӑраххи никам та ҫук (2 Тим. 3:16, 17).

БИБЛИ ТУРРӐН ТӖРӖСЛӖХНЕ УҪСА ПАРАТЬ

11. Библие ҫырнӑ чухне Турӑ ҫынна камне кура уйӑрманни ӑҫтан курӑнать?

11 Иеговӑн тепӗр лайӑх енӗ вӑл — тӗрӗслӗх (Сак. аст. 32:4). Тӗрӗслӗхе юратакан ҫын ыттисене камне кура уйӑрмасть. Иегова пирки те ҫаплах калама пулать (Ап. ӗҫ. 10:34, 35; Рим 2:11). Ҫакӑ Библие мӗнле чӗлхесемпе ҫырнинчен курӑнать. Библири малтанхи 39 кӗнекене, тӗпрен илсен, еврей чӗлхипе ҫырнӑ. Турӑ халӑхӗ вара ҫав вӑхӑтра ҫав чӗлхене питӗ лайӑх пӗлнӗ. Анчах та пӗрремӗш ӗмӗр тӗлнелле ҫынсем ытларахӑшӗ грек чӗлхипе калаҫма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Библири тепӗр 27 кӗнекене, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫав чӗлхепе ҫырнӑ. Иегова хӑйӗн Сӑмахне пӗр чӗлхепе кӑна ҫырмалла тесе хушман. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан 8 миллиарда яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫак ҫынсем Иегова ҫинчен мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ-ши?

12. Даниил 12:4-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

12 Даниил пророк урлӑ Иегова юлашки вӑхӑтра «пӗлӳ ӳсӗ», урӑхла каласан, ӑна нумайӑшӗ ӑнланӗ, тесе сӑмах панӑ. (Даниил 12:4 вуласа парӑр.) Библипе публикацисене куҫарнине, пичетленине тата салатнине пула ҫак пӗлӳ ӳсет. Библи — чи нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ тата пӗтӗм тӗнчипе чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке. Анчах та коммерци предприятисем кӑларнӑ Библин куҫарӑвӗсем хӑш-пӗр чухне ытла та хаклӑ. Иегова Свидетелӗсем Библие е унӑн пайӗсене 240 ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ тата ӑна кирек кам та тӳлевсӗр илме пултарать. Ҫавна пула «Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара» ҫак усал тӗнче пӗтиччен тӗрлӗ халӑхри ҫынсем илтме пултараҫҫӗ (Матф. 24:14). Тӗрӗслӗхе юратакан тата ҫынна камне кура уйӑрман Турӑ май килнӗ таран ытларах ҫын Библи вуласа хӑйӗнпе паллаштӑр тет. Ҫынсене пурне те питӗ хытӑ юратнӑран вӑл пире ҫавӑн пек май парать.

БИБЛИ ТУРРӐН ЮРАТӐВНЕ УҪСА ПАРАТЬ

13. Библие мӗнле ҫырнинчен Иеговӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнать? (Иоанн 21:25).

13 Библи пире Иеговӑн тӗп паха енӗ юрату пулнине ӑнланма пулӑшать (1 Иоанн 4:8). Библире мӗн ҫырнипе мӗн ҫырманни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Иегова пире хӑйӗн тусӗсем пулса тӑрас тесен, халех телейлӗ пулас тесен, пуласлӑхра вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумаллине кӑна ҫырса панӑ. Пире юратнӑран Иегова хамӑра кирлӗ мар информацие Библие кӗртес темен. (Иоанн 21:25 вуласа парӑр.)

14. Турӑ хамӑра юратнине Библи тата мӗнле кӑтартса парать?

14 Иегова Библи урлӑ пирӗнпе хисеплӗн калаҫнинчен те вӑл пире юратни курӑнать. Турӑ пирӗн кашни утӑма сыхласа тӑрас тесе Библире мӗн тума юранине, мӗн тума юраманнине кӑтартакан тем вӑрӑмӑш списока ҫырса хуман. Пачах урӑхла, вӑл пире шухӑшлама вӗрентесшӗн. Ҫавӑнпа унӑн Сӑмахӗнче ҫынсен пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине, тӗлӗнмелле пророкла сӑмахсене тата усӑллӑ канашсене ҫырса панӑ. Ҫапла майпа Библи пире Турра юратма тата ӑна чун-чӗререн итлеме хавхалантарать.

