Хамӑра мӗнле тытни Турра мухтава кӑларать
1. Область конгресӗсем иртнӗ чухне Иегова Свидетелӗсене мӗншӗн асӑрхамасӑр тӑма ҫук?
1 Эпир область конгресӗсенче пулнӑ чухне ҫынсем пире тӳрех асӑрхаҫҫӗ. Конгрессем иртекен хӑш-пӗр хулара вырӑнти хыпарсенче пирӗн мероприяти пирки пӗлтерме пултараҫҫӗ. Ытларах чухне хӑна ҫурчӗсенче, ресторансенче тата кафесенче конгреса килнӗ ҫынсене курма пулать тата юнашар пурӑнакансем пур ҫӗрте те плакеткӑллӑ ҫынсене кураҫҫӗ. Акӑ конгреса кайсан пире хамӑра мӗнле тытнипе Турра мухтава кӑларма пулӑшакан аса илтерӳсем (1 Петр 2:12).
2. Конгресс иртнӗ вӑхӑтра эпир сӑпайлӑ тумланни Турра мӗнле мухтава кӑларма пултарать?
2 Сӑпайлӑ тумтир. Эпир конгресра пулнӑ чухне пирӗн тумтир сӑпайлӑ тата хитре пулни ҫынсене час-часах лайӑх витӗм кӳрет. Анчах эпир ытти вӑхӑтра, сӑмахран хӑна ҫуртӗнче регистрациленнӗ чухне, ресторанра е кафере ҫинӗ чухне тата лавккара пулнӑ чухне мӗнле тумланни ҫынсене ытларах витӗм кӳрет. Ҫакӑн пек чухне капӑр тӑхӑнни кирлех мар пулин те, пирӗн тумтир сӑпайлӑ, тивӗҫлӗ пулмалла, кулленхи тумтире тӑхӑнмалла мар. Иеговӑна ӗненмен ҫынсемпе пирӗн хушӑри уйрӑмлӑха ҫынсен курмалла (Рим 12:2). Унсӑр пуҫне, пирӗн плакеткӑпа ҫӳремелле, мӗншӗн тесен вӑл конгресс ҫине тимлеттерӗ, чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме май парӗ тата конгреса килнӗ ытти тӑвансене пире палласа илме пулӑшӗ.
3. Эпир чӑтӑмлӑх тата хамӑра лайӑх тытма пӗлнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
3 Чӑтӑмлӑх тата хамӑра тытма пӗлни. Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ хӑйне юратать тата пархатарсӑр, ҫавӑнпа пирӗн чӑтӑмлӑх тата эпир хамӑра тытма пӗлни ҫынсене лайӑх витӗм кӳрӗ, тӗслӗхрен хӑна ҫурчӗсенче, ресторанра е кафесенче ӗҫлекенсене (2 Тим. 3:1—5). Конгресра вырӑн йышӑннӑ чухне е ҫӗнӗ публикацисем илме черете тӑнӑ чухне пирӗн хамӑра мар, ыттисене ырӑ тума тӑрӑшмалла (1 Кор. 10:23, 24). Область конгресне пӗрремӗш хут килнӗ чӑнлӑхпа интересленекен ҫын акӑ мӗн каланӑ: «Эпӗ ҫав кун пулнӑ пӗр доклада та астумастӑп, анчах Свидетельсем хӑйсене мӗнле тытни халӗ те асра».
4. Лару-тӑру май парать пулсан, конгресра доброволец пулса ӗҫлесси ҫинчен мӗншӗн-ха шухӑшласа пӑхас мар?
4 Хатӗр пулни. Хатӗр пулни — чӑн христиансен уйрӑмлӑхӗ (Пс. 109:3). Эсӗ конгресра доброволец пулса пулӑшма пултаратӑн-и? Пӗр конгресс умӗн тирпей ӗҫӗсене 600 тӑвана яхӑн хутшӑннӑ. Ҫавӑнти персонал каланӑ: «Эпир ҫакӑн пеккине нихӑҫан та курман! Ҫак ҫынсем пурте доброволецсем пулнине ӗненме йывӑр». Эпир 2013 ҫулхи область конгресӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, унта эпир Турӑ пире мӗн каланине итлесе унран вӗренетпӗр кӑна мар, ӑна мухтава кӑларатпӑр.
[3-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
2013 ҫулхи область конгресӗпе ҫыхӑннӑ аса илтерӳсем
◼ Конгресс расписанийӗ. Конгресс программи кашни кунах 9:20 пуҫланать. Конгреса 8:00 пуҫласа кӗме юрать. Турӑ Патшалӑх кӗввисем янӑрама пуҫласан, программа тивӗҫлӗ пуҫлантӑр тесе пурин те хӑйсен вырӑнӗсене лармалла. Эрнекунпа шӑматкун программа 16:50 вӗҫленет, вырсарникун вара — 15:35.
◼ Машина лартмалли вырӑн. Конгресс иртекен вырӑнсенче, май пулсан, машинӑсем лартма тӳлевсӗр вырӑнсем хатӗрлӗҫ. Машинӑна пушӑ вырӑна килсессӗнех лартма юрать. Вырӑн пурин валли ҫитмесен те пултарать, ҫавӑнпа та машинӑсем тулли килни лайӑхрах. Инвалидсен машинисем валли, вӗсен патшалӑх палӑртнӑ паллӑ пур пулсан, уйрӑм вырӑн пулӗ.
◼ Вырӑнсем. Пӗр машинӑра килнисем е кил-йышрисем валли тата кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсем валли кӑна вырӑн йышӑнма юрать. Ваттисемпе инвалидсем валли вырӑн нумаях пулмӗ, ҫавӑнпа вӗсен кил-йышӗнчисем пурте вӗсемпе ларма пултараймӗҫ. Ваттисем, инвалидсем тата вӗсене пулӑшакансем валли палӑртнӑ вырӑнсене ыттисен йышӑнмалла мар (1 Кор. 13:5).
◼ Кӑнтӑрлахи апат. Тӑхтав вӑхӑтӗнче конгресран каяс мар тесе ҫимелли хӑвпа пӗрле илсе кил. Кирлӗ пулсан, лармалли вырӑн айне вырнаҫакан пӗчӗк сумка-холодильник ил. Пысӑк сумка-холодильниксем, кӗленчерен тунӑ савӑт-сапа илсе килме юрамасть.
◼ Кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗ. Конгреса йӗркеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир Патшалӑх залӗнче е конгресра кӑмӑлтан укҫа-тенкӗ парса кӑтартатпӑр.
◼ Эмелсем. Тухтӑр хушнипе эмелсем ӗҫетӗр пулсан, тархасшӑн, вӗсене хӑвӑрпа пӗрле илме ан манӑр, конгресра вӗсене памаҫҫӗ. Диабетпа чирлекенсене укол тумалли шприцсемпе йӗпсене конгресс иртекен вырӑнти тата хӑна ҫуртӗнчи яланхи урнӑна пӑрахмалла мар.
◼ Атӑ-пушмак. Кашни ҫулах атӑ-пушмака пула инкексем пулаҫҫӗ, уйрӑмах вӑл пысӑк кӗлӗллӗ пулсан. Атӑ-пушмакӑн сӑпайлӑ, вырӑнлӑ пулмалла, ун чухне картлашкасем тӑрӑх тата ытти тӳрем мар вырӑнсенче ҫӳреме ҫӑмӑл тата хӑрушӑ мар пулӗ.
◼ Ача коляскисем тата хуҫлатмалли пукансем. Конгресс иртекен вырӑнта ача коляскисемпе тата хуҫлатмалли пукансемпе усӑ курма юрамасть. Анчах ачасем валли шанчӑклӑ лармалли вырӑн, ӑна ашшӗ-амӑшӗпе юнашар вырӑн ҫине вырнаҫтарма пулать пулсан, илсе килме юрать.
◼ Парфюмери. Хальхи вӑхӑтра нумай конгресс искусственнӑй вентиляци кӑна пур ҫуртсенче иртет. Ҫавӑнпа ыттисене юратнӑран вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе ытлашши усӑ курма кирлӗ мар. Ҫакӑн пек парфюмерипе усӑ курни хӑш-пӗр чирпе чирлекен ҫынсен сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 10:24).
◼ «Пожалуйста, посети этого человека» бланк (S-43). Конгресс иртнӗ кунсенче ырӑ хыпара май килнӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ чухне чӑнлӑхпа интересленнӗ кашни ҫын ҫинчен S-43 бланкпа усӑ курса пӗлтер. Информацие палӑртнӑ бланксене литература отделне е конгресран таврӑнсан хӑвӑр пухӑвӑн секретарьне пар.
◼ Ресторансем тата кафе. Ресторанта е кафере хӑвна лайӑх тыткаланипе Иегова ятне мухтава кӑлар. Чейлӗх хӑварма йышӑннӑ пулсан эсӗ те хӑвар.
◼ Хӑна ҫуртӗнче.
1) Миҫе пӳлӗм кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӑна заказ ту тата пӳлӗмре миҫе ҫын пурӑнма палӑртнӑ, ҫавӑн шутӗнчен ан ирт.
2) Пӳлӗме йышӑнса хунине витӗмлӗ сӑлтава пула кӑна пӑрахӑҫла, ҫакӑн ҫинчен хӑна ҫуртне тӳрех шӑнкӑравласа пӗлтер (Матф. 5:37). Ҫакна тунӑ чухне пӑрахӑҫланине кӑтартакан номер (е ҫирӗплетекен хут) панине тӗрӗслеме ан ман. Вӑхӑт 48 сехетрен сахалрах юлнӑ пулсан укҫана тавӑрса памӗҫ.
3) Хӑна ҫуртӗнче регистрациленнӗ чухне кредит е урӑх карттӑсемпе усӑ куракансене аса илтеретпӗр. Ытларах чухне пӳлӗмшӗн тӳлеме, ҫавӑн пекех сирӗн айӑпа пула пулма пултаракан тӑкака саплаштарма тата ытти кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан япаласемшӗн хӑна ҫурчӗ сирӗн карттӑ ҫинчен укҫа тытса юлать. Ҫав укҫа-тенкӗпе эсир хӑна ҫуртӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн хӑна ҫурчӗпе темиҫе кун хушшинче расчет тӑвичченех усӑ курма пултараймӑр.
4) Япаласене куҫарма пулӑшакан урапана япаласене хатӗрлесе хурсан кӑна ил тата ыттисем те усӑ курма пултарччӑр тесе усӑ курнӑ хыҫҫӑн тӳрех хӑй вырӑнне хур.
5) Чейлӗх хӑварма йышӑннӑ пулсан, хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсем чӑматансене йӑтма пулӑшнӑ чухне е пӳлӗме тирпеленӗ чухне вӗсене чейлӗх пар.
6) Апат-ҫимӗҫе ӑҫта хатӗрлеме юрать, ҫавӑнта хатӗрле.
7) Тӳлевсӗр ирхи апатпа, кофепе е пӑрпа хӑна ҫуртӗнче пурӑнакансем кӑна усӑ курма пултараҫҫӗ, ҫак йӗркерен ан тух.
8) Хӑна ҫуртӗнчи ҫынсемпе калаҫнӑ чухне святой сывлӑш ҫимӗҫӗ санра яланах палӑрса тӑтӑр. Вӗсен нумай хӑнана пӑхма тивет, ҫавӑнпа вӗсем эсӗ йӗркеллӗ, чӑтӑмлӑ, ырӑ пулнине питӗ хаклӗҫ.
9) Ашшӗ-амӑшӗн ачисене хӑна ҫуртӗнче пулнӑ пур вӑхӑтра та пӗрмаях асӑрхаса тӑмалла: бассейнра, ҫынсене йышӑнакан пӳлӗмре, тренажер залӗнче тата ытти ҫӗрте.
10) «Пурӑнма сӗннӗ вырӑнсем» списокра пӳлӗмӗн пӗр талӑкри пӗтӗмӗшле хакне кӑтартнӑ. Сана хӑв мӗнпе усӑ курман е мӗн эсӗ заказ паман, ҫавӑншӑн хушса тӳлеме ыйтаҫҫӗ пулсан, ан тӳле тата ҫакӑн пирки пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӳрех шӑнкӑравласа кала.
11) Хӑна ҫуртӗнчи пӳлӗмпе ҫыхӑннӑ пур йывӑрлӑх ҫинчен пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӑхтаса тӑмасӑр пӗлтер.
◼ Пулӑшакансен отделӗ. Пулӑшу пама кӑмӑл пуррисем конгресӑн пулӑшакансен отделне пыма пултараҫҫӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ е опекунӗ ирӗк панӑ пулсан, ашшӗпе е амӑшӗпе, опекунӗпе е аслӑраххисемпе пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ.