Кӑмӑла ҫӗклекен виҫӗ кун
1. Кӑҫалхи область конгресӗнчен эпир мӗн кӗтетпӗр?
1 Кӑмӑла мӗн ҫӗклентерет, ҫавӑ Сатана тӗнчинче пӗтнӗпе пӗрех, Иегова вара ҫав тӗнчере пурӑнакан хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме мӗн кирлине парса тӑрать (Ис. 58:11). Ҫакна тумалли пӗр май вӑл — ҫулсеренхи область конгресӗсем. Область конгресӗ ҫывхарса килнӗрен, унта пулса кӑмӑла ҫӗклес тесен пирӗн мӗнле хатӗрленмелле? (Ытар. 21:5.)
2. Пирӗн мӗн-мӗн ҫинчен малтанах шухӑшласа хумалла?
2 Конгресра пулас тесе ӗҫре халех калаҫса татӑлма тӑрӑшӑр тата кулленхи ытти ӗҫӗрсене тӗрӗс йӗркелемешкӗн вӑхӑт уйӑрӑр. Кашни кун вӑхӑтра ҫитсе программа пуҫланичченех вырӑн йышӑнас тесе конгреса ҫитмешкӗн ҫул ҫине мӗн чухлӗ вӑхӑт кайнине шутласа пӗлтӗр-и? Иегова пире валли, Хӑйӗнпе ҫывӑхрах пулмашкӑн, сӑнарлӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, пирӗн нихӑшне те тутанса пӑхмасӑр хӑварас килмест! (Ис. 65:13, 14.) Ӑҫта пурӑнасси ҫинчен тата мӗнле ҫитесси ҫинчен эсир шухӑшласа хунӑ-и?
3. Пире тата пирӗн ҫемьене конгресс программинчен туллин усӑ илме мӗнле канашсем пулӑшӗҫ?
3 Программӑна тимлӗ итлеме пире мӗн-мӗн пулӑшӗ? Конгресс хыҫҫӑн каҫхине лайӑх канма тӑрӑш. Доклад вӑхӑтӗнче докладчик ҫине тимлӗн пӑх. Вӑл асӑнакан кашни сӑвӑ йӗркине Библире туп. Кӗскен ҫырса пыр. Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене тимлӗ итлеме пулӑшас тесе вӗсемпе пӗрле ларни лайӑх (Ытар. 29:15). Эсир хӑвӑра килӗшнӗ шухӑшсене конгресс хыҫҫӑн, тен, каҫхине, ҫемьепе пӗрле сӳтсе явӑр. Программа малалла та кӑмӑла ҫӗклеме пулӑштӑр тесен, хӑвӑр ҫемьене уйрӑмах кирлӗ шухӑшсене конгресс хыҫҫӑн, кӑшт вӑхӑт иртсен, эсир ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫра сӳтсе явма пултаратӑр.
4. Хамӑр пухури тӑвансене эпир кӑмӑлӗсене ҫӗклентерме мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
4 Ыттисене кӑмӑлӗсене ҫӗклеме пулӑшӑр. Пирӗн ыттисене те конгресра пултарас килет, ҫапла вӗсен кӑмӑлӗсене те ҫӗклентерес килет. Сирӗн пухури ватӑ тӑвансемпе ытти хыпарҫӑсенчен кама та пулин конгреса кайма пулӑшу кирлӗ-и? Сирӗн вӗсене пулӑшма май пур-и? (1 Иоанн 3:17, 18.) Старейшинӑсен, уйрӑмах ушкӑн надзирателӗсен, ҫакӑн пек хыпарҫӑсене пулӑшу парасси пирки тӑрӑшмалла.
5. Конгреса чӗнмелли чӗнӳ хучӗсене эпир мӗнле салатӑпӑр? (Ҫӳлерех илсе панӑ рамкӑна та пӑх.)
5 Ытти чухнехи пекех, пӗтӗм тӗнчипе ҫынсене конгрессене чӗнмелли кампани иртӗ. Пухусен тӗллевӗ — пур чӗнӳ хучӗсене салатасси. Кампани хыҫҫӑн сирӗн ҫемьен чӗнӳ хучӗсем юлчӗҫ пулсан, вӗсемпе май килнӗ чухне усӑ курас тесе вӗсене конгреса илӗр. Ытларах информаци эсир конгресра эрнекун илӗр. Конгресс иртекен хулара сирӗн ҫемье чӗнӳ хучӗсене салатса пӗтереймерӗ пулсан вӗсене, конгреса пырсан, пӗрремӗш кунах, йӗркене пӑхса тӑракан арҫын тӑвана пама юрать. Пӗр экземпляр хӑвӑр валли хӑварӑр — вӑл сире вырсарникун юлашки доклад вӑхӑтӗнче кирлӗ пулать.
6. Конгресра мӗнле майпа хамӑра лайӑх тытма пултаратпӑр?
6 Хамӑра лайӑх тытни усӑллӑ. Паян нумай ҫын хӑйне юратать, ҫавӑнпа ыттисен туйӑмӗсене шута илмест. Хӑйсене лайӑх тытма тӑрӑшакан пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнма пире мӗн тери кӑмӑллӑ! (2 Тим. 3:2.) 8:00 ирхине, алӑксем уҫӑлсан, эпир конгреса лӑпкӑн, йӗркеллӗ кӗретпӗр пулсан, лармалли вырӑн пӗрле пурӑнакансем е пӗрле машинӑра килнисем, е кампа эпир Библи вӗренетпӗр, ҫавсем валли кӑна йышӑнатпӑр пулсан; программӑн кашни пайӗ пуҫланас умӗн кӗвӗ итлеме тата вырнаҫса ларма ыйтнине эпир итлетпӗр пулсан; сотовӑй телефонсем тата пейджерсем программа вӑхӑтӗнче никама та ан чӑрмантарччӑр тесе вӗсене сасӑсӑр режима лартатпӑр пулсан; программа вӑхӑтӗнче калаҫмастпӑр, телефонсем е пейджерсем ҫине килнӗ ҫырусене вуламастпӑр, хурав та ҫырмастпӑр тата апат ҫиместпӗр, коридорсем тӑрӑх утса ҫӳреместпӗр пулсан — ҫакӑ пурте эпир хамӑра лайӑх тытнине кӑтартать.
7. Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнса пӗр-пӗрин кӑмӑлне мӗнле ҫӗклентерме пултаратпӑр?
7 Хавхалантаракан хутшӑну. Конгрессем пире кӑмӑла ҫӗклентерекен христианла пӗрлӗхпе тата тӑванлӑхпа савӑнма тепӗр май параҫҫӗ (Пс. 132:1—3). Ытти пухусенчи тӑвансемпе мӗншӗн-ха хӑвӑн пӗрремӗш пырса паллашас мар? (2 Кор. 6:13.) Кашни кун пӗр ҫемьепе е пӗр-пӗр тӑванпа паллашма тӗллев лартма пулать. Ҫакна кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче тума пулать. Ресторана, кафене ҫиме е лавккана апат-ҫимӗҫ илме каяс вырӑнне, ыттисемпе хутшӑнас тесе, кӑштах ҫимелли хӑвӑрпа пӗрле илсе килӗр. Ҫапла туса ҫӗнӗ шанчӑклӑ юлташсем тупма пулать.
8. Конгресра доброволец пулса ӗҫлени мӗншӗн лайӑх тата ҫакна мӗнле тумалла?
8 Сӑваплӑ ӗҫре пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнса ӗҫлени мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ парать! Эсир пӗр-пӗр отделпа пӗрле ӗҫлеме е хӑвӑрӑн пухӑва тирпей кӳме панӑ ҫӗрте пулӑшма пултараймастӑр-ши? (Пс. 109:3.) Сире хальлӗхе пӗр ӗҫ тума та ыйтман пулсан, эсир доброволецсен отделне кайса хӑвӑр пулӑшма хатӗр пулни ҫинчен калама пултаратӑр. Ӗҫлекенсем нумай чухне ӗҫлеме ҫӑмӑлтарах тата савӑнӑҫлӑрах.
9. Конгресс вӑхӑтӗнче хамӑра мӗнле тытни ҫине тата ҫи-пуҫ ҫине мӗншӗн уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла?
9 Эпир хамӑра лайӑх тытни ыттисене килӗшет. Конгресс иртнӗ кунсенче эпир программа вӑхӑтӗнче кӑна мар, ытти вӑхӑтра та конгресс делегачӗсем шутланатпӑр. Конгресс иртекен хулара эпир хамӑра мӗнле тытнине сӑнакан ҫынсене эпир Иегова Свидетелӗ пулман ҫынсенчен питӗ уйрӑлса тӑни курӑнса тӑмалла (1 Петр 2:12). Конгресра та, хамӑр пурӑнакан вырӑнсенче е ресторансенче те пирӗн хамӑрӑн тумтирпе тата ҫи-пуҫпа Иеговӑна чысламалла (1 Тим. 2:9, 10). Пирӗн тумтир ҫинче плакетка яланах пулсан, пире тӗл пулакан ҫынсем эпир Иегова Свидетелӗсем пулнине тӳрех ӑнланӗҫ. Ун чухне пирӗн хамӑрӑн конгресс ҫинчен каласа парса свидетельство пама май пулӗ.
10. Хӑна ҫурчӗсенче, общежитисенче, кафесенче тата ресторансенче ӗҫлекенсене пирӗн конгресс ҫинчен тӗрӗс шухӑшлама мӗн пулӑшӗ?
10 Хӑна ҫурчӗсенче, общежитисенче, ресторансенче тата кафесенче ӗҫлекенсемпе эпир мӗнле килӗштерсе ӗҫлеме пултаратпӑр? Хӑвӑра кирлинчен ытларах пӳлӗм заказ ан тӑвӑр, ҫапла тумасан ыттисем ҫав пӳлӗмсене заказ тӑваймӗҫ, хӑна ҫурчӗсене вара тӑкаксене саплаштарма йывӑр пулать. Килнӗ е кайнӑ кун сире кӗтме ыйтрӗҫ пулсан тӳсӗмлӗ тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр (Кол. 4:6). Ресторансенче тата кафесенче ӗҫлекенсене, хӑна ҫурчӗсенче пире чӑматансене е сумкӑсене йӑтса пулӑшакансене, пӳлӗме тирпей кӳрекенсене тата ытти тӗрлӗ пулӑшӑва паракансене чейлӗх, ҫапла тума йышӑннӑ пулсан, памалла.
11. Эпир хамӑра христиансем пек тытни ыттисемшӗн лайӑх свидетельство пулма пултарнине ҫынсен мӗнле сӑмахӗсем кӑтартаҫҫӗ?
11 Конгресс вӑхӑтӗнче эпир хамӑра лайӑх тытни ытти ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Пӗр хаҫатра конгресс иртнӗ пӗр ҫурт-йӗрӗн менеджерӗ каланӑ сӑмахсене илсе панӑ. Вӑл каланӑ: «Ҫак ҫынсем ӑшӑ кӑмӑллӑ. Эпир вӗсене кашни ҫулах йышӑнма хатӗр». Пӗлтӗр пӗр ҫын конгресс делегачӗсем пурӑнакан хӑна ҫуртӗнче бумажникне ҫухатнӑ. Бумажнике унта мӗн пуррипе веҫех хӑна ҫурчӗн менеджерне тавӑрса панӑ хыҫҫӑн вӑл бумажник хуҫине каланӑ: «Хӑна ҫуртӗнче хӑйсен конгресне килнӗ Иегова Свидетелӗсем нумай пулни сирӗншӗн питӗ лайӑх. Урӑхла пулсан кам та пулин тавӑрса парасса ӗненме йывӑр».
12. Ҫывхарса килекен конгреспа ҫыхӑннӑ мӗнле тӗллев тата мӗншӗн лартмалла?
12 Кӗҫех кӑҫалхи область конгресӗсем пуҫланӗҫ. Кӑмӑла ҫӗклентерекен программа тата конгреса ирттерме вырӑнсем хатӗрлеме нумай вӑхӑт кайнӑ тата чылай ӗҫленӗ. Конгресӑн виҫӗ кунӗнче те пулмашкӑн, пире валли Иегова тата унӑн организацийӗ мӗн хатӗрленине тимлӗн итлемешкӗн тӗллев лартӑр. Хӑвӑра тӗрӗс тытнипе, хавхалантаракан калаҫусемпе тата лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе ыттисен кӑмӑлне ҫӗклеме ҫирӗп шут тытӑр. Ун чухне вара, пӗр делегат хӑйне мӗнле туйнӑ, ҫавӑн пек туйӑм пурин те пулӗ, вӑл пӗлтӗрхи конгресс пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫакӑ ман пурнӑҫри чи паллӑ событисенчен пӗри!»
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ытти чухнехи пекех, пӗтӗм тӗнчипе ҫынсене область конгресӗсене чӗнмелли кампани иртӗ
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Конгресра та, хамӑр пурӑнакан вырӑнсенче е ресторансенче те пирӗн хамӑрӑн тумтирпе тата ҫи-пуҫпа Иеговӑна чысламалла
[7-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Хӑвӑра тӗрӗс тытнипе, хавхалантаракан калаҫусемпе тата лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе ыттисен кӑмӑлне ҫӗклеме ҫирӗп шут тытӑр
[4-7мӗш страницӑри ҫырса хуни]
2011 ҫулхи область конгресӗпе ҫыхӑннӑ аса илтерӳсем
◼ Конгресс расписанийӗ. Конгресс программи кашни кунах 9:20 пуҫланать. Конгреса 8:00 пуҫласа кӗме юрать. Турӑ Патшалӑхӗн кӗввисем пуҫлансан, программа Турра тивӗҫлӗ пуҫлантӑр тесе пурин те хӑйсен вырӑнӗсене вырнаҫса лармалла. Эрнекунпа шӑматкун программа 16:55 вӗҫленет, вырсарникун вара — 15:40.
◼ Машина лартмалли вырӑн. Конгресс иртекен вырӑнсенче, май пулсан, машинӑсем лартма тӳлевсӗр вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ. Машинӑна пушӑ вырӑна, килсессӗнех, лартма юрать. Инвалидсен машинисем валли ятарлӑ вырӑн пулать, машина ҫинче инвалид пулнине кӑтартакан паллӑ пур пулсан вӗсем машинӑна ҫав вырӑна лартаҫҫӗ. Машинӑсене лартмалли вырӑнта вырӑн пурин валли ҫитмесен те пултарать, ҫавӑнпа та машинӑсем тулли килни лайӑхрах.
◼ Лармалли вырӑнсем. Кампа машинӑра пӗрле ларса килнӗ е пӗрле пурӑнатӑн, ҫавӑн пекех кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсем валли кӑна вырӑн йышӑнма пултаратӑн (1 Кор. 13:5).
◼ Кӑнтӑрлахи апат. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче конгресран каймалла ан пултӑр тесе ҫимелли апата хӑвпа пӗрле илсе кил. Кирлӗ пулсассӑн, лармалли вырӑн айне вырнаҫакан пӗчӗк сумка-холодильник илсе килме пултаратӑн. Пысӑк сумка-холодильниксем, кӗленчерен тунӑ савӑт-сапасем илсе килме юрамасть.
◼ Ирӗклӗн панӑ укҫа-тенкӗ. Конгреса йӗркеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир ирӗклӗн укҫа-тенкӗ панипе кӑтартатпӑр, ҫакна эпир Турӑ Патшалӑх Залӗнче е конгресра тума пултаратпӑр.
◼ Кӗтмен ҫӗртен пулса тухнӑ инкексем. Конгресс иртекен вырӑнта кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан, ҫакӑн ҫинчен йӗркене пӑхса тӑракан арҫын тӑвана пӗлтер. Вӑл тӳрех пӗрремӗш пулӑшу службине пӗлтерет. Ҫав отделта ӗҫлекенсем тӑвана кирлӗ пулӑшу пама пултарӗҫ. Кирлӗ пулсан, вӗсем васкавлӑ пулӑшу чӗнӗҫ. Ҫапла тусан ҫавӑнта ӗҫлекенсене кирлӗ-кирлӗ маршӑн шӑнкӑравласа чӑрмантармӑпӑр.
◼ Эмелсем. Тухтӑр хушнипе эмелсем ӗҫетӗр пулсан, тархасшӑн, вӗсене хӑвӑрпа пӗрле илме ан манӑр, мӗншӗн тесен конгресра вӗсене памаҫҫӗ.
◼ Атӑ-пушмак. Кашни ҫул атӑ-пушмака пула инкексем пулаҫҫӗ. Атӑ-пушмак сӑпайлӑ тата вырӑнлӑ пулмалла, ун чухне картлашкасем тӑрӑх тата ытти тӳрем мар вырӑнсенче ҫӳреме ҫӑмӑл тата хӑрушӑ мар пулать.
◼ Ача коляскисем тата хуҫлатмалли пукансем. Конгресс иртекен вырӑнта ача коляскисемпе тата хуҫлатмалли пукансемпе усӑ курма юрамасть. Анчах та ачасене ларма ятарлӑ вырӑн — ӑна ашшӗ-амӑшӗсемпе юнашар вырӑн ҫине лартма пулать пулсан — илсе килме юрать.
◼ Парфюмери. Хальхи вӑхӑтра нумай конгресс ҫуртсенче иртет. Вӗсенче искусственнӑй вентиляции кӑна пур. Ҫавӑнпа та ыттисене юратнӑран вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе ытлашши усӑ курма кирлӗ мар. Ҫакӑн пек парфюмерипе усӑ курни хӑш-пӗр чирпе чирлекен ҫынсен сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 10:24).
◼ «Пожалуйста, посети этого человека» бланк (S-43). Конгресс иртнӗ кунсенче ырӑ хыпара май килнӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ чухне чӑнлӑхпа ҫын интересленчӗ пулсан, ҫавӑн пек кашни ҫын ҫинчен S-43 бланкпа усӑ курса пӗлтер. Хыпарҫӑсен конгреса каяс умӗн хӑйсемпе пӗрле ҫак бланка пӗр е икӗ штук илмелле. Бланк ҫине кирлӗ информацие ҫырса хунӑ хыҫҫӑн литература отделне е конгресран таврӑнсан хӑвӑр пухӑвӑн секретарьне пар. (2009 ҫулхи ноябрьти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинчи 4-мӗш страницӑна пӑх.)
◼ Ресторанта тата кафере. Ресторанта е кафере хӑвна лайӑх тытнипе Иегова ятне мухтава кӑлар. Чейлӗх хӑварма йышӑннӑ пулсан эсӗ те хӑвар.
◼ Хӑна ҫуртӗнче.
1. Пурӑнма миҫе пӳлӗм кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӑна заказ ту тата пӳлӗмре миҫе ҫын пурӑнма палӑртнӑ, ҫавӑн шутӗнчен ан ирт.
2. Йышӑнса хунӑ пӳлӗм кирлӗ мар пулчӗ пулсан, хӑна ҫуртне тӳрех шӑнкӑравласа пӗлтер (Матф. 5:37).
3. Япаласене куҫарма пулӑшакан урапана япаласене хатӗрлесе хурсан кӑна ил тата ыттисем те усӑ курма пултарччӑр тесе хӑв усӑ курнӑ хыҫҫӑн ӑна тӳрех илнӗ вырӑна хур.
4. Апат-ҫимӗҫе ӑҫта хатӗрлеме юрать, ҫавӑнта хатӗрле.
5. Тӳлевсӗр ирхи апатпа, кофепе е пӑрпа хӑна ҫуртӗнче пурӑнакансем кӑна усӑ курма пултараҫҫӗ, ҫак йӗркерен ан тух.
6. Хӑна ҫуртӗнчи ҫынсемпе калаҫнӑ чухне святой сывлӑш ҫимӗҫӗ санра палӑрса тӑтӑр. Вӗсен нумай хӑнана пӑхма тивет, ҫавӑнпа та эсӗ йӗркеллӗ, чӑтӑмлӑ, ырӑ пулнине вӗсем питӗ хаклӗҫ.
7. «Пурӑнма сӗннӗ вырӑнсен» списокӗнче пӳлӗмӗн пӗр талӑкри пӗтӗмӗшле хакне кӑтартнӑ. Сана хӑв мӗнпе усӑ курман е мӗн эсӗ заказ паман, ҫавӑншӑн хушса тӳлеме ыйтаҫҫӗ пулсан, ан тӳле тата ҫакӑн пирки пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӳрех шӑнкӑравласа кала.
8. Хӑна ҫуртӗнчи пулӗмпе ҫыхӑннӑ пур йывӑрлӑх ҫинчен те пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӑхтаса тӑмасӑрах пӗлтер.
9. Хӑна ҫуртӗнче регистрациленнӗ чухне кредит е урӑх карттӑсемпе усӑ куракансене аса илтеретпӗр. Ытларах чухне пӳлӗмшӗн тӳлемешкӗн, ҫавӑн пекех сирӗн айӑпа пула пулма пултаракан тӑкака саплаштармашкӑн тата ытти кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан япаласемшӗн хӑна ҫурчӗ сирӗн карттӑ ҫинчен укҫа тытса юлать. Ҫав укҫа-тенкӗпе эсир хӑна ҫуртӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн темиҫе кун хушшинче хӑна ҫурчӗпе расчет тӑвиччен усӑ кураймастӑр.
◼ Доброволецсен отделӗ. Пулӑшу кирлӗ ҫӗрте доброволец пулса ӗҫленипе эпир конгресра пулса илнӗ савӑнӑҫа татах та вӑйлӑлататпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35). Пулӑшу пама кӑмӑл пуррисем пурте хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен конгресӑн Доброволецсен отделне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ е опекунӗ ирӗк панӑ пулсан, ашшӗпе е амӑшӗпе, опекунӗпе е пӗр-пӗр ҫитӗннӗ ҫынпа пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Чӗнӳ хучӗсене эпир мӗнле сӗнӗпӗр?
Хӑв кама чӗнес тетӗн, ҫавсене пурне те списока кӗрт. Списока тус-юлташусене, хурӑнташусене, кӳршӗсене, пӗрле ӗҫлекенсене тата ыттисене те кӗртме пултаратӑн. Чӗнӳ хучӗн пӗрремӗш страницине питӗ интереслӗ тунӑ, ҫавӑнпа та ӑна ҫынна панӑ чухне вӑл ҫав страницӑна курма пултартӑр. Хавхалануллӑн кала. Канмалли кунсенче чӗнӳ хучӗсене салатнӑ май, вырӑнлӑ пулсан, брошюрӑсене те сӗн. Каярахпа, конгресс умӗн, конгресс пирки аса илтерес тата пӗрле кайма сӗнес тесе чӗнӳ хучӗ парса хӑварнӑ пур ҫын патне тепӗр хут килсе калаҫма пулать.