Ӳкерчӗксем: 1) хӗрача «Учимся на примерах из Библии» кӗнекене вуланӑ чухне Израиль хӗрачи хӑйӗн хуҫипе мӗнле калаҫни ҫинчен шухӑшлать; 2) ҫамрӑк арҫын тӑван Библи вуланӑ чухне Иосиф Потифарӑн арӑмӗнчен мӗнле тарни ҫинчен шухӑшлать; 3) ватӑ хӗрарӑм тӑван Библи вуланӑ чухне Анна хӗрарӑм пророк пӗчӗк Иисуса курни ҫинчен шухӑшлать.

Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)

15. а) Иегова Библи вулакансемшӗн тӑрӑшни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Пӗр хӗрача, ҫамрӑк арҫын тӑван тата ватӑ хӗрарӑм тӑван Библири мӗнле тӗслӗхсем ҫинчен шутлаҫҫӗ? (Пулт. 39:1, 10—12; 4 Патш. 5:1—3; Лука 2:25—38).

15 Библире мӗн ҫырнинчен Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшни курӑнать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Унӑн Сӑмахӗнче ҫынсем ҫинчен каласа панӑ чухне вӗсен туйӑмӗсем ҫинчен те нумай ҫырса панӑ. Эпир ҫав ҫынсем мӗн туйнине ӑнланма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн пек ҫынсемех пулнӑ (Иак. 5:17). Чи кирли вара — Иегова хӑйне ҫав ҫынсемпе мӗнле тытнинчен вӑл «ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ» пулнине лайӑхрах ӑнланатпӑр (Иак. 5:11).

16. Йӑнӑшсем тунӑ ҫынсем ҫинчен Библире вуланӑ чухне эпир Иегова пирки мӗн пӗлетпӗр? (Исаия 55:7).

16 Библи Иегова пире юратнине тата мӗнле кӑтартать? Сӑваплӑ Ҫыру эпир йӑнӑш тусан Иегова пирӗнтен тунмасть тесе шантарать. Израильтянсем пӗрмаях Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тунӑ, анчах та вӗсем чун-чӗререн ӳкӗнсен, Иегова вӗсене кашнинчех каҫарнӑ. (Исаия 55:7 вуласа парӑр.) Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те Иегова хӑйсене юратнине пӗлнӗ. Иегова хавхалантарнипе Павел апостол кам ҫылӑх туса пурӑннӑ, анчах та кайран ӳкӗннӗ, ҫав ҫынна «каҫарса чунне лӑплантарас пулать» тенӗ ( 2 Кор. 2:6, 7; 1 Кор. 5:1—5). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен вӗсем йӑнӑш тунӑшӑнах тунманни мӗн тери кӑмӑллӑ. Вӑл ун пек ҫынсене хирӗҫ хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ, вӗсене вӗрентнӗ тата каллех хӑйӗн тусӗ пулса тӑма чӗннӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра та йывӑр ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗннӗ ӗҫлекенӗпе хӑйне ҫаплах тытать (Иак. 4:8—10).

ИЕГОВА ПАНӐ ЧАПЛӐ ПАРНЕНЕ, БИБЛИЕ, ХАКЛӐР

17. Мӗншӗн Библие чаплӑран та чаплӑ парне теме пулать?

17 Иегова пире чаплӑран та чаплӑ парне, Библи, панӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, Библи Туррӑн ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне тата юратӑвне уҫса парать. Вӑл ҫакна ҫирӗплетсе парать: Иегова пире хӑйӗнпе паллашса хӑйӗн тусӗсем пулса тӑччӑр тет.

18. Иегова пире чаплӑран та чаплӑ парне, Библи, парнеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Библи пирӗн ҫӳлти Атте панӑ чаплӑран та чаплӑ парне пулнине эпир манасшӑн мар (Иак. 1:17). Уншӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Иеговӑн сӑваплӑ сӑмахӗсене вуланипе тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшланипе. Вара Библи Авторӗ пире пиллӗ те эпир «Турра пӗлме» пуҫлӑпӑр (Ытар. 2:5).

БИБЛИ ИЕГОВӐН ҪАК ЕНӖСЕНЕ МӖНЛЕ УҪСА ПАРАТЬ?

  • Ӑслӑлӑх

  • Тӗрӗслӗх

  • Юрату

98-МӖШ ЮРӐ Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ

a Библи пире Туррӑн тусӗсем пулса тӑма пулӑшать. Ҫак сӑваплӑ кӗнекерен эпир Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ, тӗрӗслӗхӗ тата юратӑвӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлни пире Библие ытларах хаклама тата ӑна пирӗн ҫӳлти Атте панӑ хаклӑ парне вырӑнне хума пулӑшӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр