Область конгресӗсем чӑнлӑх ҫинчен хӑватлӑн пӗлтереҫҫӗ
1. Ҫулсеренхи уявсенче израильтянсем Турӑ паракан мӗнле питӗ кирлӗ чӑнлӑхсем пирки шухӑшлама тата калаҫма пултарнӑ?
1 Ӗлӗк израильтянсем ҫулталӑкра виҫӗ хут уявсене пӗрле пуҫтарӑннӑ. Уявсенче арҫынсен кӑна пулмалла пулнӑ пулин те, Иерусалима, ҫак савӑнӑҫлӑ конгрессенче пулас тесе, час-часах ҫемьесем килнӗ (Сак. аст. 16:15, 16). Ҫакӑн пек событисем Турӑ паракан питӗ кирлӗ чӑнлӑхсем пирки шухӑшлама тата калаҫма май панӑ. Хӑшӗсем пирки-ха? Сӑмахран, Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ, юратакан Турӑ, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн кирлишӗн тӑрӑшни пирки (Сак. аст. 15:4—5). Е вӑл вӗсене вӗрентсе-ертсе пыни, хӳтӗлени пирки (Сак. аст. 32:9, 10). Унсӑр пуҫне, Иегова ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулнӑ май, израильтянсем унӑн тӳрӗлӗхне хӑйсен тивӗҫлӗн кӑтартмалли пирки шухӑшлама пултарнӑ (Сак. аст. 7:6, 11). Паян та ҫулсеренхи область конгресӗсем пире сахал мар усӑ параҫҫӗ.
2. Область конгресӗн программи мӗнле майпа чӑнлӑха ӑнланма пулӑшӗ?
2 Конгресс программи чӑнлӑха ӑнланма пулӑшать. Область конгресӗсенчи докладсем, драмӑсем, демонстрацисем, интервьюсем Библири питӗ кирлӗ чӑнлӑхсене ӑнлантарса параҫҫӗ (Иоанн 17:17). Ҫитес конгрессемпе ҫыхӑннӑ нумай ӗҫе тунӑ та ӗнтӗ. Иеговӑн организацийӗ пӗтӗм тӗнчери уй-хире ҫак вӑхӑтра мӗн кирлине шута илсе программӑна хатӗрлет (Матф. 24:45—47). Конгресра мӗн пулассине санӑн илтес тата курас килет-и?
3. Конгресс программинчен усӑ илме пире мӗн пулӑшӗ?
3 Эпир, паллах, виҫӗ кунӗнче те конгресра пулса программӑна тимлӗ итлесен кӑна усӑ илӗпӗр. Эсир хӑвӑра конгресс вӑхӑтӗнче ӗҫрен яма ӗҫ параканран ыйтма ӗлкӗреймен пулсан, ҫавна халӗ тӑвӑр. Конгресӑн пур программи вӑхӑтӗнче те хӑвӑра ҫӗкленӳллӗ туйма кашни умӗнхи каҫ ҫывӑрса тӑранма тӑрӑшӑр. Доклад тӑвакан ҫине пӑхсан, кӗскен ҫырса пырсан тимлӗ пулма ҫӑмӑлтарах пулнине нумайӑшӗ асӑрхать. Сотовӑй телефонӑн е пейджерӑн хӑвна та, ыттисене те чӑрмантармалла мар. Программа вӑхӑтӗнче калаҫма, SMS ҫырма тата ӗҫме е ҫиме юрамасть.
4. Конгресс вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачисене тимлӗ пулма мӗнле пулӑшма пултарать?
4 Израиль ҫемйисен шӑмат ҫулӗсенче, хӳшӗ уявӗ вӑхӑтӗнче Закона вуланине итлеме пухӑннӑ чухне, ачисем «итлеччӗр... вӗренччӗр» тесе вӗсене хӑйсемпе пӗрле илмелле пулнӑ (Сак. аст. 31:12). Конгресс вӑхӑтӗнче пӗрле ларакан ҫемьесене те, программа тӑршшӗпех тимлӗ итлекен ачасене те курма питӗ кӑмӑллӑ! Хӑвӑра уйрӑмах килӗшнӗ шухӑшсене пӗрле сӳтсе явас тесе, ҫырса пынӑ шухӑшсене кашни каҫах мӗншӗн-ха пӑхса тухас мар? Библире «яш ачан чӗрине ухмахлӑх ҫулӑхнӑ» тенӗрен ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен пӗчӗк ачисене, ҫавӑн пекех ҫамрӑккисене те, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче тата хӑна ҫуртӗнче пӑхсах тӑмалла, вӗсене пӗччен хӑвармалла мар (Ытар. 22:15; 29:15).
5. Хӑна ҫуртӗнче хамӑра лайӑх тыткалани мӗнле майпа чӑнлӑха илем кӳрет?
5 Эпир хамӑра лайӑх тыткалани чӑнлӑха илем кӳрет. Конгресс вӑхӑтӗнче эпир хамӑра лайӑх тыткалани чӑнлӑха илем кӳрет (Тит 2:10). Хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫавӑнта йышӑннӑ йӗркесене унта пурӑнакансем тытса тӑнине, хӑйсемпе чӑтӑмлӑ тата ырӑ пулнине асӑрхаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул, филиал представителӗсем пӗр хӑна ҫурчӗн администрацийӗпе калаҫса татӑлнӑ чухне, вӗсене каланӑ: «Сирӗн ҫынсем пирӗн хӑна ҫуртӗнче чарӑнни пире килӗшет. Вӗсем питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, туслӑн хутшӑнаҫҫӗ, яланах ӗҫлекенсене те хисеплеҫҫӗ, пурлӑхпа та асӑрхануллӑн усӑ кураҫҫӗ».
6. Конгресс вӑхӑтӗнче хамӑрӑн ҫи-пуҫ епле пулнипе эпир чӑнлӑха илем кӳме мӗнле пултаратпӑр?
6 Конгресс вӑхӑтӗнче плакеткӑпа ҫӳресен эпир конгресс ҫине тимлеттеретпӗр, хамӑра палласа илме паратпӑр кӑна мар, эпир хамӑра сӑнакан ытти ҫынсене те чӑнлӑх ҫинчен пӗлтеретпӗр. Конгресс иртекен хулара пурӑнакансем плакеткӑпа ҫӳрекенсем, ҫак тӗнчери ҫынсен тирпейсӗр те астаракан тумтирӗпе танлаштарсан, тирпейлӗ те сӑпайлӑ тӑхӑннине асӑрхӗҫ (1 Тим. 2:9, 10). Ҫавӑнпа конгресс вӑхӑтӗнче, ҫав шутра хӑна ҫуртне пурӑнма вырнаҫнӑ чухне те, хамӑрӑн ҫи-пуҫ епле пулнине асӑрхамалла. Шортӑпа, футболкӑпа килсен эпир хисеплеменнине кӑтартӑпӑр. Конгресс уҫӑ вырӑнта иртет пулсан та тивӗҫлӗ тӑхӑнмалла. Программа хыҫҫӑн тумтире улӑштарса ресторана каяс тетпӗр пулсан, манмалла мар: эпир ҫав-ҫавах конгресс делегачӗсем, ҫавӑнпа ҫыпӑҫусӑр тумланмалла мар.
7. Конгресс вӑхӑтӗнче хамӑрӑн, христиансен, хушшинчи пӗрлӗхпе савӑнма паракан пӗр майӗ мӗнле?
7 Ҫулсеренхи уявсенче израильтянсем ҫӗршывӑн тата тӗнчен ытти пайӗсенчи пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнса савӑннӑ, ҫакӑ пӗрлӗхе ҫирӗплетнӗ (Ап. ӗҫ. 2:1, 5). Пирӗн христианла тӑванлӑх пӗртен-пӗрре пулни уйрӑмах область конгресӗсем вӑхӑтӗнче питӗ палӑрать. Ҫак уйрӑмлӑх час-часах пире асӑрхакан-сӑнакансене вӑйлӑ витӗм кӳрет (Пс. 132:1). Юнашар ларакан тӑвансемпе паллашас тесе кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче конгресс иртекен вырӑнта юлни лайӑхрах, ҫавӑнпа та ҫимелли илме каймалла ан пултӑрччӗ тесе ҫырткаламалли хӑвпа пӗрле илсе кил.
8. Лару-тӑру май парать пулсан мӗншӗн пулӑшакан пулса ӗҫлени лайӑх?
8 Конгрессене лайӑх йӗркелени, унти йӗрке час-часах таврари ҫынсене, уйрӑмах пур ӗҫе те хӑйсен ирӗкӗпе пулӑшакансем тунине пӗлсен, витӗм кӳрет. Эсир хатӗр пулсах пулӑшакан пулса ӗҫлеме пултаратӑр-и? (Пс. 119:3.) Хӑш-пӗр чухне ҫемьесем, ачисене хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлес шухӑш-кӑмӑл кӑтартма вӗрентес тесе, ҫемйипех пулӑшакан пулса ӗҫлеҫҫӗ. Эсир вӑтанатӑр пулсан, конгресра пулӑшса ытти делегатсемпе паллашма пулать. Пӗр хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Хамӑн ҫемьесӗр тата темиҫе туссӑр пуҫне эпӗ конгресра никама та пӗлменччӗ. Тирпей ӗҫӗсене тума пулӑшнӑ май эпӗ нумай хӗрарӑм тата арҫын тӑванпа паллашрӑм! Питӗ аван пулчӗ!» Конгресра пулӑшса ҫӗнӗ туссем тупма пулать, ҫакӑ нумай савӑнӑҫ парӗ (2 Кор. 6:12, 13). Эсир пулӑшакан пулса ӗҫлемен пулсан старейшинӑсенчен ҫавӑнта хутшӑнас тесен мӗн тумаллине ыйтӑр.
9. Эпир ҫынсене конгреса мӗнле чӗнӗпӗр?
9 Ыттисене чӑнлӑха илтме чӗнетпӗр. Эпир конгресс умӗн виҫӗ эрне хушши, ытти ҫулсенчи пекех, конгреса чӗнмелли кампание хутшӑнӑпӑр. Чӗнӳ хучӗсене салатнӑ май пухусем май килнӗ таран ытларах участока тухма тӑрӑшӗҫ. («Чӗнӳ хутне епле сӗнмелле?» рамкӑна пӑхӑр.) Юлнӑ чӗнӳ хучӗсене конгреса илсе килмелле. Делегатсем вӗсемпе конгресс вӑхӑтӗнче май пулнӑ самантсенче чӑнлӑха пӗлтерме усӑ курма пултарӗҫ.
10. Конгреса чӗнме йӗркеленӗ ҫулсеренхи кампани усӑллӑ пулнине кӑтартакан тӗслӗхсем каласа парӑр.
10 Ҫулсенренхи ҫакӑн пек кампанисем усӑ параҫҫӗ-и? Пӗр конгресра йӗрке пӑхса тӑракан тӑван пӗр мӑшӑра вырӑн тупма пулӑшнӑ. Мӑшӑрсем хӑйсене чӗнӳ хутне пани пирки каланӑ, вӑл вӗсене «интереслӗ пек курӑннӑ». Килес тесе вӗсем 320 ҫухрӑм вӑрӑмӑш ҫула тухнӑ! Тепӗр тӗслӗх: килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ май хӗрарӑм тӑван конгресс пирки ытларах пӗлесшӗн пулнӑ арҫынна чӗнӳ хутне панӑ. Ӑна унпа сӳтсе явнӑ. Тепӗр темиҫе кунтан хӗрарӑм тӑван конгресра ҫак арҫынна тусӗпе пӗрле курнӑ — вӗсен аллисенче ҫӗнӗ публикацисем пулнӑ!
11. Хамӑрӑн ҫулсеренхи область конгресӗсенче пулни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
11 Ҫулсеренхи уявсем израильтянсене Иеговӑшӑн таса кӑмӑлтан тата тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑма пулӑшнӑ (Иис. Н. 24:14). Ҫавӑн пекех ҫулсеренхи область конгресӗсенче пулни пире «чӑнлӑхпа пурӑн[ма]» пулӑшать, ҫакӑ — Турра пуҫҫапнин кирлӗ пайӗ (3 Иоанн 3). Чӑнлӑха юратакансем конгресра пулас, чи пысӑк усӑ илес тесе тӑрӑшнине Иегова пиллетӗр!
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Конгресс вӑхӑтӗнче эпир хамӑра лайӑх тыткалани чӑнлӑха илем кӳрет
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Эпир конгресс умӗн виҫӗ эрне хушши конгреса чӗнмелли кампание хутшӑнӑпӑр
[3-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
2012 Ҫулхи область конгресӗпе ҫыхӑннӑ аса илтерӳсем
◼ Конгресс расписанийӗ. Конгресс программи кашни кунах 9:20 пуҫланать. Конгреса 8:00 пуҫласа кӗме юрать. Турӑ Патшалӑх кӗввисем янӑрама пуҫласан, программа тивӗҫлӗ пуҫлантӑр тесе пурин те хӑйсен вырӑнӗсене лармалла. Эрне кунпа шӑмат кун программа 16:55 вӗҫленет, вырсарни кун вара — 15:40.
◼ Машина лартмалли вырӑн. Конгресс иртекен вырӑнсенче, май пулсан, машинӑсем лартма тӳлевсӗр вырӑнсем хатӗрлӗҫ. Машинӑна пушӑ вырӑна килсессӗнех лартма юрать. Инвалидсен машинисем валли, вӗсен кирлӗ паллӑ пур пулсан, уйрӑм вырӑн пулӗ. Вырӑн пурин валли ҫитмесен те пултарать, ҫавӑнпа та машинӑсем тулли килни лайӑхрах.
◼ Вырӑнсем. Пӗр машинӑра килнисем е кил-йышрисем, ҫавӑн пекех кампа Библи вӗренетӗн, ҫавсем валли кӑна вырӑн йышӑнма юрать (1 Кор. 13:5).
◼ Кӑнтӑрлахи апат. Тӑхтав вӑхӑтӗнче конгресран каяс мар тесе ҫимелли хӑвпа пӗрле илсе кил. Кирлӗ пулсан, лармалли вырӑн айне вырнаҫакан пӗчӗк сумка-холодильник ил. Пысӑк сумка-холодильниксем, кӗленчерен тунӑ савӑт-сапа илсе килме юрамасть.
◼ Кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗ. Конгреса йӗркеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир Патшалӑх Залӗнче е конгресра кӑмӑлтан укҫа-тенкӗ парса кӑтартатпӑр.
◼ Кӗтмен ҫӗртен пулса тухнӑ инкексем. Конгресс иртекен вырӑнта кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан, йӗркене пӑхса тӑракан арҫын тӑвана пӗлтер, вӑл тӳрех пӗрремӗш пулӑшу службине пӗлтерӗ. Ҫав отделта пулӑшакансем тӑвана кирлӗ пулӑшу пама пултарӗҫ. Кирлӗ пулсан, вӗсем хӑйсемех васкавлӑ пулӑшу чӗнӗҫ. Ҫапла туса ҫавӑнта ӗҫлекенсене кирлӗ-кирлӗ маршӑн шӑнкӑравласа чӑрмантармӑпӑр.
◼ Эмелсем. Тухтӑр хушнипе эмелсем ӗҫетӗр пулсан, тархасшӑн, вӗсене хӑвӑрпа пӗрле илме ан манӑр: конгресра вӗсене памаҫҫӗ. Диабетпа чирлекенсене укол тумалли шприцсемпе йӗпсене конгресс иртекен вырӑнти тата хӑна ҫуртӗнчи яланхи урнӑна пӑрахмалла мар.
◼ Атӑ-пушмак. Кашни ҫулах атӑ-пушмака пула инкексем пулаҫҫӗ. Атӑ-пушмакӑн сӑпайлӑ тата вырӑнлӑ пулмалла, ун чухне картлашкасем тӑрӑх тата ытти тӳрем мар вырӑнсенче ҫӳреме ҫӑмӑл тата хӑрушӑ мар пулӗ.
◼ Ача коляскисем тата хуҫлатмалли пукансем. Конгресс иртекен вырӑнта ача коляскисемпе тата хуҫлатмалли пукансемпе усӑ курма юрамасть. Анчах ачасем валли шанчӑклӑ лармалли вырӑн, ӑна ашшӗ-амӑшӗпе юнашар вырӑн ҫине вырнаҫтарма пулсан, илсе килме юрать.
◼ Парфюмери. Хальхи вӑхӑтра нумай конгресс искусственнӑй вентиляции кӑна пур ҫуртсенче иртет. Ҫавӑнпа ыттисене юратнӑран вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе ытлашши усӑ курма кирлӗ мар. Ҫакӑн пек парфюмерипе усӑ курни хӑш-пӗр чирпе чирлекен ҫынсен сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 10:24).
◼ «Пожалуйста, посети этого человека» бланк (S-43). Конгресс иртнӗ кунсенче ырӑ хыпара май килнӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ чухне чӑнлӑхпа интересленнӗ кашни ҫын ҫинчен S-43 бланкпа усӑ курса пӗлтер. Хыпарҫӑсен, конгреса кайнӑ чухне, пӗр-икӗ бланк илмелле. Информацие палӑртнӑ бланксене литература отделне е конгресран таврӑнсан хӑвӑр пухӑвӑн секретарьне пар. (2011 ҫулхи майри «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫе» пӑх, 3 с.)
◼ Ресторансем тата кафе. Ресторанта е кафере хӑвна лайӑх тыткаланипе Иегова ятне мухтава кӑлар. Чейлӗх, ҫапла тума йышӑннӑ пулсан, хӑвар.
◼ Хӑна ҫуртӗнче.
1) Миҫе пӳлӗм кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӑна заказ ту тата пӳлӗмре миҫе ҫын пурӑнма палӑртнӑ, ҫавӑн шутӗнчен ан ирт.
2) Пӳлӗме йышӑнса хунине витӗмлӗ сӑлтава пула кӑна пӑрахӑҫла, хӑна ҫуртне тӳрех шӑнкӑравласа пӗлтер (Матф. 5:37).
3) Хӑна ҫуртӗнче регистрациленнӗ чухне кредит е урӑх карттӑсемпе усӑ куракансене аса илтеретпӗр. Ытларах чухне пӳлӗмшӗн тӳлемешкӗн, ҫавӑн пекех сирӗн айӑпа пула пулма пултаракан тӑкака саплаштармашкӑн тата ытти кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан япаласемшӗн хӑна ҫурчӗ сирӗн карттӑ ҫинчен укҫа тытса юлать. Ҫав укҫа-тенкӗпе эсир хӑна ҫуртӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн хӑна ҫурчӗпе темиҫе кун хушшинче расчет тӑвичченех усӑ кураймӑр.
4) Япаласене куҫарма пулӑшакан урапана япаласене хатӗрлесе хурсан кӑна ил тата ыттисем те усӑ курма пултарччӑр тесе усӑ курнӑ хыҫҫӑн тӳрех хӑй вырӑнне хур.
5) Чӑматансене йӑтма пулӑшакансене, хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсене, тата кашни кун горничнӑйсене чейлӗх, ҫапла тума йышӑннӑ пулсан, хӑвар.
6) Апат-ҫимӗҫе ӑҫта хатӗрлеме юрать, ҫавӑнта хатӗрле.
7) Тӳлевсӗр ирхи апатпа, кофепе е пӑрпа хӑна ҫуртӗнче пурӑнакансем кӑна усӑ курма пултараҫҫӗ, ҫак йӗркерен ан тух.
8) Хӑна ҫуртӗнчи ҫынсемпе калаҫнӑ чухне святой сывлӑш ҫимӗҫӗ санра палӑрса тӑтӑр. Вӗсен нумай хӑнана пӑхма тивет, ҫавӑнпа та эсӗ йӗркеллӗ, чӑтӑмлӑ, ырӑ пулнине вӗсем питӗ хаклӗҫ.
9) Хӑна ҫуртӗнче пулнӑ пур вӑхӑтра та — бассейнра, ҫынсене йышӑнакан пӳлӗмре, тренажер залӗнче тата ытти ҫӗрте — ашшӗ-амӑшӗн ачисене пӗрмаях асӑрхаса тӑмалла.
10) «Пурӑнма сӗннӗ вырӑнсем» списокра пӳлӗмӗн пӗр талӑкри пӗтӗмӗшле хакне кӑтартнӑ. Сана хӑв мӗнпе усӑ курман е мӗн эсӗ заказ паман, ҫавӑншӑн хушса тӳлеме ыйтаҫҫӗ пулсан, ан тӳле тата ҫакӑн пирки пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӳрех шӑнкӑравласа кала.
11) Хӑна ҫуртӗнчи пӳлӗмпе ҫыхӑннӑ пур йывӑрлӑх ҫинчен те пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӑхтаса тӑмасӑр пӗлтер.
◼ Пулӑшакансен отделӗ. Пулӑшу пама кӑмӑл пуррисем конгресӑн пулӑшакансен отделне пыма пултараҫҫӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ е опекунӗ ирӗк панӑ пулсан, ашшӗпе е амӑшӗпе, опекунӗпе е аслӑраххисемпе пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Чӗнӳ хутне епле сӗнмелле?
Кама чӗнес тетӗн, ҫавсен списокне ту. Списокра ҫывӑх ҫынсем, хурӑнташсем, кӳршӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем тата ыттисем те пулма пултараҫҫӗ. Чӗнӳ хутне кӑсӑклантармалла тунӑ, ҫавӑнпа ӑна ҫынна панӑ чухне ҫын ҫавна курма пултартӑр. Хавхалануллӑн кала. Канмалли кунсенче салатнӑ чухне брошюрӑсем те, вырӑнлӑ пулсан, сӗнӗр. Кама чӗнӳ хутне панӑ, ҫавсене, конгресс умӗн тепӗр хут кайса, конгресс пирки аса илтерме тата хӑвпа пӗрле кайма сӗнме пулать.