Конгреспа ҫыхӑннӑ аса илтерӳсем
Конгресс расписанийӗ. Конгресс программи кашни кунах 9:20 пуҫланӗ. Конгреса 8:00 пуҫласа кӗме юрать. Турӑ Патшалӑхӗн кӗввисем янӑрама пуҫласан, программа тивӗҫлӗ пуҫлантӑр тесе пурин те хӑйсен вырӑнӗсене лармалла. Эрнекунпа шӑматкун программа 17:00 тӗлнелле вӗҫленӗ, вырсарникун вара — 16:00 тӗлнелле.
Иеговӑна юрӑпа аслӑласа мухтӑр. Мӗн авалтанпах Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иеговӑна юрӑпа аслӑласа мухтаҫҫӗ, паян та юрӑ-кӗвӗ чӑн Турра пуҫҫапнӑ чухне пысӑк пӗлтерӗшлӗ (Пс. 27:7). Регион конгресӗн кашни пайӗ кӗвӗ янӑранипе пуҫланать. Ҫак кӗвӗсене кӑмӑла ҫӗклеме ҫеҫ мар, Иегова ҫинчен ытларах пӗлме тата ӑна пуҫҫапма пулӑшас тесе ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та председатель кӗвӗ янӑрама пуҫласси ҫинчен пӗлтерсен, пирӗн хутшӑнма-калаҫма чарӑнмалла та хамӑр вырӑнсене ларса кӗвве итлемелле. Ҫапла туса эпир Хурал Башни Обществин оркестрӗнче вылякансем вӑй хунине хакланине кӑтартатпӑр. Ҫак хитре кӗвӗсене пирӗн валли ҫырас тесе ҫав тӑвансем ҫулталӑкра икӗ хут Паттерсона (Нью-Йорк штатне) килеҫҫӗ, ҫул ҫинчи тӑкакӗсене хӑйсемех саплаштараҫҫӗ. Кӗвӗсене тимлӗ итленӗ хыҫҫӑн пирӗн пурин те Турӑ Патшалӑхӗн юррисене юрласа Иеговӑна мухтамалла.
Машина лартмалли вырӑн. Конгресс иртекен вырӑнсенче, май пулсан, машинӑсем лартма тӳлевсӗр вырӑнсем хатӗрлӗҫ. Машинӑна пушӑ вырӑна килсессӗнех лартма юрать. Вырӑн пурин валли ҫитмесен те пултарать, ҫавӑнпа та машинӑсем тулли килни лайӑхрах. Инвалидсен машинисем валли, вӗсен ятарлӑ паллӑ пур пулсан, уйрӑм вырӑн пулӗ.
Вырӑнсем. Тархасшӑн, алӑксене уҫсанах, конгреса килнӗ ытти ҫынсемпе ӑмӑртнӑ пек, вырӑн йышӑнма ан васка. Ыттисем ҫинчен шухӑшла; чи малтан хӑвӑншӑн мар, тӑвансемшӗн тӑрӑш. Ҫакӑ эпир чӑн христиансем пулнине кӑтартать тата пире курса тӑракансене Турра мухтама хавхалантарать (Иоанн 13:34, 35; 1 Кор. 13:5; 1 Петр 2:12). Вырӑнсене пӗр машинӑпа килнисем валли, пӗрле пурӑнакансем валли е кампа Библи вӗренетӗн, ҫав ҫын валли кӑна йышӑнма юрать. Тархасшӑн, юнашар вырӑнсем ҫине нимӗн те ан хур. Ҫапла тусан ыттисем ҫав вырӑнсем пушӑ пулнине курӗҫ. Ваттисемпе инвалидсем валли ятарлӑ вырӑнсем пулӗҫ. Ҫавӑн пек вырӑнсем сахал пулнӑран вӗсемпе юнашар пӗрле килнӗ пӗр е икӗ ҫын кӑна ларма пултарать.
Сӑпайлӑ тумтир. Конгресс пынӑ кунсенче пирӗн тумтирӗн килӗшӳллӗ те сӑпайлӑ пулмалла, тата ҫав тум ҫинче ҫак тӗнче витӗмӗ курӑнса тӑмалла мар (1 Тим. 2:9). Эпир хӑна ҫуртне килнӗ чухне е тухса кайнӑ чухне тата конгресс умӗн е хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑтра килӗшӳсӗр е латсӑр тум тӑхӑнмӑпӑр. Ҫапла тусан эпир плакеткӑсене тивӗҫлӗн тӑхӑнса ҫӳреме тата май килнӗ чухне вӑтанмасӑр ырӑ хыпар каласа пама пултарӑпӑр. Ҫитес конгрессем вӑхӑтӗнче пирӗн ҫи-пуҫ тата хамӑра лайӑх тытни тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ паракан Библири хыпара итлеме хавхалантарӗ кӑна мар, ҫакӑ Иеговӑна та савӑнтарӗ (Соф. 3:17).
Электронлӑ хатӗрсем. Программа пуҫланас умӗн сотовӑй телефонсене е ытти электронлӑ хатӗрсене никама та кансӗрлемен режима лартса эпир лайӑх енсем кӑтартатпӑр. Фотоаппаратпа, видеокамерӑпа, планшетпа е урӑх хатӗрпе усӑ курнӑ чухне эпир ыттисем ҫинчен шухӑшласшӑн, вӗсене кансӗрлесшӗн мар тата хупласа тӑрасшӑн мар. Ҫавӑн пекех программа вӑхӑтӗнче кирлӗ мар ҫӗртенех СМС е электронлӑ ҫыру ҫырса лармастпӑр пулсан эпир лайӑх енсем кӑтартатпӑр.
Кӑнтӑрлахи апат. Тӑхтав вӑхӑтӗнче конгресран каяс мар тесе ҫимеллине хӑвпа пӗрле илсе кил. Кирлӗ пулсан, лармалли вырӑн айне вырнаҫакан пӗчӗк сумка-холодильник ил. Пысӑк сумка-холодильниксем, кӗленче савӑт-сапа илсе килме юрамасть.
Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ. Конгреса йӗркеленӗшӗн пархатарлӑ пулнине эпир Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче е конгресра хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ панипе кӑтартатпӑр.
Эмелсем. Тухтӑр хушнипе эмелсем ӗҫетӗн пулсан, тархасшӑн, вӗсене хӑвӑнпа пӗрле илме ан ман, конгресра вӗсене памаҫҫӗ. Диабетпа чирлекенсене укол тумалли шприцсемпе йӗпсене конгресс иртекен вырӑнти тата хӑна ҫуртӗнчи ҫӳп-ҫап савӑтне пӑрахмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсемшӗн сиенлӗ.
Хӑрушсӑрлӑх правилисем. Шуҫлак е тикӗс мар ҫул ҫинче ӳксе аманас мар тесе асӑрхануллӑ пул. Кашни ҫулах атӑ-пушмака пула, уйрӑмах ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмака пула, аманни пулкалать. Атӑ-пушмакӑн сӑпайлӑ тата хӑвна юракан пулмалла, вара картлашкасем тӑрӑх тата ытти тикӗс мар вырӑнсенче ҫӳреме ҫӑмӑл тата хӑрушӑ мар пулӗ.
Япӑх илтекенсем валли. Программӑна радиопа FM хумпа трансляци тӑвӗҫ. Ӑна итлес тесен FM-приёмник (радио итлемелли пӗчӗк хатӗр) тата наушник илсе килмелле.
Ача коляскисем тата хуҫлатмалли пукансем. Конгресс иртекен вырӑнта ача коляскисемпе тата хуҫлатмалли пукансемпе усӑ курма юрамасть. Анчах ачасем валли шанчӑклӑ лармалли вырӑн, ӑна ашшӗ-амӑшӗпе юнашар вырӑн ҫине ҫирӗплетсе лартма пулать пулсан, илсе килме юрать.
Парфюмери. Хальхи вӑхӑтра конгрессем иртекен ҫуртсенче час-часах сывлӑша искусственнӑй вентиляципе уҫӑлтараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ыттисене юратнӑран эпир вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе ытлашши усӑ курмӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ хӑш-пӗр чирпе чирлекен ҫынсен сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать (1 Кор. 10:24).
«Пожалуйста, посети этого человека» бланк (S-43). Конгресс иртнӗ кунсенче май килнӗ вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне чӑнлӑхпа интересленнӗ кашни ҫын ҫинчен S-43 бланкпа усӑ курса пӗлтер. Ҫырса тултарнӑ бланксене литература отделне е конгресран таврӑнсан хӑвӑр пухӑвӑн секретарьне пар.
Кафесемпе ресторансем. Кафесемпе ресторансенче хӑвна лайӑх тытнипе Иегова ятне мухтава кӑлар. Христиансене юрӑхлӑ тум тӑхӑн. Унта чейлӗх хӑварма йышӑннӑ пулсан хӑвар.
Хӑна ҫуртӗнче.
Миҫе пӳлӗм кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӑна заказ ту тата пӳлӗмре миҫе ҫын пурӑнма палӑртнӑ, ҫавӑн шутӗнчен ан ирт.
Йышӑнса хунӑ пӳлӗме витӗмлӗ сӑлтава пула кӑна пӑрахӑҫла, ыттисен ҫак пӳлӗмпе усӑ курма май пултӑр тесе ҫакӑн ҫинчен хӑна ҫуртне тӳрех пӗлтер (Матф. 5:37). Ҫакна тунӑ чухне пӑрахӑҫланине кӑтартакан номер (е ҫирӗплетекен хут) панине тӗрӗслеме ан ман. Йышӑнса хунӑ пӳлӗме пӑрахӑҫласси ҫинчен 48 сехет маларах пӗлтермерӗн пулсан, укҫана тавӑрса памӗҫ.
Хӑна ҫуртне вырнаҫнӑ чухне дебет е кредит карттисемпе усӑ куракансене аса илтеретпӗр: ытларах чухне пӳлӗмшӗн тӳлеме, ҫавӑн пекех сирӗн айӑпа пула пулма пултаракан тӑкака саплаштарма тата ытти кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан япаласемшӗн хӑна ҫурчӗ сирӗн карттӑ ҫинчен укҫа тытса юлать. Хӑна ҫуртӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн темиҫе кун хушши, пӗтӗм тӑкака тивӗҫлипе саплаштариччен, эсир ҫав укҫапа усӑ кураймӑр.
Багаж урапине япаласене хатӗрлесе хурсан кӑна ил, тата ыттисем те унпа усӑ курма пултарччӑр тесе хӑв усӑ курнӑ хыҫҫӑн ӑна тӳрех хӑй вырӑнне ларт.
Хӑна ҫуртӗнче чейлӗх хӑварма йышӑннӑ пулсан, унта ӗҫлекенсем чӑматансене йӑтма пулӑшнӑ чухне е пӳлӗме тирпейленӗ чухне вӗсене чейлӗх пар.
Апат-ҫимӗҫе ӑҫта хатӗрлеме юрать, ҫавӑнта кӑна хатӗрле.
Тӳлевсӗр ирхи апатпа, кофепе е пӑрпа виҫине пӗлсе усӑ кур, вӗсемпе хӑна ҫуртӗнче кӑна усӑ курма юрать.
Хӑна ҫуртӗнчи ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ чухне святой сывлӑш ҫимӗҫӗ санра яланах палӑрса тӑтӑр. Вӗсен нумай хӑнана пӑхма тивет, ҫавӑнпа вӗсем эсӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ, сӑпайлӑ пулнине питӗ хаклӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗн ачисене хӑна ҫуртӗнче пулнӑ вӑхӑтра яланах асӑрхаса тӑмалла: лифтра, бассейнра, хӑна ҫуртне килекенсене кӗтсе илмелли пӳлӗмре, тренажер залӗнче тата ытти ҫӗрте те.
«Пурӑнма сӗннӗ вырӑнсем» списокра пӳлӗмӗн пӗр талӑкри пӗтӗмӗшле хакне кӑтартнӑ. Сана хӑв мӗн заказ паман тата мӗнпе усӑ курман, ҫавӑншӑн хушса тӳлеме ыйтаҫҫӗ пулсан, ан тӳле тата пурӑнма вырнаҫтаракан отдела ҫавӑн ҫинчен тӳрех пӗлтер.
Хӑна ҫуртӗнчи пӳлӗмпе ҫыхӑннӑ пур йывӑрлӑх ҫинчен пурӑнма вырнаҫтаракан отдела тӑхтаса тӑмасӑр пӗлтер.
Пулӑшакансен отделӗ. Пулӑшас текенсем конгресри пулӑшакансен отделне пыма пултараҫҫӗ. 16 ҫула ҫитеймен ачасем те ашшӗпе, амӑшӗпе, опекунӗпе е аслӑраххипе (ашшӗ-амӑшӗ е опекунӗ ирӗк панӑ пулсан) пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ.