49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравлӗ-и?
«Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп» (ИЕР. 29:12).
41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем
ҪАК СТАТЬЯРАa
1, 2. Мӗншӗн пире Иегова хамӑрӑн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнма пултарать?
ИЕГОВА пире ҫапла шантарать: «Ҫӳлхуҫапа лӑплан, Вӑл санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ» (Пс. 36:4). Мӗн тери илемлӗ сӑмахсем! Ҫакӑ эпир Иеговӑран кирек мӗн ыйтсан та вӑл пире ҫавна тӳрех парассине пӗлтерет-и? Мӗншӗн ҫавӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать? Виҫӗ лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Калӑпӑр, качча кайман пӗр хӗрарӑм тӑван Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренесшӗн. Вӑл ҫавӑн пирки кӗлтӑвать, анчах та темиҫе ҫул иртсен те ӑна ҫав шкулта вӗренме чӗнмеҫҫӗ. Е йывӑр чирпе чирлекен ҫамрӑк арҫын тӑван пухура ытларах тӑвас килнӗрен хӑйне сыватма ыйтать. Ҫапах та унӑн сывлӑхӗ лайӑхланмасть. Е, тен, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачи чӑнлӑхра тӑрса юлтӑр тесе кӗлтӑвать, ачи вара Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма шутлать.
2 Тен, эсир те Иеговӑран мӗн те пулин ыйтнӑ, анчах та хӑвӑр ыйтнине илеймен. Ҫавӑнпа та эсир Иегова ыттисен кӗллисем ҫине хуравлать, сирӗнни ҫине вара хуравламасть тесе шутлама пултаратӑр. Е сирӗн пуҫа: «Иегова умӗнче мӗн айӑп турӑм-ши?» — текен шухӑш кӗме пултарать. Джа́нисb ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйне шӑп ҫапла туйнӑ. Вӗсем упӑшкипе пӗрле Вефильте ӗҫлесшӗн пулнӑ тата ҫавӑн ҫинчен кӗлтунӑ. Джанис ҫапла калать: «Пире часах Вефиле ӗҫлеме чӗнесси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗмччӗ». Уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк иртнӗ. Анчах та вӗсене Вефиле чӗнмен. Вӑл малалла ҫапла калать: «Эпӗ кулянса, аптраса ӳкрӗм. Иеговӑна темпе кӳрентертӗм пулӗ тесе шутларӑм, манӑн Вефильте ӗҫлес килет тесе эпӗ тӳррӗн кӗлтӑваттӑмччӗ вӗт. Мӗншӗн Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине хуравламарӗ?»
3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Хушӑран эпир Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравламасть тесе шутлама пултаратпӑр. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсен те ҫавӑн пек шухӑшсем пулнӑ (Иов 30:20; Пс. 21:3; Аввак. 1:2). Анчах та ан иккӗленӗр: Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлатех (Пс. 64:3). Ҫакна хытӑрах шанма ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухни пулӑшӗ: 1) Эпир Иеговӑран мӗн кӗтме пултаратпӑр? 2) Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет? 3) Мӗншӗн пирӗн хӑш-пӗр чухне урӑххи ҫинчен кӗлтумалла?
ЭПИР ИЕГОВӐРАН МӖН КӖТМЕ ПУЛТАРАТПӐР?
4. Иеремия 29:12-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова мӗн тума сӑмах парать?
4 Иегова пирӗн кӗлӗсене итлеме сӑмах парать. (Иеремия 29:12 вуласа парӑр.) Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене юратать, ҫавӑнпа вӗсен кӗллисене яланах тимлӗ итлет (Пс. 9:38, 39; 36:28). Анчах та ҫакӑ Иегова эпир мӗн ыйтнине веҫех парассине пӗлтермест. Тен, хамӑр мӗн ыйтнисенчен хӑш-пӗрисене эпир ҫӗнӗ тӗнчере ҫеҫ илӗпӗр.
5. Иегова пирӗн кӗлӗсене итленӗ чухне мӗн шута илет? Ӑнлантарса парӑр.
