Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 10/15 22—27 с.
  • «Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪӲЛТИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАНИ — ҪАКНА МӖНЛЕ ӐНЛАНМАЛЛА?
  • АВРААМ «ҪӲЛХУҪАНА ӖНЕННӖ»
  • МОИСЕЙ «КУРӐНМАНСКЕРЕ КУРСА ТӐНӐ»
  • МАЛАЛЛА ТА ҪӲЛТИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
  • Моисей ӗненнӗ пек ӗненӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иегова ӑна «манӑн тусӑм» тенӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Эсир «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» кӗтсе пурӑнатӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Эсир Иегова еннелле пӑхатӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 10/15 22—27 с.

«Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр»

«Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр» (КОЛ. 3:2).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Авраампа Сарра Иеговӑна ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ?

  • Турӑ ирӗкне тӑвасси ҫинчен Моисей яланах шухӑшланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Мӗнле майпа эпир ҫӳлти ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?

1, 2. а) Колоссӑри пуху хӑрушлӑхра пулнине мӗн кӑтартса парать? ӑ) Колоссӑри тӑвансене пӗрлӗхе упраса хӑварма мӗнле канаш пулӑшнӑ?

КОЛОССӐРИ пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи пӗрлӗх хӑрушлӑхра пулнӑ! Хӑш-пӗр христиансем Моисей саккунне тытса тӑмалла тесе ҫине тӑнӑ. Теприсем пурнӑҫри ырӑлӑхсемпе савӑнса пурӑнни тӗрӗс мар тенӗ. Ҫак суя вӗрентӳсене сарӑлма парас мар тесе Павел апостол Колоссӑри тӑвансем патне хавхалантаракан ҫыру ҫырса янӑ та унта ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар» (Кол. 2:8).

2 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫынсен вӗрентӗвӗсем хыҫҫӑн кайнӑ пулсан, вӗсем Туррӑн ывӑлӗсем пулас чыса сирсе янӑ пулӗччӗҫ (Кол. 2:20—23). Вӗсене хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хаклӑ хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшас тесе Павел вӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр, ҫӗр ҫинчи ҫинчен ан шухӑшлӑр» (Кол. 3:2). Ҫапла, Христосӑн тӑванӗсен хӑйсем валли «тӳпере хатӗрлесе хунӑ» ҫӗрми еткере асра тытмалла пулнӑ (Кол. 1:4, 5).

3. а) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем мӗнле шанчӑк ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хальхи вӑхӑтра ҫӳлти ҫинчен — Туррӑн Патшалӑхӗ тата хӑйсен шанчӑкӗ, «Христоспа пӗрле... пая кӗрессисем» пуласси ҫинчен — шухӑшлаҫҫӗ (Рим 8:14—17). Анчах ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пуррисем пирки мӗн калама пулать? Павелӑн сӑмахӗсем вӗсемпе ҫыхӑннӑ-и? «Урӑх сурӑхсем» мӗнле майпа «ҫӳлти ҫинчен» шухӑшлама пултараҫҫӗ? (Иоанн 10:16.) Авраампа Моисей йывӑр вӑхӑтра та ҫӳлти ҫинчен шухӑшланӑ. Эпир вӗсенчен мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр?

ҪӲЛТИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАНИ — ҪАКНА МӖНЛЕ ӐНЛАНМАЛЛА?

4. Урӑх сурӑхсем ҫӳлти ҫинчен мӗнле шухӑшлама пултараҫҫӗ?

4 Урӑх сурӑхсен пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк ҫук пулин те, вӗсем те ҫӳлти ҫинчен шухӑшлама пултараҫҫӗ. Мӗнле майпа? Иегова Турра тата унӑн Патшалӑхне хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хунипе (Лука 10:25—27). Ҫав тӗлӗшрен эпир пурте Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр (1 Петр 2:21). Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем пурӑннӑ чухнехи пекех, хальхи вӑхӑтра та эпир Сатанан тӗнчинче суя шухӑшсем, философи тата укҫапа пурлӑхшӑн ҫунасси анлӑ сарӑлнине куратпӑр. (2 Коринф 10:5 вуласа пар.) Иисусран пирӗн тӗслӗх илмелле те Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене сиен кӳме пултаракан кирек мӗне те хирӗҫ тӑмалла.

5. Укҫапа пурлӑх ҫине эпир хамӑр мӗнле пӑхнине епле тӗрӗслеме пултаратпӑр?

5 Эпир укҫапа пурлӑх ҫине ҫак тӗнче пӑхнӑ пек пӑхма пуҫламарӑмӑр-и? Эпир мӗне юратни пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсенчен курӑнса тӑрать. Иисус каланӑ: «Пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ» (Матф. 6:21). Пире хамӑр чӗре ӑҫталла туртнине пӗлес тесе пирӗн хамӑра хутран-ситрен тӗрӗслесе пӑхмалла. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ укҫапа ҫыхӑннӑ япаласем пирки ытлашши пӑшӑрханатӑп-и, лайӑх ӗҫе вырнаҫасси е хамӑн пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен нумай шухӑшлатӑп-и? Е эпӗ пурнӑҫа ансатлатма тата Иеговӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусем ҫинчен ялан шухӑшлама тӑрӑшатӑп?» (Матф. 6:22.) Кам «ҫӗр ҫинче... пурлӑх» пухассине пуринчен мала хурать, ҫавсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫухатма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ Иисус (Матф. 6:19, 20, 24).

6. Ӳт илӗртнине эпир мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр?

6 Эпир ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа ҫӑмӑллӑнах тӗрӗс маррине тума пултаратпӑр. (Рим 7:21—25 вуласа пар.) Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳмесен эпир «сӗмлӗх ӗҫӗсене» тума пуҫлама пултаратпӑр. Ҫавсем шутне «ӗҫкӗ-ҫикӗпе» иртӗхни, «намӑс ӗҫ» туса тӑни, «аскӑнланса» пурӑнни кӗрет (Рим 13:12, 13). «Ҫӗр ҫинчине», урӑхла каласан, ӳт илӗртнине, ҫӗнтерес тесен пирӗн «ҫӳлти ҫинчен» шухӑшламалла. Ҫакна тумашкӑн вӑй хумалла. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел апостол ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӳтӗме чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Кор. 9:27). Пирӗн те хамӑра тытса чарсах тӑмалла. Халӗ вара авалхи икӗ шанчӑклӑ арҫын Турра юрас тесе мӗн тунине пӑхса тухар (Евр. 11:6).

АВРААМ «ҪӲЛХУҪАНА ӖНЕННӖ»

7, 8. а) Авраампа Саррӑн мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнӗ? ӑ) Авраам мӗн ҫинчен яланах шухӑшланӑ?

7 Иегова Авраама хӑйӗн кил-йышӗпе Ханаан ҫӗрне куҫса кайма ыйтсан, лешӗ тӳрех итленӗ. Авраам ӗненнӗрен тата пӑхӑнса тӑнӑран Иегова унпа килӗшӳ тунӑ та каланӑ: «Санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп» (Пулт. 12:2). Анчах ҫулсем иртсен те Авраампа Саррӑн ачасем пулман. Нивушлӗ Иегова Авраама панӑ сӑмаха манса кайнӑ? Унсӑр пуҫне Ханаанра пурӑнма ҫӑмӑл пулман. Авраампа унӑн кил-йышӗ Урти, Месопотамире вырнаҫнӑ пуян хулари, ҫурчӗпе хурӑнташӗсене хӑварнӑ. Ханаана ҫитмешкӗн вӗсен 1 600 ҫухрӑм ытла каймалла пулнӑ, унта вара вӗсен чатӑрсенче пурӑнма, выҫлӑха чӑтса ирттерме тата вӑрӑ-хурахсемпе тӗл пулма тивнӗ (Пулт. 12:5, 10; 13:18; 14:10—16). Ҫавна пӑхмасӑрах вӗсем канлӗ пурӑнма Ура таврӑнас темен! (Еврейсем 11:8—12, 15 вуласа пар.)

8 Авраам «ҫӗр ҫинчи ҫинчен» шухӑшламан, ун вырӑнне вӑл «Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ» (Пулт. 15:6). Вӑл хӑйне Турӑ мӗн тума сӑмах пани ҫинчен яланах шухӑшланӑ. Иегова Авраамӑн ӗненӗвне курнӑ, ҫавӑнпа ӑна каланӑ: «Тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар... санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ» (Пулт. 15:5). Ҫакӑ Авраама питӗ тӗреклетнӗ пулас! Ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхмассерен Авраама ҫакӑ хӑйӗн тӑхӑмне Иегова йышлӑ тума сӑмах панине аса илтерсе тӑнӑ. Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитсен, Авраамӑн, Иегова каласа хунӑ пекех, ывӑл ача ҫуралнӑ (Пулт. 21:1, 2).

9. Авраам тӗслӗхӗ пире мӗнле майпа Турӑшӑн хастарлӑ ӗҫлеме хавхалантарать?

9 Авраам пекех, эпир те Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланасса кӗтетпӗр (2 Петр 3:13). Эпир ҫӳлти ҫинчен шухӑшламастпӑр пулсан, ҫав сӑмах панисем пурнӑҫланасси пире вӑраха кайнӑ пек туйӑнма пултарӗ, вара эпир, тен, Иеговӑшӑн унчченхи пек хастарлӑ ӗҫлеме пӑрахӑпӑр. Сӑмахран, унччен пионер пулса ӗҫлес е сӑваплӑ ӗҫе ытти майсемпе нумайрах тӑвас тесе сирӗн нумайӑшне хӑварма, чылай вӑй хума тивмерӗ-и? Ку ҫапла пулсан, сире ҫавӑншӑн мухтаса илме юрать. Халӗ вара сирӗн пирки мӗн калама пулать? Авраам «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хулана» яланах асра тытнине ан манӑр (Евр. 11:10). «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» (Рим 4:3).

МОИСЕЙ «КУРӐНМАНСКЕРЕ КУРСА ТӐНӐ»

10. Ҫамрӑк чухне Моисей мӗнле пурнӑҫпа пурӑннӑ?

10 Моисей те ҫӳлти ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫамрӑк чухне ӑна «Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ». Ҫакӑ вӑл ахаль пӗлӳ пулман. Вӑл вӑхӑтра Египет ҫӗр ҫинчи чи хӑватлӑ ҫӗршыв пулнӑ, Моисей вара фараон килӗнчисемпе пӗрле пурӑннӑ. Ҫавӑн пек чаплӑ пӗлӳ илнӗрен Моисей «сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ» (Ап. ӗҫ. 7:22). Ҫакӑ ун умӗнче мӗнле майсем уҫса пама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Анчах та Моисей чылай пӗлтерӗшлӗреххи — Туррӑн ирӗкне тӑвасси — ҫинчен шухӑшланӑ.

11, 12. Моисей мӗнле пӗлӗве питӗ хакланӑ тата ҫавна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

11 Моисея пӗчӗк чухне унӑн тӑван амӑшӗ, Иохаведа, еврейсен Турри ҫинчен вӗрентнӗ паллах. Иегова ҫинчен калакан пӗлӗве Моисей питӗ пысӑка хунӑ, ҫав пӗлӳ уншӑн кирек мӗнле пуянлӑхран та хаклӑрах пулнӑ. Ҫавӑнпа та каярахпа вӑл фараон килӗнче пурӑннине пула илме пултарнӑ майсемпе тата ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курас темен. (Еврейсем 11:24—27 вуласа пар.) Моисея пӗчӗк чухне илнӗ пӗлӳ тата Иеговӑна ӗненни ҫӳлти ҫинчен шухӑшлама пулӑшнӑ.

12 Моисей вӑл вӑхӑтра ҫынсем пама пултаракан чи чаплӑ пӗлӳ илнӗ. Вӑл ҫав пӗлӳпе Египетри хӑватлӑ, паллӑ тата пуян ҫын пулас тесе усӑ курнӑ-и? Ҫук. Ун вырӑнне вӑл, Библире каланӑ тӑрӑх, «хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ». Тӗрӗссипе каласан, Моисей Иегова ҫинчен калакан пӗлӳпе Унӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе усӑ курнӑ.

13, 14. а) Иегова шанса панӑ ӗҫе хатӗрленме Моисея мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Моисей пекех, пирӗн мӗн тумалла?

13 Моисей Иеговӑпа Унӑн халӑхне юратнӑ. Хӗрӗх ҫул тултарсан Моисей хӑйӗн пирки Турӑ халӑхне Египет чуралӑхӗнчен хӑтарма хатӗр тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 7:23—25). Анчах та Иегова ӑна ҫак ӗҫсене шанса париччен Моисейӑн хӑш-пӗр лайӑх енсене аталантармалла пулнӑ, сӑмахран, унӑн хӑйне кӗҫӗне хума, тӳсӗмлӗ, йӑваш тата чаруллӑ пулма хӑнӑхмалла пулнӑ (Ытар. 15:33). Моисейӑн вӗренмелле пулнӑ, ҫакӑ вара ӑна пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшнӑ пулӗччӗ. Моисея хӗрӗх ҫул хушши кӗтӳҫ ӗҫне туса пурӑнни Турра юрӑхлӑ лайӑх енсене аталантарма пулӑшмалла пулнӑ.

14 Ҫавӑн пек вӗренни Моисея усӑ панӑ-и? Паллах панӑ! Моисей «ҫӗр ҫинчи пур ҫынран та йӑвашрах» пулса тӑнӑ тесе каланӑ Турӑ Сӑмахӗнче (Йыша шутл. 12:3). Вӑл хӑйне кӗҫӗне хума вӗреннӗ, ҫавна пула вӑл тӗрлӗ йышши ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне тата вӗсен йывӑрлӑхӗсене татса панӑ чухне тӳсӗмлӗ пулма пултарнӑ (Тух. 18:26). Пирӗн те, тен, хамӑра «пысӑк асап витӗр» тухма тата Туррӑн тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнчине кӗме пулӑшакан лайӑх енсене аталантармалла (Ӳлӗм. 7:14). Пире ҫынсемпе — уйрӑмах, пирӗн шутпа, час кӳренекен е пурне те йывӑра илекен ҫынсемпе — килӗштерсе пурӑнма май килет-и? Петр апостол каланӑ ҫак сӑмахсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ: «Пурне те хисеплӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр» (1 Петр 2:17).

МАЛАЛЛА ТА ҪӲЛТИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

15, 16. а) Мӗншӗн пирӗн ҫӳлти ҫинчен яланах шухӑшламалла? ӑ) Мӗншӗн христиансен яланах хӑйсене тӗрӗс тытмалла?

15 Эпир «йывӑр саманара» пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1). Ҫавӑнпа та пирӗн Турӑпа ҫывӑх пулас тесен ҫӳлти ҫинчен яланах шухӑшламалла (1 Фес. 5:6—10). Ҫавна тумалли виҫӗ мая пӑхса тухар.

16 Хамӑра мӗнле тытни. Хамӑра тӗрӗс тытни питӗ кирлӗ пулнине Петр ӑнланнӑ. Вӑл каланӑ: «Суя тӗнлисем хушшинче ырӑ ӗҫ туса пурӑнӑр, вара вӗсем... сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса... Ӑна [Турра] мухтавлӗҫ» (1 Петр 2:12). Эпир кирек ӑҫта пулсан та: килте-и, ӗҫре-и, шкулта-и, канатпӑр-и е сӑваплӑ ӗҫе тӑватпӑр-и, хамӑра тӗрӗс тытнипе Иеговӑна мухтава кӑларас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр. Паллах ӗнтӗ, ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑран эпир пурте йӑнӑшсем тӑватпӑр (Рим 3:23). Анчах та «ӗненӳшӗн чыслӑн кӗрешнипе» эпир хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳте ҫӗнтерме пултаратпӑр (1 Тим. 6:12, ҪХ).

17. Пирӗн шухӑш-кӑмӑл Христосӑнни пек пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

17 Пирӗн шухӑш-кӑмӑл. Хамӑра тӗрӗс тытас тесен пирӗн шухӑш-кӑмӑл та тӗрӗс пулмалла. Павел апостол ҫырнӑ: «Сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑр Христосӑнни пекех пулмалла» (Флп. 2:5, ҪХ). Иисус мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ? Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ, ҫакӑ вара ӑна сӑваплӑ ӗҫе чунне парса тума хавхалантарнӑ. Пуринчен ытла вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарасси ҫинчен шухӑшланӑ (Марк 1:38; 13:10). Иисусшӑн Турӑ Сӑмахӗ чи сумли шутланнӑ (Иоанн 7:16; 8:28). Вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва пикенсе тӗпченӗ, ҫавӑнпа та ӑна хӳтӗленӗ, ӑнлантарса панӑ тата унтан цитатӑсене илсе кӑтартнӑ. Сӑваплӑ ӗҫре хамӑра кӗҫӗне хунипе тата хастарлӑ пулнипе, ҫавӑн пекех Библие хамӑр тӗллӗн тарӑннӑн тӗпченипе эпир ытларах та ытларах Христос шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫлӑпӑр.

18. Иегова пире шанса панӑ ӗҫе эпир мӗнле тума пултаратпӑр?

18 Эпир вӑй хуни. Иеговӑн тӗллевӗ тӑрӑх, «ҫӳлтисен те, ҫӗр ҫинчисен те» Иисуса пӑхӑнса тӑмалла (Флп. 2:9—11). Ҫавӑн пек питӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине пӑхмасӑрах Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне пӑхӑнса тӑрать. Пирӗн те ҫавнах тумалла (1 Кор. 15:28). Мӗнле? Пире шанса панӑ ӗҫе — тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе — пӗтӗм чӗререн тунипе (Матф. 28:19). Ҫавӑн пекех эпир «пурне те ырӑлӑх» тӑвасшӑн, хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене те, ытти ҫынсене те (Гал. 6:10).

19. Мӗн тума пирӗн ҫирӗп шут тытмалла?

19 Иегова пире ҫӳлти ҫинчен шухӑшламалла тесе аса илтерсе тӑнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! Ҫавна тумашкӑн пирӗн «ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла» чупмалла (Евр. 12:1, 2). Апла пулсан, айтӑр «Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан» ӗҫлесе тӑрар, вара пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире чуна парса вӑй хунишӗн туллин пиллӗ (Кол. 3:23, 24).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр