Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 май 14—19 с.
  • «Ялан пурӑнмалли хулана» кӗтсе пурӑнӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ялан пурӑнмалли хулана» кӗтсе пурӑнӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНӐР — ВӐЛ СИРЕ НИХӐҪАН ТА ХӐВАРМАСТЬ
  • «ЕРТСЕ ПЫРАС ӖҪЕ ХӐЙСЕМ ҪИНЕ ИЛЕКЕНСЕНЕ ИТЛӖР»
  • ПӖР-ПӖРНЕ ТӐВАНЛА ЮРАТӐР ТАТА ТАРАВАТЛӐ ПУЛӐР
  • ПУЛАСЛӐХРА ПИРЕ МӖН КӖТЕТ?
  • Ҫирӗп ӗненме тата вӗҫне ҫитичченех чӑтӑмлӑ пулма пулӑшакан ҫыру
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Пухури тӑвансемпе туссем пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 май 14—19 с.

21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

21-МӖШ ЮРӐ Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр

«Ялан пурӑнмалли хулана» кӗтсе пурӑнӑр

«Эпир пулас хулана чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр» (ЕВР. 13:14).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Еврейсем патне янӑ ҫырури 13-мӗш сыпӑкри шухӑшсем пире халӗ тата пуласлӑхра мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

1. Иисус малтанах каласа хунӑ тӑрӑх, Иерусалимпа мӗн пулмалла пулнӑ?

ХӐЙ виличчен темиҫе кун маларах Иисус Христос Иерусалимпа храм тӗп пуласси ҫинчен пророкла каланӑ. Вӑл Иерусалим хулине «ҫарсем хупӑрласа» илес кун ҫитӗ тенӗ (Лука 21:20). Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине курсанах Иисусӑн вӗренекенӗсен Иудейӑран тармалла пулнӑ. Иисус пророкла каланӑ сӑмахсем пӗрремӗш ӗмӗрте Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнӗ чухне пурнӑҫланнӑ (Лука 21:21, 22).

2. Павел апостол Иудейӑра тата Иерусалимра пурӑнакан христиансене пулас событисене хатӗрленме мӗнле пулӑшнӑ?

2 Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа иличчен темиҫе ҫул маларах Павел апостол Иудейӑра тата Иерусалимра пурӑнакан христиансем патне ҫыру ҫырнӑ. Халӗ ӑна Еврейсем патне янӑ ҫыру пек пӗлеҫҫӗ. Ҫак ҫырура Павел тӑвансене пулас событисене хатӗрленме пулӑшас тесе канашсем панӑ. Мӗн пулса иртмелле пулнӑ? Иерусалим пӗтмелле пулнӑ. Унпа пӗрле пӗтес мар тесен христиансен хуларан тухса каймалла пулнӑ. Апла пулсан, чӗрӗ юлас тесессӗн вӗсен хӑйсен килне тата хӑйсен ҫемйине тӑрантарма пулӑшакан ӗҫне хӑвармалла пулнӑ. Иерусалим пирки Павел ҫапла каланӑ: «Кунта пирӗн ялан пурӑнмалли хула ҫук». Унтан вӑл: «Эпир пулас хулана чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр», — тенӗ (Евр. 13:14).

3. «Ҫирӗп никӗслӗ хула» мӗн вӑл тата мӗншӗн эпир ӑна кӗтетпӗр?

3 Иудейӑран тата Иерусалимран тухса кайма шутланӑ христиансене ҫынсем ӳпкеленӗ пулас тата вӗсенчен кулнӑ та пулӗ. Анчах ҫавӑн пек йышӑну тунине пула вӗсем ҫӑлӑннӑ. Пирӗнтен те паян ҫынсем кулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир укҫа ҫине шанмастпӑр тата тӗнчери йывӑрлӑхсене ҫынсем татса парасса кӗтместпӗр. Мӗншӗн эпир ҫапла тӑватпӑр? Мӗншӗн тесен ҫак усал тӗнче кӗҫех тӗп пулассине пӗлетпӗр. Эпир «ҫирӗп никӗслӗ хулана» — Турӑ Патшалӑхнеa — кӗтсе пурӑнатпӑр (Евр. 11:10; Матф. 6:33). Ҫак статьяра эпир Павел ҫырнӑ ҫыру пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансене «ҫирӗп никӗслӗ хулана» кӗтме тата пулас событисене хатӗрленме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех Павел панӑ канашсем пире мӗнле усӑ пама пултарнине те сӳтсе явӑпӑр.

ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНӐР — ВӐЛ СИРЕ НИХӐҪАН ТА ХӐВАРМАСТЬ

4. Христиансемшӗн Иерусалим хули мӗншӗн хаклӑ пулнӑ?

4 Иерусалим хули христиансемшӗн питӗ хаклӑ пулнӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта унта пӗрремӗш пуху йӗркеленнӗ тата ҫав хулара ертсе пыракан совет пулнӑ. Унсӑр пуҫне, христиансен нумайӑшӗн Иерусалимра кил-ҫурт тата ытти пурлӑх пулнӑ. Ҫапах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсен Иерусалимран кӑна мар, Иудейӑран та тармалла пулать тенӗ (Матф. 24:16).

5. Павел христиансене пулас событисене хатӗрленме мӗнле пулӑшнӑ?

5 Павел христиансене пулас событисене хатӗрленме пулӑшас тесе Иегова Иерусалим ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшнӑ. Павел вӗсене ҫакна аса илтернӗ: Иерусалим храмӗнче священниксем кӳрекен парнесем Иеговӑна тек юрӑхлӑ мар (Евр. 8:13). Ҫав хулара пурӑнакансем ытларахӑшӗ Мессийӑна сирсе янӑ. Иеговӑна пуҫҫапма Иерусалимри храма урӑх кайса ҫӳремелле пулман. Ҫав храм кӗҫех тӗп пулмалла пулнӑ (Лука 13:34, 35).

6. Еврейсем 13:5, 6 сӑвӑ йӗркисенче Павел христиансене мӗн пирки аса илтернӗ тата мӗншӗн ҫав сӑмахсем вӗсемшӗн питӗ усӑллӑ пулнӑ?

6 Павел еврейсем патне ҫыру ҫырнӑ чухне Иерусалим пысӑк та пуян хула пулнӑ. Ун чухне пурӑннӑ Рим историкӗ Иерусалим пирки «Хӗвелтухӑҫ енчи чи чаплӑ хула» тесе ҫырнӑ. Тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан еврейсем ҫулсерен унта уявсем уявлама ҫӳренӗ. Ҫавна пула хула пуянланса пынӑ, христиансем те тупӑш илме пултарнӑ. Тен, ҫавӑнпа Павел вӗсене ҫак сӑмахсем ҫырнӑ: «Сирӗн пурнӑҫра укҫана юратасси ан пултӑр, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнӑр». Унтан вӑл вӗсене Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне шантарса каланӑ сӑмахсене аса илтернӗ: «Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп» (Еврейсем 13:5, 6 вуласа парӑр; Сак. аст. 31:6; Пс. 117:6). Иудейӑра тата Иерусалимра пурӑннӑ христиансемшӗн ҫав сӑмахсем питӗ усӑллӑ пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кӗҫех вӗсен хӑйсен кил-ҫуртне, хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшакан ӗҫне тата хӑйсен пурлӑхне хӑвармалла пулнӑ. Вӗсен ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламалла пулнӑ, ҫӗнӗрен ура ҫине тӑмалла пулнӑ.

7. Мӗншӗн Иегова ҫине шанма халех вӗренмелле?

7 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Кӗҫех «пысӑк хӗн-асап» пуҫланать тата ҫак усал тӗнче пӗтет (Матф. 24:21). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, пирӗн те сыхӑ тӑмалла тата пулас событисене хатӗрленмелле (Лука 21:34—36). Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче эпир, тен, хамӑрӑн мӗнпур пурлӑха ҫухататпӑр. Ун чухне Иегова пире нихӑҫан та хӑварманнине пирӗн тата ытларах шанмалла пулать. Ҫавӑнпа та пирӗн халех Иегова ҫине шанма вӗренмелле. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ тӑвакан йышӑнусем тата манӑн тӗллевсем эпӗ укҫа ҫине мар, маншӑн тӑрӑшма сӑмах панӑ Турӑ ҫине шаннине кӑтартаҫҫӗ-и?» (1 Тим. 6:17). Паллах, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен тӗслӗхӗнчен эпир нумай мӗне вӗренме пултаратпӑр. Анчах та пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче нихҫанхинчен те йывӑр пулать. Ҫавӑн чухне мӗн тумаллине эпир мӗнле пӗлӗпӗр?

«ЕРТСЕ ПЫРАС ӖҪЕ ХӐЙСЕМ ҪИНЕ ИЛЕКЕНСЕНЕ ИТЛӖР»

8. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума хушнӑ?

8 Павелран ҫыру илнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен христиансем Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнине курнӑ. Ҫапла вӗсем хула арканас кун ҫывӑх пулнине тата хӑйсен тарма вӑхӑт ҫитнине ӑнланнӑ (Матф. 24:3; Лука 21:20, 24). Анчах ӑҫталла тармалла-ши? Иисус: «Сирӗнтен кам Иудейӑра, ҫавсем тусем ҫине тарччӑр», — тесе ҫеҫ каланӑ (Лука 21:21). Йӗри-тавра нумай ту пулнӑ. Хӳтлӗх вӗсем хӑш ту ҫинче тупма пултарнӑ?

9. Хӑш тусем ҫине тармалли пирки христиансен мӗншӗн ыйту сиксе тухма пултарнӑ? (Ҫавӑн пекех карттӑна та пӑхӑр.)

9 Христиансем хӑш тусем ҫине тарма пултарнӑ? Вӗсем Самари тӑвӗсем ҫине, Галилея тӑвӗсем ҫине, Ермон тӑвӗ ҫине, Ливан тӑвӗсем ҫине, ҫавӑн пекех Иордан леш енчи тусем ҫине тарма пултарнӑ. (Карттӑна та пӑхӑр.) Ҫынсем ҫак тусем ҫинче вырнаҫнӑ хӑш-пӗр хуласенче ним хӑрамасӑр пурӑнма пулать тесе шутланӑ. Тӗслӗхрен, Га́мла хули ҫӳллӗ те чӑнкӑ ту ҫинче вырнаҫнӑ пулнӑ, унта ҫитме те питӗ йывӑр пулнӑ. Тен, хӑш-пӗр еврейсем ҫак хула пирки хӳтӗ вырӑн тесе шутланӑ. Анчах каярахпа ҫав хулара еврейсемпе Рим ҫарӗ хушшинче хаяр ҫапӑҫу пулса иртнӗ. Ун чухне Гамлӑра пурӑнакансене нумайӑшне вӗлернӗb.

Пӗрремӗш ӗмӗрте Израильте пулнӑ хӑш-пӗр тусемпе хуласене кӑтартакан карттӑ. Иерусалимран ҫурҫӗр еннелле: Ливан тӑвӗсем, Галилея тӑвӗсем, Ермон тӑвӗ, Фавор тӑвӗ, Самари тӑвӗсем, Галаад тӑвӗсем тата Гамла, Кесари, Пелла хулисем. Иерусалимран кӑнтӑр еннелле: Аварим тӑвӗсем, Иудея тӑвӗсем тата Масада хули. Унсӑр пуҫне, карттӑ ҫинче Рим ҫарӗ ӑҫтан ӑҫталла кайнине тата пирӗн эрӑри 67—73 ҫулсенче еврейсен хӑш-хӑш ҫӗрӗсене ҫӗнсе илнине кӑтартнӑ.

Христиансем тарма пултарнӑ тусем нумай пулнӑ. Анчах та унта вырнаҫнӑ хуласем пурте хӑрушсӑр вырӑнсем пулман (9-мӗш абзаца пӑхӑр)


10, 11. а) Мӗн тумаллине Иегова христиансене мӗнле пӗлтерме пултарнӑ? (Еврейсем 13:7, 17). ӑ) Мӗншӗн христиансен ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлемелле пулнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

10 Мӗн тумаллине Иегова христиансене ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекен арҫын тӑвансем урлӑ пӗлтернӗ пулас. Каярахпа Евсе́вий Памфи́л историк ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ Иерусалимри хӑш-пӗр арҫын тӑвансене христиансен ӑҫта каймаллине уҫса панӑ: вӗсен Иерусалима хӑварса Перейӑри Пе́лла хулине каймалла пулнӑ. Пелла христиансем валли чи лайӑх вырӑн пулнӑ. Вӑл Иерусалимран инҫех мар пулнӑ, унта ҫитме те йывӑрах пулман. Ҫав хулара пурӑнакансем ытларахӑшӗ еврейсем пулман, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ирӗклӗхӗшӗн Рим ҫыннисемпе ҫапӑҫасшӑн пулман.

11 «Ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлӗр» текен Павелӑн канашне тимленӗ христиансем тусем ҫине тарнӑ. (Еврейсем 13:7, 17 вуласа парӑр.) Ҫавна пула вӗсем чӗрӗ юлнӑ. Ҫав тӑвансем «ҫирӗп никӗслӗ хулана» — Турӑ Патшалӑхне — кӗтсе пурӑннӑ, Иегова вара вӗсене хӑварман (Евр. 11:10).

Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем хӑйсен хӑш-пӗр япалисене йӑтса сӑртлӑ-туллӑ ҫулпа утса пыраҫҫӗ.

Пеллӑра христиансем хӳтлӗх тупнӑ (10, 11 абзацсене пӑхӑр)


12, 13. Иегова хӑйӗн халӑхне йывӑр вӑхӑтра мӗнле ертсе пырать?

12 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова хӑйӗн халӑхне мӗн-мӗн тумаллине ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекен арҫын тӑвансем урлӑ пӗлтерсе тӑрать. Йывӑр вӑхӑтра вӑл хӑйӗн халӑхне шанчӑклӑ арҫынсем урлӑ ертсе пынине кӑтартакан тӗслӗхсем Библире нумай (Сак. аст. 31:23; Пс. 76:21). Хальхи вӑхӑтра та Иегова пире ҫавӑн пек ертсе пынине эпир уҫҫӑн куратпӑр.

13 Сӑмахран, COVID-19 пандеми пуҫлансан, ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсем пире мӗн-мӗн тумаллине вӗрентсе тӑчӗҫ. Ҫав арҫын тӑвансем старейшинӑсене ҫӗнӗ лару-тӑрура ырӑ хыпара мӗнле сармалли пирки тата тӗлпулусене мӗнле ирттермелли пирки хушусем парса тӑчӗҫ. Пандеми пуҫлансан темиҫе уйӑх иртсен эпир 500 чӗлхепе конгресс ирттертӗмӗр. Тӑвансем ӑна интернет урлӑ е телевизорпа пӑхнӑ, е радиопа итленӗ. Ҫакӑн пек конгресс пирӗн унччен нихӑҫан та пулман. Пандеми вӑхӑтӗнче те эпир сӑнарлӑ апат илсе тӑтӑмӑр. Ҫакӑ пире пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшрӗ. Пуласлӑхра кирек мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та, Иегова ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекен арҫын тӑвансене тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшасси пирки эпир иккӗленместпӗр. Куртӑмӑр ӗнтӗ, пулас событисене кӗтсе илме хатӗр пулмашкӑн Иеговӑна шанмалла тата ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене пӑхӑнса тӑмалла. Анчах та пысӑк хӗн-асапа кӗтсе илме хатӗр пулас тесен пирӗн тата мӗнле лайӑх енсене аталантармалла?

ПӖР-ПӖРНЕ ТӐВАНЛА ЮРАТӐР ТАТА ТАРАВАТЛӐ ПУЛӐР

14. Еврейсем 13:1—3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, христиансен Иерусалим арканас умӗн мӗнле лайӑх енсем кӑтартмалла пулнӑ?

14 Пысӑк хӗн-асап пуҫлансан пирӗн нихҫанхинчен те ытларах пӗр-пӗрне юратнине кӑтартмалла пулать. Ҫак тӗлӗшрен эпир Иерусалимра тата Иудейӑра пурӑннӑ христиансенчен тӗслӗх илме пултаратпӑр. Пӗр-пӗрне юратнине вӗсем ялан кӑтартнӑ (Евр. 10:32—34). Ҫапах та Иерусалим пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн вӗсен «пӗр-пӗрне тӑванла юратма» тата «хӑналама» ытларах тӑрӑшмалла пулнӑc. (Еврейсем 13:1—3 вуласа парӑр.) Пирӗн те ҫавнах тумалла, мӗншӗн тесен ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килет.

15. Мӗншӗн Иерусалимран тарнӑ хыҫҫӑн христиансен пӗр-пӗрне тӑванла юратма тата ырӑ тума ытларах тӑрӑшмалла пулнӑ?

15 Иерусалима хупӑрласа тӑнӑ Рим ҫарӗ кӗтмен ҫӗртен хулана хӑварса каялла таврӑннӑ, вара христиансен тарма май уҫӑлнӑ. Вӗсен тӑхтаса тӑмасӑр тармалла пулнӑ, апла пулсан, вӗсем хӑйсемпе пӗрле нумай япала илме пултарайман (Матф. 24:17, 18). Ҫавӑнпа та вӗсен Пеллӑна кайнӑ чухне те, унта ҫитсен те пӗр-пӗрне пулӑшмалла пулнӑ. «Камсене пулӑшу питӗ кирлӗ», ҫавсем нумай пулнӑ пулас (Тит 3:14). Тӑвансене апат-ҫимӗҫ, тумтир, пурӑнмалли вырӑн кирлӗ пулнӑ. Пӗр-пӗрне пулӑшса христиансем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине кӑтартма пултарнӑ.

16. Пулӑшу кирлӗ тӑвансене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

16 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Эпир тӑвансене юрататпӑр, ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшу кирлӗ чухне пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, юлашки вӑхӑтра Свидетельсен нумайӑшӗн вӑрҫӑсене пула тата ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӑйсен килне хӑварма тивнӗ. Ҫакӑн пек тӑвансене эпир мӗн кирлипе тивӗҫтерме тӑрӑшатпӑр тата малалла Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшатпӑр. Украинӑра пурӑннӑ пӗр хӗрарӑм тӑванӑн вӑрҫӑ пынине пула хӑйӗн килне хӑварма тивнӗ. Вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Иегова пире тӑвансем урлӑ ертсе пычӗ тата пулӑшса тӑчӗ, эпир ҫавна туйса тӑтӑмӑр. Пур ҫӗрте те — Украинӑра та, Венгрире те, халӗ кунта, Германире, — тӑвансем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ тата пирӗншӗн тӑрӑшрӗҫ». Нушана лекнӗ тӑвансене пулӑшакансем — Иеговӑн аллинчи хатӗр-хӗтӗрсем (Ытар. 19:17; 2 Кор. 1:3, 4).

Ватӑ мӑшӑр хӑйсен пӳрчӗн алӑкӗ умӗнче пӗр ҫемьене, беженецсене, ӑшшӑн кӗтсе илет. Ҫав ҫемьен хӑйсемпе пӗрле пӗр чӑматан тата темиҫе сумка кӑна.

Хӑйсен килне хӑварма тивнӗ тӑвансене пирӗн пулӑшу кирлӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)


17. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратма тата тараватлӑ пулма халех вӗренмелле?

17 Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне пулӑшни хальхинчен те ытларах кирлӗ пулӗ (Авв. 3:16—18). Ҫавӑнпа та Иегова пире пӗр-пӗрне тӑванла юратма тата тараватлӑ пулма вӗрентет. Ҫав йывӑр вӑхӑта чӑтса ирттермешкӗн ҫак лайӑх енсем нихҫанхинчен те кирлӗрех пулӗҫ.

ПУЛАСЛӐХРА ПИРЕ МӖН КӖТЕТ?

18. Иерусалимран тухса тарнӑ христиансенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

18 Иерусалимран тухса тусем ҫине тарнӑ христиансем ҫӑлӑннӑ. Вӗсем хулана хӑварнӑ, анчах Иегова вӗсене нихӑҫан та хӑварман. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Пуласлӑхра мӗн пулассине эпир тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлместпӗр. Анчах эпир Иисус: «Хатӗр пулӑр», — тенине асра тытатпӑр (Лука 12:40). Тата эпир Павел еврейсем патне янӑ ҫырури сӑмахсем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Вӑл пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансене панӑ канашсем пирӗншӗн те усӑллӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова пирӗнтен кашнине: «Сана нихӑҫан та хӑвармӑп», — тесе сӑмах парать. (Евр. 13:5, 6). Айтӑр «ҫирӗп никӗслӗ хулана» — Турӑ Патшалӑхне — малалла та кӗтсе пурӑнар! Вара эпир нумай пиллӗх илӗпӗр тата ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑпӑр (Матф. 25:34).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн пирӗн халех Иеговӑна шанма вӗренмелле?

  • Мӗншӗн пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнса юлас тесен ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлемелле пулать?

  • Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне тӑванла юратма тата тараватлӑ пулма халех вӗренмелле?

157-МӖШ ЮРӐ Кӗҫех мир пулать!

a Авалхи вӑхӑтра нумай хулан хӑйӗн патши пулнӑ. Ҫакӑн пек хуласене патшалӑхсем тенӗ (Пулт. 14:2).

b Ҫакӑ пирӗн эрӑри 67-мӗш ҫулта, христиансем Иудейӑран тата Иерусалимран тарнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, пулса иртнӗ.

c Павел христиансене: «Пӗр-пӗрне тӑванла юратма ан пӑрахӑр», — тенипе пухури тӑвансене пӗртӑвансем пӗр-пӗрне юратнӑ пек юратма хавхалантарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр