Область конгресӗсенче Турра мухтава кӑларатпӑр
1. Израильте ҫулсерен ирттернӗ уявсемпе область конгресӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?
1 Иосифпа Мария хӑйсен ачисемпе тата юлташӗсемпе Иерусалима ҫулсерен иртекен уявсене пӗр сиктермесӗр ҫӳренӗ. Унта пырсан, вӗсем ыттисем пекех хӑйсен кулленхи ӗҫӗсем ҫинчен мар, Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ кирлӗрех ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ. Уявсем вӑхӑтӗнче Иеговӑн ырӑлӑхӗ тата унӑн законӗ ҫинчен калаҫма тата шухӑшлама лайӑх май пулнӑ. Ҫывхарса килекен область конгресӗсенче эпир те Иеговӑна пуҫҫапӑпӑр, ҫакӑ пире сахал мар савӑнӑҫ парӗ.
2. Ҫывхарса килекен конгресра пулас тесе пирӗн мӗн тумалла?
2 Хатӗрленни кирлӗ. Иерусалима кайма тата унтан каялла таврӑнма Иисусӑн ҫемйине 200 ҫухрӑма яхӑн утма тивнӗ. Иосифпа Марийӑн миҫе ача пулнине эпир пӗлместпӗр, анчах та ҫакӑн пек ҫулҫӳреве тухма вӗсен сахал мар вӑй хума тата вӑхӑт уйӑрма тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратпӑр. Ҫывхарса килекен область конгресӗнче виҫӗ кунӗнче те пулас тесе мӗн тумаллине эсӗ турӑн-и? Тен, эсӗ конгресра пулас тесе отпуск илнӗ е ӗҫ параканпа калаҫса татӑлнӑ, е тата сан ачу ҫак кунсенче уроксенче пулманни ҫинчен учителе пӗлтернӗ. Хӑна ҫуртне шӑнкӑравласа хӑвна валли вырӑн йышӑнса хутӑн-и, ҫакӑ кирлӗ пулсан? Тен, эсӗ, пухури тӑвансенчен кама та пулин конгресра пулма уйрӑмах пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пулӑшма хатӗр пулсах пулӑшӑн? (1 Иоан. 3:17, 18)
3. Израильте иртекен уявсем пӗр-пӗрне хавхалантарма мӗнле май панӑ?
3 Хавхалантаракан хутшӑну. Еврей халӑхӗн уявӗсем уява килнисене пурне те пӗр-пӗрне хавхалантарма пулӑшакан уйрӑм вӑхӑт пулнӑ. Иисусӑн килйышӗнчисем тахҫанхи тусӗсемпе тӗлпуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ, ҫавӑн пекех ҫул ҫинче пулнӑ чухне е уяв вӑхӑтӗнче вӗсем еврейсемпе прозелитсем хушшинче ҫӗнӗ туссем тупма тӑрӑшнӑ.
4. Хамӑрӑн христианла тӑванлӑха хакланине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?
4 Тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чура докладсене журналсенче пичетлесе парас вырӑнне вӗсене область конгресӗ урлӑ пире итлеме май панин пӗр сӑлтавӗ вӑл — эпир конгрессенче пӗр-пӗрне хавхалантарма пултарни (Евр. 10:24, 25). Ҫавӑнпа конгреса иртерех, вӑл пуҫланичченех, пыма тӑрӑш. Ҫапла майпа кӗвӗ пуҫланасси ҫинчен пӗлтериччен — ҫакӑ вӑл кашнин хӑйӗн вырӑнне йышӑнмаллине пӗлтерет — эсӗ ыттисемпе хутшӑнса савӑнӑҫ илӗн. Эпир сире кӑнтӑрлахи апата хӑвӑрпа пӗрле илсе килме сӗнетпӗр, ҫапла майпа эсир конгресс иртекен вырӑнтан каяс вырӑнне конгреса килнисемпе хутшӑнма пултаратӑр. Пирӗн христианла тӑванлӑх вӑл — Иегова панӑ парне, ӑна эпир питӗ хаклатпӑр (Мих. 2:12).
5. Конгресс программинчен усӑ илме пире мӗн пулӑшӗ?
5 Вӗренмелли вӑхӑт. Мӗн ачаранах Иисус ҫак уявсем вӑхӑтӗнче пӗлӗтри Ашшӗ ҫинчен нумайрах пӗлсе пынӑ (Лука 2:41—49). Пире тата пирӗн килйышрисене конгресс программинчен усӑ илме мӗн пулӑшӗ? Программа пынӑ вӑхӑтра вырӑнта лар, кирлӗ-кирлӗ марри ҫинчен калаҫса ан лар. Сотовӑй телефон, пейджер е ҫавнашкал электронлӑ хатӗрсем никама та чӑрмантармалла мар. Доклад тӑвакана тимлӗ итле, кирлӗ шухӑшсене кӗскен ҫырса пыр. Программӑна ачасем те тимлӗ итлесе ларччӑр тесе ҫемьепе пӗрле лар. Килӗшнӗ шухӑшсене ҫемьепе пӗрле каҫхине сӳтсе явма вӑхӑт уйӑр.
6. Тумтирпе ҫи-пуҫ пирки пирӗн мӗн асра тытмалла?
6 Тумтир тата ҫи-пуҫ. Иисусӑн килйышӗнчисем тата ытти иудей ҫыннисем Иеговӑна пуҫҫапакансем пулнине ют ҫӗршыв сутуҫисем ҫӑмӑллӑнах пӗлме пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем уява кайнӑ чухне те, унтан килнӗ чухне те арки вӗҫне ҫӳҫе янӑ, ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухнӑ тумтирсем тӑхӑннӑ пулнӑ (Шутл. 15:37—41). Паян чӑн христиансем ятарлӑ тумтир тӑхӑнмаҫҫӗ. Вӗсем сӑпайлӑ та таса тумтир тӑхӑнаҫҫӗ. Конгреса кайнӑ чухне те, килнӗ чух та тата конгресс иртекен хулара та пирӗн хамӑрӑн ҫи-пуҫ мӗнле пулнине асӑрхаса тӑмалла. Программа хыҫҫӑн тумтире улӑштартӑмӑр пулсан, вӑл йӗркеллӗ тата сӑпайлӑ пулмалла. Ҫавӑн пекех тумтир ҫинче яланах плакетка пулмалла. Ҫакӑн пек эпир Иегова Свидетелӗ пулман ҫынсенчен уйрӑлса тӑрӑпӑр та ҫынсене хамӑр ҫинчен лайӑх шухӑшлама пулӑшӑпӑр.
7. Конгресс вӑхӑтӗнче пулӑшакан пулма май пурри ҫинчен мӗншӗн шухӑшласа пӑхмалла?
7 Пулӑшакансем кирлӗ. Конгресс ирттӗр тесен, пулӑшакансем кирлӗ. Хӑв пулӑшма хатӗр пулнине эсӗ кӑтартӑн-и? (Пс. 109:3). Ҫак ӗҫ сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни шутне кӗрет тата лайӑх свидетельство парать. Пӗр комплексӑн менеджерӗ Иегова Свидетелӗсем конгресс хыҫҫӑн ҫак вырӑна тасатса тирпейленине курнӑ та тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, вара каланӑ: «Ҫак чаплӑ событие курма май пулнӑшӑн эпӗ сире пархатарлӑ. Иегова Свидетелӗсем конгресс ирттернӗ ҫуртсене малтанхинчен те тасарах хӑварнипе палӑрса тӑракан ҫынсем пулнине эпӗ нумай хутчен илтнӗччӗ. Ҫак вырӑн эсир пулӑшнипе хулари чи лайӑх вырӑнсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Пире ӗҫлеме тӳр килнӗ ҫынсенчен эсир чи лайӑххисем».
8. Конгресс иртекен хулара ырӑ хыпара пӗлтерме мӗнле майсем пулма пултараҫҫӗ?
8 Ырӑ хыпара пӗлтермелли май. Конгресс иртекен хулари ҫынсем тирпейлӗ тумланнӑ делегатсене плакеткӑсемпе курӗҫ те сирӗн кунта мӗн иртет тесе ыйтма пултарӗҫ. Ҫакӑ конгресс ҫинчен каласа пама май парать. Тӑватӑ ҫулхи ача конгресра халь анчах илнӗ хӑйӗн публикацине ресторанта официанткӑна кӑтартнӑ. Ҫакна пула ачан ашшӗпе амӑшӗ официанткӑна конгреса чӗннӗ.
9. Эпир, Иисусӑн ҫемйи пекех, конгрессемшӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
9 Авалхи уявсем, Иегова ҫинчен ытларах пӗлес текен иудейсемшӗн, савӑнӑҫлӑ вӑхӑт пулнӑ (Сакк. аст. 16:15). Иисусӑн ҫемйи ҫак уявра пулас тесе нумай вӑй хунӑ. Эпир те хамӑрӑн область конгресӗсене хаклатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсене юратакан пӗлӗтри Атте Иегова панӑ парне вырӑнне хуратпӑр (Иак. 1:17). Ҫулсерен иртекен ҫав уява — Иеговӑна савӑнса пуҫҫапмалли уява — паянах хатӗрленме пуҫлар!
[6, 7-мӗш страницӑсенчи рамка]
Область конгресӗпе ҫыхӑннӑ асаилтерӳсем
◼ Конгресс расписанийӗ. Конгресс программи кашни кунах 9 сехет те 20 минутра пуҫланать. Конгреса 8.00 сехетрен пуҫласа кӗме юрать. Турӑ Патшалӑхӗн кӗввисем пуҫлансан, программа Турра тивӗҫлӗ пуҫлантӑр тесе пурин те хӑйсен вырӑнӗсене вырнаҫса лармалла. Эрнекунпа шӑматкун программа 16.55 вӗҫленет, вырсарникун вара — 15.40.
◼ Машина лартмалли вырӑн. Конгресс ирттернӗ вырӑнсенче, май пулсассӑн, машинӑсем лартма тӳллевсӗр вырӑнсем хатӗрлесе хураҫҫӗ. Машинӑна пушӑ вырӑна, килсессӗнех, лартма юрать. Инвалидсем хӑйсен машинисене ятарлӑ вырӑна лартма пултараҫҫӗ, енчен те вӗсен машина ҫинче инвалид пулнине кӑтартакан паллӑ пур пулсан. Машинӑсем лартмалли вырӑнта вырӑн пурне валли ҫитмесен те пултарать, ҫавӑнпа та машинӑсем тулли килни лайӑхрах.
◼ Лармалли вырӑнсем. Кампа машинӑра пӗрле ларса килнӗ е кампа пӗрле пурӑнатӑн, ҫавӑн пекех кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсем валли кӑна вырӑн йышӑнма пултаратӑн (1 Кор. 13:5).
◼ Кӑнтӑрлахи апат. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче конгресран каймалла ан пултӑр тесе ҫимелли апата хӑвпа пӗрле илсе кил. Кирлӗ пулсассӑн, лармалли вырӑн айне вырнаҫакан пӗчӗк сумка-холодильник илсе килме пултаратӑн. Пысӑк сумка-холодильниксем, кӗленчерен тунӑ савӑт-сапасем илсе килме юрамасть.
◼ Ирӗклӗн панӑ укҫа-тенкӗ. Конгреса йӗркеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир ирӗклӗн укҫа-тенкӗ панипе кӑтартатпӑр. Ҫакна эпир Патшалӑх Залӗнче е конгресра тума пултаратпӑр.
◼ Кӗтмен ҫӗртен пулса тухнӑ инкексем. Конгресс иртекен вырӑнта кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан, ҫакӑн ҫинчен йӗркене пӑхса тӑракан арҫын-тӑвана пӗлтер. Вӑл тӳрех пӗрремӗш пулӑшу службине пӗлтерет. Ҫав отделта ӗҫлекенсем тӑвана кирлӗ пулӑшу пама пултарӗҫ. Кирлӗ пулсан, вӗсем васкавлӑ пулӑшу чӗнӗҫ.
◼ Атӑ-пушмак. Кашни ҫул атӑ-пушмака пула инкексем пулаҫҫӗ. Атӑ-пушмак сӑпайлӑ тата вырӑнлӑ пулмалла, ун чухне картлашкасем тӑрӑх тата ытти тӳрем мар вырӑнсенче ҫӳреме ҫӑмӑл тата хӑрушӑ мар пулать.
◼ Программӑна ҫырса илни. Ҫырса илмелли электронлӑ хатӗрсене конгресри электричество е сасса вӑйлатмалли хатӗрсемпе ҫыхӑнтармалла мар. Вӗсемпе усӑ курни ыттисене чӑрмантармалла мар.
◼ Ача коляскисем тата хуҫлатмалли пукансем. Конгресс иртекен вырӑнта ача коляскисемпе тата хуҫлатмалли пукансемпе усӑ курма юрамасть. Анчах та ачасене ларма ятарлӑ вырӑн — ӑна ашшӗ-амӑшӗсем ларакан вырӑнпа юнашар вырӑн ҫине лартма пулать пулсан — илсе килме пултараҫҫӗ.
◼ Парфюмери. Хальхи вӑхӑтра конгрессем ытларах ҫуртсенче иртеҫҫӗ. Вӗсенче искусственнӑй вентиляции кӑна пур. Ҫавӑнпа та ыттисене юратнӑран вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе ытлашши усӑ курма кирлӗ мар. Ҫакӑн пек парфюмерипе усӑ курни хӑш-пӗр чирпе чирлекен ҫынсен сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 10:24).
◼ «Пожалуйста, посети этого человека» ятлӑ бланк. Конгресс иртнӗ кунсенче май килнӗ вӑхӑтра эпир ырӑ хыпара пӗлтернӗ чухне чӑнлӑхпа интересленнӗ кашни ҫын ҫинчен «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланкпа усӑ курса пӗлтер. Хыпарҫӑсен конгреса каяс умӗн хӑйсемпе пӗрле пӗр е икӗ S-43 ятлӑ бланка илмелле. Ҫырса хатӗрленӗ бланка литература отделне е конгресран таврӑнсан хӑвӑр пухӑвӑн секретарьне пар. (km 09/11 4 с. ҫине пӑх.)
◼ Ресторанта. Ресторанта хӑвна лайӑх тытнипе Иегова ятне мухтава кӑлар.
◼ Хӑна ҫуртӗнче. 1) Пурӑнма миҫе пӳлӗм кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӑна йышӑн тата пӳлӗмре миҫе ҫын пурӑнма палӑртнӑ, ҫавӑн шутӗнчен ан ирт. 2) Йышӑнса хунӑ пӳлӗм кирлӗ мар пулса тухрӗ пулсассӑн, хӑна ҫуртне тӳрех шӑнкӑравласа пӗлтер. 3) Япаласене куҫарма пулӑшакан урапана япаласене хатӗрлесе хурсан кӑна ил тата ыттисем те усӑ курма пултарччӑр тесе хӑв усӑ курнӑ хыҫҫӑн ӑна тӳрех илнӗ вырӑна хур. 4) Пӳлӗмре апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме юрамасть пулсассӑн, ан хатӗрле. 5) Хӑна ҫуртӗнче хӑнасене тӳллевсӗр ирхи апат, кофе е пӑр параҫҫӗ. Ҫакӑнпа хӑна ҫуртӗнче кӑна усӑ курма юрать. Хӑна ҫуртӗнче йышӑннӑ йӗркерен ан тух. 6) Хӑна ҫуртӗнчи ҫынсемпе калаҫнӑ чухне святой сывлӑш ҫимӗҫӗ санра палӑрса тӑччӑр. Вӗсен нумай хӑнана пӑхма тивет, ҫавӑнпа та эсӗ йӗркеллӗ, чӑтӑмлӑ, ырӑ пулнине вӗсем питӗ хаклӗҫ. 7) «Пурӑнма сӗннӗ вырӑнсен» списокӗнче пӳлӗмӗн пӗр талӑкри пӗтӗмӗшле хакне налука шута илмесӗр кӑтартнӑ. Енчен те сана хӑв мӗнпе усӑ курман е мӗн эсӗ заказ паман, ҫавӑншӑн хушса тӳлеме ыйтаҫҫӗ пулсан ан тӳле тата ҫакӑн пирки пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӳрех шӑнкӑравла. 8) Хӑна ҫуртӗнчи пулӗмпе ҫыхӑннӑ пур йывӑрлӑх ҫинчен те пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӑхтаса тӑмасӑрах пӗлтер.
◼ Пурӑнмалли вырӑнсем. Ҫуртсенче тата хваттерсенче пурӑнма кӑмӑл пурри ҫинчен пӗлтернӗ чухне ҫаксене асра тытмалла: 1) заявка панӑ чухне яланах «Заявка на размещение лиц с особыми потребностями» (СО-5) ятлӑ бланкпа усӑ кур; 2) пурӑнма мӗнле вырӑнсем сӗнни ҫинчен пӗлтерекен «Размещение» (СО-4) ятлӑ бланка ыттисене ан пар; 3) пурӑнмалли вырӑна конгресс иртекен кунсем валли кӑна панине асра тыт; 4) ачасене хӑйсем тӗллӗн ан хӑварӑр, вӗсене асӑрхасах тӑрӑр; 5) тӑвансем тараватлӑ пулнине курнӑ май эсӗ те пархатарлӑ пул тата Апостолсен ӗҫӗсем 20:35-мӗш сӑвӑ йӗркинчи принципа манса ан кай; 6) йышӑннӑ вырӑн кирлӗ пулмасассӑн, ҫакӑн пирки ҫак енпе ӗҫлекен отдела тӳрех пӗлтермелле.
◼ Пулӑшакансен отделӗ. Пулӑшу кирлӗ ҫӗрте пулӑшакансем пулса ӗҫленипе эпир конгресра пулнипе илнӗ савӑнӑҫа татах та вӑйлӑлататпӑр (Апост. ӗҫ. 20:35). Пулӑшу пама кӑмӑл пуррисем пурте хӑйсен пулӑшма кӑмӑл пурри ҫинчен конгресӑн Пулӑшакансен отделне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вунултӑ ҫула ҫитмен ачасем те ашшӗпе е амӑшӗпе е пӗр-пӗр ҫитӗннӗ ҫынпа пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ, унпа ӗҫлеме ашшӗ-амӑшӗсем ирӗк панӑ пулсан.