5 Иегова пирӗн кӗлӗсене итленӗ чухне хӑйӗн ирӗкне шута илет (Ис. 55:8, 9). Турӑ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе хӑйне кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем пурӑнччӑр тенӗ. Шуйттан вара ҫынсем Турӑсӑр телейлӗрех пурӑнӗҫ тесе калать (Пулт. 3:1—5). Шуйттан суеҫӗ пулнине кӑтартса парас тесе Иегова ҫынсене хӑйсене ертсе пыма ирӗк панӑ. Ҫынсем ертсе пынине пула хальхи вӑхӑтра тӗнчере питӗ нумай йывӑрлӑх (Еккл. 8:9). Эпир ӑнланатпӑр: Иегова ҫак йывӑрлӑхсене халех пӗтермӗ. Вӑл ҫапла тунӑ пулсан, кам та пулин ҫынсем ӑнӑҫлӑ ертсе пыраҫҫӗ тесе тата вӗсене Турӑ пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе шутланӑ пулӗччӗ.
6. Мӗншӗн пирӗн Иегова хамӑра юратни пирки тата яланах тӗрӗс туни пирки иккӗленмелле мар?
6 Иегова пӗрпекрех кӗлӗсем ҫине тӗрлӗрен хуравлама пултарать. Сӑмахран, Езекия патша йывӑр чирлесе ӳксен, Иеговӑна йӑлӑнса хӑйне сыватма ыйтнӑ. Вара Турӑ ӑна сыватнӑ (4 Патш. 20:1—6). Анчах та Павел апостол кӗлӗре хӑйӗн кӗлеткине кӗртнӗ «сӑнӑран» хӑтарма тархасласан (тен, ҫавӑ темӗнле чир пулнӑ), Иегова Павел ыйтнӑ пек туман (2 Кор. 12:7—9). Иаков тата Пётр апостолсемпе мӗн пулса тухнине те аса илер. Ирод патша вӗсене иккӗшне те вӗлересшӗн пулнӑ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пухури тӑвансем Пётршӑн хӗрӳллӗн кӗлтунӑ. Вӗсем Иаковшӑн та ҫавӑн пекех кӗлтунӑ пулӗ. Ҫапах та Иакова вӗлернӗ, Пётра вара ангел хӑтарнӑ (Ап. ӗҫ. 12:1—11). Эпир ҫапла шутлама пултаратпӑр: «Мӗншӗн Иегова Пётра ҫӑлнӑ, Иакова вара ҫӑлман?» Ҫакӑн пирки Библире нимӗн те каламанc. Анчах эпир иккӗленместпӗр: Иеговӑн «тӗрӗс марри» ҫук (Сак. аст. 32:4). Унсӑр пуҫне, эпир Турӑ Пётра та, Иакова та юратнине тата ырланине пӗлетпӗр (Ӳлӗм. 21:14). Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине яланах хамӑр кӗтнӗ пек хуравламасть, ҫапах та эпир Иегова хамӑра юратни пирки тата вӑл яланах тӗрӗссине туни пирки иккӗленместпӗр. Ҫавӑнпа та вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине кирек мӗнле хуравласан та, эпир ӳпкелешместпӗр (Иов 33:13, ҪТ).
7. Эпир мӗн тӑвасшӑн мар тата мӗншӗн?
7 Эпир хамӑрӑн лару-тӑрӑва ыттисеннипе танлаштарасшӑн мар. Тӗслӗхрен, эпир Иеговӑран мӗн те пулин тӳррӗн ыйтатпӑр. Анчах та вӑл эпир ыйтнӑ пек тумасть. Кайран вара эпир кам та пулин ҫавӑн ҫинченех кӗлтунине пӗлетпӗр. Иегова вара унӑн кӗлли ҫине хуравланӑ пек туйӑнма пултарать. Анна ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа ҫапла пулса тухнӑ та. Вӑл ракпа чирлекен хӑйӗн упӑшки, Мэ́тью, сывалтӑр тесе кӗлтунӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсен пухӑвӗнче тепӗр икӗ ватӑ хӗрарӑм тӑван та ҫав чирпе кӗрешнӗ. Анна упӑшкишӗн те, ҫав икӗ хӗрарӑм тӑваншӑн та кӗлтунӑ. Хӗрарӑм тӑвансем сывалнӑ, Мэтью вара вилсе кайнӑ. Малтанах Аннӑн пуҫӗнче ҫавӑн пек шухӑшсем явӑннӑ: «Ҫак хӗрарӑм тӑвансене Иегова сывалма пулӑшрӗ-и? Ҫапла пулсан, мӗншӗн вӑл ман упӑшкана сыватмарӗ? Эпӗ уншӑн та кӗлтурӑм вӗт». Паллах, хӗрарӑм тӑвансем мӗне пула сывалнине эпир пӗлместпӗр. Ҫапах та эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Иегова пирӗн пур хӗн-асапа та пӗтерӗ тата вӑл хӑйӗн вилнӗ тусӗсене чӗртсе тӑратасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет (Иов 14:15).
8. а) Исаия 43:2-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑрать? ӑ) Йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне кӗлтуни пире мӗнле пулӑшма пултарать? («Кӗлӗ чӑтса ирттерме пулӑшать» видеона пӑхӑр.)
8 Иегова яланах пире пулӑшса тӑрӗ. Эпир асапланнӑ чухне пирӗн юратакан ҫӳлти Аттен чунӗ ыратать (Ис. 43:2). Ҫавах та вӑл пире юханшывсем е вут-ҫулӑм евӗрлӗ пулма пултаракан пур йывӑрлӑхран та хӑтармасть. (Исаия 43:2 вуласа парӑр.) Ҫав вӑхӑтрах Иегова пирӗнпе юнашар пулса пире ҫав йывӑрлӑх «витӗр» тухма пулӑшма сӑмах парать. Турӑ никама та, ниме те пире хӑйӗнчен уйӑрса яма памӗ. Тата Иегова пӗтӗмпех чӑтса ирттерме пире хӑйӗн хӑватлӑ святой сывлӑшне парать (Лука 11:13; Флп. 4:13). Апла, пирӗн чӑтӑмлӑ пулма тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирли яланах пулӗd.
ИЕГОВА ПИРӖНТЕН МӖН КӖТЕТ?
9. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна шанмалла тата вӑл пулӑшасси пирки иккӗленмелле мар? (Иаков 1:6, 7).
9 Иегова пирӗнтен хӑйне шанасса кӗтет (Евр. 11:6). Хӑш-пӗр чухне пире йывӑрлӑхсене татса пама ҫук пек туйӑнма пултарать. Тен, эпир мана Иегова та пулӑшаймӗ тесе шутлатпӑр. Анчах та Библи пире Турӑпа пӗрле эпир «хӳме ҫине» те улӑхма пултаратпӑр тесе шантарать (Пс. 17:30). Ҫавӑнпа та иккӗленес вырӑнне Иеговӑна хытӑ ӗненсе кӗлтӑвӑр та вӑл сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласса шанса тӑрӑр. (Иаков 1:6, 7 вуласа парӑр.)
10. Хамӑр кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн хамӑра тытни мӗне пӗлтерет? Тӗслӗх илсе парӑр.
10 Иегова пирӗнтен хамӑр кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн хамӑра тытасса кӗтет. Калӑпӑр, арҫын тӑван регион конгресне каяс тесе ӗҫрен ыйтса каясшӑн. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтать. Иегова унӑн кӗлли ҫине мӗнле хуравлӗ? Вӑл арҫын тӑвана начальникпа калаҫмашкӑн хӑюлӑх пама пултарать. Ҫав-ҫавах арҫын тӑванӑн хӑйӗн кайса калаҫмалла. Тен, ӑна яма тӳрех килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та унӑн темиҫе хутчен те кайса калаҫма тивӗ. Е унӑн урӑх кун тухса ӗҫлемелле е тӳлевсӗр отпуск та илмелле пулӗ.
11. Мӗншӗн ҫине тӑрсах кӗлтумалла?
11 Иегова пирӗнтен ҫине тӑрсах кӗлтӑвасса кӗтет (1 Фес. 5:17). Иисус каланӑ тӑрӑх, Иегова кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравламасан та пултарать (Лука 11:9). Ҫавӑнпа та ан парӑнӑр, кӗлтусах тӑрӑр (Лука 18:1—7). Ҫапла туса эсир Иеговӑна хӑвӑр мӗн ыйтни хӑвӑра чӑнах та кирлӗ пулнине кӑтартатӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова эсир вӑл хӑвӑра пулӑшассине ӗненнине курӗ.
МӖНШӖН ПИРӖН ХӐШ-ПӖР ЧУХНЕ УРӐХХИ ҪИНЧЕН КӖЛТУМАЛЛА?
12. а) Эпир хамӑра мӗнле ыйту пама пултаратпӑр тата мӗншӗн? ӑ) Эпир хамӑр кӗлӗсенче Иеговӑна хисепленипе хисеплеменнине мӗнле пӗлме пулать? («Манӑн кӗлӗсенче эпӗ Иеговӑна хисеплени курӑнать-и?» рамкӑна пӑхӑр.)
12 Кӗлӗре хамӑр мӗн ыйтнине Иегова памарӗ пулсан хамӑра виҫӗ ыйту пама пулать. Пӗрремӗшӗ: «Эпӗ тӗрӗсси ҫинчен кӗлтӑватӑп-и?» Час-часах эпир пире мӗн кирлине хамӑрах пӗлетпӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах Иегова хамӑра мӗн кирлине лайӑхрах пӗлет. Вӑл йывӑрлӑха хамӑр шутланинчен те лайӑхрах татса пама пултарать. Хӑш-пӗр чухне вара эпир мӗн ыйтни Туррӑн ирӗкӗпе пачах килӗшсе тӑмасть (1 Иоанн 5:14). Тӗслӗхрен, пӗрремӗш абзацра асӑннӑ ашшӗ-амӑшӗ патне таврӑнар. Вӗсем хӑйсен ачи чӑнлӑхра тӑрса юлтӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫапла ыйтнинче ним япӑххи те ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова никама та хӑйӗншӗн вӑйпах ӗҫлеттермест. Вӑл эпир пурте, ҫав шутрах ачасем те, уншӑн ӗҫлессе те хамӑрӑн ҫавна тума кӑмӑл пулнӑран ӗҫлеччӗр тет (Сак. аст. 10:12, 13; 30:19, 20). Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗ ачин чӗрине хускатмашкӑн мӗн тумаллине курма пулӑшсам тесе кӗлтусан, лайӑхрах пулать. Вара вӗсем хӑйсен ывӑлне е хӗрне Иеговӑна юратма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшӗҫ (Ытар. 22:6; Эф. 6:4).
13. Еврейсем 4:16-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире хӑҫан пулӑшӗ? Ӑнлантарса парӑр.
13 Иккӗмӗш ыйту: «Манӑн кӗлӗ ҫине хуравлама Иегова майлӑ вӑхӑт тесе шутлать-и?» Тен, эпир Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине тӳрех хуравласса кӗтетпӗр. Анчах та пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлама майлӑ вӑхӑт хӑҫан ҫитнине Иегова лайӑхрах пӗлет. (Еврейсем 4:16 вуласа парӑр.) Хамӑр мӗн ыйтнине тӳрех илмесен вара Иегова пире «ҫук» тесе хуравланӑ пек шутлама пултаратпӑр. Анчах чӑннипе Иегова пире «халех мар» тесе хуравлама пултарать. Сӑмахран, сываласшӑн пулнӑ ҫамрӑк арҫын тӑвана аса илер. Иегова ӑна тӗлӗнмелле майпа сыватнӑ пулсан, Шуйттанӑн Иеговӑна айӑплама сӑлтав пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл арҫын тӑван хӑйне Турӑ сыватнӑшӑн ҫеҫ уншӑн ӗҫлет тесе каланӑ пулӗччӗ (Иов 1:9—11; 2:4). Унсӑр пуҫне, Иегова пур чир-чӗре те пӗтерес вӑхӑта палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Пирӗн вара ҫав вӑхӑт ҫитиччен хамӑр тӗлӗнмелле майпа сываласса кӗтмелле мар (Ис. 33:24; Ӳлӗм. 21:3, 4). Ҫавӑнпа та арҫын тӑван Иеговӑран вӑй тата канӑҫлӑх ыйтма пултарать. Ҫапла майпа вара, чирленине пӑхмасӑрах, парӑнмасӑр малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултарӗ (Пс. 28:11).
14. Джанис тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14 Вефильте ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ Джаниса астӑватӑр-и? Вӑл пилӗк ҫул иртсен тин хӑйӗн кӗлли ҫине Иегова мӗнле хуравланине ӑнланса илнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Ҫав вӑхӑт хушшинче Иегова мана вӗрентнӗ тата лайӑхланма пулӑшнӑ. Манӑн ӑна ытларах шанма вӗренмелле пулнӑ. Хам тӗллӗн Библи вӗренес тӗлӗшрен те манӑн лайӑхланмаллаччӗ. Тата эпӗ хам кирек ӑҫта пулсан та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пултарассине ӑнланса илтӗм». Каярахпа унӑн упӑшкине район старейшини пулма лартнӑ. Унчченхине аса илсе Джанис ҫапла калать: «Иегова манӑн кӗлӗсем ҫине, ҫакӑ эпӗ кӗтнӗ пек пулмарӗ пулин те, хуравларӗ. Вӑл мӗн таран лайӑх хуравланине эпӗ тӳрех ӑнланса илеймерӗм. Анчах та халӗ эпӗ вӑл мана юратнӑшӑн тата манпа ырӑ пулнӑшӑн ҫав тери пархатарлӑ».
Иегова хӑвӑрӑн кӗлӗсем ҫине хуравламасть пек туйӑнсан, урӑххи ҫинчен кӗлтуса пӑхӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр)f
15. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне кӗлӗре Иеговӑран тӳррӗнех ыйтманни лайӑх? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
15 Виҫҫӗмӗш ыйту ҫапларах пулма пултарать: «Тен, манӑн мӗн те пулин урӑххи ҫинчен кӗлтумалла?» Паллах, тӳррӗн кӗлтуни вӑл лайӑх. Анчах та хӑш-пӗр чухне Иеговӑн хӑвӑра мӗнле хуравламаллине палӑртса хумасан тата лайӑхрах пулать. Ҫапла вара Иегова пирӗн валли мӗн шутласа хунине пӗлме пире ҫӑмӑлтарах пулӗ. Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме ӗмӗтленекен хӗрарӑм тӑван ҫинчен калаҫар. Вӑл ҫав шкулта вӗренсе тухса хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрасшӑн (Ап. ӗҫ. 16:9, 10). Ҫавӑнпа та вӑл, ҫав шкулта вӗренесси пирки кӗлтунисӗр пуҫне, хӑйӗн халех ӑҫта вӑй хумаллине Иеговӑран кӑтартма ыйтма пултарать. Кайран ҫав хӗрарӑм тӑванӑн хӑйӗн кӗллисемпе килӗшӳллӗн хӑйне тытмалла. Сӑмахран, вӑл район старейшининчен ӑҫта пионерсем сахал, ҫавӑн пек пухусем юнашар пур-и тесе ыйтма пултарать. Е хӑш вырӑнта хыпарҫӑсем ҫитсех кайманнине пӗлес тесе филиала ҫыру ҫырса яма пултаратьe.
16. Эпир ҫак статьяран мӗн пӗлтӗмӗр?
16 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланинчен вӑл пире юратни тата вӑл «тӗрӗслӗх Турри» пулни курӑнать (Ис. 30:18; Пс. 4:4). Хӑш-пӗр чухне Турӑ эпир кӗтнӗ пек хуравламасть. Ҫапах та вӑл пирӗн кашни кӗллех итлет. Иегова пире питӗ юратать. Вӑл пире нихӑҫан та хӑвармӗ (Пс. 9:11). Ҫавӑнпа та «кирек хӑҫан та Ӑна шанса тӑрӑр» тата ӑна хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине веҫех каласа парӑр (Пс. 61:9).
43-МӖШ ЮРӐ Тав туса кӗлтуни
a Ку статьяра эпир ҫакна пӗлӗпӗр: Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланинчен вӑл пире юратни тата вӑл тӗрӗслӗх Турри пулни курӑнать.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
c 2022 ҫулхи февральте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Эсир Иегова яланах тӗрӗс тунине ӗненетӗр-и?» статьяна пӑхӑр, 3—6 абзацсем.
d Иегова пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшни ҫинчен ытларах пӗлес тесе jw.org сайтри «Кӗлӗ чӑтса ирттерме пулӑшать» видеона пӑхӑр.
e Эсир урӑх филиал пӑхса тӑракан территорире ырӑ хыпар сарасшӑн пулсан «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекене пӑхӑр, 10-мӗш сыпӑк, 6—9 абзацсем.
f ӲКЕРЧӖК. Икӗ хӗрарӑм тӑван Иеговӑна кӗлтӑвать те Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренме заявлени парать. Вӗсенчен пӗрне ҫеҫ вӗренме чӗнеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах тепри ал усмасть. Вӑл Иеговӑна хӑйӗн ӑҫта вӑй хумаллине кӑтартма ыйтать. Кайран вӑл хыпарҫӑсем ӑҫта кирлӗрех пулнине пӗлес тесе филиала ҫыру ҫырать.